12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иегова тунӑ япаласем ҫине пӑхса ун ҫинчен ытларах пӗлӗр
«Туррӑн куҫа курӑнман лайӑх енӗсем тӗнчене тунӑранпах уҫӑмлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир вӗсене вӑл тунӑ япаласене тӗпчесе пӗлме пултаратпӑр» (РИМ 1:20).
6-МӖШ ЮРӐ Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Иеговӑна лайӑхрах пӗлме Иова мӗн пулӑшнӑ?
ПУРНӐҪӖ тӑршшӗпе Иов нумай ҫынпа калаҫнӑ. Анчах та пӗр калаҫу ун чӗрине уйрӑмах пырса тивнӗ. Вӑл Иегова Турӑпа калаҫнӑ. Иегова хӑй тунӑ хӑш-пӗр тӗлӗнмелле япаласем ҫине тимлеттернӗ ӑна. Ҫавна пула Иов Иегова мӗн тери ӑслӑ пулнине курма тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшма пултарасса хытӑрах шанма пултарнӑ. Сӑмахран, Иегова хӑй тунӑ чӗрчунсемшӗн тӑрӑшнине аса илтерсе Иова мӗн кирлине пама пултаратӑп тесе шантарнӑ (Иов 38:39—41; 39:1, 5, 13—16). Иеговӑн пултарнийӗсем ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн Иов хӑйӗн Туррин лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах пӗлнӗ.
2. Мӗншӗн Иегова тунӑ япаласене сӑнама хӑш чухне ҫӑмӑл мар?
2 Эпир те хамӑр Турра лайӑхрах пӗлес тесе вӑл тунӑ япаласене сӑнама пултаратпӑр. Анчах та ҫакна тума хӑш чухне ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, пысӑк хулара Иегова тунӑ япаласем курӑнмасан та пултараҫҫӗ. Ялта пурӑнакансем те тавралӑха сӑнама хӑш-пӗр чухне вӑхӑт тупаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова пултарнисене сӑнамашкӑн мӗншӗн вӑхӑт уйӑрмаллине тата вӑй хумаллине пӑхса тухар. Эпир Иеговӑпа Иисус вӗрентнӗ чухне пултарнисем ҫине мӗнле тимлеттернине курӑпӑр. Тата ҫутҫанталӑка сӑнаса ытларах вӗренес тесе мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.
МӖНШӖН ИЕГОВА ТУНӐ ЯПАЛАСЕНЕ СӐНАМАЛЛА?
3. Иегова хӑй тунӑ япаласем Адама савӑнӑҫ кӳччӗр тенӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.
3 Иегова пӗрремӗш этем таврари япаласемпе киленсе-савӑнса пурӑнтӑр тенӗ. Адама тунӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна илемлӗ сад пахчине, рая, вырнаҫтарнӑ та ӑна пӑхса тӑма, сарма хушнӑ (Пулт. 2:8, 9, 15). Тӗрлӗ вӑрӑсем шӑтса тухнине тата чечексем ҫурнине сӑнаса Адам питӗ хӗпӗртенӗ пулӗ. Эдем пахчине пӑхса тӑма уншӑн мӗн тери пысӑк чыс пулнӑ! Иегова Адама чӗрчунсене ятсем парса тухма та ыйтнӑ (Пулт. 2:19, 20). Турӑ хӑй чӗрчунсене ят хума пултарнӑ пулин те, вӑл ҫав ӗҫе Адама шанса панӑ. Паллах, пӗр-пӗр чӗрчуна ят парас умӗн Адам унӑн тыткаларӑшне, уйрӑмлӑхӗсене питӗ тимлӗ сӑнанӑ. Ҫак ӗҫ нумай савӑнӑҫ кӳнӗ пулӗ. Тавралӑха сӑнани Адама хӑйӗн Ашшӗ мӗн тери ӑслӑ пулнине ӑнланма тата вӑл тунӑ япаласем питӗ интереслӗ те илемлӗ пулнине курма пулӑшни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.
