Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)

Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)

«Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр» (1 ФЕС. 2:20).

78-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахне вӗрентетпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

Библи вӗренекен ҫын шыва кӗни пухури пур тӑваншӑн та пысӑк савӑнӑҫ (1-мӗш абзаца пӑхӑр)

1. 1 Фессалоника 2:19, 20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пухура кам та пулин шыва кӗрсен эпир мӗн туятпӑр? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

СИРӖН пухура кам та пулин шыва кӗрсен эсир мӗн туятӑр? Паллах, эсир питӗ савӑнатӑр (Матф. 28:19). Ҫав ҫынпа эсир хӑвӑр вӗреннӗ пулсан вара? Эсир тата хытӑрах хӗпӗртетӗр пулӗ! Ҫын ҫитӗнӳсем тусан тата шыва кӗрсен, ҫакӑ унпа вӗреннӗ тӑван та, пухури ытти тӑвансем те ӑна пулӑшма нумай вӑй хунине кӑтартса парать. Эппин, ҫын шыва кӗни пухури пур тӑваншӑн та пысӑк савӑнӑҫ. (1 Фессалоника 2:19, 20 вуласа парӑр.)

2. а) Пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата мӗншӗн? ӑ) Мӗн вӑл Библи вӗренӗвӗ? (Сноскӑна пӑхӑр.)

2 Юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче кашни уйӑхра пӗтӗм тӗнчипе вӑтамран 10 000 000 ҫын Библи вӗренни * питӗ савӑнтарать. Тата ҫак ҫулсенче ҫулталӑкра вӑтамран 280 000 ҫын шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Библи вӗренекен миллион-миллион ҫынна шыва кӗме пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Иегова ҫынсене хӑйӗн Свидетелӗсем пулса тӑма май парать, вӑл вӗсене тӳсӗмлӗн кӗтет. Ҫавӑнпа ҫынсене хӑвӑртрах шыва кӗме пулӑшас тесе пирӗн хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшмалла. Вӑхӑт юлманпа пӗрех! (1 Кор. 7:29а; 1 Петр 4:7).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Вӗренекенсене хатӗрлесси вӑл — питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Ҫавӑнпа Ертсе пыракан совет филиалсенчен май килнӗ таран ытларах Библи вӗренекене шыва кӗме мӗнле пулӑшмаллине ыйтса пӗлнӗ. Ҫак тата тепӗр статьяна опытлӑ пионерсем, миссионерсем тата район надзирателӗсем ҫак тӗлӗшрен мӗн каланине тӗпе хурса хатӗрленӗ (Ытар. 11:14; 15:22) *. Эпир Библи вӗренӗвӗ ытларах усӑ патӑр тесен вӗренекен ҫыннӑн та, унпа Библи вӗренекен хыпарҫӑн та мӗн тумаллине пӗлӗпӗр. Ҫак статьяра эпир ҫынна ҫитӗнӳсем туса шыва кӗме мӗнле пиллӗк япала пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

ҪЫНПА КАШНИ ЭРНЕРЕ ВӖРЕНМЕ ТӐРӐШӐР

Библи вӗренекенрен ӑҫта та пулин ларса вӗренме пултараймастпӑр-ши тесе ыйтӑр (4—6 абзацсене пӑхӑр)

4. Ҫынпа алӑк умӗнче Библи вӗренекен тӑвансен мӗн асра тытмалла?

4 Нумай тӑван ҫынсемпе алӑк умӗнче Библи вӗренет. Ҫакна пула ҫыннӑн Библие пӗлес кӑмӑл ҫуралма пултарать пулин те, ытларах чухне ҫакӑн пек Библи вӗренӗвӗсем питӗ кӗске тата кашни эрнере иртмесен те пултараҫҫӗ. Ҫыннӑн интересне аталантарас тесе хӑш-пӗр тӑвансем унӑн телефон номерне ыйтаҫҫӗ. Вара вӑхӑтран вӑхӑта ун патне шӑнкӑравласа е смс ҫырса Библири мӗнле те пулин шухӑша кӗскен сӳтсе яваҫҫӗ. Алӑк умӗнче иртекен ҫакӑн пек Библи вӗренӗвӗсем нумай уйӑха тӑсӑлма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫын Библи вӗренме ытларах вӑхӑт уйӑрмасан тата ытларах вӑй хумасан ҫитӗнӳсем тума тата шыва кӗме хатӗрленме пултарӗ-и вара?

5. Лука 14:27—33 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем тӑрӑх, Библи вӗренекен ҫынна мӗн ӑнланма пулӑшмалла?

5 Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пулас текенсен мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса парас тесе икӗ тӗслӗх илсе панӑ. Вӑл пашне лартас текен ҫын ҫинчен тата вӑрҫа тухма хатӗрленекен патша ҫинчен каласа панӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, пашне лартакан ҫыннӑн «малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине» шутласа пӑхмалла. Патшан вара вӑрҫа каяс умӗн тӑшмана хирӗҫ тӑма унӑн «вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен... малтан ларса канаш» тумалла. (Лука 14:27—33 вуласа парӑр.) Библи вӗренекен ҫыннӑн та чӑн христианин пулас тесен мӗн-мӗн тумаллине лайӑх ӑнланмалла. Ҫакна ӑнланма вара Библие тӑтӑшах вӗренни пулӑшать. Ҫавӑнпа пирӗн ҫынна Библие кашни эрнере вӗренме хавхалантармалла. Ҫакна мӗнле тума пулать?

6. Ҫынпа ытларах вӑхӑт хушши вӗренме пуҫлас тесен мӗн туса пӑхма пулать?

6 Сӑмахран, ҫын патне килсен унпа ытларах вӑхӑт хушши вӗренсе пӑхӑр. Пӗр сӑвӑ йӗркине сӳтсе явас вырӑнне, тен, икӗ сӑвӑ йӗркине пӑхса тухма пулать. Ҫын ытларах вӑхӑт хушши вӗренме хӑнӑхсан вара унран ӑҫта та пулин ларса вӗренме пултараймастпӑр-ши тесе ыйтӑр. Вӑл мӗн каланинчен Библи вӗренни уншӑн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине курма пулать. Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫынна эрнере икӗ хут вӗренме сӗнме пулать. Ҫапах та Библие эрнере пӗр е икӗ хут вӗренни ҫеҫ ҫителӗксӗр.

КАШНИНЧЕХ ХАТӖРЛЕНӖР

Ҫынпа Библи вӗренес умӗн хатӗрленӗр тата ӑна мӗнле хатӗрленмеллине кӑтартӑр (7—9 абзацсене пӑхӑр)

7. Ҫынпа Библи вӗренме мӗнле хатӗрленмелле?

7 Эсир ҫынпа Библи вӗренетӗр пулсан, унпа вӗренме кашнинчех хатӗрленӗр. Малтан вӗренмелли материала тата илсе панӑ пур сӑвӑ йӗркине те вуласа тухӑр. Тӗп шухӑшсене лайӑх ӑнланма тӑрӑшӑр. Унтан урок ячӗ ҫинчен, подзаголовоксем ҫинчен, ыйтусем ҫинчен, вуласа памалли сӑвӑ йӗркисем ҫинчен, ӳкерчӗксем ҫинчен тата мӗнле видеороликсем темӑна лайӑхрах ӑнланма пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хатӗрленнӗ чухне Библи вӗренекен ҫын ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл темӑна лайӑх ӑнланса ҫиттӗр тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пултартӑр тесен темӑна лайӑх ӑнлантарса пама хатӗрленӗр (Неем. 8:8; Ытар. 15:28а).

8. Библи вӗренекенсемшӗн кӗлтӑвас тӗлӗшрен Колоссӑ 1:9, 10 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Хатӗрленнӗ чухне пирӗн Библи вӗренекен ҫинчен тата ӑна мӗнле пулӑшмалли ҫинчен кӗлтумалла. Иеговӑран ҫынна лайӑх вӗрентме, ун чӗрине пырса тивме пулӑш тесе ыйтӑр. (Колоссӑ 1:9, 10 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Библи вӗренекене мӗне ӑнланма йывӑр пулма пултарать тата вӑл мӗнпе килӗшмесен те пултарать? Тата ҫакна та асра тытӑр: пирӗн тӗллев — ҫынна шыва кӗме хатӗрлесси.

9. Ҫынна Библи вӗренес умӗн мӗнле хатӗрленмеллине кӑтартас тесе мӗн тума пулать?

9 Библи вӗреннӗ май ҫын Иеговӑпа Иисус уншӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пуласса тата унӑн ытларах пӗлес кӑмӑл ҫураласса эпир шанатпӑр (Матф. 5:3, 6, ҪТ). Библи вӗренни ҫынна ытларах усӑ патӑр тесен унӑн хӑйӗн те Библи вӗренес умӗн кашнинчех хатӗрленмелле. Пирӗн вара ҫынна урока е сыпӑка мӗншӗн маларах вуласа тухмаллине ӑнлантарса памалла тата илнӗ пӗлӳпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшламаллине те каламалла. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекене мӗнле хатӗрленмеллине те кӑтартмалла. Ҫавна тӑвас тесе эсир пӗр урока е сыпӑка пӗрле хатӗрленме пултаратӑр *. Малтан вӗренекене абзацра ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшӑр тата тӗп сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене палӑртсан хуравне аса илме ҫӑмӑлтарах пулать тесе ӑнлантарса парӑр. Унтан ыйту ҫине хӑйӗн сӑмахӗсемпе хуравлама ыйтӑр. Вара эсир вӑл абзацри шухӑшсене ӑнланнипе ӑнланманнине тӳрех курма пултарӑр. Библи вӗренекене ҫитӗнӳсем тума пулӑшас тесе тата мӗн тумалла?

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ КАШНИ КУН ИЕГОВӐПА КАЛАҪМА ВӖРЕНТӖР

Библи вӗренекене Иеговӑпа калаҫма вӗрентӗр (10, 11 абзацсене пӑхӑр)

10. Мӗншӗн Библи вӗренекенӗн кашни кун Библи вуламалла тата Библи вулани ытларах усӑ патӑр тесен унӑн мӗн тумалла?

10 Кашни эрнере Библи вӗреннисӗр пуҫне ҫыннӑн кашни кун Иегова мӗн каланине итлемелле тата унпа калаҫмалла. Иеговӑна итлес тесен вара кашни кун Библи вуламалла (Иис. Н. 1:8; Пс. 1:1—3). Вӗренекене jw.org сайтри Библи вуламалли графикпа * мӗнле усӑ курмаллине кӑтартӑр. Библи вулани ҫынна ытларах усӑ патӑр тесен ӑна хӑй Иегова ҫинчен мӗн пӗлни пирки тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли пирки шухӑшлама хавхалантарӑр (Ап. ӗҫ. 17:11; Иак. 1:25).

11. Библи вӗренекене тӗрӗс кӗлтума пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр тата мӗншӗн унӑн час-часах Иеговӑна кӗлтумалла?

11 Библи вӗренекене кашни кун Иеговӑпа калаҫма, кӗлтума, хавхалантарӑр. Библи вӗренме пуҫлас умӗн тата вӗренсе пӗтерсен кашнинче чун-чӗререн кӗлтӑвӑр, кӗлтунӑ чухне Библи вӗренекен ҫинчен калӑр. Сирӗн ҫине пӑхса вӑл чун-чӗререн кӗлтума вӗренӗ тата Иисус Христос ячӗпе кӗлтумаллине курӗ (Матф. 6:9; Иоанн 15:16). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗренекен кашни кун Библи вуласа (Иеговӑна итлесе) тата кӗлтуса (Иеговӑпа калаҫса) Иеговӑпа ытларах та ытларах ҫывӑхланса пырӗ (Иак. 4:8). Ҫакӑ питӗ савӑнтарать вӗт! Ҫапла туни ӑна ҫитӗнӳсем тума пулӑшать тата хӑйне Иеговӑна халалласа шыва кӗме хавхалантарать. Библи вӗренекене эпир тата мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ИЕГОВӐН ТУСӖ ПУЛСА ТӐМА ПУЛӐШӐР

12. Вӗренекене Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшас тесен мӗн тумалла?

12 Эпир ҫынсемпе Библи вӗренсе вӗсене Иеговӑна пӗлме пулӑшасшӑн, анчах та пӗлӳ пани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн вӗсен чӗрисене те пырса тивмелле. Вара вӗсен хӑйсем мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курас килсе кайӗ. Иисус мӗнле вӗрентни ҫынсене килӗшнӗ. Унтан та ытларах, ҫакӑ вӗсен чӗрисене те пырса тивнӗ, ҫавӑнпа вӗсем ун хыҫҫӑн пынӑ (Лука 24:15, 27, 32). Библи вӗреннӗ чухне пирӗн вӗренекене Иегова унӑн Турри, унӑн Ашшӗ, унӑн ҫывӑх Тусӗ пулма пултарассине ӑнланма пулӑшмалла (Пс. 24:4, 5). Библи вӗренекене Иеговӑн паха енӗсене курма пулӑшӑр (Тух. 34:5, 6; 1 Петр 5:6, 7). Кирек мӗнле темӑна пӑхса тухнӑ чухне те Иегова юратакан, ырӑ тата хӗрхенекен Турӑ пулни пирки асӑнӑр. Иисус «„хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна... юрат“: ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт» тенӗ (Матф. 22:37, 38). Эппин, Библи вӗренекенсене Иеговӑна юратма вӗрентмелле.

13. Библи вӗренекене Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пулӑшас тесе мӗн тума пулать?

13 Библи вӗренекене Иеговӑна хӑвӑр мӗншӗн юратнине каласа парӑр. Вара вӑл унӑн хӑйӗн те Иеговӑпа ҫывӑхланмаллине, ӑна юратмаллине курма пултарӗ (Пс. 72:28). Вӗренмелли пособисенче тата Библире Иеговӑн юратӑвӗ, ӑслӑлӑхӗ, тӳрӗлӗхӗ тата вӑйӗ ҫинчен вулама пулать. Калӑпӑр, унти пӗр-пӗр шухӑш сирӗн чуна пырса тиврӗ. Ҫакӑн ҫинчен Библи вӗренекене каласа парӑр, ҫакна пула та эпӗ пирӗн ҫӳлти Аттемӗре юрататӑп тесе палӑртӑр. Библи вӗренекене ҫитӗнӳсем тума тата мӗн пулӑшма пултарать?

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ПУХӐВА ҪӲРЕМЕ ХАВХАЛАНТАРӐР

Библи вӗренекене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫӳреме пуҫлама хавхалантарӑр (14, 15 абзацсене пӑхӑр)

14. Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисенче пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пирки мӗн каланӑ?

14 Паллах, эсир кампа Библи вӗренетӗр, ҫав ҫын шыва кӗтӗр тетӗр. Ҫитӗнӳсем тума пулӑшас тесе ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме хавхалантарӑр. Опытлӑ вӗрентекенсем каланӑ тӑрӑх, кам тӳрех пухӑва ҫӳреме тытӑнать, вӗсем хӑвӑртрах ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ (Пс. 110:1). Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем вӗренекенсене пухура эсир Библи вӗреннӗ чухне мӗн пӗлнинчен те ытларах пӗлме пултаратӑр тесе ӑнлантараҫҫӗ. Библи вӗренекенпе Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисене (вуласа парӑр) сӳтсе явӑр та пухӑва ҫӳрени хӑйне мӗнле усӑ пама пултарнине кӑтартӑр тата «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» * видеоролика пӗрле пӑхӑр. Кашни тӗлпулӑва ҫӳресси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланма пулӑшӑр. Пухӑва ҫӳресси унӑн йӑлана кӗтӗр.

15. Вӗренекене пухӑва ҫӳреме хавхалантарас тесе мӗн тума пулать?

15 Библи вӗренекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хальлӗхе ҫӳремест пулсан е вӑл тӗлпулусене сайра-хутра ҫеҫ килет пулсан, мӗн тума пулать? Сӑмахран, юлашки пухура илтнӗ пӗр-пӗр шухӑша хавхалануллӑн каласа пама пулать. Тӗлпулусем пире мӗн тери нумай савӑнӑҫ панине курсан, тен, унӑн та пухӑва ҫӳрес килсе кайӗ. Ӑна пухура пӑхса тухакан ӗҫ тетрадне е «Хурал башнине» парӑр та: «Сана хӑш тема интереслӗ пек туйӑнать?» — тесе ыйтӑр. Ҫын пухӑва килсен унта мӗн курни тата мӗн илтни урӑх тӗнсенче мӗн курнинчен тата мӗн илтнинчен чылай уйрӑлса тӑнине курӗ. Ҫакӑ ун ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 14:24, 25). Унсӑр пуҫне, пухура паллашнӑ тӑвансенчен вӑл тӗслӗх илме пултарӗ тата вӗсем ӑна ҫитӗнӳсем тума пулӑшӗҫ.

16. Библи вӗренекене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

16 Эппин, Библи вӗренекене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? Ӑна Библи вӗренни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине курма пулӑшӑр, кашни эрнере вӗренме тата вӗренес умӗн хатӗрленме хавхалантарӑр. Ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӑр, кашни кун Иеговӑпа калаҫма тата кашни эрнере пухӑва ҫӳреме хавхалантарӑр. (12-мӗш страницӑри « Библи вӗренекенӗн ҫитӗнӳсем тӑвас тесен мӗн тумалла?» рамкӑна пӑхӑр.) Тепӗр статьяра вара эпир Библи вӗренекене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшакан тепӗр пиллӗк канаша пӑхса тухӑпӑр.

76-МӖШ ЮРӐ Эсӗ мӗн туятӑн?

^ 5 абз. Ҫынна вӗрентни вӑл пӗлӳ пани ҫеҫ мар. Ҫакӑ ҫынна урӑхла шухӑшлама, хӑйне урӑхла тытма тата хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма пулӑшассине те пӗлтерет. 2020 ҫулхи текст — Матфей 28:19-мӗшӗнчи сӑмахсем пире ҫакна аса илтереҫҫӗ: ҫынсемпе Библи вӗренесси тата вӗсене шыва кӗрсе Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшасси вӑл — питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Ҫак тата тепӗр статьяра лайӑх вӗрентекенсем пулма пире мӗн пулӑшма пултарнине ҫырса панӑ.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Эсир кампа та пулин Библипе тата вӗренмелли пособипе усӑ курса тӑтӑшах Библири шухӑшсене сӳтсе яватӑр пулсан, ҫакӑ ҫынпа Библи вӗренни пулать. Ҫынна Библи вӗренӗвӗ мӗнле ирттернине кӑтартнӑ хыҫҫӑн унпа икӗ хут тӗл пулса вӗреннӗ пулсан тата вӑл малалла та вӗренесшӗн пек курӑнать пулсан, ҫав ҫынпа Библи вӗренни ҫинчен отчета ҫырма пулать.

^ 3 абз. Ҫак статьясене «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутӗнчи «Помогаем изучающим Библию расти духовно» статьясен ярӑмӗнчи шухӑшсене те кӗртнӗ. Ҫак статьясен ярӑмӗ 2004 ҫулхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа 2005 ҫулхи май уйӑхӗччен тухса тӑнӑ.

^ 9 абз. «Вӗренекене хатӗрленме вӗрентӗр» тӑватӑ минутлӑ видеоролика пӑхӑр. Ӑна JW Library® приложенире тупма пулать. МУЛЬТИМЕДИА > ПИРӖН ТӖЛПУЛУСЕМ ТАТА СӐВАПЛӐ ӖҪ > ӐСТАЛӐХА ЛАЙӐХЛАТАТПӐР пӑхӑр.

^ 10 абз. БИБЛИОТЕКА > КӖНЕКЕСЕМ ТАТА БРОШЮРӐСЕМ пӑхӑр.

^ 14 абз. JW Library® приложенире МУЛЬТИМЕДИА > ПИРӖН ТӖЛПУЛУСЕМ ТАТА СӐВАПЛӐ ӖҪ > ЫРӐ ХЫПАР САРМАЛЛИ ХАТӖРСЕМ пӑхӑр.