Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Эпир ҫакна вӗрентӗмӗр: Иеговӑна нихӑҫан та «ҫук» тесе каламалла мар

Эпир ҫакна вӗрентӗмӗр: Иеговӑна нихӑҫан та «ҫук» тесе каламалла мар

ҪИЛ-ТӐВӐЛ хыҫҫӑн пылчӑклӑ шыв кӗрлесе юхма пуҫларӗ, пысӑк чулсем те вырӑнтан хускалатчӗҫ. Пирӗн вара юханшывӑн тепӗр енне каҫмаллаччӗ, анчах та шыв кӗпере татса кайнӑччӗ. Эпир виҫсӗмӗр — эпӗ, ман упӑшка Харви тата ами чӗлхи ҫине куҫарса паракан пӗр арҫын — питӗ хӑраса ӳкрӗмӗр тата ним тума аптраттӑмӑр. Ҫав-ҫавах эпир тепӗр енне каҫас терӗмӗр. Эпир хамӑр пӗчӗк машинӑна грузовик ҫине кӗртсе лартрӑмӑр. Грузовикӗ вара хӑй те ытлашши пысӑках марччӗ. Эпир кӗрлесе юхакан шыв урлӑ питӗ вӑраххӑн куҫма пуҫларӑмӑр. Кузоври машинӑна вара эпир троссемпе те, сӑнчӑрсемпе те тытӑнтарманччӗ. Тепӗр енче тӑракан тӑвансем пирӗн ҫине пӑхса питӗ пӑшӑрханатчӗҫ. Пире эпир ҫак шыв урлӑ каҫассӑн туйӑнмастчӗ, эпир ҫул тӑршшӗпех кӗлтуса пытӑмӑр. Юлашкинчен вара тепӗр енне ҫитсе пӗтрӗмӗр. Ҫакӑ 1971 ҫулта Тайвань хӗвелтухӑҫ енче, тӑван килтен пин-пин ҫухрӑм аякра, пулса иртрӗ. Сире хамӑрӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа парам-ха.

ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ЮРАТАТПӐР

Харви тӑватӑ ывӑлран чи асли пулнӑ. Унӑн ҫемйи чӑнлӑха 1930 ҫулсенче Мидленд-Джанкшен хулинче (Хӗвеланӑҫ Австрали) пӗлнӗ. Ун чухне ҫӗршывра ҫынсем питӗ чухӑн пурӑннӑ. Харви Иеговӑна юратма пуҫланӑ, вара 14 ҫулта шыва кӗнӗ. Яш чухнех вӑл питӗ кирлӗ япалана ӑнланнӑ: Иеговӑн организацийӗнче пӗр-пӗр ӗҫ шанса параҫҫӗ пулсан, ӑна тума яланах хатӗр пулмалла. Пӗррехинче пӗр арҫын тӑван Харвине тӗлпулура вуласа параканӗ пулма ыйтнӑ. Анчах та лешӗ килӗшмен, мӗншӗн тесен ҫакна лайӑх тӑваймастӑп тесе шутланӑ. Вара арҫын тӑван ӑна ҫапла каланӑ: «Иеговӑн организацийӗнче кам та пулин сана пӗр-пӗр ӗҫе тума ыйтрӗ пулсан, вӑл эсӗ ҫакна тума пултарасси пирки пӗртте иккӗленмест» (2 Кор. 3:5).

Эпӗ, манӑн анне тата аппа чӑнлӑха Англире пӗлтӗмӗр. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлени аттене чи малтанах килӗшместчӗ, анчах ҫулсем иртсен вӑл хӑй те чӑнлӑха йышӑнчӗ. Атте хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах эпӗ тӑхӑр ҫулта шыва кӗтӗм. Манӑн пионер, кайран вара миссионер питӗ пулас килетчӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ ҫакна та ӑнланаттӑм: эпӗ ҫула ҫитмесӗр атте мана пионер пулма ирӗк памӗ. Анчах та манӑн 21 ҫула ҫитиччен кӗтес килместчӗ. Вара 16 ҫулта атте ирӗк панипе эпӗ аппа патне Австралие куҫса кайрӑм. Унта вара 18 ҫула ҫитсен тинех пионер пулса тӑтӑм.

Эпир мӑшӑрланнӑ кун. 1951 ҫул

Австралире эпӗ Харвипе паллашрӑм. Вӑл та миссионер пулма ӗмӗтленетчӗ. 1951 ҫулта вара эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Икӗ ҫул пионер пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн пире Хӗвеланӑҫ Австралинче район надзирателӗн ӗҫне тума сӗнчӗҫ. Пире шанса панӑ теократи районӗ питӗ пысӑкчӗ, ҫавӑнпа та пирӗн час-часах шӑрӑхра вӑрӑм ҫула тухма тиветчӗ.

ПИРӖН ӖМӖТ ПУРНӐҪЛАНАТЬ

Галаад шкулне вӗренсе пӗтерсен. «Янки» стадион, 1955 ҫул

1954 ҫулта пире Галаад шкулӗн 25-мӗш класне вӗренме чӗнчӗҫ. Хамӑр ӗмӗт пурнӑҫланасса эпир тата хытӑрах шанма пуҫларӑмӑр. Нью-Йорка ҫитсен эпир Библие вӗренессине пуҫӗпех путрӑмӑр. Унсӑр пуҫне, унта пире испан чӗлхине те вӗрентетчӗҫ. Анчах та Харви испан чӗлхинчи «р» саспаллине ниепле те кирлӗ пек калаймастчӗ.

Галаад шкулӗнче вӗреннӗ чухне пире кам Японие ырӑ хыпар сарма каясшӑн, ҫавсем яппун чӗлхине вӗренмелли курссене ҫырӑнма пултараҫҫӗ тесе каларӗҫ. Эпир Иеговӑн организацийӗ пире ӑҫта ярассине хӑй йышӑнтӑр терӗмӗр, ҫавӑнпа ҫак курссене ҫырӑнмарӑмӑр. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен преподавательсенчен пӗри, Альберт Шрёдер, ҫакӑн ҫинчен татах шутласа пӑхӑр-ха тесе каларӗ. Анчах эпир ҫавах ҫырӑнас темерӗмӗр. Вара Шрёдер тӑван пире ҫапла каларӗ: «Эпир арҫын тӑвансемпе пӗрле сире яппун чӗлхине вӗренекенсен списокне кӗртрӗмӗр, ҫак чӗлхене вӗренсе пӑхчӑр-ха терӗмӗр». Испан чӗлхипе танлаштарсан, яппун чӗлхине вӗренме Харвие чылай ҫӑмӑлтарах пулчӗ.

1955 ҫулта эпир Японие куҫса кайрӑмӑр. Ун чухне унта 500 хыпарҫӑ ҫеҫ пулнӑ. Харви ун чухне 26-раччӗ, эпӗ вара 24-ра. Пире Кобе хулине ячӗҫ. Эпир унта тӑватӑ ҫул хушши ӗҫлесе тӑтӑмӑр, кайран вара каллех район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма пуҫларӑмӑр. Пире шанса панӑ район Нагоя хулинчен инҫех марччӗ. Унта пире веҫех: тӑвансем те, апат-ҫимӗҫ те, таврари ҫутҫанталӑк та — питӗ килӗшетчӗ. Унтан пире каллех ҫӗнӗ ӗҫ шанса пачӗҫ. Ку хутӗнче те эпир Иеговӑна «ҫук» темерӗмӗр.

ҪӖНӖ ӖҪ — ҪӖНӖ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ

Эпӗ, Харви тата ытти миссионерсем Кобе хулинче (Япони). 1957 ҫул

Район надзиратӗлен ӗҫне виҫӗ ҫул хушши туса тӑнӑ хыҫҫӑн Японири филиалри тӑвансем пире: «Эсир Тайване куҫса кайса ами халӑхӗнчи ҫынсене ырӑ хыпар сарма пултараймастӑр-ши?» — тесе ыйтрӗҫ. Ами халӑхӗнчи хӑш-пӗр тӑвансем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа унти тӑвансене пулӑшмашкӑн вӗсене яппунла лайӑх калаҫакан арҫын тӑван кирлӗ пулнӑ *. Японире ӗҫлесе тӑма пире питӗ килӗшетчӗ, ҫавӑнпа унтан куҫса каяс килместчӗ. Анчах та Харви ҫакна та ӑнланатчӗ: Иеговӑн организацийӗ ӑна мӗн те пулин тума ыйтсан ҫакна хатӗр пулсах тумалла. Вара эпир килӗшрӗмӗр.

