Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӑшӑрханусене мӗнле ҫӗнтермелле?

Пӑшӑрханусене мӗнле ҫӗнтермелле?

ПӐШӐРХАНУСЕМ ҫынна пусарса лартма пултараҫҫӗ (Ытар. 12:25). Вӗсене пула чӑтма ҫук йывӑр пулма пултарать. Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулнӑ-и? Пулнӑ пулсан, эсир пӗччен мар. Пирӗнтен нумайӑшӗ чирлӗ хурӑнташа пӑхса пурӑнать. Хӑшӗ-пӗрисем ҫывӑх ҫынна пытарнӑ. Теприсем вара ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ. Пирӗн сывлӑх, психика тата кӑмӑл-туйӑм ҫине япӑх витӗм кӳме пултаракан йывӑрлӑхсене каласа пӗтереес те ҫук. Пӑшӑрханусене ҫӗнтерес тесен мӗн тумалла-ши? *

Ҫак тӗлӗшрен Давид патша тӗслӗхӗ пирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать. Вӑл хура-шур нумай курнӑ, унӑн пурнӑҫӗ пӗрре анчах мар хӑрушлӑхра пулнӑ (1 Патш. 17:34, 35; 18:10, 11). Давид пӑшӑрханусене мӗнле ҫӗнтернӗ-ши? Унран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ДАВИД ПӐШӐРХАНУСЕНЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРНӖ?

Хӑш-пӗр чухне Давид ҫине йывӑрлӑхсем пӗр харӑс йӑтӑнса аннӑ. Вӑл Саул патшаран тарса ҫӳренӗ чухне мӗн пулса тухнине аса илер. Давид хӑйӗн ҫар ҫыннисемпе ҫапӑҫӑва тухса кайнӑ пулнӑ. Каялла таврӑнсан вара вӗсем амаликитянсем Секелаг хулине ҫунтарса янине, унти мӗн пур пурлӑха вӑрласа кайнине тата Давидпа унӑн ҫыннисен арӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илсе кайнине курнӑ. Вӗсем ҫав тери хытӑ куляннӑран «кӑшкӑрса-татӑлса макӑрнӑ, макӑрмашкӑн вӑйӗ юлмичченех макӑрнӑ». Анчах ку кӑна мар-ха. Давида хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннисемех «чулпа персе вӗлересшӗн пулнӑ» (1 Патш. 30:1—6). Апла Давид ҫине пӗр вӑхӑтрах виҫӗ инкек йӑтӑнса аннӑ: унӑн килтисем хӑрушлӑхра пулнӑ, тусӗсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, Саул патша вара йӗрлесех ҫӳренӗ. Давида мӗн тери йывӑр килнӗ!

«Давид аптӑрасах ӳкнӗ. Анчах... хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шаннипе кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ». Давид мӗн-мӗн тунӑ-ши? Яланхи пекех, вӑл Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ. Тата вӑл хӑйне Турӑ малтан мӗнле пулӑшни ҫинчен аса илнӗ (1 Патш. 17:37; Пс. 17:3, 7). Унсӑр пуҫне, Давид Турӑран канаш ыйтмаллине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑран мӗн тумаллине ыйтнӑ. Турӑ хушусем парсан Давид вӗсене тӳрех пурнӑҫланӑ. Вара Иегова Давидпа унӑн ҫыннисене хӑйсен ҫемйисене те, пурлӑхне те каялла тавӑрма пулӑшнӑ (1 Патш. 30:7—9, 18, 19). Давид мӗнле виҫӗ утӑм тунине асӑрхарӑр-и? Вӑл кӗлтунӑ, хӑйне Иегова унччен мӗнле пулӑшнине аса илнӗ тата Турӑ панӑ хушусене пурнӑҫланӑ. Айтӑр эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

ДАВИДРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

1. Кӗлтӑвӑр. Пӑшӑрханма пуҫласанах кашнинчех Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу тата ӑслӑлӑх ыйтӑр. Хӑвӑр мӗн туйнине веҫех каласа парсан эсир ҫӑмӑллӑх туйӑр. Нумай кӗлтума май ҫук пулсан, кӗскен кӗлтӑвӑр. Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ чухне эсир, Давид пекех, ӑна шаннине кӑтартатӑр. Давид ҫапла юрланӑ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, мана Хӑтараканӗ, Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп» (Пс. 17:3). Кӗлтуни чӑнах та пулӑшать-и? Пионер пулса ӗҫлекен Калия ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: «Иеговӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ чунра канӑҫлӑх туятӑп. Кӗлтуни мана Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата ун ҫине ытларах шанма пулӑшать». Чӑнах та, кӗлӗ вӑл — пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пулӑшакан Иегова панӑ хаклӑ парне.

2. Аса илӗр. Пулни-иртни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир Иегова пулӑшнине пула ҫеҫ чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑха аса илме пултаратӑр-и? Иегова пире хамӑра та, хӑйӗн авалхи ӗҫлекенӗсене те мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлани пире тӗрек парать тата ун ҫине хытӑрах шанма пулӑшать (Пс. 17:18—20). «Эпӗ Иегова хамӑн хӑш кӗлӗсем ҫине хуравланине ҫырса пыратӑп,— тет Джошуа ятлӑ старейшина.— Ҫакӑ мана Иегова хам мӗн ыйтнине панине асра тытма пулӑшать». Иегова хамӑра малтан мӗнле пулӑшнине аса илсен, пирӗн пӑшӑрханусемпе кӗрешме вӑй пулӗ.

3. Пурнӑҫлӑр. Пӗр-пӗр йывӑр лару-тӑрура йышӑну тӑвас умӗн Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине пӗлме тӑрӑшӑр. Унта кӑна чи лайӑх канашсем тупма пулать (Пс. 18:8, 12). Нумай тӑван каланӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркипе мӗнле усӑ курмаллине лайӑхрах ӑнланас тесен ӑна малтан тӗпчемелле. Джаррод ятлӑ старейшина ҫапла ӑнлантарса парать: «Тӗпчени мана сӑвӑ йӗрки ҫине тӗрлӗ енчен пӑхма пулӑшать. Вара эпӗ Иегова хама мӗн каласшӑн пулнине лайӑхрах ӑнланатӑп. Хам мӗн пӗлни ман чӗре ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет. Ҫавна пула мана Иегова мӗн хушнине тума ҫӑмӑлрах». Библире канашсем шырасан тата вӗсене пурнӑҫласан пире пӑшӑрханнӑ чухне лӑпланма тата савӑнӑҫлӑ пулма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

ИЕГОВА ПИРЕ ПУЛӐШАТЕХ

Давид пӑшӑрханусене ҫӗнтерес тесен хӑйне Туррӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнине ӑнланнӑ. Хӑйне ҫирӗплетнӗшӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулса вӑл ҫапла каланӑ: «Туррӑмпа пӗрле хӳме ҫине улӑхатӑп. Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать» (Пс. 17:30, 33). Хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсем ҫав тери пысӑк пулнӑран вӗсене татса пама май ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова пулӑшнипе эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та айтӑр ӑна кӗлтӑвар, вӑл хамӑршӑн мӗн-мӗн тунине аса илер тата вӑл пире мӗн хушнине пурнӑҫлар. Вара Иегова пире хамӑр пӑшӑрханусене ҫӗнтермешкӗн вӑйпа ӑслӑлӑх паратех.

^ Психика чирӗпе чирленине пула час-часах канӑҫсӑр шухӑшсем ярса илеҫҫӗ пулсан, тухтӑртан пулӑшу ыйтмалла.