4. а) Мӗншӗн Иегова тунӑ япаласене сӑнамалла? ӑ) Иегова тунӑ япаласенчен хӑшӗсем сире ытларах килӗшеҫҫӗ?
4 Турӑ тунӑ япаласене мӗншӗн сӑнамалла-ха? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Турӑ хӑй ҫавна тума ыйтать. Вӑл: «Пуҫӑра ҫӗклесе пӑхӑр-ха, тӳпе ҫӳллӗшне курӑр-ха»,— тет. Унтан вара: «Кам пултарнӑ ӑна?» — тесе ыйтать. Хуравӗ паллӑ ӗнтӗ (Ис. 40:26). Анчах тӳпе ҫеҫ мар-ха — ҫӗр те, тинӗс те — Турӑ тунӑ тӗлӗнмелле япаласемпе тулнӑ. Вӗсем пурте пире Иегова ҫинчен нумай вӗрентеҫҫӗ (Пс. 103:24, 25). Унсӑр пуҫне, Турӑ этеме мӗнле туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл пире ҫутҫанталӑка юратмалла тунӑ. Тата эпир курма, илтме, сӗртӗнсе туйма, апат тутине пӗлме тата шӑршӑсене туйма пултаратпӑр. Ҫакӑ веҫех вара Турӑ тунӑ япаласемпе киленме май парать.
5. Рим 1:20-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова тунӑ япаласене сӑнани пире мӗнле усӑ парать?
5 Библире Турӑ тунӑ япаласене мӗншӗн сӑнамаллине кӑтартакан тепӗр сӑлтав та пур. Вӑл пултарнисем пире унӑн лайӑх енӗсене уҫса параҫҫӗ. (Рим 1:20 вуласа парӑр.) Сӑмахран, ҫутҫанталӑкри япаласем ҫине пӑхӑр-ха. Вӗсене тӗлӗнмелле тунӑ. Ҫакӑ Турӑ ӑслӑ пулнине кӑтартса памасть-и вара? Тата пире тӗрлӗ-тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ савӑнӑҫ кӳрет. Ҫакӑнтан Турӑ ҫынсене юратни курӑнать. Иегова тунӑ япаласенчен вӑл мӗнлерех Турӑ пулнине курсан эпир ӑна лайӑхрах пӗлетпӗр тата унпа ытларах ҫывӑхланасшӑн пулатпӑр. Халӗ вара айтӑр Иегова ҫынсене хӑйӗн пултарнийӗсем ҫине тимлеттерсе мӗне вӗрентнине пӑхар.
ТУРӐ ХӐЙ ТУНӐ ЯПАЛАСЕМ ҪИНЕ ТИМЛЕТТЕРСЕ ХӐЙӖН ҪИНЧЕН КАЛАСА ПАРАТЬ
6. Кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кайӑксене сӑнаса эпир мӗне вӗренетпӗр?
6 Иегова пулмалли ӗҫсен вӑхӑтне палӑртса хунӑ. Кашни ҫул февраль вӗҫӗнчен пуҫласа май ҫурри таран израильтянсем хӑйсен ҫӗршывӗ урлӑ ҫурҫӗрелле вӗҫсе каякан чарлансене (аистсене) курнӑ. Турӑ израильтянсене: «Тӳпери чарлан та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет»,— тенӗ (Иер. 8:7). Иегова ҫав кайӑксем валли вӗҫсе каяс тата таврӑнас вӑхӑта палӑртса хунӑ евӗр, хӑйӗн приговорӗсене пурнӑҫлас вӑхӑта та палӑртса хунӑ. Хальхи вӑхӑтра кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кайӑксем пире Иегова ҫак усал тӗнчене пӗтерес вӑхӑта палӑртса хунине аса илтереҫҫӗ (Аввак. 2:3).
7. Кайӑксем мӗнле вӗҫнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Исаия 40:31).
7 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӑй парать. Исаия урлӑ вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла сӑмах панӑ: вӗсем халран кайсан е хуйха ӳксен вӑл вӗсене вӑй парӗ, вара вӗсем ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек ҫӗклӗҫ те юхнӑ пек вӗҫӗҫ. (Исаия 40:31 вуласа парӑр.) Израильтянсем ҫӳлте тӳпере ярӑнса вӗҫекен ӑмӑрткайӑксене час-часах курнӑ. Ҫак кайӑксем, нумай вӑй хумасӑрах, сывлӑш юхӑмӗпе усӑ курса ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ. Ҫакӑ Иегова ӑмӑрткайӑксене вӑй панӑ пекех пире те вӑй пама пултарассине аса илтерет. Пысӑк кайӑк ҫунат ҫапмасӑр тенӗ пекех ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарнине курсан, ҫакӑн ҫинчен шухӑшлӑр: Иегова сире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать.
8. Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшласа Иов мӗне вӗреннӗ тата мӗншӗн пирӗн те вӗсем ҫинчен шухӑшламалла?
8 Иегова шанӑҫа тивӗҫлӗ. Иеговӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Иов ӑна ытларах шанма пуҫланӑ (Иов 32:2; 40:1—3). Иова Турӑ хӑй тунӑ япаласем ҫине, ҫав шутра ҫӑлтӑрсем, пӗлӗтсем тата тинӗс ҫине, тимлеттернӗ. Тата вӑл чӗрчунсем ҫинчен, сӑмахран, хир вӑкӑрӗпе лаша ҫинчен, калаҫнӑ (Иов 38:32—35; 39:9, 19, 20). Хӑй тунӑ япаласем ҫинчен каласа парса Иегова хӑй хӑватлӑ пулнине кӑна мар, юратакан та ӑслӑ пулнине те кӑтартнӑ. Ҫав калаҫу хыҫҫӑн Иов Иеговӑна нихҫанхинчен те ытларах шанма пуҫланӑ (Иов 42:1—6). Пире те Турӑ тунӑ япаласене тӗпчени вӑл пирӗнтен чылай ӑслӑрах тата вӑйлӑрах пулнине аса илтерет. Эппин, Туррӑн пирӗн пур йывӑрлӑха та, пур инкеке те пӗтерме вӑй пур тата вӑл ҫавна тӑватех. Ҫак шухӑш пире Иеговӑна ытларах шанма хавхалантарать.
ИИСУС ХӐЙӖН АШШӖ ТУНӐ ЯПАЛАСЕМ ҪИНЕ ТИМЛЕТТЕРСЕ УН ҪИНЧЕН КАЛАСА ПАНӐ
9, 10. Хӗвелпе ҫумӑр пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентеҫҫӗ?
9 Иисус ҫутҫанталӑк ҫинчен питӗ нумай пӗлнӗ. Вӑл хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле Ҫут тӗнчене тунӑ, ҫавӑнпа та Иисус пирки «ӳнерҫӗ» тенӗ (Ытар. 8:30). Каярахпа, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра, Иисус вӗренекенӗсене хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каласа панӑ чухне Турӑ тунӑ япаласем ҫине тимлеттернӗ. Айтӑр вӑл мӗне вӗрентнине пӑхса тухар.
10 Иегова пур ҫынна та юратать. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус хӗвелпе ҫумӑр ҫине тимлеттернӗ. Ытларахӑшӗ ҫак ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем яланхи япаласем, вӗсенче ним тӗлӗнмелли те ҫук тесе шутлать. Ҫапах та хӗвелпе ҫумӑрсӑр ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пулайман пулӗччӗ. Иегова ҫаксене хӑйне пуҫҫапман ҫынсенчен туртса илме те пултарнӑ, анчах та вӑл хӗвел ҫутипе ҫумӑра пур ҫынна та парнелет (Матф. 5:43—45). Ҫак тӗслӗхпе усӑ курса Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентнӗ: Иегова эпир пур ҫынна та юратасса кӗтет. Хӗвел аннӑ чухнехи илемпе киленнӗ чухне е ҫумӑр ҫунӑ чухне эпир Иегова пур ҫынна та юратни ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Ҫакӑ вара пире унран тӗслӗх илсе пур ҫынна та ырӑ хыпар сарма хавхалантарма пултарать.
