Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яр

Хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яр

КАШНИ ҫул пухуран кӑларса янӑ нумай христианин Иегова патне каялла таврӑнать. Паллах, ун пек чухне тӳпере питӗ савӑнаҫҫӗ (Лука 15:7, 10). Эсӗ те Иегова патне каялла таврӑннӑ пулсан ҫакна асра тыт: Иисус та, ангелсем те, Иегова та эсӗ таврӑнасса питӗ кӗтнӗ. Анчах та хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Айта хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене пӑхса тухар та вӗсене мӗнле татса памалли ҫинчен калаҫар.

МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ПУЛМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

Нумай христианин пухӑва таврӑнсан та йывӑр туйӑмсемпе кӗрешет. Вӗсем хӑйсене Давид пекех туйма пултараҫҫӗ. Иегова хӑйне каҫарсан та вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Мана йӗркесӗр ӗҫсем пусса тӑраҫҫӗ» (Пс. 39:13; 64:4). Тен, эсӗ те ҫавӑн евӗрлӗ туйӑмсемпе кӗрешетӗн? Ҫын пухӑва каялла таврӑнсан та нумай ҫул хушши хӑйне айӑплама пултарать тата ӑна хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн намӑс пулма пултарать. Изабель * тӑвана пухуран кӑларса ярсан вӑл 20 ҫул ытла иртсен тин пухӑва каялла таврӑннӑ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Иегова хама каҫарнине ӗненме йывӑрччӗ». Анчах та ҫавӑн пек чухне ал усмалла мар, мӗншӗн тесен ал уссан хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантарма вӑй пулмӗ (Ытар. 24:10).

Иеговӑпа ҫывӑхланма нумай вӑй хумалла. Ҫакӑ та хӑш-пӗр тӑвансене хӑратма пултарать. Антуан пухӑва таврӑнсан ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам унччен мӗне вӗреннине тата хӑш-пӗр ӗҫсене мӗнле тумаллине пачах манса кайнӑ иккен». Ҫакӑ та хӑш-пӗр христиансене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума чарма пултарать.

Калӑпӑр, ҫил-тӑвӑла пула пӗр ҫыннӑн ҫурчӗ арканнӑ. Ӑна юсама мӗн чухлӗ вӑй хумаллине курсан ҫыннӑн ал усӑнма пултарать. Тен, эсӗ те хӑвна ҫав ҫын пекех туятӑн. Санӑн та ҫылӑх тунине пула хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем арканнӑ. Тата вӗсене каллех майлаштарса ярас тесен чылай вӑхӑт кирлӗ тата нумай вӑй хумалла. Анчах та ан хӑра, эсӗ пӗччен мар, сана пулӑшӗҫ.

Иегова пире: «Килӗр — татса парӑпӑр»,— тет (Ис. 1:18). Вӑл ҫак сӑмахсене сана та калать. Эсӗ унпа ҫывӑхланас тесе нумай утӑм тунӑ ӗнтӗ. Иегова эсӗ тӑрӑшнине питӗ хаклать. Шухӑшласа пӑх-ха: сан ҫине кӑтартса вӑл хӑйне айӑплакан Шуйттана хуравлама пултарать (Ытар. 27:11).

Эсӗ Иегова патне таврӑннӑ хыҫҫӑн унпа ҫывӑхланма пуҫларӑн. Вӑл хӑй те санпа ҫывӑхланма сӑмах парать (Иак. 4:8). Пухури тӑвансем те эсӗ таврӑннишӗн питӗ савӑнаҫҫӗ. Халӗ вара санӑн чи кирлине тумалла — Иеговӑна, хӑвӑн ҫӳлти Аҫуна тата Тусна — хытӑрах та хытӑрах юратмалла.

САНА МӖН ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?

Хӑв пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем ларт. Хӑвӑн мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх. Эсӗ Иегова ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетӗн ӗнтӗ. Апла санӑн ҫурт никӗсӗ пур теме пулать. Ҫуртне вара — христианин пурнӑҫне — юсамалла. Урӑхла каласан, санӑн тӗлпулусене ҫӳремелле, ырӑ хыпар сармалла тата пухури тӑвансемпе хутшӑнмалла. Эсӗ акӑ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн.

Час-часах Иеговӑпа калаҫ. Хӑвна ытла та айӑплӑ туйнӑран Иегова сана хӑйне кӗлтума йывӑр пулнине ӑнланать (Рим 8:26). Ҫапах та вӑл сана яланах кӗлтума хавхалантарать (Рим 12:12). Иеговӑна хӑв мӗн тери хытӑ унӑн тусӗ пуласшӑн пулнине каласа пар. Андрей акӑ мӗн аса илет: «Эпӗ хама хытӑ айӑплаттӑмччӗ тата мана питӗ намӑсчӗ. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вара эпӗ чӗрере канӑҫлӑх туяттӑм». Эсӗ мӗн ҫинчен кӗлтумаллине пӗлместӗн пулсан 50-мӗш тата 64-мӗш Псаломсене вуласа тух. Унта ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӳкӗннӗ Давидӑн кӗллисене ҫырса панӑ.

Тӑтӑшах Библи тӗпче. Вара эсӗ Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратӑн тата санӑн ӗненӳ ҫирӗпленӗ (Пс. 18:8—12). «Библие тӑтӑшах тӗпчеменрен эпӗ хавшаса кайрӑм, юлашкинчен вара Иеговӑна кӳрентертӗм,— тет Филипп.— Эпӗ каллех ҫавӑн пек пулса тухасран хӑрарӑм, ҫавӑнпа хам валли Библи тӗпчемелли график турӑм». Эсӗ те Филипп тунӑ пек тума пултаратӑн. Енчен те эсӗ Библи мӗнле тӗпчемеллине пӗлместӗн пулсан опытлӑ тӑванран пулӑшу ыйт.

Пухури тӑвансемпе каллех туслаш. Хӑш-пӗрисем пухӑва таврӑнсан тӑвансем хӑйсем ҫине чалӑшшӑн пӑхасран хӑраҫҫӗ. Сӑмахран, Лариса хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Мана питӗ намӑсчӗ. Эпӗ тӑвансене те сутнӑ тесе шутлаттӑмччӗ. Ҫак туйӑмсем мана нумай вӑхӑт хушши канӑҫ памарӗҫ». Эсӗ те хӑвна ҫапла туятӑн пулсан ҫакна асра тыт: старейшинӑсем те, ытти тӑвансем те сана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн. (« Старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?» рамкӑна пӑх.) Вӗсем сана каллех пухура курма питӗ хавас тата сана ыррине ҫеҫ сунаҫҫӗ (Ытар. 17:17).

Сана каллех пухупа ҫывӑхланма мӗн пулӑшӗ? Тӗлпулусене ан сиктер тата тӗрлӗ тӑвансемпе ырӑ хыпар сарма ҫӳре. Мӗншӗн ҫакна тумалла? Феликс акӑ мӗн калать: «Эпӗ каялла таврӑнасса пухури пур тӑван та кӗтнӗ. Вӗсем мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Эпӗ хама юратнине туяттӑм. Тӑвансем пулӑшнипе эпӗ Иегова хама каҫарнине тата манӑн пӗрмай хам унччен тунӑ ҫылӑх ҫинчен шухӑшлама пӑрахмаллине ӑнланса илтӗм». (« Эсӗ хӑв мӗн тума пултаратӑн?» рамкӑна пӑх.)

АН ПАРӐН!

Эсӗ Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни Шуйттана питӗ килӗшмест (Лука 4:13). Сана хавшатас тесе вӑл сан ҫине «ҫил-тӑвӑлсем» ярса тӑрать. Ҫавӑнпа ху тӑвакан сӑнарлӑ ҫурт ан аркантӑр тесе хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене малалла та ҫирӗплет.

Иегова хӑйӗн сурӑхӗсем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫухалнине шыраса тупӑп, тытса кайнине каялла тавӑрӑп, аманнин суранне ҫыхса ярӑп, чирлине тӗреклетӗп» (Иез. 34:16). Хӑйӗн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн вӑл камӑн ӗненӳ хавшанӑ, ҫавсене каллех хытӑ ӗненме пулӑшнӑ. Ан иккӗлен: Иегова сана та пулӑшӗ. Вара сирӗн хушӑри туслӑха нимӗнле «ҫил-тӑвӑл» та аркатаймӗ.

^ 4 абз. Ҫак статьяри ятсене улӑштарнӑ.