Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Тӑвансене юратма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

Тӑвансене юратма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

«Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юрату — Турӑран» (1 ИОАНН 4:7).

109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. а) Мӗншӗн Павел ӗненӳ, шанчӑк тата юрату ҫинчен каланӑ чухне юрату — чи асли тенӗ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

 ПАВЕЛ апостол ӗненӳ, шанчӑк тата юрату ҫинчен каланӑ чухне «вӗсенчен чи асли... юрату» тенӗ (1 Кор. 13:13). Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ? Пуласлӑхра пирӗн Турӑ рай тума сӑмах панине тек ӗненмелле пулмӗ. Мӗншӗн тесен хамӑр мӗне шанса тӑни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. Анчах та Иеговӑна тата ҫынсене эпир нихӑҫан та юратма пӑрахмӑпӑр. Унтан та ытларах, пирӗн юрату ӗмӗр-ӗмӗрех ӳссе пырӗ.

2 Куратпӑр ӗнтӗ, юрату пире яланах кирлӗ пулӗ, ҫавӑнпа та айтӑр виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, мӗншӗн пӗр-пӗрне юратмалла? Иккӗмӗшӗнчен, тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тата виҫҫӗмӗшӗнчен, пӗр-пӗрне юратма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

МӖНШӖН ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТМАЛЛА?

3. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла?

3 Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла? Сӑлтавсенчен пӗри — пӗр-пӗрне юратсан эпир чӑн христиансем пулнине кӑтартса паратпӑр. Иисус апостолсене: «Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан, пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ»,— тенӗ (Иоанн 13:35). Унсӑр пуҫне, юрату пӗрлӗхе упрама пулӑшать. Павел апостол: «Юрату пӗрлештерет»,— тесе ҫырнӑ (Кол. 3:14). Тепӗр сӑлтава пула та пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла. Иоанн апостол тӑвансем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Кам Турра юратать, ҫавӑн хӑйӗн тӑванне те юратмалла» (1 Иоанн 4:21). Апла пулсан, эпир пӗр-пӗрне юратсан Турра юратнине кӑтартатпӑр.

4, 5. Турра юратни тӑвансене юратнипе ҫыхӑннине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

4 Мӗншӗн Турра юратни тӑвансене юратнипе тачӑ ҫыхӑннӑ теме пулать? Чӗре кӗлеткен ытти пайӗсемпе мӗнле ҫыхӑнни ҫинчен шутласа пӑхар. Тухтӑр пире ал сыппинчен тытса юн таппине тӗрӗсленӗ чухне чӗре мӗнле ӗҫленине пӗлме пултарать. Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

5 Тухтӑр юн таппине тӗрӗслесе чӗре сывӑ пулнипе пулманнине пӗлме пултарать. Эпир те тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытнине тӗрӗслесе Турра мӗн таран хытӑ юратнине курма пултаратпӑр. Тӑвансенчен сивӗнме пуҫланине асӑрхасан, ҫакӑ эпир Турӑран та сивӗнме пуҫланине пӗлтерме пултарать. Тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартма манмастпӑр пулсан вара, апла эпир Турра та хытӑ юрататпӑр.

6. Тӑвансенчен сивӗнни мӗн кӑтартса парать? (1 Иоанн 4:7—9, 11).

6 Тӑвансенчен сивӗннине асӑрхарӑр пулсан, ҫакӑ нимех те мар тесе шутламалла мар. Мӗншӗн тесен юрату сӳнни хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшаса кайнине кӑтартса парать. Иоанн апостол ҫакна ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: «Кам хӑй курса тӑракан тӑванне юратмасть, ҫавӑ хӑй курмасӑр тӑракан Турра юратма пултараймасть» (1 Иоанн 4:20). Апла эпир мӗне вӗренетпӗр? Эпир пӗр-пӗрне юратсан ҫеҫ Иегова пире ырлать. (1 Иоанн 4:7—9, 11 вуласа парӑр.)

ТӐВАНСЕНЕ ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?

