Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттерме хатӗр-и?

Эсир пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттерме хатӗр-и?

«Хатӗр пулӑр» (МАТФ. 24:44).

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Мӗншӗн ҫутҫанталӑк инкекӗсене чӑтса ирттерме хатӗрленмелле?

 ХАТӖРЛЕННИ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пултарать. Сӑмахран, ҫутҫанталӑк инкекне чӑтса ирттерме хатӗрленнисем хӑйсем те ҫӑлӑнса юлӗҫ пулӗ, тен, ыттисене те пулӑшма пултарӗҫ. Гуманитарлӑ пулӑшу паракан Европӑри пӗр организаци ҫапла каланӑ: «Лайӑх хатӗрленни пурнӑҫа ҫӑлма пултарать».

2. Мӗншӗн пирӗн «пысӑк хӗн-асапа» чӑтса ирттерме хатӗрленмелле? (Матфей 24:44).

2 «Пысӑк хӗн-асап» кӗтмен ҫӗртен пуҫланӗ (Матф. 24:21). Ҫапах та, ытти инкексемпе танлаштарсан, ӑна кӗтсе илме хӑшӗ-пӗрисем хатӗр пулӗҫ. 2 000 ҫула яхӑн каялла Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫав куна чӑтса ирттерме хатӗр пулмалла тесе каланӑ. (Матфей 24:44 вуласа парӑр.) Хатӗрленетпӗр пулсан пире чӑтӑмлӑ пулма тата ыттисене пулӑшма та ҫӑмӑлтарах пулӗ (Лука 21:36).

3. Чӑтӑмлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни тата ыттисене юратни пире пысӑк хӗн-асапа тӳссе ирттерме хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултарать?

3 Айтӑр пысӑк хӗн-асапа чӑтса ирттерме пулӑшма пултаракан виҫӗ лайӑх ене пӑхса тухар. Турӑ пире хӑй ҫак тӗнче пирки йышӑннӑ приговора пӗлтерме хушсан, ӗненмен ҫынсем вара пире хирӗҫ тӑрсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? (Ӳлӗм. 16:21). Пире Иегова хамӑра ҫӑласса ӗненме тата ӑна итлеме чӑтӑмлӑх кирлӗ пулӗ. Тӑвансем хӑйсен пурлӑхне ҫухатсан эпир мӗн тӑвӑпӑр? (Аввак. 3:17, 18). Хӗрхеннӗрен вӗсене пулӑшӑпӑр. Халӑхсен пӗрлешӗвӗ тапӑннине пула пирӗн пухури тӑвансемпе пӗрле пӗр пӗчӗк пӳлӗмре пытанма тивӗ пулсан вара эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? (Иез. 38:10—12). Ҫав йывӑр вӑхӑтра пире пӗр-пӗрне хытӑ юратни пулӑшӗ.

4. Чӑтӑмлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тата ыттисене юратма малалла та вӗренсе пымаллине Библи мӗнле кӑтартса парать?

4 Турӑ Сӑмахӗ пире чӑтӑмлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тата ыттисене юратма малалла та вӗренсе пыма хавхалантарать. Лука 21:19-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Чӑтӑмлӑ пулнипе эсир хӑвӑр пурнӑҫа ҫӑлса хӑваратӑр». Колоссӑ 3:12-мӗшӗнче: «Чун-чӗререн хӗрхенӗр»,— тенӗ. 1 Фессалоника 4:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче вара ҫапла ҫырса хунӑ: «Пӗр-пӗрне юратса тӑма сире Турӑ Хӑй вӗрентнӗ... Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр». Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫак лайӑх енсене кӑтартнӑ ӗнтӗ. Ҫапах та вӗсен ҫак тӗлӗшрен малалла та лайӑхланмалла пулнӑ. Пирӗн те ҫавнах тумалла. Ҫавӑнпа та айтӑр пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫак кашни лайӑх ене мӗнле кӑтартнине сӳтсе явар. Кайран вара хамӑр вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Ҫапла туса пысӑк хӗн-асапа чӑтса ирттерме хамӑр хатӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеме пултарӑпӑр.

ЧӐТӐМЛӐ ПУЛМА ВӖРЕНСЕ ПЫРӐР

5. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ?