11. Кайӑксене сӑнани пире мӗнле хавхалантарма пултарать?
11 Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса тӑрать. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус ҫапла та каланӑ: «Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ. Ҫапах вӗсене ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать». Тен, Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ӑна итлекенсем ҫӳлте вӗҫекен кайӑксене курнӑ. Малалла Иисус ыррӑн: «Эсир вара вӗсенчен хаклӑрах мар-и?» — тенӗ (Матф. 6:26). Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине паратӑп тесе шантарать (Матф. 6:31, 32). Ҫак тӗслӗх Иеговӑн хальхи вӑхӑтри шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те вӑй парса тӑрать. Испанири пӗр ҫамрӑк пионерка пурӑнмалли вырӑн тупайманшӑн питӗ пӑшӑрханнӑ. Анчах та ҫырласемпе вӑрӑсем ҫиекен кайӑксене курсан вӑл чӗрере лӑпкӑлӑх туйса илнӗ. «Эпӗ Иегова ҫак кайӑксемшӗн мӗнле тӑрӑшнине куртӑм,— тет ҫав хӗрарӑм тӑван.— Ҫакӑ вара Иегова маншӑн та тӑрӑшасса аса илтерчӗ». Ҫапла пулса тухнӑ та. Вӑл хӑвӑртах пурӑнмалли вырӑн тупнӑ.
12. Ҫерҫисене сӑнаса эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Матфей 10:29—31).
12 Иегова пирӗнтен кашнине хаклать. Апостолсене ырӑ хыпар сарма ярас умӗн Иисус вӗсене ыттисем хирӗҫ тӑрассинчен хӑранине ҫӗнтерме пулӑшнӑ. (Матфей 10:29—31 вуласа парӑр.) Мӗнле майпа? Вӑл Израильте анлӑ сарӑлнӑ ҫерҫи ҫине тимлеттернӗ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра ҫав кайӑксем питӗ йӳнӗ пулнӑ. Анчах та вӑл вӗренекенӗсене: «Вӗсенчен пӗри те ҫӳлти Аҫӑр асӑрхамасӑр ҫӗре ӳкмест»,— тенӗ. Кайран вара: «Эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах»,— тесе шантарнӑ. Ҫапла майпа Иисус Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне хакланине, ҫавӑнпа та вӗсен хирӗҫ тӑрассинчен хӑрама сӑлтав ҫуккине кӑтартса панӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем хуласемпе ялсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫерҫисене курсан хӑйсен Вӗрентекен каланӑ сӑмахсене аса илнӗ пулӗ. Эсир те пӗчӗк ҫеҫ кайӑксене асӑрхасан Иегова хӑвӑра хакланине аса илӗр, эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах вӗт. Иегова пулӑшнине пула эсир хӑранине ҫӗнтерме пултарӑр (Пс. 117:6).
ТУРӐ ТУНӐ ЯПАЛАСЕНЕ СӐНАСА УН ҪИНЧЕН ЫТЛАРАХ ПӖЛӖР
13. Турӑ тунӑ япаласем ун ҫинчен мӗне вӗрентнине пӗлес тесен мӗн тумалла?
13 Иегова тунӑ япаласене сӑнаса ун ҫинчен ытларах пӗлес тесен мӗн тумалла-ши? Пӗрремӗшӗнчен, Турӑ пултарнисене сӑнамашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла. Иккӗмӗшӗнчен вара, вӗсем пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентни пирки шухӑшламалла. Ҫак икӗ утӑма тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Камерунри Жеральди́на хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Эпӗ пысӑк хулара ӳссе ҫитӗннӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ӑнланатӑп: ҫутҫанталӑка сӑнамашкӑн вӑй хумасӑр пулмасть». Альфо́нсо ятлӑ старейшина вара акӑ мӗн калать: «Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: Иегова тунӑ япаласене пӗр чӑрмавсӑр сӑнамашкӑн тата вӗсем мана Иегова ҫинчен мӗне вӗрентни пирки шухӑшламашкӑн ятарласа вӑхӑт уйӑрмалла».
14. Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшласа Давид мӗне вӗреннӗ?
14 Давид Иегова тунӑ япаласем ҫинчен тарӑн шухӑшланӑ. Вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Тӳпе ҫине, Санӑн аллу пултарнӑ ӗҫ ҫине, Эсӗ лартнӑ уйӑхпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатӑп та — ҫын мӗнех вӑл?» (Пс. 8:4, 5). Давид ҫӗрле тӳпене пӑхнӑ чухне ҫӑлтӑрсен илемӗпе киленнӗ ҫеҫ мар, вӗсем Иегова ҫинчен мӗне вӗрентнине те пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл Иегова ҫав тери ӑслӑ та хӑватлӑ пулнине ӑнланса илнӗ. Унсӑр пуҫне, Давид хӑйӗн кӗлетки амӑшӗн варӗнче мӗнле аталанни ҫинчен шухӑшланӑ. Хӑйне Иегова ҫав тери тӗлӗнмелле пултарни ҫинчен шухӑшланӑ чухне Давидӑн чӗринче пархатарлӑх ӳссех пынӑ (Пс. 138:14—17).
15. Иегова тунӑ япаласене сӑнаса эпир унӑн лайӑх енӗсене мӗнле курма пултаратпӑр? Тӗслӗхсем илсе парӑр (Псалом 148:7—10).
15 Пирӗн те, Давид пекех, Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшламашкӑн аякка каймалла мар. Хӑвӑр тавра пӑхсан эсир Иеговӑн нумай лайӑх енне курма пултаратӑр. Сӑмахран, хӗвел хӗртнӗ чухне Туррӑн хӑватне курма тӑрӑшӑр (Иер. 31:35). Кайӑк йӑва ҫавӑрнине асӑрхасан Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен шухӑшлӑр. Йытӑ ҫури хӑйӗн хӳрипе вылянине курсан вара Туррӑн кулӑш туйӑмӗ пуррине аса илӗр. Унсӑр пуҫне, амӑшӗ хӑйӗн пепкине ачашланине курсанах Иеговӑна хӑвӑра юратнӑшӑн тав тӑвӑр. Пирӗн Иеговӑна пӗлмешкӗн нумай май пур, мӗншӗн тесен вӑл пултарнисем пурте — пысӑккисем те, пӗчӗккисем те, ҫывӑхрисем те, инҫетрисем те — ӑна мухтаса тӑраҫҫӗ. (Псалом 148:7—10 вуласа парӑр.)
16. Пирӗн мӗнле тӗллев лартмалла?
16 Пирӗн Турӑ пек ӑсли, юратаканни, вӑйли урӑх никам та ҫук. Тата вӑл тӑвакан пур япала та питӗ илемлӗ. Туррӑн ҫак тата ытти лайӑх енӗсем вӑл тунӑ япаласенчен курӑнаҫҫӗ — тимлесе пӑхмалла кӑна. Эппин, айтӑр Иегова пултарнисене пӑхса савӑнма тата вӗсем пире ун ҫинчен мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрар. Вара эпир Пурнӑҫ Параканпа ҫывӑхлансах пырӑпӑр (Иак. 4:8). Тепӗр статьяра эпир ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе вӑл тунӑ япаласем ҫине мӗнле тимлеттерме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
5-МӖШ ЮРӐ Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем
a Иегова тунӑ япаласем пире ҫӳҫентерсех яраҫҫӗ. Пире хӗвелӗн калама ҫук пысӑк хӑвачӗ те, черченкӗ чечексен ырӑ шӑрши те тӗлӗнтерет. Тата Иегова пултарнисем вӑл мӗнлерех Турӑ пулнине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Иегова тунӑ япаласене тимлӗн сӑнамашкӑн мӗншӗн вӑхӑт уйӑрмаллине тата ҫакӑ пире Турӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.