Эсир пӗлетӗр-и?
Валтасар Вавилон патши пулнине археологсем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?
НУМАЙ ҫул хушши Библие критиклекенсем Даниил кӗнекинче асӑннӑ Валтасар патша нихӑҫан та пурӑнман тесе каланӑ (Дан. 5:1). Мӗншӗн вӗсем ҫапла шутланӑ? Мӗншӗн тесен археологсем Валтасар пурӑннине ҫирӗплетсе паракан япаласене тупман пулнӑ. Анчах 1854 ҫулта йӑлтах улшӑннӑ. Ун чухне мӗн пулса иртнӗ?
Ҫав ҫул Британи консулӗ Джон Тейлор хальхи Иракӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ авалхи Ур хулин ишӗлчӗкӗсене тӗпченӗ. Ҫакӑнта пӗр пысӑк башнинче вӑл тӑмран тунӑ темиҫе цилиндр тупнӑ. Ҫав цилиндрсен вӑрӑмӑшӗ 10 сантиметр пулнӑ тата вӗсем ҫинче чӗрсе ҫырнӑ текст пулнӑ. Пӗр цилиндрӗ ҫинче Вавилонӑн Набонид патшине тата унӑн аслӑ ывӑлне Валтасара вӑрӑм кун-ҫул сунса каланӑ кӗлӗ сӑмахӗсем пур. Ҫавӑнпа критиксен Валтасар чӑнах та пурӑннине йышӑнма тивнӗ.
Унсӑр пуҫне, Библире каланӑ тӑрӑх, Валтасар ятлӑ ҫын пурӑннӑ кӑна мар, вӑл патшара та ларнӑ. Анчах критиксем кун пирки те иккӗленнӗ. Тӗслӗхрен, XIX ӗмӗрте акӑлчан учёнӑйӗ Уильям Толбот ҫапла ҫырнӑ: «Хӑш-пӗр ҫыравҫӑсем... [Валтасар] хӑйӗн ашшӗпе Набонидпа пӗр вӑхӑтрах патшара ларнӑ тесе калаҫҫӗ. Анчах ҫакна нимӗн те ҫирӗплетсе памасть».
Тавлашӑва урӑх тӑм цилиндрсене тупни татса панӑ. Вӗсем ҫинче ҫырнӑ тӑрӑх, Валтасарӑн ашшӗ, Набонид патша, темиҫе ҫул хушши тӗп хулара пулман. Ҫавӑн чухне Вавилонра кам ертсе пынӑ? «Британи энциклопедийӗнче» ҫапла ҫырнӑ: «Набонид тепӗр ҫӗршыва кайсан, вӑл Валтасара патшан пуканне тата хӑйӗн ҫарӗн пысӑк пайне шанса парса хӑварнӑ». Эппин, ҫав вӑхӑтра Валтасар та Вавилонра ертсе пынӑ. Ҫавӑнпа Алан Миллард, археолог тата чӗлхе тӗпчевҫи, Даниил кӗнекинче Валтасар пирки «патша» тесе калани питӗ вырӑнлӑ тесе ҫырнӑ.
Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн вара Даниил кӗнеки шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине, ӑна Турӑ пӗлтернипе ҫырнине кӑтартакан чи пӗлтерӗшлӗ ҫирӗплетӳ вӑл — Библире мӗн ҫырни (2 Тим. 3:16).