24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Эсир Шуйттан танатинчен хӑтӑлма пултаратӑр!
«Вӗсем шуйттан танатинчен хӑтӑлӗҫ» (2 ТИМ. 2:26, ҪС).
36-МӖШ ЮРӐ Чӗрӳне упра
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Мӗншӗн Шуйттана сунарҫӑпа танлаштарма пулать?
СУНАРҪӐ пӗр-пӗр чӗрчуна тытас е вӗлерес шухӑшпа ҫӳрет, ҫавӑнпа вӑл тӗрлӗ-тӗрлӗ таната лартса тухать. Хӑш-пӗр танатасем пирки Библире те ҫырса панӑ (Иов 18:8—10). Анчах та чӗрчун танатана лектӗр тесе сунарҫӑ мӗн тӑвать? Вӑл пӗр-пӗр чӗрчунӑн тыткаларӑшне сӑнать, вӑл ӑҫта пурӑннине тата ӑна мӗн илӗртме пултарнине тӗпчет. Шуйттан та ҫаплах тӑвать. Вӑл эпир ӑҫта ҫӳренине, пире мӗн килӗшнине сӑнать те хӑйӗн шучӗпе эпир ҫакланма пултаракан танатасем лартса тухать. Библи вара пире эпир Шуйттан танатине лексен те унтан хӑтӑлма пултаратпӑр тесе шантарать. Унтан та ытларах, Библи Шуйттан танатисене лекес мар тесе мӗн тумаллине калать.
2. Шуйттан ҫынсен мӗнле икӗ япӑх енӗпе усӑ курать?
2 Шуйттан ҫынсен мӑнкӑмӑллӑхӗпе тата ҫӑткӑнлӑхӗпе питӗ ӑста усӑ курать *. Вӑл ӗнтӗ пин-пин ҫул хушши ҫак меслетсемпе усӑ курать. Сунарҫӑ пекех вӑл пире илӗртсе хӑй танатине тытасшӑн (Пс. 90:3). Анчах та ҫакӑ эпир унӑн танатине лекетпӗрех тенине пӗлтермест, мӗншӗн тесен Иегова пире Шуйттан мӗнле меслетсемпе усӑ курнине каласа кӑтартать (2 Кор. 2:11).
3. Мӗншӗн Иегова Библире мӑнкӑмӑллӑ та ҫӑткӑн ҫынсен тӗслӗхӗсене ҫырса панӑ?
3 Мӑнкӑмӑллӑхпа ҫӑткӑнлӑх мӗн тери хӑрушӑ пулнине кӑтартас тесе Иегова пире кам ҫав енсене кӑтартнӑ, ҫавсем ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. Ҫак статьяран эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекенсем те Шуйттан танатине 1 Кор. 10:11). Вӑл пӗлет: эпир ҫак тӗслӗхсенчен вӗренсен Шуйттан танатине лекмӗпӗр тата лексен те унтан хӑтӑлма пултарӑпӑр.
лекнине курӑпӑр. Ҫакӑ эпир Шуйттан танатине лекетпӗрех тенине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Иегова ҫав тӗслӗхсене пире асӑрхаттарас тесе ҫырса панӑ (ПӖРРЕМӖШ ТАНАТА — МӐНКӐМӐЛЛӐХ
4. Мӑнкӑмӑлланса кайсан пирӗнпе мӗн пулать?
4 Шуйттан пире хӑй пекех мӑнкӑмӑллӑ тӑвасшӑн, мӗншӗн тесен эпир мӑнкӑмӑлланса кайсан, ун пекех, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатассине пӗлет (Ытар. 16:18). Павел апостол Шуйттана мӗн кӗтет, мӑнкӑмӑллӑ ҫынсене те ҫавах кӗтет тесе асӑрхаттарнӑ (1 Тим. 3:6, 7). Пирӗн пурин те, эпир нумаях пулмасть Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ-и е нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр-и, мӑнкӑмӑлланса каясран асӑрханмалла.
5. Екклесиаст 7:16, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӑнкӑмӑллӑх мӗнле палӑрать?
5 Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Пире йывӑр килнӗ чухне Шуйттан пире ытларах Иегова ҫинчен мар, хамӑр ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн. Сӑмахран, эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑр пулсан е пире ним сӑлтавсӑрах айӑплаҫҫӗ пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Ҫак лару-тӑрура эпир Иеговӑна е унӑн организацине айӑплама пуҫласан Шуйттан питӗ савӑнать. Вӑл пире ҫапла шухӑшлаттарасшӑн: «Иеговӑн канашӗсене итличчен пӗтӗмпех хам алла илмелле, ҫапла тусан ҫеҫ эпӗ йывӑрлӑха татса пама пултаратӑп». (Екклесиаст 7:16, 20 вуласа парӑр.)
6. Нидерландра пурӑнакан тӑванран эпир мӗне вӗренетпӗр?
6 Нидерландра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пухури тӑвансен йӑнӑшӗсем ӑна питӗ тарӑхтарнӑ. Ҫакна чӑтма ӑна питӗ йывӑр пулнӑ. «Эпӗ хама пӗччен пек туяттӑмччӗ, ҫав-ҫавах тӑвансене каҫараймасттӑмччӗ,— калать ҫав хӗрарӑм тӑван.— Урӑх чӑтайманран упӑшкана пирӗн урӑх пухӑва куҫса каймалла терӗм». Кайран вӑл 2016 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ кӑларӑмне пӑхнӑ. Ҫав кӑларӑмра ыттисен йӑнӑшӗсем ҫине мӗнле пӑхмалли ҫинчен каланӑ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: тӑвансен йӑнӑшӗсем ҫинчен шутласа ҫӳрес вырӑнне ман хама кӗҫӗне хумалаччӗ тата хам та йӑнӑшсем тунине йышӑнмаллаччӗ. Ҫак кӑларӑмри шухӑшсем мана ытларах Иегова ҫинчен тата унӑн аслӑ влаҫӗ ҫинчен шухӑшлама хавхалантарчӗҫ». Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Сире кампа та пулин килӗштерме йывӑр пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр, ҫав тӑван ҫине эсӗ пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшсам тесе кӗлтӑвӑр. Пирӗн ҫӳлти Атте тӑвансен йӑнӑшӗсене курать, ҫавах та вӗсене хаваспах каҫарать. Вӑл пирӗнтен те ҫавнах кӗтет ( телекурав1 Иоанн 4:20).
7. Озия патшапа мӗн пулса тухнӑ?
7 Мӑнкӑмӑлланса кайнӑран Озия патша хӑйне панӑ канаша итлемен тата хӑйӗн тума юраманнине тунӑ. Озия пултаруллӑ пуҫлӑх пулнӑ. Вӑл нумай вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ, нумай хула туса лартнӑ тата ял-хуҫалӑха аталантарнӑ. «Турӑ ӑна пулӑшсах тӑнӑ»,— тенӗ Библире (2 Ҫулс. 26:3—7, 10). Анчах та Озия вӑйланса ҫитсессӗн «унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ». Озия Иеговӑн храмӗнче парне вырӑнӗнче фимиам тӗтӗресшӗн пулнӑ. Саккун тӑрӑх вара, ҫакна священниксем ҫеҫ тума пултарнӑ. Иегова Озийӑна мӑнкӑмӑлланса кайнӑшӑн наказани панӑ — ӑна тилҫе чирӗ ернӗ, вара вӑл мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асапланнӑ (2 Ҫулс. 26:16—21).
8. 1 Коринф 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӑнкӑмӑлланса каясран мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
8 Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем Озия лекнӗ танатана лекме пултараҫҫӗ-и? Хосе ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Хосе тӑван бизнесмен пулнӑ, унӑн ӗҫӗ ӑнса пынӑ. Вӑл старейшина пулса ӗҫленӗ тата пухури тӑвансем ӑна хисепленӗ. Вӑл конгрессенче сӑмах тухса каланӑ тата район надзирателӗсем те унпа час-часах канашланнӑ. Хосе ҫапла калать: «Эпӗ ытларах хам опытпа пултарулӑх ҫине шанма пуҫларӑм, Иеговӑран вара пулӑшу ыйтма пӑрахрӑм. Эпӗ чӑнлӑхра ҫирӗп тӑратӑп тесе шутлаттӑмччӗ, ҫавӑнпа Иегова асӑрхаттарнисене хӑлхана чикместӗмччӗ». Хосе пысӑк ҫылӑх тунӑ, ӑна пухуран та кӑларса янӑ. Нумаях пулмасть вӑл Иегова патне каялла таврӑннӑ. Вӑл акӑ 1 Коринф 4:6, 7 вуласа парӑр.) Мӑнкӑмӑллисемпе вара Иегова усӑ курмасть.
мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Иегова мана пухура мӗнле вырӑн йышӑнни мар, ӑна итлени пӗлтерӗшлӗрех пулнине кӑтартса пачӗ». Айтӑр ҫакна асра тытар: эпир пултаруллӑ пулсан тата пире пухура тивӗҫсем шанса панӑ пулсан — ҫакӑ веҫех Иеговӑран. (ИККӖМӖШ ТАНАТА — ҪӐТКӐНЛӐХ
9. Ҫӑткӑнлӑха пула Шуйттан та, Ева та мӗн тунӑ?
9 Ҫӑткӑнлӑх тенине илтсен Шуйттан аса килет. Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне вӑл нумай чыслӑ ӗҫ туса тӑнӑ пулӗ. Анчах ҫакӑ ӑна ҫитмен, вӑл тата ытларах илесшӗн пулнӑ. Вӑл ыттисем хӑйне пуҫҫапчӑр тенӗ. Пуҫҫапнине вара Иегова ҫеҫ тивӗҫлӗ. Шуйттан пире хӑй пек пулччӑр тет. Ҫавӑнпа вӑл пире хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахмалла мар тесе шухӑшлаттарасшӑн. Ҫак шухӑша вӑл пӗрремӗш хут Евӑна каланӑ. Иегова Евӑна упӑшкипе илемлӗ вырӑнта пурӑнма вырнаҫтарнӑ, унта вара ҫимелли ытлашшипех пулнӑ. Вӗсем пӗр йывӑҫсӑр пуҫне «пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те» ҫиме пултарнӑ (Пулт. 2:16). Ҫавах та Шуйттан Евӑна телейлӗ пулас тесен шӑп ҫиме юраман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимелле тесе ӗнентернӗ. Ева хӑйӗн мӗн пуррине хакламан, ҫавӑнпа ытларах илесшӗн пулнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине эпир лайӑх пӗлетпӗр — вӑл ҫылӑха кӗнӗ те юлашкинчен вара вилнӗ (Пулт. 3:6, 19).
10. Мӗнле майпа Давид ҫӑткӑнлӑх танатине лекнӗ?
10 Иегова Давида нумай пиллӗх, ҫав шутрах пуянлӑх, чап панӑ тата тӑшмансене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Давид ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулнӑ тата вӑл Иегова панӑ парнесен «имӗ-сумӗ те ҫук» тесе каланӑ (Пс. 39:6). Анчах та каярахпа Давид Иегова хӑйне мӗн панине хаклама пӑрахнӑ та ытларах илесшӗн пулнӑ. Хӑйӗн темиҫе арӑм пулнӑ пулсан та унӑн Вирсавийӑпа, урӑх ҫын арӑмӗпе пулас килсе кайнӑ. Давид унпа ҫывӑрнӑ та лешӗн хырӑм юлнӑ. Унтан та ытларах, Давид тата усалтарах ӗҫ тунӑ — вӑл Вирсавийӑн упӑшкине, Урийӑна, вӗлермелле тунӑ (2 Патш. 11:2—15). Нивушлӗ Давид Иегова нимӗн те курмасть тесе шутланӑ? Давид нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ пулсан та ҫӑткӑнлӑх танатине лекнӗ. Телее вӑл хӑй ҫылӑх тунине йышӑннӑ та ӳкӗннӗ. Иегова хӑйне каҫарнӑшӑн вӑл мӗн тери пархатарлӑ пулнӑ пулӗ (2 Патш. 12:7—13).
11. Эфес 5:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫӑткӑн пулас мар тесен мӗн тумалла?
Эфес 5:3, 4 вуласа парӑр.) Пирӗн мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлмелле. Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне эпир ӑна Иегова уншӑн мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхма тата ҫавӑншӑн тав тума хавхалантаратпӑр. Вара вӑл кашни кун ҫапла тусан эрне хушшинче Турӑпа ҫичӗ тӗрлӗ япала ҫинчен калаҫса илӗ (1 Фес. 5:18). Эсир хӑвӑр вара ҫавӑн пек тӑватӑр-и? Иегова хӑвӑршӑн мӗн туни ҫинчен шухӑшласассӑн эсир пархатарлӑ пулатӑр, пархатарлӑ пулсан сирӗн кӑмӑл ҫырлахать, кӑмӑл ҫырлахсан вара, эсир ҫӑткӑн ҫын пулса каймӑр.
11 Давидпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова хамӑршӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулатпӑр пулсан, эпир ҫӑткӑн пулса каймӑпӑр. (12. Ҫӑткӑн пулнине пула Иуда мӗн тунӑ?
12 Ҫӑткӑнлӑха пула Иуда Искариот питӗ усал ӗҫ тунӑ — вӑл Иисуса сутнӑ (Лука 6:13, 16). Малтанах Иуда япӑх ҫын пулман, Иисус ӑна апостол пулма та суйласа илнӗ. Иуда шанчӑклӑ та пултаруллӑ пулнӑ пулас, мӗншӗн тесессӗн ӑна укҫа ещӗкне шанса панӑ. Ҫав укҫапа вара Иисуспа апостолсем ырӑ хыпар сарас тесе усӑ курнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак укҫана Патшалӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе тума панӑ укҫа тенӗ пулӑттӑмӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫӑткӑнлӑх хӑрушӑ пулни пирки пӗрре кӑна мар асӑрхаттарнӑ. Ҫав-ҫавах Иуда укҫа ещӗкӗнчен вӑрлакалама пуҫланӑ, вӑл Иисус мӗн каланине ӑша хывман (Марк 7:21—23; Лука 11:39; 12:15).
13. Хӑш лару-тӑрура Иуда ҫӑткӑн пулни палӑрнӑ?
13 Иуда ҫӑткӑн пулни Иисус виличчен кӑшт маларах палӑрнӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле, ҫав шутрах Марфӑпа тата Марийӑпа, Симон патне, унччен тилҫе чирӗпе чирленӗ ҫын патне, каҫхи апата кайнӑ. Мария вара хаклӑ йышши ҫу илсе ӑна Иисусӑн пуҫӗ ҫине юхтарнӑ. Ҫакна курса Иуда тата ытти вӗренекенсем тарӑхса кайнӑ. Вӗсем ҫак ҫӑва сутса ярса укҫине чухӑнсене валеҫсе парсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутланӑ. Иудӑн вара пачах урӑхла шухӑшсем пулнӑ, вӑл ҫав укҫана вӑрласшӑн пулнӑ. Каярахпа ҫӑткӑн Иуда Иисуса 30 кӗмӗл укҫапа, чура хакӗпе, сутса янӑ (Иоанн 12:2—6; Матф. 26:6—16; Лука 22:3—6).
14. Пӗр мӑшӑр Лука 16:13-мӗшӗнчи канаша итлени ӑҫтан курӑнать?
14 Иисус «Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр» тенӗ. (Лука 16:13 вуласа парӑр.) Ҫак чӑнлӑх улшӑнман. Румынире пурӑнакан пӗр мӑшӑра пуянрах ҫӗршывра вӑхӑтлӑх ӗҫ сӗнсен вӗсем Иисус панӑ канаша итленӗ. Вӗсем ҫапла каласа параҫҫӗ: «Пирӗн банк умӗнче пысӑк парӑм пурччӗ, ҫавӑнпа пире ҫак ӗҫе сӗнсен Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравларӗ тесе шутларӑмӑр». Анчах та вӗсене ҫакӑ туйӑннӑ ҫеҫ. Ҫак ӗҫ вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума чӑрмантарнӑ пулӗччӗ. 2008 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пусть твоё сердце будет полностью предано Иегове» статьяри шухӑшсем вӗсене тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Эпир урӑх ҫӗршыва нумайрах укҫа ӗҫлесе илессишӗн ҫеҫ куҫса кайнӑ пулсан, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене малти вырӑна хуманнине кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр. Вара Иеговӑран та сивӗннӗ пулӑттӑмӑр». Ҫавӑнпа вӗсем урӑх ҫӗршывра ӗҫлеме килӗшмен. Малалла мӗн пулнӑ-ши? Упӑшки Румынирех ӗҫ тупнӑ, ӗҫ укҫи те пурӑнмалӑх ҫителӗклӗ пулнӑ. Арӑмӗ ҫапла калать: «Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене яланах пулӑшать». Ҫак мӑшӑр пуянлӑхшӑн ӗҫлеме пуҫламаншӑн питӗ савӑнать.
ШУЙТТАН ТАНАТИНЕ ЛЕКЕСРЕН АСӐРХАНӐР
15. Мӗншӗн Шуйттан танатисенчен хӑтӑлма пулать тесе ҫирӗппӗн калама пулать?
15 Хамӑр мӑнкӑмӑлланса е ҫӑткӑнланса кайнине асӑрхасан вара пирӗн мӗн тумалла? Павел каланӑ тӑрӑх, ҫынсем «хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен» хӑтӑлма пултараҫҫӗ (2 Тим. 2:25, 26). Сӑмахран, Давид хӑйне Нафан питлесен хӑй ҫӑткӑнланса кайнине йышӑннӑ та ӳкӗннӗ, вара каллех Иеговӑн тусӗ пулса тӑнӑ. Айтӑр ҫакна асра тытар: Иегова Шуйттанран вӑйлӑрах. Ҫавӑнпа та эпир Иегова паракан пулӑшӑва йышӑнатпӑр пулсан, Шуйттан танатисенчен хӑтӑлма пултаратпӑр.
16. Шуйттан танатисене лекес мар тесен мӗн тумалла?
16 Паллах, Шуйттан танатисене лекмесен тата лайӑхрах пулать. Ҫак танатасене курма вара пире Турӑ пулӑшать. Пирӗн «эпӗ нихӑҫан та мӑнкӑмӑлланса е ҫӑткӑнланса каймастӑп» тесе шутламалла мар, мӗншӗн тесен Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекенсем те ҫак танатасене лекнӗ. Иеговӑна кашни кун хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр, ман ӗҫсемпе шухӑшсенче мӑнкӑмӑллӑхпа ҫӑткӑнлӑх палӑрма пуҫласан ҫакна курма пулӑшсам тесе ыйтӑр (Пс. 138:23, 24). Ҫак япӑх енсене аталанма парас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр.
17. Шуйттана мӗн кӗтет?
17 Пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ Шуйттан танатасем лартать. Анчах та ӑна хӑйне кӗҫех ярса тытӗҫ те сӑнчӑрласа хурӗҫ, юлашкинчен вара тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 20:1—3, 10). Эпир ҫав куна питӗ кӗтетпӗр. Ҫав кун ҫитиччен вара айтӑр Шуйттан танатисенчен сыхланар. Мӑнкӑмӑлланса тата ҫӑткӑнланса каясран асӑрханӑр, «шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ» (Иак. 4:7).
127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?
^ 5 абз. Шуйттан ӑста сунарҫӑ. Эпир Иеговӑшӑн сахал вӑхӑт хушши ӗҫлетпӗр-и е нумай-и, Шуйттан пире пурне те хӑй танатине тытасшӑн. Ҫак статьяра эпир вӑл усӑ куракан икӗ таната ҫинчен — мӑнкӑмӑллӑх тата ҫӑткӑнлӑх ҫинчен — калаҫӑпӑр. Вӗсемпе усӑ курса Шуйттан пире Иеговӑран сивӗтесшӗн. Унсӑр пуҫне, ҫак статьяра эпир кам ҫак танатасене лекнӗ, ҫавсем пирки аса илӗпӗр. Тата вӗсем пек пулас мар тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.
^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак статьяра мӑнкӑмӑллӑх — ҫын хӑйне тепӗр ҫынран лайӑхрах тесе шутлани ҫинчен тата ҫӑткӑнлӑх — укҫашӑн, влаҫшӑн, сексшӑн тата мӗн те пулин урӑххишӗн ҫунни ҫинчен каланӑ.
^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран хӑйне панӑ канаша итлемест. Хӗрарӑм тӑван нумай япала туяннӑ пулсан та унӑн тата мӗн те пулин илес килет.
^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Туррӑн пӗр ангелӗ тата Озия патша мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Ҫӑткӑн пулнӑран Ева ҫиме юраман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗ, Давид Вирсавийӑпа аскӑн ӗҫ тунӑ, Иуда Искариот вара вӑрӑ пулса тӑнӑ.