24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иегова пек каҫараканни урӑх никам та ҫук
«Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ [«каҫарма хатӗр», ҪТ], нумай ырӑлӑхлӑ» (ПС. 85:5).
42-МӖШ ЮРӐ Турӑшӑн ӗҫлекенӗн кӗлли
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Екклезиаст 7:20-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
СОЛОМОН патша: «Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук»,— тесе ҫырнӑ (Еккл. 7:20). Ҫакна хирӗҫ нимӗн те калаймӑн. Эпир пурте ҫылӑхлӑ (1 Иоанн 1:8). Ҫавӑнпа пире пурне те Турӑ та, ытти ҫынсем те каҫарни питӗ кирлӗ.
2. Ҫывӑх тус каҫарсан эпир мӗн туятпӑр?
2 Ҫывӑх туса кӳрентерсен эсир хӑвӑра мӗнле туйнине астӑватӑр-и? Эсир хӑвӑра айӑплӑ туйнӑ пулӗ тата туспа мирлешес тесе чун-чӗререн каҫару ыйтнӑ пулӗ. Вӑл сире каҫарсан вара эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ? Сирӗн чун лӑштах пулнӑ тата эсир савӑннӑ пуль.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Эпир Иегова хамӑрӑн чи ҫывӑх тус пултӑр тетпӗр. Анчах та эпир мӗн калани е мӗн туни хӑш-пӗр чухне ӑна кулянтарма е кӳрентерме пултарать. Иегова пире каҫарасшӑн пулни пирки мӗншӗн пирӗн иккӗленмелле мар? Турӑ каҫарни ҫын каҫарнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Турӑ кама каҫарать?
ИЕГОВА КАҪАРМА ХАТӖР
4. Иегова каҫарма хатӗр пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
4 Библи пире Иегова каҫарма хатӗр тесе шантарать. Иегова Моисея Синай тӑвӗ ҫинче хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ чухне ангел урлӑ ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, тӳрӗлӗхе упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен кӑтартса тӑракан, айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан» (Тух. 34:6, 7). Иегова ырӑ та хӗрхенекен Турӑ, ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекен ҫынна вӑл каҫарма яланах хатӗр (Неем. 9:17; Пс. 85:15).
5. Псалом 102:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пире лайӑх пӗлни Иеговӑна мӗн тума хавхалантарать?
5 Иегова пире тунӑ, ҫавӑнпа вӑл пирӗн ҫинчен веҫех пӗлет. Шутласа пӑхӑр-ха, вӑл ҫӗр ҫинче пур ҫын ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлет! (Пс. 138:15—17). Атте-аннерен куҫнӑ пирӗн ҫитменлӗхсене те курать. Хамӑр пурнӑҫра мӗн пулса тухнисем те пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳнине ӑнланать. Ҫакна веҫех пӗлни ӑна мӗн тума хавхалантарать? Вӑл пире хӗрхенет (Пс. 77:39; Псалом 102:13, 14 вуласа парӑр).
6. Иегова каҫарма хатӗр пулнине мӗнле ҫирӗплетсе панӑ?
6 Иегова каҫарма хатӗр пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Эпир пӗрремӗш этеме, Адама, пула ҫылӑхлӑ та вилӗмлӗ пулса тӑнине вӑл ӑнланать (Рим 5:12). Эпир ҫак тыткӑнран хамӑр тӗллӗн хӑтӑлаймастпӑр (Пс. 48:8—10). Ҫапах та хӗрхеннӗрен тата юратнӑран Иегова пире ҫӑлас тенӗ. Мӗнле майпа? Вӑл, Иоанн 3:16-мӗшӗнче каланӑ пек, пирӗншӗн «Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ» (Матф. 20:28; Рим 5:19). Тӗрӗссипе каласан, Иисус пирӗн ҫылӑхсене хӑйӗн ҫине илсе пирӗншӗн вилнӗ. Ҫавӑнпа ӑна ӗненекенсем пурте ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма пултараҫҫӗ (Евр. 2:9). Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне асаплантарса, мӑшкӑлласа вӗлерни Иеговӑн чӗрине питӗ ыраттарнӑ. Иегова пире каҫарасшӑн пулман пулсан, хӑйӗн Ывӑлне ҫапла асаплантарса вӗлерме панӑ пулӗччӗ-и вара?
7. Иегова чун-чӗререн каҫарнине Библири мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?
7 Библире Турӑ каҫарма хатӗр пулнине кӑтартакан тӗслӗхсем питӗ нумай (Эф. 4:32). Эсир кама аса илме пултаратӑр? Тен, Манассия патшан тӗслӗхӗ аса килет? Ҫак усал ҫын Иеговӑна хирӗҫ нумай ҫылӑх туса пурӑннӑ. Вӑл суя турӑсене пуҫҫапнӑ тата халӑха та ҫапла тума хӗтӗртнӗ. Манассия хӑйӗн ывӑлӗсене те суя турӑсене парне пек парса вӗлернӗ. Иеговӑн сӑваплӑ храмӗнче вара вӑл йӗрӗхсем лартнӑ. Библире Манассия «Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ» тенӗ (2 Ҫулс. 33:2—7). Апла пулин те, Манассия ӳкӗнсен, Иегова ӑна чунтан каҫарнӑ. Унтан та ытларах, Турӑ ӑна каялла Иерусалима илсе килсе патшана лартнӑ (2 Ҫулс. 33:12, 13). Тата, тен, эсир Давид патшана аса илтӗр. Вӑл та хӑйӗн пурнӑҫӗнче пысӑк ҫылӑхсем тунӑ, сӑмахран, аскӑн ӗҫ тунӑ тата ҫынна вӗлернӗ. Анчах Давид та хӑй йӑнӑш тунине йышӑнса чун-чӗререн ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа Иегова ӑна каҫарнӑ (2 Патш. 12:9, 10, 13, 14). Ҫак тӗслӗхсем Иегова каҫарма хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ. Иегова мӗнле каҫарни ҫын мӗнле каҫарнинчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.
ИЕГОВА МӖНЛЕ КАҪАРАТЬ?
8. Мӗншӗн никам та Иегова каҫарнӑ пек каҫармасть?
8 Иегова — «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» (Пулт. 18:25). Тӳресен, е судьясен, вара законсене лайӑх пӗлмелле. Паллах, Иегова законсене лайӑх пӗлет, мӗншӗн тесен вӑл Судья кӑна мар, Закон Паракан та (Ис. 33:22). Мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине унран лайӑхрах никам та пӗлмест. Лайӑх судья тата мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Йышӑну тунӑ чухне вӑл пур факта та шута илет. Ҫак тӗлӗшрен те Иегова чи лайӑх судья.
9. Ҫынна каҫарассипе каҫармасси пирки йышӑну тунӑ чухне Иегова мӗн шута илет?
9 Иегова пӗр-пӗр ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне пур факта та пӗлет. Ытти судьясем пирки вара ҫапла калаймӑн (Пулт. 18:20, 21; Пс. 89:8). Вӑл ҫынсем курма-илтме пултарнинчен ытларах пӗлет. Турӑ ҫын хӑйне мӗнле тытни ҫине генетика тата вӑл мӗнле ҫемьере, мӗнле культурӑра ӳсни витӗм кӳнине пӗлет. Тата вӑл ҫын психика е эмоци чирӗпе чирленипе чирлеменнине шута илет. Унсӑр пуҫне, Иегова ҫыннӑн чӗрине, унӑн кӑмӑл-туртӑмне курать. Унран нимӗн те пытараймӑн (Евр. 4:13). Апла пулсан, Иегова ҫынна каҫарассипе каҫармасси пирки йышӑну тунӑ чухне унӑн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗлет.
10. Иегова яланах тӗрӗс йышӑнусем тунине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Саккуна астутарни 32:4).
10 Иегова, Чи Аслӑ Судья, яланах тӗрӗс йышӑнусем тӑвать. Вӑл нихӑҫан та ҫынна камне кура уйӑрмасть. Турӑ ҫыннӑн ҫи-пуҫӗ, пуянлӑхӗ, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫине тата унӑн пултарулӑхӗ ҫине пӑхмасть (1 Патш. 16:7; Иак. 2:1—4). Ӑна никам та вӑйпах е мӗн те пулин парса хӑй майлӑ ҫавӑраймасть (2 Ҫулс. 19:7). Вӑл нихӑҫан та хӑйӗн туйӑмӗсем хыҫҫӑн кайса йышӑнусем тумасть (Тух. 34:7). Иегова пӗтӗмпех курать тата веҫех пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл чи лайӑх Судья пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. (Саккуна астутарни 32:4 вуласа парӑр.)
