Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Чӑннипех ӳкӗнни мӗне пӗлтерет?

Чӑннипех ӳкӗнни мӗне пӗлтерет?

«Эпӗ... ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ» (ЛУКА 5:32).

36-МӖШ ЮРӐ Чӗрӳне упра

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Ахавпа Манассия хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пулнӑ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

АЙТӐР ӗлӗк-авал пурӑннӑ икӗ патшан тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Пӗри вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче, тепри — икӗ йӑхран тӑракан Иудея патшалӑхӗнче ертсе пынӑ. Вӗсем пӗр вӑхӑтра пурӑнман пулсан та вӗсем хушшинче нумай пӗрпеклӗх пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ тата халӑха ҫылӑх тума хӗтӗртнӗ. Тата вӗсем йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ тата нумай айӑпсӑр юн тӑкнӑ. Ҫапах та ҫав патшасем хушшинче пӗр пысӑк уйрӑмлӑх пулнӑ. Пӗр патши мӗн виличченех йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ, тепри вара хӑй тунӑ усал ӗҫӗсемшӗн ӳкӗннӗ те Иегова ӑна каҫарнӑ. Ҫав патшасем камсем вӗсем?

2 Израиль патшине Ахав тесе чӗннӗ, Иудея патшине вара — Манассия. Вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине пӑхса тухни чӑннипех те ӳкӗнни мӗне пӗлтернине ӑнланма пулӑшать (Ап. ӗҫ. 17:30; Рим 3:23). Ҫын ӳкӗнни ӑҫтан курӑнать? Пирӗн ҫак ыйтӑвӑн хуравне лайӑх пӗлмелле, мӗншӗн тесен эпир Иегова хамӑра каҫартӑр тетпӗр. Ҫак статьяра эпир Ахав тата Манассия патшасен пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫӑпӑр тата вӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иисус ӳкӗнни ҫинчен мӗн каланине пӗлӗпӗр.

АХАВ ПАТША ТӖСЛӖХӖНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

3. Ахав мӗнле патша пулнӑ?

3 Ахав вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче ертсе пыракан ҫиччӗмӗш патша пулнӑ. Вӑл Сидон патшин хӗрне Иезавеле качча илнӗ. Израильтен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Сидон хули питӗ пуян пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иезавеле качча илни Израильшӗн экономика тӗлӗшӗнчен питӗ лайӑх пулнӑ. Анчах та ҫакӑ Иеговӑна пуҫҫапасси ҫине питӗ япӑх витӗм кӳнӗ — израильтянсем Иеговӑран сивӗнме пуҫланӑ. Иезавель Ваала пуҫҫапнӑ, упӑшкине те хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ. Вара лешӗ халӑха Ваала пуҫҫапма хӗтӗртнӗ. Ваала пуҫҫапакансем питӗ ирсӗр ӗҫсем тунӑ. Вӗсем Ваал ҫуртӗнче проституципе аппаланнӑ тата ачасене те парнене кӳнӗ. Иезавель патша майри пулнӑ чухне Иеговӑн пророкӗсем хӑрушлӑхра пулнӑ, вӑл хушнипе нумай пророка вӗлернӗ (3 Патш. 18:13). Ахав та арӑмӗнчен кая юлман, вӑл «Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, вӑл хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ» (3 Патш. 16:30). Иегова Ахавпа Иезавель мӗн хӑтланнине курнӑ, ҫавах та вӑл вӗсене те, Израиль халӑхне те хӗрхеннӗ. Вӗсене тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшас тесе Иегова вӗсем патне Илия пророка янӑ. Анчах та Ахавпа Иезавель Иегова хӑйсене асӑрхаттарнине хӑлхана чикмен.

4. Иегова Ахава мӗнле приговор пӗлтернӗ, вара лешӗ мӗн тунӑ?

4 Иегова Ахавпа Иезавелӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр чӑтса тӑман. Юлашкинчен вӑл Илияна вӗсене хӑрушӑ приговор пӗлтерме янӑ: вӗсене ҫемйипех тӗп тӑвӗҫ теме хушнӑ. Ҫав сӑмахсем Ахав чӗрине пырса тивнӗ. Тӗлӗнмелле те, ҫав мӑнкӑмӑллӑ патша йӑвашланнӑ (3 Патш. 21:19—29).

Ахав патша Туррӑн пророкне тӗрмене хуптарнӑ. Ҫакӑнтан вӑл чӑннипе ӳкӗнменни курӑннӑ (5, 6 абзацсене пӑхӑр) *

5, 6. Мӗншӗн Ахав ӳкӗнмен теме пулать?

5 Ахав ун чухне йӑвашланнӑ пулсан та унӑн ӗҫӗсем ҫине пӑхсан вӑл ӳкӗннӗ тесе калаймӑн. Вӑл хӑйӗн патшалӑхӗнче Ваала пуҫҫапма пӑрахтарасшӑн пулнӑ-и? Ҫук. Халӑха Иеговӑна пуҫҫапма хавхалантарнӑ-и? Ҫук, хавхалантарман. Ахав ӳкӗнменни ытти ӗҫсенчен те курӑннӑ.

6 Кӑшт вӑхӑт иртсен Ахав Иудея патшине Иосафата хӑйӗнпе пӗрле Сири патшине хирӗҫ вӑрҫа тухма чӗннӗ. Иосафат Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ, ҫавӑнпа вӑл Ахава малтан Иеговӑн пророкӗпе канашланма сӗннӗ. Ахава ҫакӑ килӗшмен, вӑл каланӑ: «Пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать». Ҫавах та ҫав патшасем Михей пророка чӗннӗ. Вӑл вара Ахава ним лайӑххи те кӗтмест тесе каланӑ. Ӳкӗнес тата Иеговӑран каҫару ыйтас вырӑнне ҫав усал патша пророка тӗрмене хуптарнӑ (3 Патш. 22:7—9, 23, 27). Вӑл Иегова янӑ ҫынна хӗсӗрленӗ пулин те, Иеговӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама чарма пултарайман. Вара ҫапӑҫура мӗн пулса тухнӑ? Унта Ахава вӗлернӗ (3 Патш. 22:34—38).

7. Ахав вилсен Иегова ун пирки мӗн каланӑ?

7 Ахав вилнӗ хыҫҫӑн Иегова ун пирки мӗн шутлани тӳрех курӑннӑ. Иосафат киле тӗрӗс-тӗкелех таврӑнсан вӑл Ахавпа килӗшӳ тунӑшӑн ӑна питлеме Иегова ун патне Ииуй пророка янӑ. Ииуй Иосафата ҫапла каланӑ: «Йӗркесӗр ҫынна пулӑшмаллахчӗ-и санӑн, Ҫӳлхуҫана курайманнисене юратмаллахчӗ-и?» (2 Ҫулс. 19:1, 2). Ахав чӑннипех те ӳкӗннӗ пулсан пророк ун пирки йӗркесӗр тата Иеговӑна курайман ҫын тенӗ пулӗччӗ-и вара? Эппин, Ахав хӑй тунӑ усал ӗҫӗсемшӗн куляннӑ пулин те, вӑл ӳкӗнмен.

8. Ахавпа мӗн пулса тухнинчен ӳкӗнесси пирки эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Ахавпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Илия пророк Ахава унӑн ҫемйине тӗп тӑвӗҫ тесе каланине илтсен Ахав йӑвашланнӑ, е хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Ҫакӑ, паллах, тӗрӗс пулнӑ. Анчах та Ахав кайран хӑйне мӗнле тытнинчен вӑл чун-чӗререн ӳкӗнменни курӑннӑ. Апла пулсан, ӳкӗнни вӑл хамӑр тунӑ ӗҫсемшӗн куляннине кӑтартни ҫеҫ мар. Чун-чӗререн ӳкӗнни мӗн иккенне пӗлес тесе айтӑр тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар.

МАНАССИЯ ПАТША ТӖСЛӖХӖНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

9. Манассия мӗнле патша пулнӑ?