7, 8. Тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

7 Турӑ Сӑмахӗнче пӗр-пӗрне юратмалла тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Иоанн 15:12, 17; Рим 13:8; 1 Фес. 4:9; 1 Пётр 1:22; 1 Иоанн 4:11). Анчах та юрату вӑл шалти, чӗрери туйӑм, вӑл курӑнмасть. Ҫавӑнпа та тӑвансем ӑна курччӑр тесен мӗн тумалла-ши? Юратнине сӑмахпа тата ӗҫпе кӑтартмалла.

8 Акӑ темиҫе май. «Пӗрне-пӗри чӑн сӑмах калӑр» (Зах. 8:16). «Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр» (Марк 9:50). «Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр» (Рим 12:10). «Пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑнӑр» (Рим 15:7). «Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр» (Кол. 3:13). «Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр» (Гал. 6:2). «Пӗр-пӗрне... лӑплантарӑр» (1 Фес. 4:18). «Пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр» (1 Фес. 5:11). «Пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр» (Иак. 5:16).

Йывӑрлӑхсем тӳсекенсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (7—9 абзацсене пӑхӑр)

9. Мӗншӗн йӑпатни — ыттисене юратнине кӑтартмалли лайӑх май? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Малтанхи абзацра куртӑмӑр ӗнтӗ, юратнине тӗрлӗ майпа кӑтартма пулать. Айтӑр вӗсенчен пӗрне пӑхса тухар. Павел: «Пӗр-пӗрне... лӑплантарӑр»,— тенӗ. Мӗншӗн лӑплантарни, е йӑпатни, юратнине кӑтартмалли лайӑх май? Пӗр Библи справочникӗнче каланӑ тӑрӑх, «йӑпатмалла» тесе куҫарнӑ сӑмах кам пысӑк йывӑрлӑх тӳсет, ҫавӑнпа юнашар пулмаллине пӗлтерет. Хуйха ӳкнӗ тӑвана йӑпатнӑ чухне эпир ӑна вӑй кӗртсе малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшатпӑр. Тӑвансем хуйхӑрнӑ чухне вӗсемпе кашнинчех юнашар пулнипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр (2 Кор. 7:6, 7, 13).

10. Хӗрхенни йӑпатнипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

10 Йӑпатни хӗрхеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хӗрхенекен ҫын ыттисене чун ыратӑвне пусарма пулӑшас тесе вӗсене йӑпатма тӑрӑшать. Апла пулсан, эпир хӗрхеннӗрен ыттисене йӑпататпӑр. Иеговӑн, хӗрхенекен Аттен, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗренмелли Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ пирки хӗрхенекен Атте, урӑхла каласан, хӗрхенӗвӗн Ҫӑлкуҫӗ, тенӗ, мӗншӗн тесен унран хӗрхенӳ тухса тӑрать». Ҫӑлкуҫри таса шыв ӑш хыпнисене уҫӑлтарса янӑ пекех, Иегова та хуйха ӳкнисене вӑй кӗртет тата йӑпатать. Акӑ мӗншӗн ун пирки «йӑпатакан Турӑ», «вӑл пире эпир куракан мӗнпур хӗн-хурта йӑпатать» тенӗ (2 Кор. 1:3, 4). Иеговӑран тӗслӗх илес тесен пирӗн мӗн тумалла? Ыттисене хӗрхенмелле тата йӑпатмалла. Ҫавна тумашкӑн вара лайӑх енсем аталантармалла. Мӗнле лайӑх енсем?

11. Ыттисене йӑпатас килтӗр тесен пирӗн мӗнле лайӑх енсем аталантармалла? (Колоссӑ 3:12; 1 Пётр 3:8).

11 Пӗр-пӗрне кунран-кун йӑпатас тесен пирӗн хӗрхенме, тӑванла юратма тата ырӑ пулма вӗренсе пымалла. (Колоссӑ 3:12; 1 Пётр 3:8 вуласа парӑр.) Ҫак лайӑх енсене аталантарса пынӑҫемӗн пирӗн йывӑрлӑх тӳсекенсене йӑпатас килсех тӑрӗ. Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫыннӑн чӗри мӗнпе тулнӑ, вӑл ҫавӑн ҫинчен калаҫать. Ырӑ ҫын ырри ҫинчен калаҫать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чӗринче ыррине упрать» (Матф. 12:34, 35). Эпир шар куракан тӑвансене йӑпататпӑр пулсан, вӗсем хӑйсене юратнине туяҫҫӗ.

ТӐВАНСЕНЧЕН СИВӖНЕС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

12. а) Мӗншӗн пирӗн сыхӑ тӑмалла? ӑ) Эпир малалла мӗн пӑхса тухӑпӑр?

12 Эпир пурте пӗр-пӗрне юратасшӑн (1 Иоанн 4:7). Ҫапах та пирӗн Иисус «ҫынсем ытларахӑшӗ ыттисене юратма пӑрахӗҫ» тенине асра тытмалла (Матф. 24:12). Вӑл кунта хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки каламан. Ҫапах та пирӗн ҫак тӗнчери пӗр-пӗрне юратман, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ витӗм ан кӳтӗр тесе сыхӑ тӑмалла. Ҫавӑнпа та айтӑр шутласа пӑхар: тӑвансене хамӑр мӗн тери хытӑ юратнине мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать?

13. Тӑвансене хамӑр мӗн тери хытӑ юратнине мӗнле тӗрӗслеме пулать?

13 Хамӑрӑн юрату мӗн тери вӑйлӑ пулнине тӗрӗслемелли пӗр май — тӗрлӗ-тӗрлӗ лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытнине сӑнаса пӑхмалла (2 Кор. 8:8). Сӑмахран, Пётр ҫапла ҫырнӑ: «Пуринчен ытла пӗр-пӗрне хытӑ юратӑр, мӗншӗн тесен юрату нумай ҫылӑха каҫарать» (1 Пётр 4:8). Тӑвансем йӑнӑш тусан е пире кӳрентерсен эпир хамӑра мӗнле тытни вӗсене мӗн таран хытӑ юратнине кӑтартса парать.

14. 1 Пётр 4:8-мӗшӗ тӑрӑх, тӑвансене мӗнле юратмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

14 Айтӑр Пётрӑн сӑмахӗсене тӗплӗнрех пӑхса тухар. 8-мӗш сӑвӑ йӗркин малти пайӗнче пирӗн пӗр-пӗрне мӗнле юратмаллине каланӑ: хытӑ юратмалла тенӗ. «Хытӑ» тени, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑснине», «сарнине» пӗлтерет. Сӑвӑ йӗркин иккӗмӗш пайӗнче ҫавӑн пек юрату мӗн панине ҫырса панӑ: вӑл тӑвансен ҫылӑхӗсене каҫарать, е, сноскӑра каланӑ тӑрӑх, «хуплать». Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эпир юратӑва тӑсӑлакан пусма татӑкне илнӗ пекех икӗ алӑпа илетпӗр те ӑна май килнӗ таран хытӑрах тӑсатпӑр. Ҫакна эпир пӗр-ик ҫылӑха кӑна мар, «нумай ҫылӑха» хупличчен тӑватпӑр. Пусма татӑкӗпе вараланнӑ вырӑна хупласа хума пулать, юрату вара ыттисен йӑнӑшӗсене тата ҫитменлӗхӗсене «хупласа хума» е, каҫарма, пултарать.

15. Тӑвансене хытӑ юратни пире мӗн тума хавхалантарать? (Колоссӑ 3:13).

15 Тӑвансене хытӑ юратни пире, йывӑр пулсан та, вӗсен йӑнӑшӗсене каҫарма хавхалантармалла. (Колоссӑ 3:13 вуласа парӑр.) Ыттисене каҫарма пӗлетпӗр пулсан вара эпир вӗсене хытӑ юратнине тата Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. Тӑвансен йӑнӑшӗсене каҫарас тесен, вӗсен ҫитменлӗхӗсемшӗн тарӑхса ҫӳрес мар тесен тата мӗн тума пулать?

