7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Эпир пирӗн Аттемӗре, Иеговӑна, питӗ хытӑ юрататпӑр
«Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр» (1 ИОАНН 4:19).
3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. Мӗншӗн тата мӗнле Иегова пире хӑйӗн ҫемйинче пулма май уҫса панӑ?
ИЕГОВА пире тӗлӗнмелле май уҫса панӑ — вӑл пире хӑйне пуҫҫапакансен ҫемйинче пулма чӗннӗ. Ҫак ҫемьери ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне Турра халалланӑ тата вӗсем Туррӑн Ывӑлӗ тӳлесе илме панӑ парнене ӗненеҫҫӗ. Ҫак пирӗн ҫемье — телейлӗ ҫемье. Эпир халех тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, пуласлӑхра вара ӗмӗр-ӗмӗр пӗлӗтре е ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма пултаратпӑр.
2 Иегова юратнӑран пире хӑйӗн ҫемйинче пулма май уҫса панӑ, ҫакна тӑвас тесе вӑл чи хаклине панӑ (Иоанн 3:16). Пире «пысӑк хак парса илнӗ» (1 Кор. 6:20). Иегова пире тӳлесе илнине пула пирӗн унпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма май пур. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турра эпир Атте тесе чӗнме пултаратпӑр. Иегова вара — чи лайӑх Атте, ҫакна эпир унчченхи статьяра куртӑмӑр ӗнтӗ.
3. Пирӗн мӗнле ыйтусем пулма пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Иегова мана асӑрхать-ши?» рамкӑна пӑхӑр.)
3 Эпир псалом юрлакан пекех хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши [«мӗн парам-ши», ҪТ]?» (Пс. 115:13.) Чӑннипе каласан, эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене вӑл пире панӑ чухлӗ нихӑҫан та параймастпӑр. Анчах вӑл пире юратнӑран пирӗн те ӑна юратас килет. Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр» (1 Иоанн 4:19). Эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХ ТУССЕМ ПУЛӐР
4. а) Иаков 4:8-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшмалла? ӑ) Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен пирӗн мӗн тумалла?
4 Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланччӑр тата хӑйӗнпе калаҫчӑр Иаков 4:8 вуласа парӑр.) Вӑл пирӗнтен эпир ялан кӗлтӑвасса кӗтет, пире итлеме вара вӑл кирек хӑҫан та хатӗр (Рим 12:12). Вӑл нихӑҫан та сире итлеме манӑн вӑхӑт ҫук е эпӗ ывӑнтӑм тесе каламӗ. Эпир вара Иеговӑна мӗнле итлеме пултаратпӑр? Турӑ Сӑмахне, Библие, тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене вуланипе. Иеговӑна итленине эпир христиансен тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ пулнипе те кӑтартатпӑр. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрмай хутшӑнни вӗсемпе туслӑ пулма пулӑшнӑ пекех, пире те Иеговӑпа пӗрмай хутшӑнни унпа хамӑр хушӑри туслӑха упрама пулӑшать.
тет. (5. Пирӗн кӗлӗсем Иеговӑшӑн кӑмӑллӑрах пулччӑр тесен мӗн тумалла?
5 Эсир Турра мӗнле кӗлтуни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова пирӗнтен эпир хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен каласа парасса кӗтет (Пс. 61:9). Хамӑра ҫакӑн пек ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Манӑн кӗлӗсем ячӗшӗн ҫеҫ ҫырнӑ пӗрешкел открыткӑсем пек е чӗререн тухакан сӑмахсене хам алӑпа ҫырнӑ ҫырусем пек?» Паллах, эсир Иеговӑна питӗ хытӑ юрататӑр тата сирӗн хӑвӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес килет. Ҫакна тӑвас тесен сирӗн унпа яланах калаҫмалла. Ӑна хӑвӑрӑн чӗрере мӗн пуррине уҫса парӑр. Хӑвӑра мӗн савӑнтарни ҫинчен те, мӗн кулянтарни ҫинчен те каласа парӑр. Ҫакна шанса тӑрӑр: эсир унран кирек хӑҫан та пулӑшу ыйтма пултаратӑр.
6. Хамӑр ҫӳлти Аттепе ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесен пирӗн мӗн тумалла?
6 Ҫӳлти Аттепе хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесен пирӗн яланах ӑна пархатарлӑ пулмалла. Эпир псалом юрлаканӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшетпӗр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ темӗн чухлех тунӑ: пирӗншӗн тунӑ хӑватусем ҫинчен, тӗлӗнмелле ӗҫӳсем ҫинчен — Санпа кам танлашайӗ? — вӗрентсе ҫӳрӗттӗм, калаҫӑттӑм эпӗ, анчах вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук» (Пс. 39:6). Эпир Иеговӑна пархатарлӑ. Ҫакна эпир туятпӑр кӑна мар, ӑна пархатарлӑ пулнине сӑмахсемпе те, ӗҫсемпе те кӑтартатпӑр. Ҫакӑнпа эпир нумайӑшӗнчен уйрӑлса тӑратпӑр. Ҫак тӗнчери ҫынсем Турӑ вӗсем валли мӗн тунине хакламаҫҫӗ. Чӑннипе каласан, ҫынсем пархатарсӑр пулни эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине кӑтартакан паллӑсенчен пӗри (2 Тим. 3:1, 2). Пирӗн нихӑҫан та вӗсем пек пулас марччӗ!
7. Иегова пирӗнтен мӗн тӑвасса кӗтет?
7 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем пӗр-пӗринпе ан хирӗҫчӗр, туссем пулччӑр теҫҫӗ. Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнччӑр тет. Чӑннипе каласан, пӗр-пӗрне юратни эпир чӑн христиансем пулнине кӑтартать (Иоанн 13:35). Эпир псалом юрлаканӑн сӑмахӗсемпе килӗшетпӗр: «Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» (Пс. 132:1.) Тӑвансене юратнипе эпир Иеговӑна юратнине кӑтартатпӑр (1 Иоанн 4:20). Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулма тӑрӑшакан, пӗр-пӗрне хӗрхенекен тӑвансемпе пӗр ҫемьере пулма мӗн тери кӑмӑллӑ! (Эф. 4:32.)
ЮРАТНИНЕ ИТЛЕНИПЕ КӐТАРТӐР
8. 1 Иоанн 5:3-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑна итлеме пире пуринчен ытла мӗн хавхалантарать?
8 Иегова ачасенчен хӑйсен ашшӗ-амӑшне итлессе кӗтет, вӑл пирӗнтен те хӑйне итлессе кӗтет (Эф. 6:1). Иегова ҫакна тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен вӑл пире пурнӑҫ панӑ, пурӑнма мӗн кирлине парса тӑрать тата вӑл пур ашшӗ-амӑшӗнчен те ӑслӑрах. Пуринчен ытла вара Иеговӑна итлеме пире ӑна юратни хавхалантарать. (1 Иоанн 5:3 вуласа парӑр.) Пирӗн нумай сӑлтава пула Иеговӑна итлемелле, анчах вӑл пире ҫакна тума хистесе тӑмасть. Иегова пире суйласа илмелли ирӗк панӑ, ҫавӑнпа итлессе те эпир ӑна юратнӑран итлетпӗр пулсан, вӑл питӗ савӑнать.
9, 10. Туррӑн нормисене пӗлни тата вӗсем тӑрӑх пурӑнни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
Ис. 48:17, 18). Иеговӑна юратман тата унӑн нормисене сирсе яракан ҫынсем вара хӑйсене хӑйсем сиен кӳреҫҫӗ (Гал. 6:7, 8).
9 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене хӳтӗлесшӗн. Акӑ мӗншӗн вӗсем ачисем валли правилӑсем палӑртса хураҫҫӗ — мӗн тума юранипе мӗн тума юраманнине калаҫҫӗ. Ачасем ҫак правилӑсене тытса тӑрсан, вӗсем ашшӗ-амӑшне шаннине тата хисепленине кӑтартаҫҫӗ. Ҫӳлти Аттен нормисене пӗлни тата вӗсем тӑрӑх пурӑнни вара чылай кирлӗрех. Ҫакна тунипе эпир Иеговӑна юратнине тата хисепленине кӑтартатпӑр, ҫакӑ пире хамӑра та хӳтӗлет (10 Эпир Иеговӑна юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнни пирӗн сывлӑха, шухӑш-кӑмӑла тата хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене сиен кӳме пултаракан япаласенчен хӳтӗлет. Пирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулнине Иегова пӗлет. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Орора ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Эпӗ пӗлетӗп: Иеговӑна итлесен эпир чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр». Ку чӑнах та ҫапла. Иеговӑна итлесе пурӑнни сире мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.
11. Кӗлтуни пире мӗнле пулӑшать?
11 Кӗлтуни пире, Турра итлеме йывӑр пулнӑ чухне те, ӑна итлеме пулӑшать. Хӑш-пӗр чухне Иеговӑна итлеме чӑнах та ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен эпир ҫылӑхлӑ. Анчах тӗрӗс маррине тӑвас мар тесен пирӗн ялан пӗтӗм вӑйран кӗрешмелле. Псалом юрлаканӗ Турра йӑлӑнса ҫапла каланӑ: «Ӑс парсам мана: Санӑн саккунна туса тӑрӑп, ӑна пӗтӗм чӗререн уяса пурӑнӑп» (Пс. 118:34). Дени́з, пионер пулса ӗҫлекен арҫын тӑван, ҫапла калать: «Иеговӑн пӗр-пӗр ӳкӗтне тытса тӑма йывӑр пулнӑ чухне тӗрӗссине тума вӑй парсам тесе кӗлтӑватӑп». Иегова ҫакӑн пек кӗлӗсем ҫине хуравласса эпир шанса тӑма пултаратпӑр (Лука 11:9—13).
ЫТТИСЕНЕ ТЕ ПИРӖН АТТЕНЕ ЮРАТМА ВӖРЕНМЕ ПУЛӐШӐР
12. Эфес 5:1-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?
12 Эфес 5:1 вуласа парӑр. Эпир Иегова евӗрлӗ пулма пӗтӗм вӑя хуратпӑр, мӗншӗн тесен эпир «Унӑн юратнӑ ачисем». Эпир ыттисене юратнипе, каҫарнипе тата вӗсемпе ырӑ пулнипе Иеговӑн лайӑх енӗсене кӑтартатпӑр. Турра пӗлмен ҫынсем эпир хамӑра лайӑх тытнине курсан, тен, ун ҫинчен пӗлес тейӗҫ (1 Петр 2:12). Турра пуҫҫапакан ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсене ачисемпе мӗнле тытас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илме тӑрӑшмалла. Вӗсем ҫакӑн пек тӑваҫҫӗ пулсан, тен, вӗсен ачисен те пирӗн юратакан Аттепе ҫывӑхланас кӑмӑл ҫуралӗ.
13. Хӑюллӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
13 Ача ялан тенӗ пекех хӑйӗн ашшӗпе мухтанать тата ун ҫинчен хаваспах ыттисене каласа парать. Эпир те ҫӳлти Аттемӗрпе, Иеговӑпа, мухтанатпӑр тата ун ҫинчен ыттисене пӗлме пулӑшатпӑр. Пирӗн чӗрери туйӑмсем Давид патшанни пекех, вӑл ҫырнӑ: «Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫапа мухтанӗ» (Пс. 33:3). Анчах та эпир Иегова ҫинчен калама вӑтанатпӑр пулсан, хӑюлӑх ҫитерес тесен мӗн тумалла? Эпир Иеговӑна мӗн таран савӑнтарма пултарни ҫинчен тата ыттисем ун ҫинчен пӗлсен мӗнле усӑ илме пултарни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, хастарлӑрах пулӑпӑр. Иегова пире хӑюлӑх парӗ. Вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти тӑвансене хӑюллӑ пулма пулӑшнӑ-ҫке, апла пире те пулӑшӗ (1 Фес. 2:2).
14. Мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнмалла?
14 Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех. Эпир ытти ҫынсене камне кура уйӑрманнине тата юратнине курса Иегова савӑнать (Ап. ӗҫ. 10:34, 35). Ыттисене юратнине кӑтартмалли чи лайӑх май вӑл — вӗсене ырӑ хыпар пӗлтересси (Матф. 28:19, 20). Ҫакӑ вӗсене мӗн пама пултарать? Пире итлекенсем халех хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултараҫҫӗ (1 Тим. 4:16).
ҪӲЛТИ АТТЕНЕ ЮРАТӐР, ВАРА ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛАТӐР
15, 16. Савӑнӑҫлӑ пулма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?
15 Иегова — юратакан Атте, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫемйине телейлӗ тӑвасшӑн (Ис. 65:14). Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах халех савӑнӑҫлӑ пулма вара пирӗн нумай сӑлтав пур. Сӑмахран, пирӗн ҫӳлти Атте пире питӗ хытӑ юратать. Эпир Турӑ Сӑмахӗнчи, Библири, чӑнлӑха пӗлетпӗр (Иер. 15:16). Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑна, унӑн нравственность нормисене тата пӗр-пӗрне юратакан ҫынсенчен тӑракан ҫемьене кӗретпӗр (Пс. 105:4, 5).
16 Эпир малалла та савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен пуласлӑхра пурнӑҫ тата лайӑхрах пулассине пӗлетпӗр. Кӗҫех Иегова пӗтӗм йӗркесӗрлӗхе пӗтерӗ тата унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ. Вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ те каллех хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле пулӗҫ (Иоанн 5:28, 29). Мӗн тери чаплӑ вӑхӑт пулӗ! Чи кирли вара кӗҫех пурте — пӗлӗтрисем те, ҫӗр ҫинчисем те — пирӗн юратакан Аттене чунтан парӑнса пурӑнӗҫ тата ӑна тивӗҫлипе чыс, мухтав кӳрсе тӑрӗҫ.
12-МӖШ ЮРӐ Иегова — чи аслӑ Турӑ
^ 5 абз. Пирӗн ҫӳлти Атте пире питӗ хытӑ юратнине эпир пӗлетпӗр, вӑл пире хӑйне пуҫҫапакансен ҫемйинче пулма май панӑ. Ҫавӑнпа эпир те ӑна юрататпӑр. Эпир хамӑршӑн тӑрӑшакан Аттене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ҫак статьяра хӑш-пӗр майсене сӳтсе явӑпӑр.