37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иеговӑна хаваспах пӑхӑнса тӑрӑр
«Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла мар-и?» (ЕВР. 12:9.)
9-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн Патша!
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Мӗншӗн Иеговӑна пӑхӑнмалла?
ПИРӖН Иеговӑна пӑхӑнмалла *, мӗншӗн тесен вӑл пире пурнӑҫ панӑ. Апла унӑн пирӗн мӗн тумаллипе мӗн тумалла маррине калама право пур (Ӳлӗм. 4:11). Анчах Иеговӑна итлеме пирӗн тепӗр витӗмлӗ сӑлтав та пур — вӑл чи лайӑх пуҫлӑх. Этемлӗх историйӗнче пуҫлӑхсем нумай пулнӑ. Анчах ӑслӑлӑх, юрату тата хӗрхеннине кӑтартас тӗлӗшрен вӗсенчен никам та Иеговӑпа танлашаймасть (Тух. 34:6; Рим 14:26; 1 Иоанн 4:8).
2. Еврейсем 12:9—11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн Иеговӑна пӑхӑнмалла?
2 Иегова пирӗнтен эпир ӑна хӑранӑран мар, ӑна юратнӑран тата ӑна юратакан Атте вырӑнне хунӑран пӑхӑнса пурӑнасса кӗтет. Еврейсем патне янӑ ҫырура Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла», мӗншӗн тесен Турӑ пире усӑ парас тесе вӗрентет. (Еврейсем 12:9—11 вуласа парӑр.)
3. а) Иеговӑна пӑхӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
3 Иеговӑна пӑхӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пирӗн пӗтӗм вӑйран ӑна итлеме тӑрӑшмалла тата хамӑр шутланӑ пек тӑвас килнипе кӗрешмелле (Ытар. 3:5). Иеговӑн паха енӗсем ҫинчен лайӑхрах пӗлсе пырсан тата ҫак паха енсем унӑн пур ӗҫӗнче те курӑнса тӑнине асра тытсан, пире ӑна пӑхӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ (Пс. 144:9). Мӗн чухлӗ ытларах Иегова ҫинчен пӗлсе пырӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӑна юратӑпӑр. Иеговӑна юрататпӑр пулсан, пире мӗн тума юранипе мӗн тума юраманнине кӑтартакан правилӑсем нумай кирлӗ мар. Эпир Иегова пекех ырра юратма тата усала курайми пулма тӑрӑшатпӑр (Пс. 96:10). Анчах Иеговӑна пӑхӑнма пире хӑш-пӗр чухне йывӑр. Мӗнле сӑлтавсене пула ҫавна тума йывӑр пулма пултарать? Старейшинӑсем, ашшӗсем тата амӑшӗсем Неемия пуҫлӑхран, Давид патшаран тата Иисусӑн амӑшӗнчен, Марийӑран, мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.
МӖНШӖН ИЕГОВӐНА ПӐХӐНМА ХӐШ-ПӖР ЧУХНЕ ЙЫВӐР?
4, 5. Рим 7:21—23 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Иеговӑна пӑхӑнма хӑш-пӗр чухне йывӑр?
4 Мӗншӗн Иеговӑна пӑхӑнма йывӑр пулма пултарать? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — эпир пурте ҫылӑхлӑ тата ҫитменлӗхсемпе ҫуралатпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн хӑш-пӗр чухне Иеговӑна итлес килмест. Адампа Ева ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫисе Турра хирӗҫ кайнӑ, ҫапла вӗсем мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хӑйсем йышӑну тӑвасшӑн пулнине кӑтартнӑ (Пулт. 3:22). Паянхи кун та ҫынсенчен нумайӑшӗ Иегова мӗн шутланине шута илмест, вӗсем мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс мар пулни пирки хӑйсем йышӑну тӑваҫҫӗ.
5 Эпир Иеговӑна пӗлетпӗр тата юрататпӑр пулин те, пире ӑна пӑхӑнма йывӑр пулма пултарать. Ҫакна Павел апостолӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать. (Рим 7:21—23 вуласа парӑр.) Эпир, Павел пекех, Иеговӑна савӑнтарасшӑн. Ҫапах та пирӗн тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑлпа пӗрмаях кӗрешмелле.
6, 7. Тата мӗнле сӑлтава пула Иеговӑна пӑхӑнма йывӑр пулма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
6 Тепӗр сӑлтав вӑл — эпир мӗнле культурӑра ӳссе ҫитӗнни. Ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсем ытларах чухне Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене хамӑр ҫине витӗм кӳме парас мар тесен пирӗн пӗрмаях вӑй хумалла. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.
7 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫамрӑксене нумай укҫа ӗҫлесе илме хистеҫҫӗ. Мэри * ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫавӑн пек лару-тӑрура пулнӑ та. Чӑнлӑха пӗличчен вӑл ҫӗршыври чи лайӑх университетсенчен пӗринче вӗреннӗ. Килтисем ӑна ҫынсем хисеплекен тата нумай укҫа тӳлекен ӗҫе вырнаҫма хистенӗ. Мэри хӑй те ҫакӑн пек ӗҫе вырнаҫасшӑн пулнӑ. Анчах Иегова ҫинчен пӗлсен тата ӑна юратма пуҫласан вӑл хӑйӗн тӗллевӗсене улӑштарнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗр чухне нумай укҫа ӗҫлесе илме майсем уҫӑлаҫҫӗ, анчах та вӗсем Иеговӑшӑн хам ӗҫлес тенӗ пек ӗҫлеме чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Хама мӗнле пӑхса ӳстернине пула „ҫук“ тесе калама мана питӗ йывӑр. Эпӗ Иеговӑна ҫак илӗртӗве, мана саншӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пултаракан ӗҫе, сирсе яма пулӑшсам тесе кашнинчех кӗлтӑватӑп» (Матф. 6:24).
8. Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
8 Иеговӑна пӑхӑнни пире хамӑрах усӑ парать. Анчах камӑн власть пур, ҫавсен — сӑмахран, старейшинӑсен, ашшӗсен тата амӑшӗсен — Турра пӑхӑнма тепӗр сӑлтав та пур. Вӗсем хӑйсене ҫапла тытсан, ыттисем те усӑ илеҫҫӗ. Айтӑр Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар, вӗсем пире влаҫпа тӗрӗс усӑ курма вӗрентӗҫ.
СТАРЕЙШИНӐСЕМ НЕЕМИЙӐРАН МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАҪҪӖ?
9. Неемия мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?
9 Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшма старейшинӑсене хушнӑ (1 Петр 5:2). Старейшинӑсем хӑйсене Иеговӑн халӑхӗпе мӗнле тытас тӗлӗшрен Неемийӑран нумай мӗне вӗренме пултараҫҫӗ. Неемия Иудея пуҫлӑхӗ пулнӑ тата унӑн пысӑк власть пулнӑ (Неем. 1:11; 2:7, 8; 5:14). Вӑл тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсенчен хӑшӗ-пӗрисене куҫ умне кӑларса тӑратар: иудейсем храма ирсӗрлетнӗ, Саккун хушнӑ пек левитсене мӗн кирлипе тивӗҫтермен, шӑматкуна тытса тӑман тата ют халӑх хӗрарӑмӗсене качча илнӗ. Неемийӑн ҫак йывӑрлӑхсене татса памалла пулнӑ (Неем. 13:4—30).
10. Неемия Иеговӑн халӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнӑ?
10 Неемия хӑйӗн влаҫӗпе иртӗхмен, вӑл ҫӗнӗ правилӑсем шутласа кӑларман. Ун вырӑнне вӑл Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ тата халӑха Туррӑн Саккунне вӗрентнӗ (Неем. 1:4—10; 13:1—3). Ҫавӑн пекех Неемия ытти иудейсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ, вӑл Иерусалимӑн хӳмисене ҫӗнӗрен туса лартма та пулӑшнӑ (Неем. 4:15).
11. 1 Фессалоника 2:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, старейшинӑсен хӑйсене тӑвансемпе мӗнле тытмалла?
11 Старейшинӑсем Неемия тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпе, тен, тӗл пулмаҫҫӗ, анчах унран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем тӑвансене пулӑшас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Хӑйсене власть панӑран вӗсем хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламаҫҫӗ. Пухура старейшинӑсем хӑйсене пуринпе те ыррӑн тытаҫҫӗ. (1 Фессалоника 2:7, 8 вуласа парӑр.) Вӗсен сӑмахӗсенчен вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хуни тата ыттисене чунтан юратни курӑнать. Нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлекен Эндрю акӑ мӗн калать: «Эпӗ старейшинӑсем ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни тӑвансен чӗрине пырса тивнине асӑрхарӑм. Ҫак лайӑх енсене кӑтартни тӑвансене старейшинӑсене итлеме хавхалантарать». Тепӗр опытлӑ старейшина, Тони ятлӑскер, ҫапла калать: «Эпