Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йывӑрлӑхсенче те савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать?

Йывӑрлӑхсенче те савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать?

«Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр» (ИАК. 1:2).

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Матфей 5:11-мӗшӗ тӑрӑх, йывӑрлӑхсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

ИИСУС хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗсем чӑннипех те телейлӗ пулӗҫ тесе каланӑ. Анчах та вӑл вӗсене ӗненнӗшӗн хӗсӗрлӗҫ тесе те асӑрхаттарнӑ (Матф. 10:22, 23; Лука 6:20—23). Эпир Христосӑн вӗренекенӗсем пулнишӗн питӗ савӑнатпӑр. Анчах та килтисем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарнӑ чухне, влаҫсем хирӗҫ тӑнӑ чухне, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем тӗрӗс маррине тума хӗтӗртнӗ чухне эпир, паллах, пӑшӑрханма пултаратпӑр.

2 Паллах, ҫынсене йывӑрлӑхсем савӑнӑҫ кӳмеҫҫӗ. Турӑ Сӑмахӗ вара пире йывӑр килне чухне те савӑнӑҫлӑ пулма хавхалантарать. Сӑмахран, Иаков кирек мӗнле йывӑрлӑхра та савӑнмалла тесе ҫырнӑ (Иак. 1:2, 12). Иисус та хӑйӗн вӗренекенӗсене сире хӗсӗрлесессӗн эсир телейлӗ пулатӑр тесе каланӑ. (Матфей 5:11 вуласа парӑр.) Йывӑр вӑхӑтсенче вара савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать? Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Иаков пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем патне ҫырнӑ ҫырури хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухар. Малтан вара ҫав христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлер.

ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТИ ХРИСТИАНСЕН МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ПУЛНӐ?

3. Иаков христианин пулса тӑрсан кӑшт вӑхӑт иртсен мӗн пулнӑ?

3 Иисусӑн пӗртӑванӗ Иаков христианин пулса тӑрсан кӑшт вӑхӑт иртсен Иерусалимри христиансене хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 1:14; 5:17, 18). Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн вара нумай христианин Иерусалимран тухса тарса «Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ», хӑш-пӗрисем Кипра тата Антиохие те ҫитнӗ (Ап. ӗҫ. 7:58—8:1; 11:19). Ҫав вӑхӑтра вӗсене мӗн тери йывӑр килнӗ пулӗ! Ҫапах та вӗсен хастарлӑхӗ сӳнмен — вӗсем ӑҫта ҫитнӗ, ҫав вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнӑ. Ҫавна пула пӗтӗм Рим империйӗпе нумай пуху йӗркеленнӗ (1 Петр 1:1, 2). Анчах та христиансен тата ытларах йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ.

4. Христиансен тата мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?

4 Христиансен тата мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ? Сӑмахран, пирӗн эрӑри 50-мӗш ҫулта Клавдий, Рим императорӗ, иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ. Вара иудей пулнӑ христиансен хӑйсен килӗсене хӑварса урӑх ҫӗре куҫса кайма тивнӗ (Ап. ӗҫ. 18:1—3). Тата Павел та пирӗн эрӑри 61 ҫул тӗлнелле хӑйӗн ҫырӑвӗнче христиансенчен мӑшкӑллани, кулни пирки, вӗсене тӗрмене хупни пирки тата пурлӑхне турта-турта илни пирки ҫырнӑ (Евр. 10:32—34). Унсӑр пуҫне, ытти ҫынсем пекех хӑш-пӗр христиансем чухӑн пулнӑ тата чирленине пула асапланнӑ (Рим 15:26; Флп. 2:25—27).

5. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

5 Иаков хӑйӗн ҫырӑвне пирӗн эрӑри 62-мӗш ҫулччен ҫырнӑ. Ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чухне вӑл тӑвансен мӗн тӳсме тивнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Иегова хавхалантарнипе Иаков хӑйӗн ҫырӑвӗнче йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшакан канашсене ҫырса панӑ. Айтӑр унти хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухар та ҫак ыйтусем ҫине хуравлар: Иаков мӗнле савӑнӑҫ пирки ҫырнӑ? Мӗншӗн христианин савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахма пултарать? Тата ӑслӑлӑх, ӗненӳ тата хӑюлӑх йывӑр вӑхӑтсенче савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

ЧӐН-ЧӐН САВӐНӐҪ МӖНРЕН КИЛЕТ?

Хунар ӑшӗнчи ҫулӑм тикӗс ҫуннӑ пекех, Иегова паракан савӑнӑҫ та христианин чӗринче ҫунса тӑрать (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Лука 6:22, 23 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн христианин йывӑр килнӗ чухне те савӑнӑҫлӑ пулма пултарать?

6 Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, ҫын пуян пулсан, унӑн сывлӑхӗ ҫирӗп пулсан тата ҫемьере хутшӑнусем лайӑх пулсан ҫеҫ вӑл телейлӗ пулать. Анчах та Иаков святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен савӑнӑҫ ҫинчен ҫырнӑ (Гал. 5:22). Ҫак савӑнӑҫ вара таврара мӗн пулса иртнинчен килмест. Христианин хӑйне Турӑ ырланине тата хӑй Христос йӗрӗпе пынине пӗлсе тӑрать — шӑп ҫакӑ ӑна чӑннипех те телейлӗ тӑвать (Лука 6:22, 23 вуласа парӑр; Кол. 1:10, 11). Христианин чӗринчи савӑнӑҫа хунар ӑшӗнче ҫунакан ҫулӑмпа танлаштарма пулать. Ҫил вӗрсен те, ҫумӑр ҫусан та хунарти ҫулӑм ҫунма пӑрахмасть. Ҫавӑн евӗрлех, христианин чирлесе ӳксен те, укҫи-тенки ҫитсех каймасть пулсан та унӑн савӑнӑҫӗ пӗтмест. Христианинран тӑрӑхласа кулни те, килтисем тата ытти ҫынсем хирӗҫ тӑни те ҫак савӑнӑҫа сӳнтермест. Хирӗҫ тӑракансем питӗ хытӑ тапӑнсан та ҫак савӑнӑҫ сӳнсе лармасть. Пачах урӑхла, вӑл хытӑрах та хытӑрах ҫунма пуҫлать. Турра ӗненнишӗн хамӑр тӳсекен йывӑрлӑхсем эпир чӑн христиансем пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (Матф. 10:22; 24:9; Иоанн 15:20). Акӑ мӗншӗн Иаков ҫапла ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр» (Иак. 1:2).

Йывӑрлӑхсем тӳснине мӗншӗн тимӗре шӑратнипе танлаштарма пулать? (7-мӗш абзаца пӑхӑр) *

7, 8. Мӗншӗн йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет?

7 Мӗншӗн христиансем йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗр? Иаков ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр» (Иак. 1:3). Сӑнани-тӗрӗсленине, е йывӑрлӑхсене тӳснине, тимӗре шӑратнипе танлаштарма пулать. Тимӗре вӑйлӑ хӗртсен, кайран вара тӳрех сивӗтсен вӑл питӗ ҫирӗп пулать. Ҫавӑн евӗрлех эпир те йывӑрлӑхсенче тӳсӗмлӗ пулатпӑр пулсан, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Акӑ мӗншӗн Иаков «пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла» тесе ҫырнӑ (Иак. 1:4). Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне хамӑр ӗненӳ ҫирӗпленнине куратпӑр пулсассӑн, йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмӑпӑр.

8 Хӑйӗн ҫырӑвӗнче Иаков савӑнӑҫа пӗтерме пултаракан хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем ҫинчен асӑннӑ. Мӗнле йывӑрлӑхсем вӗсем тата вӗсене мӗнле татса пама пулать?

САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА ПӐРАХАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

9. Мӗншӗн пире ӑслӑлӑх кирлӗ?

9 Йывӑрлӑх: мӗн тумаллине пӗлместпӗр. Пӗр-пӗр йывӑрлӑх сиксе тухсан эпир Турра шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн, Иеговӑна савӑнтаракан тата тӑвансене усӑ кӳрекен йышӑнусем тӑвасшӑн, ҫавӑнпа ун пек чухне эпир Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр (Иер. 10:23). Хирӗҫ тӑракансемпе хамӑра мӗнле тытмаллине тата вӗсемпе мӗнле калаҫмаллине те пӗлмелле. Акӑ мӗншӗн пире ӑслӑлӑх кирлӗ. Мӗн тумаллине пӗлмен чухне вара пирӗн ал усӑнма пултарать, вара савӑнӑҫ та пӗтет.

10. Иаков 1:5-мӗшӗ тӑрӑх, ӑслӑлӑх илес тесен мӗн тумалла?

10 Йывӑрлӑха мӗнле татса памалла? Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр. Йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫ ан пӗттӗр тетпӗр пулсан, тӗрӗс йышӑнусем тума ӑслӑлӑх парсам тесе Иеговӑна кӗлтумалла. (Иаков 1:5 вуласа парӑр.) Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламан пек туйӑннӑ чухне те кӗлтума пӑрахмалла мар. Иаков «Турӑран ыйттӑр» тенӗ. Эпир ӑслӑлӑх ыйтса кӗлтуни Иеговӑна нихӑҫан та йӑлӑхтармасть, ҫакӑншӑн вӑл пӗртте тарӑхмасть. Эпир йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтатпӑр пулсан, вӑл пире ӑна уҫӑ кӑмӑлпа парать (Пс. 24:12, 13). Иегова пирӗн мӗн тӳсме тивнине курать, вӑл пире хӗрхенет тата пулӑшасшӑн. Паллах, ҫакна пӗлни пире питӗ савӑнтарать! Иегова вара мӗнле майпа ӑслӑлӑх парать?

11. Ӑслӑлӑх илес тесен тата мӗн тумалла?

11 Иегова пире хӑйӗн Сӑмахне панӑ. Иеговӑран ӑслӑлӑх илес тесен Библие тата ӑна тӗпе хурса ҫырнӑ публикацисене тӗпчемелле (Ытар. 2:6). Анчах та пирӗн Библие тӗпчемелле ҫеҫ мар, Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине туса та тӑмалла. Иаков ҫапла ҫырнӑ: «Вӗрентнине туса тӑракансем пулӑр... сӑмаха итлесе тӑракансем анчах ан пулӑр» (Иак. 1:22). Турӑ мӗн каланине туса тӑрсан эпир ӑслӑ-тӑнлӑ тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулса пыратпӑр тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр (Иак. 3:17, ҪТ). Йывӑр килнӗ чухне вара ҫак лайӑх енсем пире савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ.

12. Мӗншӗн Библие лайӑх пӗлмелле?

12 Библие тӗкӗрпе танлаштарма пулать. Вӑл пире хӑш енчен улшӑнмаллине тата улшӑнас тесен мӗн тумаллине курма пулӑшать (Иак. 1:23—25). Калӑпӑр, эсир час тарӑхса каякан ҫын. Библие вуланӑ чухне вара сирӗн хӑвӑра чарма вӗренмеллине ӑнланатӑр. Турӑ пулӑшнипе эсир лӑпкӑ пулма, тарӑхнӑ чухне те хӑвӑра алра тытма вӗренсе пыратӑр. Ҫавна пула эсир туйӑмсем хыҫҫӑн каймастӑр, тӗрӗс йышӑнусем тума тата йывӑрлӑхсене татса пама пултаратӑр (Иак. 3:13). Чӑнах та, Библие лайӑх пӗлни питӗ усӑллӑ.

13. Мӗншӗн Библири тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшламалла?

13 Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр йӑнӑш тусан ҫеҫ ӑса вӗренетпӗр. Анчах та ыттисен лайӑх тата япӑх тӗслӗхӗсенчен вӗренни чылай лайӑхрах. Ахальтен мар Иаков пире Авраам, Раав, Иов тата Илия тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ (Иак. 2:21—26; 5:10, 11, 17, 18). Иеговӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем йывӑр вӑхӑтра тӳсӗмлӗ пулнӑ тата вӗсен савӑнӑҫӗ пӗтмен. Апла пулсан, йывӑр килнӗ чухне Иегова пулӑшнипе эпир те тӳсӗмлӗ пулма пултаратпӑр.

14, 15. Мӗншӗн иккӗленӳсене сирсе ямалла?

14 Йывӑрлӑх: иккӗленӳсем. Тен, эпир Библири хӑш-пӗр шухӑшсене ӑнланмастпӑр. Е, калӑпӑр, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине эпир кӗтнӗ пек хуравламасть. Ҫавӑн пек чухне пирӗн иккӗленӳсем ҫуралма пултараҫҫӗ. Иккӗленӳсене сирсе ямасан пирӗн ӗненӳ хавшама пултарать тата хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем те япӑхланса кайма пултараҫҫӗ (Иак. 1:7, 8). Унсӑр пуҫне, иккӗленӳсене пула эпир лайӑх пуласлӑха шанма пӑрахма пултаратпӑр.

15 Павел апостол пирӗн шанчӑка якорьпе танлаштарнӑ (Евр. 6:19, ҪТ). Якорь карапа ҫил-тӑвӑлра чулсем ҫине пырса тӑрӑнма памасть. Анчах якорь карапа тытса тӑтӑр тесен унӑн сӑнчӑрӗ ҫирӗп пулмалла, тутӑхнӑ пулмалла мар. Иккӗленӳсене тутӑхпа танлаштарма пулать. Тутӑх тимӗре ҫинӗ пек, иккӗленӳсем пирӗн ӗненӗве хавшатаҫҫӗ. Иккӗленекен ҫын йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иегова хӑйӗн сӑмахне тытасса ӗненме пӑрахма пултарать. Ӗненме пӑрахсан вара шанчӑк та пӗтет. Иаков каланӑ тӑрӑх, «иккӗленекен вӑл ҫил ҫӗклентерсе, ҫилех салатса яракан тинӗс хумӗ евӗрлӗ» (Иак. 1:6). Ҫавӑн пек ҫын савӑнӑҫлӑ пултӑр-и вара?

16. Иккӗленӳсем ҫуралсан мӗн тумалла?

16 Йывӑрлӑха мӗнле татса памалла? Иккӗленӳсене сирсе ярӑр, ӗненӗве ҫирӗплетӗр. Илия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра Иеговӑн халӑхӗ кама пуҫҫапасси пирки иккӗленнӗ. Илия израильтянсене ҫапла каланӑ: «Эсир хӑҫанччен икӗ урапа та уксахласа ҫӳрӗр-ши? Эхер те Ҫӳлхуҫа чӑн Турӑ пулсассӑн, Ун ҫулӗпе ҫӳрӗр; эхер те Ваал пулсассӑн, ун ҫулӗпе ҫӳрӗр» (3 Патш. 18:21). Сирӗн те иккӗленӳсем пур пулсан, вӗсене тӳрех сирсе яма тӑрӑшӑр. Иегова чӑнах та чӑн Турӑ пулнине, Библи чӑнах та унӑн Сӑмахӗ пулнине тата Иегова Свидетелӗсем чӑнах та унӑн халӑхӗ пулнине ҫирӗп ӗненес тесе Библие тӗпчӗр (1 Фес. 5:21). Вара эсир иккӗленме пӑрахатӑр тата сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Кирлӗ пулсан старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр. Иеговӑшӑн малалла та савӑнса ӗҫлес тетӗр пулсан, ҫакна веҫех тӑхтаса тӑмасӑр тӑвӑр.

17. Хуйха ӳкрӗмӗр пулсан, пирӗнпе мӗн пулма пултарать?

17 Йывӑрлӑх: хуйха ӳкни. Турӑ Сӑмахӗнче «хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн» тенӗ (Ытар. 24:10). «Хавшак» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «хӑюллӑ пулма пӑрахни» тенине те пӗлтерет. Хӑюллӑ пулма пӑрахсан вара савӑнӑҫ та часах пӗтет.

18. Тӳсӗмлӗ пулни мӗне пӗлтерет?

18 Йывӑрлӑха мӗнле татса памалла? Иеговӑна шанӑр, вӑл сире хӑюллӑ пулма пулӑшасси пирки ан иккӗленӗр. Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пире хӑюлӑх кирлӗ (Иак. 5:11). Иаков усӑ курнӑ «тӳсни» текен сӑмах, е, урӑхла каласан, тӳсӗмлӗ пулни, ниме пӑхмасӑр пӗр вырӑнта тӑракан ҫынна аса илтерет. Ҫар ҫыннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр: тӑшман тем пек хытӑ тапӑнсан та вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчен пӑрахса каймасть, малалла та хӑюллӑн ҫапӑҫать.

19. Павел апостолран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

19 Павел апостол хӑюллӑ тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫапах та вӑхӑтран вӑхӑта вӑл хӑйне халсӑр пек туйнӑ. Анчах та вӑл Иеговӑна шаннӑ, Иегова вӑй панипе вара вӑл веҫех тӳссе ирттерме пултарнӑ (2 Кор. 4:7; 12:8—10). Ҫавӑн евӗрлех эпир те хамӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр пулсан, вӑл пире вӑй тата хӑюлӑх парӗ (Иак. 4:10).

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР ТАТА САВӐНӐҪЛӐ ПУЛӐР

20, 21. Пирӗн мӗне ҫирӗп шанмалла тата мӗн пирки иккӗленмелле мар?

20 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатӑр пулсан, мана Турӑ наказани парать тесе ан шухӑшлӑр. Иаков пире ҫапла шантарса ҫырнӑ: «Асап курнӑ чухне никам та: „мана Турӑ ҫапла сӑнать“ тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть» (Иак. 1:13). Эпир ҫакна ҫирӗп шанатпӑр пулсан, хамӑр ҫӳлти Аттепе тата ытларах ҫывӑхланатпӑр (Иак. 4:8).

21 Иегова улшӑнмасть (Иак. 1:17). Вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене йывӑр килнӗ чухне пулӑшнӑ пекех пире те кашнине пулӑшӗ. Иеговӑран ӑслӑлӑх, ӗненӳ тата хӑюлӑх парсам тесе ыйтсах тӑрӑр. Вӑл сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлатех. Ан иккӗленӗр, Иегова сире йывӑр вӑхӑтра савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ!

128-МӖШ ЮРӐ Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

^ 5 абз. Иаков ҫырӑвӗнче йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан нумай канаш тупма пулать. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухӑпӑр. Ҫак канашсене итлени пире йывӑр вӑхӑтсенче те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма тата савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Полицейскисем арҫын тӑвана килӗнче арестлеҫҫӗ. Ӑна ҫавӑтса кайнине арӑмӗпе хӗрӗ хыҫран пӑхса юлаҫҫӗ. Упӑшки тӗрмере ларнӑ чухне арӑмӗпе хӗрӗ патне пухури тӑвансем килеҫҫӗ, вӗсем пӗрле Библи вӗренеҫҫӗ. Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерес тесе арӑмӗпе хӗрӗ час-часах кӗлтӑваҫҫӗ. Иегова вара вӗсене хӑюлӑх тата канӑҫлӑх парать. Ҫавна пула вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленет тата вӗсем йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмаҫҫӗ.