5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Тӗлпулусене ҫӳрени пирӗн пирки мӗн калать?
«Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр» (1 КОР. 11:26).
18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. а) Миллион-миллион ҫын Каҫхи апат уявне пынӑ чухне Иегова мӗн курать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ПӖТӖМ тӗнчипе миллион-миллион ҫын Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне пынӑ чухне Иегова мӗн курать-ши? Вӑл ҫынсен пысӑк ушкӑнне кӑна мар, унта пынӑ кашни ҫынна асӑрхать. Сӑмахран, вӑл ҫулран-ҫул пӗр сиктермесӗр килекенсене курать. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хаяр хӗсӗрленине пӑхмасӑрах килеҫҫӗ. Теприсем вара, ытти тӗлпулусене ҫӳремеҫҫӗ пулсан та, Каҫхи апат уявне килмеллех тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак уява пӗрремӗш хут килнисене те — тен, ҫак уявпа интересленнӗрен килнисене те — Иегова асӑрхать.
2 Паллах, Каҫхи апат уявне нумай ҫын пынине курса Иегова савӑнать (Лука 22:19). Анчах та уншӑн миҫе ҫын килни мар, ҫав ҫынсем мӗншӗн килни пӗлтерӗшлӗрех. Ку статьяра эпир питӗ кирлӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн эпир кашни ҫул иртекен Каҫхи апат уявне кӑна мар, кашни эрнере иртекен тӗлпулусене те — Иегова хӑйне юратакан ҫынсем валли йӗркеленӗ тӗлпулусене те — ҫӳретпӗр?
ЭПИР ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУРАТПӐР
3, 4. а) Мӗншӗн эпир тӗлпулусене ҫӳретпӗр? ӑ) Тӗлпулусене ҫӳрени пирӗн пирки мӗн калать? б) 1 Коринф 11:23—26 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн Каҫхи апат уявне ҫӳремелле?
3 Мӗншӗн эпир тӗлпулусене ҫӳретпӗр? Чи пӗлтерӗшлӗ сӑлтав вӑл — ҫак тӗлпулусем Турра пуҫҫапни шутне кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак тӗлпулусенче Иегова пире вӗрентет. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсене вӗрентнине юратмаҫҫӗ (3 Иоанн 9). Эпир вара Иегова тата унӑн организаци вӗрентнине хаваспах йышӑнатпӑр (Ис. 30:20; Иоанн 6:45).
4 Тӗлпулусене ҫӳренипе эпир хамӑра кӗҫӗне хунине тата вӗренме хатӗр пулнине кӑтартатпӑр. Эпир Каҫхи апат уявне ҫакӑ питӗ кирлӗ событи тенӗрен кӑна ҫӳреместпӗр, эпир хамӑра кӗҫӗне хурса Иисус панӑ хушӑва — «ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» текен хушӑва — тытса тӑратпӑр. (1 Коринф 11:23—26 вуласа пар.) Ҫак уяв пирӗн шанчӑка ҫирӗплетет тата Иегова пире мӗн тери хытӑ юратнине аса илтерсе тӑрать. Анчах ҫулталӑкра пӗр хут хавхалантарни тата ҫирӗплетни ҫителӗклӗ пулманнине Иегова пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл кашни эрнере тӗлпулусем йӗркелесе янӑ тата пире ҫав тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарать. Турра итлес тесен тата тӗлпулусене ҫӳрес тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Акӑ мӗншӗн эпир кашни эрнере тӗлпулусене хатӗрленме тата унта кайма самаях вӑхӑт уйӑратпӑр.
5. Мӗншӗн хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем Иегова чӗнсе каланине йышӑнаҫҫӗ?
5 Иегова ҫынсене хӑйӗнчен вӗренме чӗнет, кӗҫӗне хуракан нумай-нумай ҫын вара ҫакӑн пек чӗнсе каланине йышӑнать (Ис. 50:4). Вӗсем Каҫхи апат уявне килнӗ хыҫҫӑн, ҫав тӗлпулу килӗшнӗрен ытти тӗлпулусене те ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ (Зах. 8:20—23). Пире вӗсемпе пӗрле Иеговӑран, пирӗн Пулӑшаканран тата Хӑтараканран, ҫавӑн пекех унӑн юратнӑ Ывӑлӗнчен, Иисусран, вӗренме питӗ килӗшет (Пс. 39:18; Матф. 17:5; 18:20; 28:20). Ҫакӑнтан кирлӗреххи е ытларах савӑнтараканни пур-и вара?
6. Пӗр арҫынна хӑйне кӗҫӗне хуни Каҫхи апат уявне пыма мӗнле пулӑшнӑ?
6 Кашни ҫул эпир Каҫхи апат уявне май килнӗ таран нумайрах ҫынна чӗнме тӑрӑшатпӑр. Хӑйсене кӗҫӗне хуракан нумай-нумай ҫын вара ҫак тӗлпулӑва килнипе усӑ илет. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Темиҫе ҫул каялла пирӗн арҫын тӑван пӗр арҫынна Каҫхи апат уявне чӗнес тесе чӗнӳ хутне панӑ. Лешӗ ҫав хута илнӗ, анчах пыма пултараймастӑп тенӗ. Каҫхи апат уявне ҫав арҫын килнине курсан пирӗн тӑван питӗ тӗлӗннӗ. Ҫав арҫынна тӑвансем ӑна ӑшшӑн кӗтсе илни питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл кашни эрнере тӗлпулусене ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче вӑл виҫӗ тӗлпулӑва кӑна сиктернӗ. Мӗне пула вӑл тӗлпулусене ҫӳреме тытӑннӑ? Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ, мӗншӗн тесен вӑл малтан мӗн тӑвас тенине улӑштарса Каҫхи апат уявне килнӗ. Ӑна чӗннӗ арҫын тӑван каярахпа ҫапла каланӑ: «Вӑл хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын». Паллах, ҫав арҫынна Иегова хӑйӗн патне илсе килнӗ, халӗ вӑл шыва кӗнӗ тӑван (1 Петр 5:5; Иоанн 6:44).
7. Тӗлпулусенче илнӗ пӗлӳсем тата Библие вуласа илнӗ пӗлӳсем пире хамӑра кӗҫӗне хума мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
7 Тӗлпулусенче илнӗ пӗлӳсем тата Библие вуласа илнӗ пӗлӳсем пире хамӑра кӗҫӗне хума пулӑшаҫҫӗ. Каҫхи апат уявне уявличчен темиҫе эрне маларах пирӗн тӗлпулусенче час-часах Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫине тата вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панипе хӑйне кӗҫӗне хуни ҫине тимлеттереҫҫӗ. Ҫав уявччен темиҫе кун маларах вара эпир Иисус вилнипе чӗрӗлсе тӑни ҫинчен калакан Библири вырӑнсене вуласа тухма тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑ пурте пире Иисусӑн парнине тата ытларах хаклама пулӑшать. Пархатарлӑ пулни пире Иисус пекех хамӑра кӗҫӗне хума тата питӗ йывӑр чухне те Иеговӑн ирӗкне тума хавхалантарать (Лука 22:41, 42).
ЭПИР ХӐЮЛЛӐ ПУЛНИНЕ КӐТАРТАТПӐР
8. Иисус хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
8 Ҫавӑн пекех эпир Иисус пекех хӑюллӑ пулнине кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Хӑй вилес Матф. 20:17—19). Ҫав-ҫавах ҫакна чӑтса ирттерме вӑл хатӗр пулнӑ. Вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗнпе пӗрле Гефсимани садӗнче пулнӑ шанчӑклӑ апостолӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах» (Матф. 26:36, 46). Ҫынсем хӗҫсемпе Иисуса арестлеме килсен вӑл вӗсем умне тухса тӑнӑ та эсир шыракан ҫын эпӗ тенӗ, унтан хӑйӗн апостолӗсене яма ыйтнӑ (Иоанн 18:3—8). Мӗн тери хӑюллӑ Иисус! Хальхи вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем тата ытти сурӑхсем Иисус пекех хӑюллӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
умӗнхи кунсенче Иисус мӗнле хӑюлӑх кӑтартнине аса илӗр-ха. Кӗҫех тӑшмансем ӑна мӑшкӑл кӑтартасса, хӗнессе тата юпа ҫумне пӑталаса вӗлерессе вӑл пӗлнӗ (9. а) Тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳреме пире мӗншӗн хӑюлӑх кирлӗ? ӑ) Эпир хамӑра мӗнле тытни ӗненӳшӗн тӗрмере ларакан тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
9 Тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳреме хӑш-пӗр чухне хӑюлӑх кирлӗ. Пирӗн тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисем хуйхӑрнине, хуйха ӳкнине е сывлӑх япӑх пулнине пӑхмасӑрах тӗлпулусене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Теприсене килтисем е влаҫри ҫынсем хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Эпир хамӑра мӗнле тытни ӗненӳшӗн тӗрмере ларакан тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Евр. 13:3). Ҫак тӑвансем эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнине илтсен вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленет, вӗсем хӑюллӑрах пулса пыраҫҫӗ тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй илеҫҫӗ. Павел апостолпа та ҫавӑн пекки пулса тухнӑ. Вӑл Римра килти арестра пулнӑ чухне тӑвансем Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни ҫинчен илтсен кашнинче питӗ савӑннӑ (Флп. 1:3—5, 12—14). Ирӗке кӑлариччен кӑшт маларах е ирӗке тухсанах Павел еврейсем патне ҫыру ҫырнӑ. Ҫав ҫырура вӑл шанчӑклӑ христиансене «яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр» тата «пӗрле пуҫтарӑнма» ан пӑрахӑр тесе чӗнсе каланӑ (Евр. 10:24, 25; 13:1).
10, 11. а) Кама пирӗн Каҫхи апат уявне чӗнмелле? ӑ) Эфес 1:7-мӗшӗ тӑрӑх, эпир ҫакна мӗншӗн тӑватпӑр?
10 Тӑван-хурӑнташсене, пӗрле ӗҫлекенсене тата кӳршӗсене Каҫхи апат уявне чӗнме те хӑюлӑх кирлӗ. Мӗншӗн-ха эпир вӗсене чӗнетпӗр? Эпир Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн тунишӗн питӗ пархатарлӑ, ҫавӑнпа Каҫхи апат уявне пирӗн вӗсене чӗнес килет. Тӳлесе илме панӑ парне урлӑ Турӑ хӑйӗн «виҫесӗр тивлетне» кӑтартнӑ. Эпир вара ҫак тивлетрен ыттисем те усӑ илччӗр тетпӗр. (Эфес 1:7 вуласа пар; Ӳлӗм. 22:17.)
11 Тӗлпулусене ҫӳренипе эпир тата тепӗр лайӑх ене кӑтартатпӑр. Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫак лайӑх енпе палӑрса тӑраҫҫӗ.
ЭПИР ЮРАТНИНЕ КӐТАРТАТПӐР
12. а) Тӗлпулусем пире Иеговӑпа Иисуса хытӑрах юратма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? ӑ) 2 Коринф 5:14, 15 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле пурӑнма хавхалантараҫҫӗ?
12 Иеговӑна тата Иисуса юратни пире тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарать. Ҫав тӗлпулусенче Рим 5:8). Каҫхи апат уявӗ вара пире вӗсем ҫынсене, ҫав шутрах ҫак парнене хакласах кайман ҫынсене те, мӗн тери хытӑ юратнине аса илтерет. Ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине пула эпир кашни кун Иисус пек пурӑнма тӑрӑшатпӑр. (2 Коринф 5:14, 15 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне, ҫак парне мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланни пире Иеговӑна мухтава кӑларма хавхалантарать. Ҫакна тумалли майсенчен пӗри вӑл — пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче комментарисем пани.
мӗн пӗлни вара вӗсене хытӑрах юратма пулӑшать. Тӗлпулусенче пире яланах Турӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗншӗн мӗн туни ҫинчен аса илтерсе тӑраҫҫӗ (13. Иеговӑпа унӑн Ывӑлне хытӑ юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ӑнлантарса парӑр.
13 Иеговӑпа унӑн Ывӑлне мӗн таран хытӑ юратнине эпир хамӑра шеллесе тӑманнипе кӑтартма пултаратпӑр. Тӗлпулусене ҫӳрес тесе пирӗн час-часах хамӑра шеллесе тӑмалла мар. Чылай пухура кашни эрнере иртекен тӗлпулусенчен пӗри эрне варринче каҫхине иртет, ун чухне эпир ӗҫрен ывӑнса килме пултаратпӑр. Тепӗр тӗлпулу вара канмалли кунсенче, пурте каннӑ чухне иртет. Ывӑннине пӑхмасӑрах эпир тӗлпулусене ҫӳреме тӑрӑшнине Иегова асӑрхать-и? Паллах, асӑрхать! Ҫак тӗлпулусене пыма мӗн чухлӗ нумайрах вӑй хуратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иегова эпир кӑтартнӑ юратӑва хаклать (Марк 12:41—44).
14. Чун-чӗререн юратас тӗлӗшрен Иисус мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?
14 Чун-чӗререн юратас тӗлӗшрен Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн вилме хатӗр пулнӑ кӑна мар, вӑл кашни кун хӑйӗнчен ытларах вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче, питӗ ывӑннӑ пулнӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе калаҫма тата вӗсене вӗрентме вӑхӑт уйӑрнӑ (Лука 22:39—46). Парасси уншӑн илессинчен кирлӗрех пулнӑ (Матф. 20:28). Эпир Иеговӑна тата пирӗн тӑвансене Иисус пекех хытӑ юрататпӑр пулсан Каҫхи апат уявне те, ытти тӗлпулусене те пыма пӗтӗм вӑя хурӑпӑр.
15. Уйрӑмах кама эпир пулӑшасшӑн?
15 Чӑн христиансем хушшинче пулма мӗн тери лайӑх! Ҫавӑнпа та эпир хаваспах ыттисене хамӑрпа пӗрле пулма чӗнетпӗр. Анчах пуринчен ытла эпир ырӑ хыпар сарма Гал. 6:10). Ҫак тӑвансене тӗлпулусене ҫӳреме, уйрӑмах Каҫхи апат уявне пыма, хавхалантарнипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Вӗсенчен кам та пулин пирӗн юратакан Атте тата Кӗтӳҫӗ патне таврӑнсан, эпир питӗ савӑнатпӑр. Иеговӑпа Иисус та ҫавнах туяҫҫӗ (Матф. 18:14).
е тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ «хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене» пулӑшасшӑн (16. а) Эпир пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр тата тӗлпулусене ҫӳрени мӗншӗн питӗ кирлӗ? ӑ) Иоанн 3:16-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсене халӗ аса илни мӗншӗн питӗ вырӑнлӑ?
16 Айтӑр май килнӗ таран нумайрах ҫынна Каҫхи апат уявне чӗнме тӑрӑшар. Ҫак уяв 2019 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче эрнекун пулать. («Пурне те Каҫхи апат уявне пыма тата ятарлӑ доклад итлеме чӗнӗр!» рамкӑна пӑхӑр.) Ҫулталӑк хушшинче вара айтӑр пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе пур тӗлпулӑва та ҫӳреме тӑрӑшар. Сатана тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑ май тӗлпулусене ҫӳрени питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пире хамӑра кӗҫӗне хума, хӑюллӑ пулма тата юратнине кӑтартма хавхалантараҫҫӗ (1 Фес. 5:8—11). Айтӑр Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пире питӗ хытӑ юратнӑшӑн чун-чӗререн пархатарлӑ пулнине кӑтартар. (Иоанн 3:16 вуласа пар.)
126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр
^ 5 абз. 2019 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче эпир Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвӑпӑр. Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ событи. Мӗншӗн эпир ҫак тӗлпулӑва каятпӑр? Мӗншӗн тесен пирӗн Иеговӑна савӑнтарас килет. Ҫак статьяра эпир Каҫхи апат уявне тата кашни эрнере иртекен тӗлпулусене ҫӳрени пирӗн пирки мӗн каланине пӑхса тухӑпӑр.
^ 52 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ: Ӗненӳшӗн тӗрмере ларакан арҫын тӑван килӗнчен хавхалантаракан ҫыру илет. Ҫапла вӑл хӑйӗн ҫинчен манманнине пӗлет. Арӑмӗпе ывӑлӗ Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни тата ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗ вӗсен ӗненӗвне хавшатманни ӑна савӑнтарать.