Эпир Тайване 1962 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче куҫса кайрӑмӑр. Ун чухне унта 2 271 хыпарҫӑччӗ (ытларахӑшӗ ами халӑхӗнчи ҫынсемччӗ). Чи малтан пирӗн китайла калаҫма вӗренмеллеччӗ, анчах та пирӗн пӗр учебник кӑна пулнӑ тата пире ҫак чӗлхене вӗрентекен те акӑлчанла калаҫмастчӗ. Ҫапах та эпир китай чӗлхине вӗренме пултартӑмӑр.

Тайване куҫса килсен Харвие филиал надзирателӗ пулма лартрӗҫ. Унти филиал пӗчӗкчӗ, ҫавӑнпа Харви Вефильти ӗҫсене те тума ӗлкӗретчӗ тата унӑн ами халӑхӗнчи тӑвансемпе ырӑ хыпар сарма та вӑхӑт юлатчӗ. Хӑш-пӗр чухне унӑн вӗсемпе уйӑхра виҫӗ эрне хушши ырӑ хыпар сарма май килетчӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл вӑхӑтран вӑхӑта область надзирателӗ пулса ӗҫлетчӗ тата конгрессенче час-часах сӑмах тухса калатчӗ. Харви докладсене яппун чӗлхипе те калама пултарнӑ, тӑвансем те ӑна ӑнланнӑ пулӗччӗҫ. Анчах та влаҫсем тӗнпе ҫыхӑннӑ мероприятисене китай чӗлхипе ҫеҫ ирттерме ирӗк паратчӗҫ. Ҫавӑнпа вӑл хӑй вӗренсе пыракан китай чӗлхипе сӑмах тухса калатчӗ, тепӗр арҫын тӑван вара вӑл мӗн каланине ами чӗлхи ҫине куҫарса пыратчӗ.

Ун чухне Тайваньри тӑвансем хӑйсене ирӗк памасӑр конгрессене ирттерме пултарайман. Ҫак ирӗке илме вара ҫӑмӑлах марччӗ тата полици кирлӗ хута тӳрех памасан та пултаратчӗ. Вара тӑвансене конгресс иртекен эрне пуҫламӑшӗ валли ирӗк памасан Харви полици участокне каятчӗ. Вӑл кирлӗ хута илмесӗр унтан тухмастчӗ. Харви, урӑх ҫӗршывран килнӗ ҫын, вӗсене кӗтсе тӑни полицейскисене аванмарлатса яратчӗ, вара вӗсем ӑна кирлӗ хута хӑвӑртах паратчӗҫ.

ТУ ҪИНЕ ПӖРРЕМӖШ ХУТ ХӐПАРАТӐП

Тайваньре ырӑ хыпар сарнӑ чухне юханшыв урлӑ каҫатпӑр

Тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн сехет е тата ытларах ҫуран утма тиветчӗ. Хӑш-пӗр чухне пирӗн тусем ҫине хӑпармаллаччӗ тата юханшывсем урлӑ каҫмаллаччӗ. Ту ҫине пӗрремӗш хут хӑпарнине каласа парас килет. Эпир Харвипе ир-ирех апатлантӑмӑр та пиллӗк ҫурӑра автобус ҫине ларса аякри яла кайрӑмӑр. Ун хыҫҫӑн пӗр сарлака юханшыв урлӑ ҫуран каҫса ту ҫине хӑпарма пуҫларӑмӑр. Вӑл питӗ чӑнкӑччӗ, ҫавӑнпа хӑпарнӑ чухне малта пыракан арҫын тӑванӑн ури тупанӗсем ман пуҫа перӗнес пекехчӗ.

Ҫав ир Харви вырӑнти тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма кайрӗ. Эпӗ вара пӗччен пӗр ялта ырӑ хыпар сарма юлтӑм. Ҫав ялта ҫынсем яппунла калаҫатчӗҫ. Кӑнтӑрла пӗр сехет тӗлнелле ман вӑй пӗтсе ҫитрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ темиҫе сехет хушши апат ҫименччӗ. Телее Харви виҫӗ чӑх ҫӑмарти илсе килчӗ. Вӗсене ӑна журналсемшӗн панӑ пулнӑ. Вӑл мана ҫӑмарта мӗнле ҫимеллине кӑтартрӗ. Ӑна ик енчен шӑтарса пӗр енчен ӗмсе илмелле пулнӑ. Паллах, ҫакӑ тутлӑ пек курӑнмастчӗ, анчах мӗн тӑвӑн, апат ҫимеллех. Пӗрне эпӗ ҫирӗм, теприне Харви, виҫҫӗмӗшӗ вара кама лекрӗ? Ӑна та эпӗ ҫирӗм, мӗншӗн тесен эпӗ выҫӑпа тӑн ҫухатсан Харви мана ту ҫинчен йӑтса анайман пулӗччӗ.

ТАЙВАНЬЛА ҪӐВӐННИ

Пӗррехинче эпӗ интереслӗ лару-тӑрӑва лекрӗм. Эпир Харвипе район конгресне килтӗмӗр. Чарӑнма вара Патшалӑх залӗпе юнашар вырнаҫнӑ пӗр тӑванӑн килӗнче чарӑнтӑмӑр. Ами халӑхӗнче ӳт тасалӑхӗ ҫине питӗ пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа район надзирателӗн арӑмӗ пире валли ҫӑвӑнма мӗн кирлӗ, ҫавна веҫех хатӗрлесе пачӗ. Харви ун чухне питӗ ӗҫлӗччӗ, ҫавӑнпа мана пӗрремӗш ҫӑвӑнса илме сӗнчӗ. Хӗрарӑм тӑван пирӗн валли мӗн хатӗрлесе хунӑ пулнӑ-ха? Пӗр витре вӗри шыв, пӗр витре сивӗ шыв тата пӗр таз. Чи интересли вара, ҫакна урамра, Патшалӑх залне хирӗҫ, лартса панӑччӗ. Унта вара тӑвансем веҫех конгресс валли хатӗрлетчӗҫ. Эпӗ хӗрарӑм тӑванран мӗн те пулин карса хумалли ыйтрӑм. Вӑл вара мана витӗр курӑнакан пленка пачӗ. Паллах, эпӗ пӳрт хыҫӗнче те ҫӑвӑнма пултарнӑ, анчах та унта хурсене тытатчӗҫ. Эпӗ вӗсем мана сӑхасран хӑрарӑм. Эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: «Патшалӑх залӗнчи арҫын тӑвансем халӗ питӗ ӗҫлӗ, вӗсем ман ҫине пӑхмаҫҫӗ. Эпӗ ҫӑвӑнмасан вара, кил хуҫисене кӳрентеретӗп. Мӗн пулать те мӗн килет!»

Ами халӑхӗн тумӗпе

ПУБЛИКАЦИСЕНЕ АМИ ЧӖЛХИ ҪИНЕ КУҪАРНИ

Ами халӑхӗнчи тӑвансем вулама пӗлмен тата ами чӗлхипе публикацисем те пулман, ҫавӑнпа вӗсене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме йывӑр пулнине Харви ӑнланнӑ. 1963 ҫулта латин алфавитне тӗпе хурса ами ҫырулӑхне шутласа кӑларнӑ. Вара арҫын тӑвансем ами халӑхӗнчи тӑвансене вулама вӗрентес тенӗ. Ҫакӑ ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫапах та тӑвансем вулама вӗренчӗҫ. 1966 ҫулта ами чӗлхипе Библие ӑнлантарса паракан публикацисем тухма пуҫласан тӑвансем вӗсене хӑйсем тӗллӗн вулама пултарнӑ. 1968 ҫулта вара ҫак чӗлхепе «Хурал башни» тухса тӑма пуҫланӑ.

Ун чухне патшалӑх кӗнеке-журнала китай чӗлхипе анчах кӑларма ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа та «Хурал башнине» ятарлӑ форматсемпе кӑларма тиветчӗ. Сӑмахран, пӗр вӑхӑт хушши «Хурал башнинчи» статьясене пӗр харӑс икӗ чӗлхепе — китай тата ами чӗлхисемпе — ҫырса панӑ. Кам та пулин ҫак журнала курсан эпир унпа усӑ курса ами халӑхӗнчи ҫынсене китай чӗлхине вӗрентетпӗр тесе шутлама пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтранпа Иеговӑн организацийӗ ами чӗлхипе нумай публикаци кӑларнӑ (Ап. ӗҫ. 10:34, 35).

ПУХУ ТАСАЛАТЬ

1960—1970 ҫулсенче ами халӑхӗнчи тӑвансем нумайӑшӗ Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман. Библири принципсене ӑнлансах кайманран вӗсем аскӑнлӑхра, ӗҫке ярӑннинче, бетель чӑмланинче тата чӗлӗм туртнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутланӑ. Харви вара тӑвансене Иегова ҫак ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхнине ӑнлантарса парас тесе пухусене кайса ҫӳретчӗ. Пӗррехинче вара, пӗр пухӑва кайнӑ чухне, эпӗ статья пуҫламӑшӗнче мӗн ҫинчен калама пуҫларӑм, ҫавӑ пулса тухрӗ.