9 Пӗр икӗ ӗмӗр иртсен Иудейӑра Манассия патшана ларнӑ. Вӑл Ахавран та усалтарах ҫын пулнӑ. Библире ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ» (2 Ҫулс. 33:1—9). Вӑл суя турӑсене парне кӳмелли вырӑнсем лартса тухнӑ, Иеговӑн храмӗнче те йӗрӗх лартма хӑйнӑ (ҫакӑ тухӑҫлӑх туррин йӗрӗхӗ пулнӑ пулас). Унсӑр пуҫне, Манассия «юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та» тата вӑл «нумай айӑпсӑр юн юхтарнӑ». Ҫак тискер ҫын хӑйӗн ывӑлӗсене ҫунтарса ярса суя турӑсене парнене те кӳнӗ (4 Патш. 21:6, 7, 10, 11, 16).

10. Иегова Манассияна мӗнле наказани панӑ, лешӗ вара мӗн тунӑ?

10 Иегова Манассияна асӑрхаттарас тесе ун патне пӗрре кӑна мар хӑйӗн пророкӗсене янӑ. Анчах та Манассия, Ахав пекех, вӗсене итлемен. Юлашкинчен вара Иегова «вӗсем ҫине [Иудейӑна] Ассири патшийӗн ҫарпуҫӗсене янӑ, лешӗсем вара Манассияна тимӗр тӑлӑпа тӑлласа, сӑнчӑрпа кӑкарса Вавилона илсе кайнӑ». Вара тӑван килтен аякра тӗрмере ларнӑ чухне Манассия хӑй малтан мӗнле пурӑнни ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Вӑл «ашшӗсен Туррийӗ умӗнче питех те йӑвашланнӑ». Унтан та ытларах, Манассия Иеговӑна, «хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ». Урӑхла каласан, вӑл Иеговӑна пӗрре кӑна мар кӗлтунӑ. Ҫак тискер ҫын улшӑнма пуҫланӑ. Вӑл Иеговӑна хӑйӗн Турри теме пуҫласа унпа ҫывӑхланма пуҫланӑ (2 Ҫулс. 33:10—13).

Манассия патша суя турӑсене пуҫҫапассине пӗтерме тӑрӑшни вӑл чӑннипе ӳкӗннине кӑтартса панӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. 2 Ҫулсеренхи 33:15, 16 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Манассия чун-чӗререн ӳкӗннине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

11 Иегова Манассиян кӗллисем ҫине хуравланӑ, мӗншӗн тесен вӑл улшӑннине курнӑ. Манассия йӑлӑнсассӑн Иегова ӑна каҫарнӑ тата каллех патша пулма ирӗк панӑ. Манассия малалла мӗн тунинчен вӑл чун-чӗререн ӳкӗнни курӑннӑ. Ахавпа танлаштарсан, вӑл ӳкӗннине сӑмахпа анчах мар, ӗҫпе те кӑтартнӑ. Манассия халӑха суя турӑсене пуҫҫапма пӑрахтарса Иеговӑна пуҫҫапма хавхалантарнӑ. (2 Ҫулсеренхи 33:15, 16 вуласа парӑр.) Паллах, ҫакна тума ӑна ӗненӳ тата хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл вун-вун ҫул хушши килтисене те, хӑйӗн керменӗнчи ҫыннисене те, халӑха та урӑххине вӗрентнӗ. Халӗ вара, ватлӑх кунӗсенче, Манассия хӑй тунӑ йӑнӑшсене тӳрлетме тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑйӗн пӗчӗк мӑнукӗ ҫине, Иосия ҫине те, лайӑх витӗм кӳнӗ пулас. Ҫакӑ Иосия кайран лайӑх патша пулса тӑнинчен курӑнать (4 Патш. 22:1, 2).

12. Манассияпа мӗн пулса тухнинчен ӳкӗнесси пирки эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Манассия тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Вӑл, Ахав пекех, хӑйне кӗҫӗне хунӑ, анчах та ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахман. Манассия Иеговӑна кӗлтунӑ тата хӑйне хӗрхенме йӑлӑнса ыйтнӑ. Вӑл хӑйне пачах урӑхла тытма пуҫланӑ тата хӑй кӳнӗ сиене тӳрлетме тӑрӑшнӑ. Ҫав патша хӑй те Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапма пуҫланӑ, халӑха та ҫавна тума хавхалантарнӑ. Манассияпа мӗн пулса тухни Иегова йывӑр ҫылӑхсем туса пурӑннӑ ҫынсене каҫарасси пирки шантарать. Ҫакӑнтан Иегова «ырӑ та каҫарма хатӗр» пулни курӑнать (Пс. 86:5, ҪТ). Апла, ҫын чун-чӗререн ӳкӗнет пулсан Иегова ӑна каҫаратех.

13. Куляннипе ӳкӗнни хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Манассия хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн куляннӑ кӑна мар. Ҫакӑ пире питӗ кирлӗ япалана ӑнланма пулӑшать. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эсир лавккана кукӑль илме килтӗр тейӗпӗр. Сутакан вара сире кукӑль вырӑнне пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх тыттарать. Ҫакӑ сире килӗшӗ-и? Ҫук, паллах. Вӑл ҫакӑ кукӑлӗн тӗп ингредиенчӗ тесе каларӗ пулсан? Ҫакӑ та сире ҫырлахтармӗ пулӗ. Ҫавӑн евӗрлех, Иегова та ҫылӑх тунӑ ҫын ӳкӗнессе кӗтет. Ҫылӑх тунишӗн кулянни вӑл тӗрӗс. Кулянни вӑл ӳкӗннин тӗп «ингредиенчӗ», анчах ҫакӑ ҫителӗксӗр. Чун-чӗререн ӳкӗнни шутне тата мӗн-мӗн кӗнине эпир Иисус каласа панӑ тепӗр ытарӑшран пӗлме пултаратпӑр.

ЧУН-ЧӖРЕРЕН ӲКӖННИНЕ МӖН КӐТАРТСА ПАРАТЬ?

Тӑна кӗрсен аскӑн ывӑл килне таврӑнас тесе вӑрӑм ҫул утса тухнӑ (14, 15 абзацсене пӑхӑр) *

14. Аскӑн ывӑл ӳкӗнни хӑш самантра палӑрма пуҫланӑ?

14 Лука 15:11—32 сӑвӑ йӗркисенче чуна пырса тивекен тӗслӗх ҫырса панӑ. Пӗр кутӑн ҫамрӑк хӑйӗн ашшӗне тек итлесе пурӑнасшӑн пулман. Вара килӗнчен «аякри ҫӗре тухса кайнӑ» та аскӑн та йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ. Хӑйӗншӗн йывӑр вӑхӑтсем ҫитсен вӑл хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ, вара ашшӗн килӗнче чылай лайӑхрах пурӑннине ӑнланса илнӗ. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӑл тӑна кӗнӗ те ашшӗн килне таврӑнса ашшӗнчен каҫару ыйтма шут тытнӑ. Хӑй мӗн тери япӑх ӗҫсем туса пурӑннине ӑнланса илсен вӑл улшӑнусем тумаллине курнӑ.

15. Иисусӑн ытарӑшӗнчи ҫамрӑк чун-чӗререн ӳкӗннине мӗнле кӑтартнӑ?

15 Ҫамрӑк чун-чӗререн ӳкӗнни унӑн ӗҫӗсенчен курӑннӑ. Вӑл килне ҫитес тесе вӑрӑм ҫул утса тухнӑ. Ашшӗне курсан вӑл: «Эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар»,— тенӗ (Лука 15:21). Вӑл хӑй йӑнӑш тунине йышӑнни вӑл каллех Иеговӑпа ҫывӑхланасшӑн пулнине кӑтартнӑ. Тата вӑл ашшӗн чӗрине хытӑ ыраттарнине те ӑнланнӑ. Ашшӗ хӑйне юратнине каллех туяс тесе вӑл кирек мӗн тума та, тарҫӑ пулма та, хатӗр пулнӑ (Лука 15:19). Ҫак ытарӑш хитре сӑмахсем кӑна мар. Унта илсе панӑ принципсем старейшинӑсемшӗн усӑллӑ. Ҫак принципсем вӗсене йывӑр ҫылӑх тунӑ христианин ӳкӗннипе ӳкӗнменнине курма пулӑшаҫҫӗ.

16. Мӗншӗн старейшинӑсене ҫылӑх тунӑ ҫын чун-чӗререн ӳкӗннипе ӳкӗнменнине ӑнланма йывӑр пулма пултарать?

16 Ҫылӑх тунӑ ҫын чун-чӗререн ӳкӗннипе ӳкӗнменнине ӑнланма питӗ йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен старейшинӑсем ҫын чӗрине курма пултараймаҫҫӗ. Старейшинӑсен ҫакна курма тӑрӑшмалла: ҫын хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен йӗрӗннине ӗҫсемпе кӑтартать-и? Хӑш-пӗр чухне христианин ытла та ирсӗр ҫылӑх тунӑран старейшинӑсем вӑл чӑннипех те ӳкӗнни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ.

17. а) Мӗншӗн ҫылӑх тунӑшӑн кулянни чун-чӗререн ӳкӗннине кӑтартса парать теме ҫук? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) 2 Коринф 7:11-мӗшӗ тӑрӑх, чун-чӗререн ӳкӗнекен ҫыннӑн мӗн тумалла?

17 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Арҫын тӑван нумай ҫул хушши хӑйӗн арӑмне улталать. Пулӑшу ыйтас вырӑнне вӑл малалла та арӑмне, тусӗсене тата старейшинӑсене суйса аскӑн пурнӑҫпа пурӑнать. Вӑл мӗнле пурӑнни ҫинчен старейшинӑсем пӗлеҫҫӗ. Старейшинӑсем ҫав тӑванпа калаҫнӑ чухне вӑл арӑмне улталанине йышӑнать тата вӑл ҫакӑншӑн куляннӑ пек те туйӑнать. Анчах та ҫакӑ ҫеҫ ҫителӗксӗр. Мӗншӗн тесен ҫакӑ туйӑмсем хыҫҫӑн кайса пӗр хут ҫылӑх туни мар, вӑл аскӑн пурнӑҫпа нумай ҫул хушши пурӑннӑ. Тата арҫын тӑван хӑй ҫылӑх тунине хӑй ирӗкӗпе мар, ыттисем пӗлнӗрен йышӑннӑ. Старейшинӑсен ҫав тӑван хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн чунтан йӗрӗннине, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнине тата хӑйне урӑхла тытма пуҫланине курмалла. (2 Коринф 7:11 вуласа парӑр.) Ҫак улшӑнусене питӗ хӑвӑрт тӑваймастӑн. Ҫавӑнпа та ҫав арҫын тӑвана, тен, пухуран та кӑларса яма тивӗ. Вара вӑл чун-чӗререн ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартсан кӑна пухӑва таврӑнма пултарать (1 Кор. 5:11—13; 6:9, 10).

18. Пухуран кӑларса янӑ ҫын чун-чӗререн ӳкӗннине мӗн кӑтартса парать тата унӑн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

18 Ҫын чун-чӗререн ӳкӗнни ӑҫтан курӑнать? Пухуран кӑларса янӑ ҫыннӑн, хӑйне старейшинӑсем каланӑ пек, тӑтӑшах тӗлпулусене ҫӳремелле, кӗлтумалла тата Библи вуламалла. Унсӑр пуҫне, унӑн мӗн ҫылӑх тума хӗтӗртет, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнмалла. Ҫылӑх тунӑ ҫын каллех Иеговӑпа ҫывӑхланас тесе мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑвать пулсан, ун ҫакӑн пирки иккӗленмелле мар: Иегова ӑна пӗтӗмпех каҫарӗ тата старейшинӑсем ӑна каялла пухӑва таврӑнма пулӑшӗҫ. Ҫын чӑннипех те ӳкӗннипе ӳкӗнменнине пӗлес тесе пурне те пӗр йӗркепе пӑхса тухмаҫҫӗ, вӗсем кашнин лару-тӑрӑвне шута илеҫҫӗ. Тата ҫылӑх тунӑ ҫын пухӑва таврӑнасшӑн пулсан, старейшинӑсем ӑна валли кирлӗ-кирлӗ мар требованисем палӑртса хумаҫҫӗ.

