Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсӗ пӗччен мар, Иегова яланах санпа пӗрле!

Эсӗ пӗччен мар, Иегова яланах санпа пӗрле!

«Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх» (ПС. 144:18).

28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене пӗччен пек туйма пултараҫҫӗ?

ЭПИР пурте вӑхӑтран вӑхӑта хамӑра пӗччен пек туйма пултаратпӑр. Хӑш-пӗрисен ҫак туйӑм хӑвӑрт иртсе каять, теприсем вара нумай ҫул хушши хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ. Ыттисемпе хутшӑннӑ чухне те ҫын хӑйне пӗччен пек туйма пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӑвансене ҫӗнӗ пухура туссем тупма йывӑр. Теприсем вара пысӑк та туслӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, урӑх ҫӗре куҫса кайсан вара вӗсем килтисемшӗн питӗ тунсӑхлаҫҫӗ. Теприсене ҫывӑх ҫын вилнӗрен пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса лартать. Хӑш-пӗр тӑвансене вара, уйрӑмах кам нумаях пулмасть Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ, Иеговӑна пуҫҫапман тус-тӑванӗсем сирсе яма е хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫавӑн пек тӑвансем хӑйсене никама та кирлӗ мар пек туяҫҫӗ.

2. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

2 Иегова пире никамран лайӑхрах пӗлет. Эпир хамӑра пӗччен пек туйнӑ чухне вӑл ҫакна асӑрхать кӑна мар, вӑл пире пулӑшасшӑн та. Иегова пире мӗнле пулӑшать? Хамӑра пӗччен пек туйнӑ чухне мӗн тума пулать? Тӑвансене пӗчченлӗх туйӑмне ҫӗнтерме пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫак статьяран эпир ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр.

ИЕГОВА ПИРӖНШӖН ТӐРӐШАТЬ

Иегова ангела ярса Илияна эсӗ пӗччен мар тесе шантарнӑ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)

3. Иегова Илияшӑн мӗнле тӑрӑшнӑ?

3 Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗшӗн тӑрӑшать. Вӑл пирӗнпе кашнинпех юнашар тӑрать, ҫавӑнпа пире япӑх пулсан вӑл ҫакна тӳрех курать (Пс. 144:18, 19). Айтӑр Илияна йывӑр килнӗ чухне Иегова ӑна мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Ҫак пророк пурӑннӑ вӑхӑтра Израильте йывӑр лару-тӑру пулнӑ: влаҫра ларакан ҫынсем Иеговӑна сирсе янӑ тата унӑн ӗҫлекенӗсене те хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Уйрӑмах вӗсем Илияна вӗлересшӗн пулнӑ (3 Патш. 19:1, 2). Илия хӑй те Иеговӑн пророкӗсенчен хӑй ҫеҫ тӑрса юлнӑ тесе шутланӑ (3 Патш. 19:10). Ҫакна пула вӑл питӗ куляннӑ пулӗ. Иегова ҫакна асӑрханӑ та тӳрех хӑйӗн ангелне янӑ. Ангел вара Илияна Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем Израильте татах та нумай тесе шантарнӑ (3 Патш. 19:5, 18). Апла пулсан, Илия пӗччен пулман.

4. Кама тӑванӗсемпе тусӗсем пулӑшма пӑрахнӑ, Иегова ҫавсемшӗн тӑрӑшнине Марк 10:29, 30 сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

4 Иегова хӑш-пӗрисен уншӑн ӗҫлеме пуҫлас тесе нумай хӑварма тивнине пӗлет. Сӑмахран, хӑш-пӗрисене Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑванӗсемпе тусӗсем пулӑшма пӑрахнӑ. Пӗррехинче, тен, пӑшӑрханнӑран, Петр апостол Иисусран ҫапла ыйтнӑ: «Акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши?» (Матф. 19:27). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен пысӑк ҫемье — тӑванлӑх — пулӗ тесе шантарнӑ. (Марк 10:29, 30 вуласа парӑр.) Иегова та, пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, пире пулӑшма сӑмах парать (Пс. 9:11). Айтӑр эпир хамӑра пӗччен пек туйнӑ чухне Иегова пире пулӑштӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ПӖЧЧЕНЛӖХ ТУЙӐМӖПЕ МӖНЛЕ КӖРЕШМЕЛЛЕ?

5. Мӗншӗн пирӗн Иегова хамӑра мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшламалла?

5 Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 54:23). Вара эсир хӑвӑра пӗччен пек туймӑр. Кэрол * ятлӑ качча кайман хӗрарӑм тӑван, унӑн килтисем Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ, ҫапла калать: «Иегова хама йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшланӑ чухне хама пӗччен пек туйма пӑрахатӑп. Тата ҫакӑ Иегова мана нихӑҫан та пӑрахас ҫуккине шантарать».

6. 1 Петр 5:9, 10 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем кам хӑйсене пӗччен пек туять, ҫав тӑвансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

6 Иегова пухури тӑвансене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. (1 Петр 5:9, 10 вуласа парӑр.) Хироси ятлӑ арҫын тӑван нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать, унӑн тӑванӗсем вара Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ. Вӑл ҫапла калать: «Пухури кашни тӑванӑн йывӑрлӑхсем пур. Ҫапах та вӗсем пурте ниме пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна курса тӑни мана та тата камӑн тӑванӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ, ҫавсене те питӗ хавхалантарать».

7. Кӗлтуни сире мӗнле пулӑшать?

7 Кӗлтӑвӑр, Библи вулӑр тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрӗр. Кӗлтунӑ чухне Иеговӑна чуна уҫса парӑр (1 Петр 5:7). Масиель ятлӑ ҫамрӑк хӗр Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан унран пӗтӗм ҫемйи туннӑ. Вӑл хӑй ҫинчен акӑ мӗн калать: «Пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме мана хӗрӳллӗн кӗлтуни пулӑшрӗ. Иегова маншӑн чӑн-чӑн Атте пулса тӑчӗ. Эпӗ кашни кун кунне темиҫе хутчен те кӗлтӑваттӑм тата ӑна хам мӗн туйнине каласа параттӑм».

Нумай тӑвана пирӗн сайтри аудиоҫыртарусене итлени пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме пулӑшать (8-мӗш абзаца пӑхӑр) *

8. Библи вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани сире мӗнле пулӑшать?

8 Кашни кун Турӑ Сӑмахне вулӑр, вуланӑ чухне вара Иегова хӑвӑра юратнине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисене асӑрхама тӑрӑшӑр. Бьянка ятлӑ хӗрарӑм тӑвана килтисем час-часах ним мартанах айӑплаҫҫӗ. Вӑл ҫапла калать: «Мана хам пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсем тата хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тӑвансем ҫинчен вулама тата вӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлама килӗшет. Ҫакӑ мана вӑй кӗртет». Хӑш-пӗрисем хӑйсене йӑпатакан сӑвӑ йӗркисене, сӑмахран, Псалом 26:10 тата Исаия 41:10, астуса юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Теприсем вара Библи вуланӑ чухне е тӗлпулӑва хатӗрленнӗ чухне Библин е вулакан публикацин аудиоҫыртарӑвне итлеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме пулӑшать.

9. Тӗлпулусене ҫӳрени мӗнле пулӑшать?

9 Тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшӑр. Унта мӗн пӗлни сире хавхалантарӗ тата эсир тӑвансемпе те ҫывӑхрах паллашӑр (Евр. 10:24, 25). «Эпӗ вӑтанчӑк пулнӑ пулсан та, кашни тӗлпулӑва кайма тата комментарисем пама шут тытрӑм,— тесе калать маларах асӑннӑ Масиель.— Ҫакӑ мана пухури тӑвансемпе ҫывӑхланма пулӑшрӗ».

10. Мӗншӗн пухури тӑвансемпе туслашмалла?

10 Пухури тӑвансемпе туслашӑр. Камран вӗренме пултаратӑр, ҫав тӑвансемпе туслашма тӑрӑшӑр. Вӗсем урӑх халӑх ҫынни пулнине е сирӗнтен кӗҫӗнрех е аслӑрах пулнине ан пӑхӑр. Ватӑ тӑвансем пурӑнса курнӑ ҫынсем. Библире «ватӑ ҫынра — ӑс» тенӗ (Иов 12:12). Ҫав вӑхӑтрах ватӑ тӑвансем те ҫамрӑксенчен вӗренме пултараҫҫӗ. Давид Ионафанран чылай кӗҫӗнрех пулнӑ, анчах та ҫакӑ вӗсене ҫывӑх туссем пулма чӑрмантарман (1 Патш. 18:1). Йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшнине пула вӗсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеме пултарнӑ (1 Патш. 23:16—18). Ирина тӑванӑн та тӑванӗсем хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Иегова пире ҫемье кирлине пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл пире тӑванлӑх парнеленӗ. Пухура эпир атте-аннене те, пичче-шӑллӑма та, аппа-йӑмӑка та тупма пултаратпӑр».

11. Мӗне пула ҫирӗп туслӑх аталанать?

11 Вӑтанчӑк ҫынсене ҫӗнӗ туссем тупма йывӑр пулма пултарать. Ҫакӑнпа Ратна хӗрарӑм тӑван та килӗшет, вӑл та именчӗк ҫын. Вӑл хӑйне хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Ратна хӑй ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпӗ хама пухури тӑвансем пулӑшни питӗ кирлине ӑнлантӑм». Хамӑр туйӑмсене ҫынна уҫса пама ҫӑмӑл пулмасан та пултарать, анчах та унсӑрӑн ҫирӗп туслӑх аталантараймӑн. Туссем сире пулӑшасшӑн, анчах та эсир хӑвӑр ҫинчен нимӗн те каласа памастӑр пулсан, вӗсем сире мӗнле пулӑшма пултарайӗҫ?

12. Кампа та пулин туслашас тесе мӗн тума пулать?

12 Кампа та пулин туслашас тесе мӗн тума пулать? Лайӑх майсенчен пӗри вӑл — пӗрле ырӑ хыпар сарма кайни. Маларах асӑннӑ Кэрол ҫапла калать: «Кампа эпӗ ырӑ хыпар сарнӑ е ытти теократи ӗҫӗсене тунӑ, ҫав хӗрарӑм тӑвансемпе эпир ҫывӑх туссем пулса тӑтӑмӑр. Нумай ҫул хушши вӗсем урлӑ Иегова мана пулӑшса тӑрать». Куртӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн пухури тӑвансемпе ҫывӑхланмалла, мӗншӗн тесен вӗсем урлӑ та Иегова пире пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме пулӑшать (Ытар. 17:17).

ЫТТИСЕМ ХӐЙСЕНЕ ПУХУРА ҪЕМЬЕРИ ПЕК ТУЙЧЧӐР ТЕСЕ ТӐРӐШӐР

13. Пирӗн кашнин мӗн тумалла?

13 Пирӗн пурин те пухура юратупа мир пултӑр тесе тата никам та хӑйне пӗччен пек ан туйтӑр тесе тӑрӑшмалла (Иоанн 13:35). Пирӗн ырӑ сӑмах е ырӑ ӗҫ ыттисене хавхалантарма пултарать. Пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Эпӗ Библи вӗренме пуҫласан пухури тӑвансем маншӑн ҫемье пек пулса тӑчӗҫ. Вӗсем пулӑшман пулсан, эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫламан пулӑттӑм». Камӑн тӑванӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ, ҫавсем хӑйсене пухура юратнине туйса тӑччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

14. Пухура ҫӗннисемпе туслашас тесен мӗн тумалла?

14 Ҫӗннисемпе туслашма тӑрӑшӑр. Библи вӗренекенсем, анчахрах шыва кӗнисем тата нумаях пулмасть урӑх пухуран куҫса килнисем тӗлпулӑва килсен вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр (Рим 15:7). Анчах та ӑшшӑн саламлани ҫителӗксӗр, пирӗн вӗсемпе туслашма тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа вӗсемпе чун-чӗререн интересленӗр. Вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнланма тӑрӑшӑр, анчах аванмарлантарса яракан ыйтусем ан парӑр. Ҫакна та асра тытӑр: хӑш-пӗрисене хӑйсем мӗн туйни ҫинчен каласа пама йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫине тӑрсах ыйтусем ан парӑр. Вӗсемпе ыррӑн калаҫӑр тата тимлӗ итлӗр. Сӑмахран, вӗсем чӑнлӑха мӗнле пӗлни ҫинчен ыйтса пӗлме пулать.

15. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансем пухури тӑвансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

15 Пухури тӑвансем пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, кашни тӑванӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленет. Чи малтан вара старейшинӑсен тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑвансен ыттисемшӗн тӑрӑшмалла. Мелисса, ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма амӑшӗ пулӑшнӑ, ҫапла аса илет: «Пухури арҫын тӑвансем нумай ҫул хушши маншӑн атте пек тӑрӑшрӗҫ. Вӗсем манпа хутшӑнма вӑхӑт уйӑратчӗҫ тата яланах итлеме хатӗрччӗ. Эпӗ вӗсене ҫав тери пархатарлӑ!» Маурисио ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван хӑйӗнпе Библи вӗреннӗ тӑван пухӑва ҫӳреме пӑрахсан хӑйне пӗччен пек туйма пуҫланӑ. «Ун чухне старейшинӑсем мана питӗ пулӑшрӗҫ,— тесе калать Маурисио.— Вӗсем маншӑн тӑрӑшатчӗҫ, манпа час-часах калаҫатчӗҫ, хӑйсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗнетчӗҫ тата хӑйсем тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне тупнӑ интереслӗ шухӑшсене каласа паратчӗҫ. Эпир пӗрле спорт вӑййисене те выляттӑмӑр». Халӗ Мелисса та, Маурисио та Вефильте ӗҫлеҫҫӗ.

Сирӗн пухура кам хӑйне пӗччен пек туять, ҫакӑн пек тӑвансем пур-и? Эсир вӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерме пултаратӑр-и? (16—19 абзацсене пӑхӑр) *

16, 17. Тӑвансене тата мӗнле майпа пулӑшма пулать?

16 Ӗҫпе пулӑшӑр (Гал. 6:10). Тӑван килтен аякра миссионер пулса ӗҫлекен Лео акӑ мӗн каласа парать: «Хамӑра йывӑр килнӗ чухне тӑвансен пӗчӗк ырӑ ӗҫӗ те хавхалантарма пултарать. Пӗррехинче эпӗ аварине лекрӗм. Киле ҫитнӗ ҫӗре вара ман пӗр вӑй та юлмарӗ. Кӗтмен ҫӗртен пӗр мӑшӑр мана хӑнана чӗнчӗ. Эпир мӗн ҫинине астумастӑп, анчах вӗсем манпа ырӑ пулни тата мана тимлӗ итлени манӑн асра юлчӗ. Вӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама чылай лайӑхрах туяттӑм».

17 Пире пурне те конгрессем килӗшеҫҫӗ. Унта эпир нумай тӑванпа курса калаҫма тата программӑри шухӑшсене сӳтсе явма пултаратпӑр. Анчах та маларах асӑннӑ Кэрол конгреса кайсан хӑйне пӗччен пек туять. Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Конгреса килетӗн те — унта ҫӗр-ҫӗр е хӑш-пӗр чухне пин-пин ҫын, ытларахӑшӗ — мӑшӑрсем тата ҫемьесем, эпӗ вара — пӗччен. Ҫавӑн пек чухне мана пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илет». Мӑшӑрӗ вилнӗ тӑвансене те конгрессене ҫӳреме йывӑр пулма пултарать, уйрӑмах вӗсем унта пӗрремӗш хут пӗччен кайсан. Кама ҫак е ытти сӑлтавсене пула конгрессене ҫӳреме йывӑр, ҫавӑн пек тӑвансене эсир пӗлетӗр-и? Пӗлетӗр пулсан, мӗншӗн-ха вӗсене тепӗр конгреса хӑвӑрпа пӗрле кайма чӗнес мар?

18. Эсир тӑвансене хӑнана чӗнесшӗн пулсан, 2 Коринф 6:11—13 сӑвӑ йӗркисенчи канашпа мӗнле усӑ курма пулать?

18 Вӑхӑта пӗрле ирттерӗр. Тӗрлӗ тӑвансене, уйрӑмах, кам хӑйне пӗччен пек туйма пултарать, ҫавсене хӑнана чӗнӗр. Сӑнарлӑ каласан, ҫак тӑвансем валли «чӗрӗре уҫӑр». (2 Коринф 6:11—13 вуласа парӑр.) Мелисса ҫапла аса илет: «Пире аннепе пӗрле пухури тӑвансем хӑнана е пӗрле отпуска кайма чӗнсен эпир питӗ савӑнаттӑмӑр». Эсир хӑвӑр пухура кама та пулин ҫапла майпа пулӑшма пултаратӑр-и?

19. Хӑҫан тӑвансене пулӑшу уйрӑмах кирлӗ пулма пултарать?

19 Хӑш-пӗр кунсенче тӑвансене пулӑшу уйрӑмах кирлӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗрисене уяв кунӗсенче Иеговӑна ӗненмен тӑванӗсем хушшинче пулма йывӑр. Теприсем пӗр-пӗр датӑра, сӑмахран, ҫывӑх ҫын вилнӗ кун, хӑйсене уйрӑмах пӗччен пек туяҫҫӗ. Ҫавӑн пек кунсенче эпир тӑвана хамӑрпа пӗрле вӑхӑта ирттерме сӗнсен вӑл эпир уншӑн чунтан-вартан тӑрӑшнине туйса илӗ (Флп. 2:20).

20. Хамӑра пӗччен пек туйнӑ чухне Матфей 12:48—50 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсем пире мӗнле йӑпатаҫҫӗ?

20 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула хӑйсене пӗччен пек туйма пултараҫҫӗ. Хӑвӑра йывӑр чухне Иегова эсир мӗн туйнине ӑнланнине ан манӑр. Вӑл сире йӑпатасшӑн, час-часах вӑл ҫакна тӑвансем урлӑ тӑвать. (Матфей 12:48—50 вуласа парӑр.) Эпир вара пухури тӑвансене пулӑшсан Иегова хамӑршӑн тӑрӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Йывӑр туйӑмсем пусса илсен айтӑр ҫакна асра тытар: эпир пӗччен мар, Иегова яланах пирӗнпе пӗрле!

46-МӖШ ЮРӐ Иегова, сана тав тӑватпӑр

^ 5 абз. Эсир хӑвӑра пӗччен пек туйни пулкалать-и? Пулкалать пулсан ан иккӗленӗр: Иегова эсир мӗн туйнине ӑнланать тата вӑл сире пулӑшасшӑн. Ҫак статьяра хӑвӑра пӗччен пек туйнӑ чухне мӗн тумаллине тата пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешекен тӑвансене мӗнле пулӑшмаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 5 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Арӑмӗ вилнӗ арҫын тӑван пирӗн сайтри аудиоҫыртарусене итлесе ларать. Ҫакӑ ӑна пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме пулӑшать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Ашшӗпе хӗрӗ ватӑ арҫын тӑван патне кучченеҫ илсе килнӗ.