Хӑйсене кӗҫӗне хуракан тӑвансем улшӑнусем тума хатӗр пулнӑ, анчах пурин те ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулнӑ тесе калаймӑн. Ҫавӑнпа та Тайваньре хыпарҫӑсен шучӗ чакрӗ. Малтан унта 2 450 ытла хыпарҫӑ пулнӑ, 20 ҫул иртсен вара 900 хыпарҫӑ ҫеҫ юлнӑ. Паллах, эпир ҫавӑншӑн питӗ кулянаттӑмӑр. Анчах ҫакна та ӑнланаттӑмӑр: Иегова хӑйӗн организацийӗнче ирсӗрлӗхе чӑтса тӑмӗ (2 Кор. 7:1). Вӑл пухусене тасатма пулӑшрӗ. Халӗ Тайваньре 11 000 ытла хыпарҫӑ ӗҫлесе тӑрать.

1980-мӗш ҫулсенче ами пухӑвӗсем ҫирӗпленчӗҫ. Вара Харви китай пухӑвӗсене ытларах пулӑшма пултарчӗ. Вӑл хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансен упӑшкисене Иегова Свидетелӗ пулса тӑма пулӑшнӑшӑн питӗ савӑнчӗ. Вӗсенчен пӗри пӗрремӗш хут кӗлтусассӑн вара вӑл ҫав тери хӗпӗртерӗ! Эпӗ те нумай хӗрарӑма Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Пӗр хӗрарӑмӑн ывӑлӗпе тата хӗрӗпе пӗр вӑхӑт хушши Тайваньри Вефильте те ӗҫлеме тӳр килчӗ.

ПЫСӐК ҪУХАТУ

Халӗ эпӗ пӗчченех Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратӑп. Харви 2010 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче рак чирӗпе чирлесе вилчӗ. Эпир унпа пӗрле пулни 59 ҫула пӑртак кӑна ҫитмерӗ. Харви 60 ҫула яхӑн Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑчӗ. Ӑна ҫухатнӑшӑн ман халӗ те чӗре ыратать. Ҫапах та Японире тата Тайваньре ырӑ хыпар сарас ӗҫ тин кӑна аталанса пынӑ чухне унпа пӗрле ӗҫленине аса илсе питӗ савӑнатӑп. Эпир икӗ йывӑр Ази чӗлхипе калаҫма вӗрентӗмӗр, Харви вара ҫак чӗлхесемпе ҫырма та вӗренчӗ.

Эпӗ ватӑлсах пыратӑп ӗнтӗ, ҫавӑнпа Ертсе пыракан совет эпӗ Австралие каялла таврӑнсан лайӑхрах пулать тесе йышӑнчӗ. Эпӗ вара ҫапла шутласа илтӗм: «Ҫук! Тайваньрен эпӗ ниҫта та каймастӑп!» Анчах та Харви Иеговӑн организацийӗ мӗн те пулин тума сӗнсен «ҫук» тесе каламалла мар тесе вӗрентрӗ мана. Вӑхӑт иртсен эпӗ ҫак йышӑну чи лайӑх йышӑну пулнине куртӑм.

Вефильте яппун тата китай чӗлхисемпе экскурсисем ирттерме пултарнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп

Халӗ эпӗ Австралазири филиалта ӗҫлетӗп. Канмалли кунсенче вара вырӑнти пухури тӑвансемпе ырӑ хыпар саратӑп. Яппунла тата китайла пӗлнӗрен эпӗ Вефильте ҫак чӗлхесемпе экскурсисем ирттерме пултаратӑп. Ҫакна тума вара эпӗ питӗ хавас. Иегова вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах пани ман чуна ӑшӑтать. Эпӗ пӗлетӗп: Харви, Иеговӑна «ҫук» тесе каламалла маррине вӗреннӗскер, Иегова асӗнче упранать (Иоанн 5:28, 29).

^ 14 абз. Халӗ Тайваньре тӗп чӗлхе — китай чӗлхи. Унччен вара вун-вун ҫул хушши унта тӗп чӗлхе яппун чӗлхи пулнӑ. Ҫавӑнпа та ун чухне Тайванри тӗрлӗ халӑхри ҫынсем яппунла калаҫнӑ.