5 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен чӑтӑмлӑ пулмалла пулнӑ (Евр. 10:36). Пур ҫын та тӗл пулакан йывӑрлӑхсемсӗр пуҫне, христиансем пулнӑ май, вӗсен ытти йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Вӗсенчен нумайӑшне хӗсӗрленӗ. Вӗсене иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсемпе Рим пуҫлӑхӗсем кӑна мар, килтисем те хирӗҫ тӑнӑ (Матф. 10:21). Пухура вара чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем хӑйсен вӗрентӗвӗсене сарса тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе аркатма хӑтланнӑ (Ап. ӗҫ. 20:29, 30). Ҫапах та ҫав христиансем чӑтӑмлӑ пулнӑ (Ӳлӗм. 2:3). Вӗсене мӗн пулӑшнӑ? Вӗсем ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен, сӑмахран, Иов тӗслӗхӗ ҫинчен, шухӑшланӑ (Иак. 5:10, 11). Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑран вӑй ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 4:29—31). Тата ҫав христиансем хӑйсем пӗтӗмпех чӑтса ирттерсен Иеговӑран награда илессине манман (Ап. ӗҫ. 5:41).

6. Хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттермешкӗн Мерита мӗн тунӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Библире тата пирӗн публикацисенче чӑтӑмлӑх кӑтартнӑ нумай ҫын ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫав тӗслӗхсене тӑтӑшах вуласан тата вӗсем ҫинчен шухӑшласан эпир те веҫех чӑтса ирттерме пултаратпӑр. Албанире пурӑнакан Меритӑна килтисем хаяррӑн хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме шӑп ҫакӑ пулӑшнӑ та. Вӑл ҫапла каласа парать: «Иов тӗслӗхӗ чуна пырса тиврӗ. Вӑл питӗ нумай асапланнӑ. Хӑй кама пула тертленнине пӗлмен пулин те вӑл: „Мӗн виличченех хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп“,— тенӗ. Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: „Иовпа танлаштарсан, ман йывӑрлӑхсем чылай сахалтарах тата кама пула хам хӗн курнине те эпӗ пӗлетӗп“» (Иов 27:5, ҪТ).

7. Хальлӗхе пирӗн пысӑк йывӑрлӑхсем ҫук пулсан та, пирӗн мӗн тума вӗренмелле?

7 Иеговӑна час-часах кӗлтуса хамӑрӑн пӗтӗм пӑшӑрханусене каласа пани те чӑтӑмлӑрах пулма пулӑшать (Флп. 4:6; 1 Фес. 5:17). Тен, хальлӗхе сирӗн пысӑк йывӑрлӑхсем ҫук. Ҫапах та хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ кулянса, аптраса ӳкнӗ чухне е мӗн тумаллине пӗлмен чухне Иеговӑран пулӑшу ыйтатӑп-и?» Сирӗн кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Иеговӑна кӗлтӑвасси йӑлана кӗрет пулсан, пысӑк йывӑрлӑх йӑтӑнса ансан та эсир пӗр шутласа тӑмасӑр унран пулӑшу ыйтӑр, вӑл сире хӑҫан тата мӗнле пулӑшмаллине пӗлни пирки пӗртте иккӗленмӗр (Пс. 26:1, 3).

ЧӐТӐМЛӐХ

Пӗр-пӗр йывӑрлӑха чӑтса ирттерсен эпир теприне чӑтса ирттерме хатӗр пулӑпӑр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. Эпир халех чӑтӑмлӑ пулсан, пулас йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерессине Мира тӗслӗхӗ мӗнле ҫирӗплетсе парать? (Иаков 1:2—4). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

8 Эпир халех йывӑрлӑхсенче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр пулсан, пысӑк хӗн-асапа та чӑтса ирттеретпӗр пулӗ (Рим 5:3). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Нумай тӑван каланӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр йывӑрлӑха чӑтса ирттерсен, теприне чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Ҫавна пула вӗсем Иегова юнашар пулнине тата ялан пулӑшма хатӗр пулнине хытӑрах ӗненнӗ. Ӗненӳ вара вӗсене ытти йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. (Иаков 1:2—4 вуласа парӑр.) Албанири пионер пулса ӗҫлекен Ми́ра каланӑ тӑрӑх, унччен йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерни ӑна чӑтӑмлӑ пулма пулӑшать. Хӑш чухне ӑна хӑйӗн ҫеҫ ҫав тери нумай йывӑрлӑх пек туйӑнать. Ҫавӑн пек чухне вӑл хӑйне Иегова 20 ҫул хушши мӗнле вӑйлӑ пулӑшса тӑнине аса илет те хӑйне хӑй ҫапла калать: «Ан парӑн! Малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑр. Вӑл сана ҫав тери нумай йывӑрлӑх чӑтса ирттерме пулӑшрӗ ӗнтӗ, ҫавна ан ман». Эсир те Иегова хӑвӑра веҫех чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлама пултаратӑр. Вара пысӑк хӗн-асап пуҫланнӑ тӗле эсир йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӗренсе ҫитӗр тата малалла та чӑтӑмлӑ пулма ҫирӗп шут тытӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова хӑвӑр тӳснӗ кашни йывӑрлӑха курса тӑрать тата хӑйне шанчӑклӑ пулнӑшӑн пиллетех (Матф. 5:10—12).

ЫТТИСЕНЕ ХӖРХЕНӖР

9. Сирири Антиохи хулинчи христиансем хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ?

9 Айтӑр Иудейӑра хаяр выҫлӑх пуҫлансан мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Сирири Антиохи хулинчи христиансем ҫавӑн ҫинчен илтсен Иудейӑра пурӑнакан тӑвансене питӗ хӗрхеннӗ пулӗ. Анчах та ҫакӑ вӗсен туйӑмсем кӑна пулман, хӗрхеннине вӗсем ӗҫпе те кӑтартнӑ. Вӗсем «харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма» шутланӑ (Ап. ӗҫ. 11:27—30). Иудея инҫе пулнӑ пулин те Антиохири тӑвансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене питӗ пулӑшасшӑн пулнӑ (1 Иоанн 3:17, 18).

ХӖРХЕНӲ

Инкеклӗ вӑхӑтра пирӗн ыттисене хӗрхеннине кӑтартма май уҫӑлать (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Тӗрлӗ инкек тӳсекен тӑвансене хӗрхеннине мӗнле кӑтартма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Эпир те ҫутҫанталӑк инкекӗсене е урӑх сӑлтавсене пула инкек куракан тӑвансене хӗрхенсе пулӑшма пултаратпӑр. Сӑмахран, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн эпир тӳрех хамӑр пулӑшма хатӗр тесе старейшинӑсене пӗлтеретпӗр b, пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли укҫа-тенкӗ паратпӑр е хӗн курнӑ тӑвансемшӗн кӗлтӑватпӑр (Ытар. 17:17). 2020 ҫулта COVID-19 пандемие пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшмашкӑн инкеке лекнисене пулӑшакан 950 ытла комитет йӗркеленӗ, вӗсем пӗтӗм тӗнчипех пулнӑ. Ҫав комитетсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлекенсене эпир питӗ пархатарлӑ. Тӑвансене хӗрхеннӗрен вӗсем гуманитарлӑ пулӑшу леҫеҫҫӗ, вӗсене чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара Патшалӑх залӗсемпе ҫуртсене юсаҫҫӗ е ҫӗнӗрен туса лартаҫҫӗ (2 Коринф 8:1—4 танлаштарӑр.)

11. Пирӗн ырӑ ӗҫсем ҫӳлти Аттене мӗнле мухтава кӑлараҫҫӗ?

11 Эпир ҫутҫанталӑк инкекне пула шар курнисене пулӑшмашкӑн пӗтӗм вӑя хунине ыттисем те кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2019 ҫулта «До́риан» текен ҫил-тӑвӑла пула Багам утравӗсенче Патшалӑх залӗ арканнӑ. Пирӗн тӑвансем ҫав зала ҫӗнӗрен туса лартнӑ чухне Свидетель пулман подрядчикран хӑйӗн ӗҫӗшӗн мӗн чухлӗ укҫа илессине ыйтса пӗлнӗ. Лешӗ вара ҫапла хуравланӑ: «Манӑн сирӗн организацине питӗ пулӑшас килет. Ҫавӑнпа та эпӗ оборудованишӗн те, ҫынсем ӗҫленӗшӗн те, материалсемшӗн те укҫа илместӗп. Эсир пӗр-пӗриншӗн мӗнле тӑрӑшни чуна пырса тиврӗ». Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ Иеговӑна пӗлмеҫҫӗ. Анчах та вӗсем Иегова Свидетелӗсем ыттисене пулӑшас тесе мӗн-мӗн тунине кураҫҫӗ. Пирӗн ырӑ ӗҫсем ҫынсене ҫав тери хӗрхенекен Турра пӗлме хистеме пултараҫҫӗ, ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс! (Эф. 2:4).

12. Ыттисене халех хӗрхенме вӗренни пире пысӑк хӗн-асапа чӑтса ирттерме хатӗр пулма мӗнле пулӑшӗ? (Ӳлӗмхи 13:16, 17).

12 Мӗншӗн пирӗн пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче тӑвансене хӗрхенмелле пулӗ? Библирен ҫакӑ уҫҫӑн курӑнать: политика системи майлӑ тӑманнисен халӗ те, пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче те йывӑрлӑхсем пулӗҫ. (Ӳлӗмхи 13:16, 17 вуласа парӑр.) Тен, тӑвансен пурӑнмалӑх мӗн кирли те пулмӗ. Кӗҫех пирӗн Патша, Иисус Христос, Турӑ ҫак тӗнче пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама килӗ. Вӑл эпир ҫав вӑхӑтра тӑвансене хӗрхеннине курсан пире: «Патшалӑха еткерлӗхе илӗр»,— тесе калӗ (Матф. 25:34—40).

ТӐВАНСЕНЕ ЮРАТМА ВӖРЕНСЕ ПЫРӐР

13. Рим 15:7-мӗшӗнчи Павелӑн канашӗ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене пӗр-пӗрне хытӑрах юратма мӗнле пулӑшнӑ?

13 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗр-пӗрне юратнипе ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Вӗсене ҫак лайӑх ене кӑтартма ҫӑмӑл пулнӑ-ши? Тӗслӗхшӗн Римри пухӑва илер. Унта тӗрлӗ ҫынсем пулнӑ. Тӑвансем хушшинче мӗн ачаранпах Моисей законне тытса тӑракан еврейсем кӑна мар, унччен суя турӑсене пуҫҫапнӑ ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Пухӑва чурасем те, ирӗклӗ ҫынсем те, чура хуҫисем те ҫӳренӗ пулӗ. Уйрӑмлӑхсене пӑхмасӑрах пӗр-пӗрне юратма вӗсене мӗн пулӑшнӑ? Павел апостол ҫав христиансене: «Пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑнӑр»,— тенӗ. (Рим 15:7 вуласа парӑр.) Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ-ши? «Хапӑл туса йышӑнӑр» тесе куҫарнӑ сӑмах ҫынна хамӑр килте ӑшшӑн йышӑннине е унпа туслашнине пӗлтерет. Сӑмахран, Павел апостол Филимона тарса ҫӳренӗ Онисим чурана хапӑл туса йышӑнма хавхалантарнӑ (Флм. 17). Акилӑпа Прискилла вара христиан тӗнӗ ҫинчен хӑйсенчен сахалрах пӗлнӗ Аполлоса хӑйсем патне чӗннӗ (Ап. ӗҫ. 18:26). Ҫав христиансем хӑйсем хушшинчи уйрӑмлӑхсене хӑйсене пӗр-пӗринчен уйӑрса яма паман. Пачах урӑхла, вӗсем пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑннӑ.

ЮРАТУ

Пире тӑвансен юратӑвӗ питӗ кирлӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Аннӑпа унӑн упӑшки тӑвансене юратнине ӗҫпе мӗнле кӑтартнӑ?

14 Эпир те тӑвансене юратнине кӑтартас тесе вӗсемпе туслашма тата вӑхӑта пӗрле ирттерме пултаратпӑр. Ҫакӑ тӑвансене хӑйсене те хамӑра юратнине кӑтартма хавхалантарма пултарать (2 Кор. 6:11—13). Акӑ Анна тӗслӗхӗ. Вӗсене упӑшкипе пӗрле Хӗвеланӑҫ Африкӑна миссионерсем пулма ярсан кӑшт вӑхӑт иртсенех COVID-19 пандеми пуҫланнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ пухӑвӗнчи тӑвансемпе куҫа куҫӑн тӗл пулайман. Тӑвансене юратнине вӗсем мӗнле кӑтартма пултарнӑ-ши? Ҫав мӑшӑр тӑвансемпе видеопа ҫыхӑнса вӗсемпе ҫывӑхрах паллашасшӑн тесе каланӑ. Ҫакӑ тӑвансен чӗрисене пырса тивнӗ. Вара вӗсем те миссионерсем патне шӑнкӑравланӑ тата сообщенисем янӑ. Мӗншӗн ҫав мӑшӑр хӑйсен ҫӗнӗ пухӑвӗнчи тӑвансемпе паллашмашкӑн вӑй хунӑ? Анна ҫапла калать: «Пирӗн ҫемье инкекре те, савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра та тӑвансен юратӑвне пӗрре анчах мар туйнӑ. Эпӗ ҫавна нихӑҫан та манас ҫук. Тӑвансен тӗслӗхӗ мана хама та ыттисене юратма хавхалантарать».

15. Тӑвансене юратас тӗлӗшрен эсир Ванессӑран мӗне вӗренетӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Пирӗн пухура тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пулма пултараҫҫӗ, характерсем те пирӗн тӗрлӗрен. Тӑвансен лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах шутласан эпир вӗсене хытӑрах юратӑпӑр. Ҫӗнӗ Зеландири Ванессӑна хӑйӗн пухӑвӗнчи хӑш-пӗр тӑвансемпе хутшӑнма йывӑр пулнӑ. Анчах та кайран вӑл хӑйне тарӑхтаракан тӑвансенчен пӑрӑнса ҫӳрес вырӑнне вӗсемпе ытларах вӑхӑт ирттерме пуҫланӑ. Ҫакӑ ӑна Иегова ҫав тӑвансене мӗншӗн юратнине курма пулӑшнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Упӑшка район старейшини пулса тӑрсан эпир пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан ытларах тӑванпа хутшӑнма пуҫларӑмӑр. Анчах тӑвансем тӗрлӗ характерлӑ пулни маншӑн халӗ йывӑрлӑх мар. Тӑвансем тӗрлӗрен пулни мана питӗ килӗшет. Иеговӑна та килӗшет пулас. Вӑл хӑй пӗр-пӗринчен вӑйлӑ уйрӑлса тӑракан ҫавӑн чухлӗ нумай ҫынна хӑй патне илсе пынӑ вӗт». Ыттисем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшнӑ чухне эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр (2 Кор. 8:24).

Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче эпир тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрсан, вӑл пире хӳтӗлӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Мӗншӗн пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне юратни уйрӑмах кирлӗ пулӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне юратни уйрӑмах кирлӗ пулӗ. Ҫавӑн чухне Иегова пире мӗнле хӳтӗлӗ? Мидо-Перси ҫарӗ авалхи Вавилон ҫине тапӑнсан Иегова хӑйӗн халӑхне ҫапла тума хушнӑ: «Кай, халӑхӑм, килне [«шалти пӳлӗмсене», ҪТ] кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). Пысӑк хӗн-асап пуҫлансан пирӗн те ҫавнах тума тивӗ пулӗ. «Шалти пӳлӗмсем» пирӗн пухусене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче эпир тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрсан вӑл пире хӳтӗлӗ. Ҫавӑнпа пирӗн тӑвансене чӑтмалла кӑна мар, юратмалла та. Ҫавна тума халех вӗренмелле. Ҫакӑнтан пирӗн пурнӑҫ килет.

ХАЛЕХ ХАТӖРЛЕНӖР

17. Халех хатӗрленсен пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче эпир мӗн тума пултарӑпӑр?

17 Иеговӑн «аслӑ кунӗ» пӗтӗм этемлӗхшӗн питӗ йывӑр вӑхӑт пулӗ (Соф. 1:14, 15). Ун чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсене те ҫӑмӑл пулмӗ. Анчах та халех хатӗрленсен эпир лӑпкӑ пулма та, ыттисене пулӑшма та пултарӑпӑр. Хамӑр тӗл пулакан кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерӗпӗр. Пухури тӑвансен инкек сиксе тухсан вӗсене хӗрхенсе пулӑшас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвӑпӑр. Тӑвансене халех юратма вӗрентӗмӗр пулсан, вӗсене пуласлӑхра та юратма пӑрахмӑпӑр. Вара Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ. Ун чухне хӗн-асап аса та килмӗ (Ис. 65:1).

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

a Пысӑк хӗн-асап питӗ хӑвӑрт ҫывхарса пырать. Ӑна пурӑнса ирттерес тесен пирӗн чӑтӑмлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалла тата ыттисене юратмалла. Айтӑр ҫак лайӑх енсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене мӗнле пулӑшнине, пире халӗ мӗнле пулӑшса тӑнине тата пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттерме мӗнле пулӑшассине пӑхса тухар.

b Эсир те пулӑшу парас ӗҫе хутшӑнас тетӗр пулсан, «Заявление на служение добровольцем в программе местного проектно-строительного отдела» (DC-50) е «Заявление на добровольное служение» (A-19) ҫырса тултарӑр та хӑвӑра чӗнессе кӗтӗр.