11. Турӑ каҫарни ҫын каҫарнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
11 Ҫынсем мӗнле каҫарни Иегова мӗнле каҫарнипе танлашаймасть. Ҫакӑ Еврей Ҫырӑвӗсенчен лайӑх курӑнать. Унта хӑш-пӗр чухне усӑ курнӑ пӗр сӑмах пирки Библие ӑнлантарса паракан справочникра ҫапла каланӑ: «Ҫак сӑмахпа Турӑ ҫылӑх тунӑ ҫынсене каҫарни ҫинчен каланӑ чухне ҫеҫ усӑ курнӑ. Ҫынсем пӗр-пӗрне каҫарни пирки сӑмах пынӑ чухне вара унпа пӗртте усӑ курман. Ҫынсем каҫарни Турӑ каҫарнине ҫитеймест». Иеговӑн ҫеҫ ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекен ҫынна пӗтӗмпех каҫарма право пур. Иегова каҫарни пире мӗн парать?
12, 13. а) Хӑйне Иегова каҫарсан ҫын мӗн туять? ӑ) Иегова мӗнле каҫарать?
12 Иегова хамӑра каҫарнине ӑнланса илсен эпир чунра канӑҫлӑх туятпӑр тата пире совесть кӑшлама пӑрахать. Ҫакна ҫын каҫарсан мар, Иегова каҫарсан ҫеҫ туйса илме пулать (Ап. ӗҫ. 3:19, 20). Вӑл каҫарсан эпир нихӑҫан та ҫылӑх туман пек каллех унӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑратпӑр.
13 Иегова пирӗн ҫылӑха каҫарчӗ пулсан вӑл уншӑн пире нихӑҫан та айӑпламӗ те, наказани те памӗ (Ис. 43:25; Иер. 31:34). Библире тӳррӗн каланӑ: «Тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ» (Пс. 102:12) *. Иегова ҫавӑн пек каҫаракан пулни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет тата ҫавӑн ҫинчен шутласан пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулать (Пс. 129:4). Иегова кама каҫарать-ши?
ИЕГОВА КАМА КАҪАРАТЬ?
14. Иегова каҫарасси пирки эпир мӗн пӗлтӗмӗр?
14 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова ҫынна каҫарассипе каҫармасси пирки йышӑну тунӑ чухне ҫын тунӑ ҫылӑх мӗн тери пысӑк пулнине пӑхмасть. Унсӑр пуҫне, эпир ҫакна та пӗлтӗмӗр: Турӑ Пурнӑҫ Паракан, Закон Паракан тата Судья пулнӑ май, веҫех пӗлсе тӑрать. Ҫавӑнпа йышӑну тунӑ чухне вӑл хӑй мӗн пӗлнипе усӑ курать. Иегова мӗн-мӗн шута илет-ха?
15. Лука 12:47, 48 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫынна каҫарассипе каҫармасси пирки йышӑну тунӑ чухне Иегова мӗн шута илет?
15 Пӗрремӗшӗнчен, Иегова ҫын пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тунипе туманнине шута илет. Иисус ҫакӑн пирки Лука 12:47, 48 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) тӳррӗн каланӑ. Ҫын Иеговӑн законне пӗлсех пӑсать пулсан, вӑл йывӑр ҫылӑх тӑвать, мӗншӗн тесен хӑй Турра хирӗҫ пынине ӑнланать. Ҫавӑнпа та Иегова ӑна каҫармасан та пултарать (Марк 3:29; Иоанн 9:41). Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех Иеговӑна килӗшмен ӗҫсем тӑватпӑр. Ун пек чухне Иегова каҫарасса шанма пулать-ши? Пулать, мӗншӗн тесен Иегова тата пӗр япалана шута илет.
16. Ӳкӗнни мӗне пӗлтерет тата Турӑ каҫартӑр тесен мӗншӗн ӳкӗнмелле?
16 Иккӗмӗшӗнчен, Иегова ҫылӑх тунӑ ҫын чун-чӗререн ӳкӗннипе ӳкӗнменнине пӑхать. Ӳкӗнни мӗне пӗлтерет-ха? Ҫакӑ шухӑш-кӑмӑла улӑштарнине пӗлтерет. Ҫыннӑн тӗрӗс маррине тума шухӑш кӗнӗ пулсан вара вӑл ӑна сирсе ярать. Ӳкӗнекен ҫын хӑй ҫылӑх тунишӗн хытӑ кулянать. Унсӑр пуҫне, ҫылӑх патне мӗн илсе ҫитернишӗн те — Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусем хавшанишӗн те — кулянать. Манассийӑпа Давида аса илес пулсан, вӗсем йывӑр ҫылӑхсем тунӑ пулин те, Иегова вӗсене каҫарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем чун-чӗререн ӳкӗннӗ (3 Патш. 14:8). Апла пулсан, Турӑ каҫартӑр тесен пирӗн ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмелле. Анчах та ҫылӑх тунӑшӑн кулянса ҫӳрени ҫеҫ ҫителӗклӗ-и? Ҫук. Иегова пирӗнтен тата мӗн тӑвасса кӗтет-ши? *
17. Ҫылӑх тунӑ ҫыннӑн мӗнле улшӑнусем тумалла тата ҫакӑ ӑна унччен тунӑ йӑнӑшсене тӑвасран мӗнле сыхлӗ? (Исаия 55:7).
17 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова ҫын улшӑннипе улшӑнманни ҫине пӑхать. Урӑхла каласан, вӑл ҫылӑх тунӑ ҫын усал ӗҫӗсене пӑрахса тӗрӗс ҫул ҫине тӑрасса кӗтет. (Исаия 55:7 вуласа парӑр.) Ҫыннӑн хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарса япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренмелле (Рим 12:2; Эф. 4:23). Унӑн юрӑхсӑр шухӑшӗсенчен те, ӗҫсенчен те аякра тӑма ҫирӗп шут тытмалла (Кол. 3:7—10). Паллах, Турӑ пире каҫартӑр тесен тата ҫылӑхран тасаттӑр тесен пирӗн Христосӑн каҫарттаракан парнине те ӗненмелле. Хамӑр пурнӑҫа улӑштарас тесе пур вӑя хуратпӑр пулсан, Иегова ҫав парнене пула пире каҫаратех (1 Иоанн 1:7).
ИЕГОВА КАҪАРАССИ ПИРКИ АН ИККӖЛЕНӖР
18. Иегова мӗнле каҫарни пирки эпир мӗн пӗлтӗмӗр?
18 Айтӑр ҫак статьяра мӗн пӑхса тухнине кӗскен аса илер. Иегова пек каҫараканни Ҫут тӗнчере урӑх никам та ҫук. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова яланах каҫарма хатӗр. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл пире никамран та лайӑхрах пӗлет. Пирӗн ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлнӗрен вӑл эпир чун-чӗререн ӳкӗннипе ӳкӗнменнине тӳрех курма пултарать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова пирӗн ҫылӑха каҫарсан, ун ҫинчен урӑх аса илмест, эпир нимӗнле ҫылӑх туман пек хӑйне пирӗнпе тытать. Ҫавна пула эпир вӑл хамӑра ырланине туйса тӑратпӑр тата пирӗн совесть те таса.
19. Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пула ҫылӑхсем тӑватпӑр пулсан та мӗншӗн пирӗн хуйха ӳкмелле мар?
19 Шел пулин те, хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пуррине пула эпир ҫылӑхсем тӑватпӑрах. Пире «Понимание Писания» публикацири ҫак сӑмахсем йӑпатма пултараҫҫӗ: «Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хавшак пулнине пӗлет. Ҫавӑнпа ҫитменлӗхсем пурришӗн тата йӑнӑшсем тунишӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсен пӗрмаях кулянса ҫӳремелле мар (Пс. 102:8—14; 129:3). Турра юрас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни вӗсене савӑнӑҫ кӳмелле (Флп. 4:4—6; 1 Иоанн 3:19—22)» («Раскаяние» статья, 7-мӗш абзац). Мӗн тери хавхалантаракан шухӑш!
20. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
20 Хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнсен Иегова пире хатӗр пулсах каҫарать. Эпир ӑна ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ. Каҫарас тӗлӗшрен эпир унран мӗне вӗренетпӗр? Иегова каҫарнипе эпир мӗнле каҫарни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем тата уйрӑмлӑхсем пур? Мӗншӗн пирӗн ҫавна пӗлмелле? Хуравӗсене тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.
45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем
^ Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекенсене каҫаратӑп тесе шантарать. Апла пулин те, эпир хӑш-пӗр чухне вӑл каҫарасса тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та эпир хамӑр ҫылӑх тунӑшӑн чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан, пирӗн Иегова хамӑра хаваспах каҫарасси пирки иккӗленмелле мар. Мӗншӗн? Хуравне ҫак статьяран пӗлӗпӗр.
^ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Ӳкӗнни» вӑл шухӑш-кӑмӑла улӑштарнине тата унччен мӗнле пурӑннишӗн, тӗрӗс маррине тунишӗн е тӗрӗссине туманнишӗн куляннине пӗлтерет. Ҫын чун-чӗререн ӳкӗнни ӗҫсенчен те курӑнать.