Чи лайӑх сӑнӳкерчӗксене кӑна хӑварнӑ пекех, эпир тӑвансемпе ҫыхӑннӑ лайӑх асаилӳсене упратпӑр, япӑххисене вара манса кайма тӑрӑшатпӑр (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16, 17. Ыттисен пӗчӗк йӑнӑшӗсем ҫинчен шутласа ҫӳрес мар тесен пирӗн тата мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Тӑвансен ҫитменлӗхӗсене мар, вӗсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшӑр. Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир туссемпе пуҫтарӑнтӑр. Вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттернӗ хыҫҫӑн пӗрле ӳкерӗнме шутлатӑр. Суйламалӑх пултӑр тесе эсир виҫӗ сӑнӳкерчӗк тӑватӑр. Акӑ вӗсенчен пӗринче пӗр арҫын тӑван лайӑхах мар тухнине куратӑр. Вара ҫав сӑнӳкерчӗкпе мӗн тӑватӑр? Эсир ӑна тасатса пӑрахатӑр. Мӗншӗн тесен тепӗр икӗ сӑнӳкерчӗк ҫинче ҫав арҫын тӑван та, ыттисем те хитре тухнӑ.

17 Пирӗн асаилӳсене ҫавӑн пек сӑнӳкерчӗксемпе танлаштарма пулать. Эпир тӑвансемпе пӗрле вӑхӑта ирттернине час-часах ӑшӑ туйӑмпа аса илетпӗр. Анчах та пӗр-пӗр тӑван хамӑра килӗшменнине каласан е тусан, эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Лайӑхах мар сӑнӳкерчӗке тасатса пӑрахнӑ пекех, тӑванпа мӗн пулса тухнине пуҫран кӑларса пӑрахма тӑрӑшмалла (Ытар. 19:11; Эф. 4:32). Пирӗн тӑвансен йӑнӑшӗсене пуҫра тытма кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен пирӗн ҫав тӑвансемпе ҫыхӑннӑ нумай ӑшӑ асаилӳсем пур. Эпир шӑп ҫавсене хакласшӑн!

МӖНШӖН ХАЛӖ ЮРАТУ НИХҪАНХИНЧЕН ТЕ КИРЛӖРЕХ?

18. Эпир ҫак статьяран юрату пирки мӗн пӗлтӗмӗр?

18 Мӗншӗн пӗр-пӗрне юратмалла? Каларӑмӑр ӗнтӗ, тӑвансене юрататпӑр пулсан, эпир Иеговӑна та юрататпӑр. Юратнине мӗнле кӑтартмалла? Сӑмахран, пӗр-пӗрне йӑпатмалла. Йӑпатас тесен вара ыттисене хӗрхенмелле. Юрату ан сӳнтӗр тесен мӗн тумалла? Ҫӑмӑл мар пулин те, ыттисен йӑнӑшӗсене каҫармалла.

19. Мӗншӗн паян пӗр-пӗрне нихҫанхинчен те ытларах юратмалла?

19 Мӗншӗн паян пӗр-пӗрне нихҫанхинчен те ытларах юратмалла? Пётр апостол ҫапла каланӑ: «Пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ». Ҫавӑнпа вӑл христиансене пӗр-пӗрне хытӑ юратма хавхалантарнӑ (1 Пётр 4:7, 8). Ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн лару-тӑру мӗнлерех пулӗ? Иисус: «Ман ятшӑн сире пур халӑх та курайми пулӗ»,— тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 24:9). Ҫавӑн пек курайманлӑха чӑтса ирттерес тесен пирӗн пӗрлӗхе упрамалла. Вара Шуйттан, тем пек тӑрӑшсан та, пире пӗр-пӗринчен уйӑрса яраймӗ. Мӗншӗн тесен пире юрату — «пӗрлештерсе тӑракан пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыхӑ» — ҫыхӑнтарса тӑрать (Кол. 3:14, сноска; Флп. 2:1, 2).

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

a Халӗ тӑвансене нихҫанхинчен те хытӑрах юратмалла. Мӗншӗн ҫапла тумалла? Тата пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартмалла?