Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Сӑваплӑ пулӑр»

«Сӑваплӑ пулӑр»

«Пур ӗҫре те таса пулӑр» (1 ПЕТР 1:15).

34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Петр апостол христиансене мӗн тума хавхалантарнӑ тата мӗншӗн эпир ҫакна тума пултараймастпӑр пек туйӑнма пултарать?

 ПЕТР апостол пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене ҫапла чӗнсе каланӑ: «Хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура пур ӗҫре те таса пулӑр. Ҫырура: „Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр“ тенӗ» (1 Петр 1:15, 16). Вӑл ҫак сӑмахсене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем патне ҫырнӑ пулсан та, вӗсем пирӗншӗн те, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансемшӗн те, усӑллӑ. Иегова пек сӑвапли урӑх никам та ҫук. Вӑл пире те сӑваплӑ пулма чӗнет. Иегова пире сӑваплӑ пулма чӗнет пулсан, апла эпир сӑваплӑ пулма пултараятпӑр тата пирӗн пур ӗҫре те сӑваплӑ пулмалла. Тен, хӑш-пӗрисем «ҫылӑхлӑ ҫынсем сӑваплӑ пулаймаҫҫӗ» теме пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Петр йӑнӑшсем тунӑ пулсан та, Иегова ун пирки сӑваплӑ тесе шутланӑ. Апла, эпир те сӑваплӑ пулма пултаратпӑр.

2. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) Сӑваплӑ пулни мӗне пӗлтерет? 2) Библире Иеговӑн сӑваплӑхӗ ҫинчен мӗн каланӑ? 3) Сӑваплӑ пулас тесен мӗн тумалла? 4) Иеговӑпа ҫывӑхланас текенсен мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?

СӐВАПЛӐ ПУЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. Нумайӑшӗ сӑваплӑх пирки мӗн шутлать? Тӗрӗссине вара ӑҫтан пӗлме пулать?

3 Час-часах сӑваплӑ ҫынсене, е «ҫветтуйсене», салхуллӑ сӑнлӑ тата тӗн тумтирӗпе ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ. Анчах та сӑваплӑ пулни телейсӗр пулнине пӗлтерет-и вара? Иегова сӑваплӑ тата, Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл «телейлӗ Турӑ» (1 Тим. 1:11, ҪТ). Тата Библире «Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ» тесе те каланӑ (Пс. 143:15). Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйсене тӳрӗ ҫын пек кӑтартса тӗн тумтирне тӑхӑннӑ ҫынсене питленӗ (Матф. 6:1; Марк 12:38). Эпир вара сӑваплӑх ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пек пӑхмастпӑр, мӗншӗн тесессӗн Библире сӑваплӑх пирки мӗн ҫырнине пӗлетпӗр. Тата эпир ҫакна та пӗлетпӗр: Иегова пире юратать тата вӑл пирӗнтен эпир тума пултарайманнине кӗтмест. Эппин, Иегова пире «сӑваплӑ пулӑр» тет пулсан, эпир сӑваплӑ пулма пултаратпӑрах. Сӑваплӑ пулас тесен вара айтӑр ҫакӑ мӗне пӗлтернине пӑхса тухар.

4. «Таса» тата «сӑваплӑ» тени мӗне пӗлтерет?

4 Библире «таса» е «сӑваплӑ» тени нравственность нормисем тӑрӑх пурӑннине, Турра тӗрӗс пуҫҫапнине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, ҫак сӑмахсем кама е мӗне те пулин Турӑшӑн ӗҫлеме уйӑрнине те пӗлтереҫҫӗ. Урӑхла каласан, эпир нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнсан, Иеговӑна вӑл хушнӑ пек пуҫҫапсан тата пирӗнпе ун хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулсан, пирӗн пирки сӑваплӑ теме пулать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова пек сӑвапли урӑх никам та ҫук пулсан та, эпир, ҫылӑхлӑ ҫынсем, унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. Ҫакӑ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет.

«СӐВАПЛӐ, СӐВАПЛӐ, СӐВАПЛӐ САВАОФ ҪӲЛХУҪА!»

5. Библире ангелсем ҫинчен вуласа эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

5 Иегова пур енчен те таса та сӑваплӑ. Ҫакӑ серафимсем «Сӑваплӑ, Сӑваплӑ, Сӑваплӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа!» тенинчен курӑнать (Ис. 6:3). Серафимсем Иеговӑн престолӗ умӗнче ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑпа ҫапла ҫывӑх пулсан, апла пулсан вӗсем хӑйсем те сӑваплӑ. Акӑ мӗншӗн пӗр-пӗр ангел ҫӗр ҫине ансан вӑл аннӑ вырӑн та сӑваплӑ пулса тӑрать. Сӑмахран, «йӗплӗ хӑва тӗмӗ варринчен, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен» Моисее ангел курӑннӑ чухне ҫапла пулнӑ (Тух. 3:2—8; Иис. Н. 5:15).

Аслӑ священникӑн тюрбанӗ ҫине «Сӑваплӑх — Иеговӑран» тесе ҫырнӑ ылтӑн ҫутанкка ҫаклатнӑ пулнӑ (6, 7 абзацсене пӑхӑр)

6, 7. а) Тухни 15:1, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова сӑваплӑ пулнине Моисей мӗнле аса илтернӗ? ӑ) Иегова сӑваплӑ пулнине асра тытма кашни израильтянина мӗн пулӑшнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Израильтянсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫсан Моисей вӗсене Иегова сӑваплӑ пулни пирки аса илтернӗ. (Тухни 15:1, 11 вуласа парӑр.) Египет туррисене пуҫҫапакансем пирки вара сӑваплӑ пулнӑ тесе калаймӑн, Ханаан туррисене пуҫҫапакансем те сӑваплӑ теме ҫук. Вӗсем хӑйсен ачисене суя турӑсене парнене кӳнӗ тата ирсӗр, аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ (Лев. 18:3, 4, 21—24; Сак. аст. 18:9, 10). Иеговӑна ҫавӑн пек ӗҫсем питӗ йӗрӗнтернӗ тата вӑл хӑйӗн халӑхӗ ҫапла ӗҫсем ан тутӑр тенӗ. Иегова пек сӑвапли урӑх никам та ҫук. Израильтянсем ҫакна асра тытчӑр тесе аслӑ священникӑн тюрбанӗ ҫине «Сӑваплӑх — Иеговӑран» тесе ҫырнӑ ылтӑн ҫутанкка ҫаклатнӑ пулнӑ (Тух. 28:36—38, ҪТ).

7 Ҫав ҫутанкка пурне те Иегова сӑваплӑ пулнине аса илтернӗ. Анчах та аслӑ священника нумайӑшӗ курма пултарайман. Вара ҫавӑн пеккисем сӑваплӑх Иеговӑран пулнине пӗлмесӗр тӑрса юлнӑ-и? Ҫук, паллах. Моисей законне вуланине итлеме пуҫтарӑннӑ чухне арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ачасем те ҫак чӑнлӑха илтнӗ (Сак. аст. 31:9—12). Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: халӑхпа пӗрле тӑнӑ чухне эсир ҫакӑн пек сӑмахсем илтетӗр: «Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр... Сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сӑваплӑ». «Манӑн умӑмра сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ» (Лев. 11:44, 45; 20:7, 26).

8. Левит 19:2 тата 1 Петр 1:14—16 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Айтӑр Моисей законӗнчи пӗр хушӑва тимлер. Левит 19:2-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ». Хӑйӗн ҫырӑвӗнче Петр шӑп ҫак сӑмахсене илсе панӑ пулас. (1 Петр 1:14—16 вуласа парӑр.) Эпир Моисей законне тытса тӑмастпӑр, анчах та Петр ҫак хушӑва ҫырнӑ пулсан, вӑл пире те пырса тивет. Иегова сӑваплӑ пулнӑран ӑна юратакансен те сӑваплӑ пулмалла. Апла пулсан, пирӗн пурин те — пире святой сывлӑшпа суйласа илнӗ-и е эпир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатпӑр-и — сӑваплӑ пулмалла (1 Петр 1:3, 4; 2 Петр 3:13).

«ПУР ӖҪРЕ ТЕ ТАСА ПУЛӐР»

9. Мӗншӗн Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑка пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ пулать?

9 Эпир пирӗн сӑваплӑ Турӑ пире ырлатӑр тетпӗр. Акӑ мӗншӗн эпир сӑваплӑ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлесшӗн. Иегова вара пире сӑваплӑ пулас тесен мӗн-мӗн тумаллине каласа панӑ. Сӑмахран, Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра усӑллӑ шухӑшсем тупма пулать. Ҫак сыпӑк пирки Маркус Калиш ученӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫак сыпӑк Левит кӗнекери кӑна мар, Моисейӑн пилӗк кӗнекинче те чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑк пулас». Айтӑр ҫак сыпӑкри хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар та вӗсемпе кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине пӗлер. Унти шухӑшсене пӑхса тухнӑ май ҫакна асра тытӑр: ҫак сыпӑк пуҫламӑшӗнче «сӑваплӑ пулӑр» тенӗ.

Левит 19:3-мӗшӗнче атте-аннене хисеплеме хушнине шута илсе пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла? (10—12 абзацсене пӑхӑр) *

10, 11. Левит 19:3-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ?

10 Иегова израильтянсене «сӑваплӑ пулӑр» тенӗ хыҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Кашнийӗ хӑйӗн амӑшӗнчен, хӑйӗн ашшӗнчен хӑратӑр... Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр» (Лев. 19:2, 3).

11 Пирӗн «кашнийӗ хӑйӗн амӑшӗнчен, хӑйӗн ашшӗнчен хӑратӑр» е, «кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хисеплетӗр», текен хушу ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Пӗр ҫамрӑк Иисусран «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас манӑн?» тесе ыйтсан Иисус мӗн хуравланине аса илӗр-ха. Иисус мӗн тумаллине каланӑ чухне ҫав ҫамрӑкӑн хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хисеплемелле тесе те каланӑ (Матф. 19:16—19). Унсӑр пуҫне, Иисус фарисейсемпе саккунҫӑсене те питленӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем ашшӗ-амӑшӗшӗн тӑрӑшас мар тесе тем те шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫапла майпа вӗсем Турӑ хушнине пӑрахӑҫланӑ (Матф. 15:3—6). Турӑ хушни шутне вара Левит 19:3-мӗшӗнчи хушу тата Вунӑ ӳкӗтсенчен пиллӗкмӗшӗ те кӗрет (Тух. 20:12). Ҫакна та ан манӑр: Иегова аҫу-аннӳне хисеплемелле тесе калас умӗн «сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ» тенӗ.

12. Левит 19:3-мӗшӗнчи хушӑва пурнӑҫлас тесен мӗн тумалла?

12 Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ атте-аннене хисеплетӗп-и?» Тен, эсир аҫу-аннӳне ҫителӗклӗ таран хисеплеменнине ӑнланса илетӗр. Ҫапла пулсан, ҫак тӗлӗшрен лайӑхланас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Аҫу-аннӳпе хутшӑнма ытларах вӑхӑт уйӑрмалла мар-ши? Вӗсене мӗнле те пулин ӗҫ туса пулӑшмалла мар-ши? Эсир вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшатӑр-и тата вӗсене хавхалантарма тата йӑпатма тӑрӑшатӑр-и? Ҫапла майпа хӑвӑра тӗрӗслесе пӑхсан эсир Левит 19:3-мӗшӗнчи хушӑва лайӑхрах пурнӑҫлама пултарӑр.

13. а) Левит 19:3-мӗшӗнче тата мӗнле хушӑва ҫырса панӑ? ӑ) Лука 4:16—18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус мӗн тунӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Левит 19:3-мӗшӗнче сӑваплӑ пулас тесен тата мӗн тумаллине те каланӑ. Унта «Кашнийӗ... Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑтӑр» тенӗ. Паллах, эпир Моисей законне пӑхӑнмастпӑр, ҫавӑнпа шӑматкуна тытса тӑмастпӑр. Ҫапах та шӑматкуна тытса тӑни израильтянсене мӗнле усӑ панине пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ пулать. Шӑматкун израильтянсен ӗҫлеме юраман, ҫавӑнпа та вӗсен Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума ытларах вӑхӑт пулнӑ *. Акӑ мӗншӗн Иисус шӑпах шӑматкун синагогӑна кайнӑ та унти ҫынсене Турӑ Сӑмахне вуласа панӑ (Тух. 31:12—15; Лука 4:16—18 вуласа парӑр). Шӑматкун ҫинчен калакан хушу пире мӗн тума хавхалантарать? Эпир питӗ ӗҫлӗ пулсан та, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума пирӗн кашни кун вӑхӑт уйӑрмалла. Эсир ҫапла тӑватӑр-и? Тӑватӑр пулсан, эсир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратӑр, вара сӑваплӑ пулатӑр.

ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

14. Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра мӗнле пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑх ҫинчен темиҫе хутчен те каланӑ?

14 Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра нумай хутчен питӗ пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑх ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫак чӑнлӑх пире сӑваплӑ пулма хавхалантарать. 4-мӗш сӑвӑ йӗрки ҫапла вӗҫленет: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр». Ҫак сӑмахсем ҫак сыпӑкра 16 хутчен тӗл пулаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Вунӑ ӳкӗтсенчен пӗрремӗшӗнче те ҫавӑн евӗрлех шухӑш пур: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Турру. Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр» (Тух. 20:2, 3). Сӑваплӑ пулас тесессӗн пирӗн никама та, ниме те Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӑсма памалла мар. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май вара эпир унӑн ятне чыссӑрлатма пултаракан нимӗнле ӗҫ те тумӑпӑр (Лев. 19:12; Ис. 57:15).

15. Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра чӗрчунсене парнене кӳмелли ҫинчен калакан закон пире мӗн тума хавхалантарать?

15 Иегова панӑ законсене пурнӑҫласа тӑнипе израильтянсем Иегова хӑйсен Турри пулнине кӑтартнӑ. Левит 18:4-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Манӑн саккунсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр, вӗсем тӑрӑх пурӑнӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр». Ҫав законсенчен хӑш-пӗрисене Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ. Сӑмахран, 5—8, 21 тата 22-мӗш сӑвӑ йӗркисенче чӗрчунсене парнене мӗнле кӳмелли ҫинчен каланӑ. Израильтянин ҫак хушӑва пӑссан Иеговӑн «сӑваплӑ япалине ирсӗрлетнӗ». Ҫак законсем христиансене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? Еврейсем 13:15-мӗшӗнче каланӑ пек, Иеговӑна «мухтав парни» кӳме хавхалантараҫҫӗ. Ҫак парне вара ӑна питӗ савӑнтарать.

16. Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри мӗнле принцип Турӑ ӗҫлекенӗн ыттисенчен уйрӑлса тӑмаллине кӑтартать?

16 Енчен те эпир сӑваплӑ пуласшӑн пулсан, пирӗн ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑмалла. Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем е Иеговӑшӑн ӗҫлемен хурӑнташсем пире Иеговӑшӑн пуҫҫапассине ирсӗрлетекен ӗҫсене тума хистеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне тӗрӗссине тума мӗн пулӑшать? Пирӗншӗн Левит 19:19-мӗшӗнчи принцип усӑллӑ пулать. Унта «тӗрлӗ ҫипрен... хутӑштарса тӗртсе тунӑ тумтир ан тӑхӑн» тенӗ. Ҫак закона пурнӑҫласа тӑнипе израильтянсем кӳршӗ халӑхсенчен уйрӑлса тӑнӑ. Паллах, христиансем тӗрлӗ ҫипрен тунӑ тумтире, сӑмахран, синтетикӑпа ҫӑм ҫипписене хутӑштарса ҫыхнӑ тумтире, тӑхӑннинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та Левит 19:19-мӗшӗнчи принципа шута илсе эпир кам Турра юрӑхлӑ пурӑнмасть, вӗсем пирӗн тӑвансем, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем пулсан та, ҫавсем пек пурӑнмастпӑр. Паллах, эпир хамӑр хурӑнташсене юрататпӑр тата таврари ҫынсене те хисеплетпӗр. Ҫапах та эпир ытларах Иеговӑна юрасшӑн, ҫавӑнпа вӗсенчен уйрӑлса тӑма хӑрамастпӑр. Уйрӑм тӑни вара шӑпах сӑваплӑ пулнине пӗлтерет (2 Кор. 6:14—16; 1 Петр 4:3, 4).

Левит 19:23—25 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ законран израильтянсем мӗне вӗреннӗ тата эпир ҫак законран мӗне вӗренетпӗр? (17, 18 абзацсене пӑхӑр) *

17, 18. Левит 19:23—25 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

17 «Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр» тени израильтянсене вӗсен пуринчен малтан Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармаллине аса илтернӗ. Ҫакӑ Левит 19:23—25 сӑвӑ йӗркисенчен (вуласа парӑр) курӑнать. Ҫак закон Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ израильтянсемшӗн мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗр-пӗр израильтянин йывӑҫ лартрӗ пулсан, унӑн виҫӗ ҫул хушши ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиме юраман. Тӑваттӑмӗш ҫулне вара ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсене Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑна илсе килсе парне пек памалла пулнӑ. Пиллӗкмӗш ҫулне тин израильтянин йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсене ҫиме пултарнӑ. Ҫак закон Турӑ халӑхне мӗне вӗрентнӗ? Вӗсен хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутламалла пулман, вӗсен Иеговӑна пуҫҫапасси малти вырӑнта пулмалла пулнӑ. Тата вӗсен Иегова хӑйсемшӗн тӑрӑшасса, хӑйсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине парасса шанмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак закон израильтянсене уҫӑ кӑмӑллӑ пулма — сӑваплӑ чатӑра парнесем илсе пыма хавхалантарнӑ.

18 Левит 19:23—25 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Иисус ту ҫинче вӗрентнӗ чухне каланӑ ҫак сӑмахсемпе пӗр килеҫҫӗ: «Хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр». Иисус мӗншӗн пӑшӑрханмалла маррине те ӑнлантарса панӑ. Вӑл: «Сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать»,— тенӗ. Иегова кайӑксемшӗн те тӑрӑшать, апла пулсан вӑл пире те мӗн кирлине паратех (Матф. 6:25, 26, 32). Ҫавӑнпа эпир Иеговӑна пӗтӗмпех шанатпӑр. Тата эпир нуша куракансене пулӑшатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир пухӑвӑн тӑкакӗсене саплаштарас тесе укҫа-тенкӗ паратпӑр. Иегова пирӗн ырӑ ӗҫсене курса пире пиллетех (Матф. 6:2—4). Уҫӑ кӑмӑллӑ пулнипе эпир Левит 19:23—25 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр.

19. Ҫак статьяра эсир хӑвӑршӑн усӑллӑ мӗнле шухӑшсем тупрӑр?

19 Эпир Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкри хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухрӑмӑр та пирӗн сӑваплӑ Турӑ пек пулас тесен мӗн тумаллине куртӑмӑр. Иеговӑран тӗслӗх илнипе эпир «пур ӗҫре те таса», е сӑваплӑ, пуласшӑн пулнине кӑтартатпӑр (1 Петр 1:15). Таврари ҫынсем эпир хамӑра мӗнле тытнине курса Иеговӑна мухтама пуҫлама пултараҫҫӗ (1 Петр 2:12). Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑкра усӑллӑ шухӑшсем татах пур. Эпир вӗсене тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр та сӑваплӑ пулас тесен тата мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

^ 5 абз. Эпир Иеговӑна питӗ юрататпӑр тата вӑл пире ырлатӑр тетпӗр. Иегова вара сӑваплӑ Турӑ, вӑл пирӗнтен те эпир сӑваплӑ пуласса кӗтет. Ҫылӑхлӑ ҫынсем сӑваплӑ пулма пултараҫҫӗ-ши? Пултараҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Петр апостол христиансене мӗн каланине тата Иегова ӗлӗк-авал израильтянсене панӑ хӑш-пӗр законсене пӑхса тухӑпӑр. Вара пур ӗҫре те сӑваплӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

^ 13 абз. Шӑматкун ҫинчен калакан закон ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2019 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «„Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ“: ӗҫлемелли вӑхӑт тата канмалли вӑхӑт пур» статьяна вулама пулать.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫитӗнсе ҫитнӗ ывӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӑхӑта ирттерет, вӗсем патне арӑмӗпе тата хӗрӗпе хӑнана килет тата вӗсем патне шӑнкӑравласах тӑрать.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Израильтянин хӑй лартнӑ ҫимӗҫ паракан йывӑҫ ҫине пӑхать.