19. Чун-чӗререн ӳкӗнни мӗне пӗлтерет? (Иезекииль 33:14—16).

19 Куртӑмӑр ӗнтӗ, чун-чӗререн ӳкӗнни ҫылӑх тунӑшӑн каҫару ыйтнине ҫеҫ пӗлтермест. Ҫыннӑн хӑйӗн шухӑшӗсене те, туйӑмӗсене те тӗппипех улӑштармалла. Тата унӑн ӗҫӗсенчен те вӑл ӳкӗнни курӑнмалла. Унӑн япӑх ӗҫсем тума пӑрахмалла тата Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмалла. (Иезекииль 33:14—16 вуласа парӑр.) Ҫылӑх тунӑ ҫын Иеговӑран сивӗннӗ, ҫавӑнпа та унӑн каллех Иеговӑпа ҫывӑхланас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

ҪЫЛӐХ ТӐВАКАНА ӲКӖНМЕ ПУЛӐШӐР

20, 21. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынна эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

20 Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ пирки каланӑ чухне Иисус «Эпӗ... ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ» тенӗ (Лука 5:32). Апла пирӗн те ҫавӑн пек тума тӑрӑшмалла. Калӑпӑр, эсир сирӗн ҫывӑх тус пысӑк ҫылӑх туни ҫинчен пӗлтӗр. Ҫавӑн пек чухне эсир мӗн тӑвӑр?

21 Хӑвӑрӑн тусӑн ҫылӑхне пытарма тӑрӑшатӑр пулсан эсир ӑна сиен кӳретӗр кӑна. Унсӑр пуҫне, унӑн ҫылӑхне Иеговӑран пытараймӑн, мӗншӗн тесен вӑл веҫех курса тӑрать (Ытар. 5:21, 22; 28:13). Хӑвӑр тусӑра пулӑшас тетӗр пулсан ӑна старейшинӑсемпе калаҫма хавхалантарӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Тус хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫинчен старейшинӑсене каласа парасшӑн мар пулсан, ҫакна сирӗн тумалла, мӗншӗн тесен унӑн Иеговӑпа хутшӑнусем арканма пултараҫҫӗ. Тусӑн ҫылӑхне пытармасан эсир чӑн-чӑн тус пулнине кӑтартса паратӑр.

22. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

22 Христианин нумай вӑхӑт хушши ирсӗр ӗҫсем туса пурӑннӑран старейшинӑсем ӑна пухуран кӑларса яма йышӑну турӗҫ пулсан, ҫакӑ вӗсем ӑна хӗрхенменнине кӑтартса парать-и? Ҫакӑн ҫинчен тепӗр статьяра ҫырса панӑ. Унта эпир Иегова ҫылӑх тӑвакансене наказани парса хӗрхеннине мӗнле кӑтартнине курӑпӑр тата эпир унран мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

^ 5 абз. Чӑннипех те ӳкӗнни вӑл ҫылӑх тунӑшӑн куляннине ҫеҫ пӗлтермест. Чӑннипех ӳкӗнни мӗне пӗлтернине ӑнланас тесе айтӑр Ахав тата Манассия патшасен тӗслӗхӗсене тата Иисус аскӑн ывӑл ҫинчен каланӑ ытарӑша пӑхса тухар. Унсӑр пуҫне, ҫак статьяра старейшинӑсен ҫылӑх тунӑ христианин чӑннипех те ӳкӗннипе ӳкӗнменнине ӑнланас тесен мӗн шута илмеллине курӑпӑр.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Тарӑхса кайнӑ Ахав патша Михея, Иеговӑн пророкне, тӗрмене хупма хушать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Манассия патша хӑй тахҫан храмра лартнӑ йӗрӗхсене аркатма хушать.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Нумай утса ывӑннӑ аскӑн ывӑл хӑйӗн пӳртне аякран курса савӑнать.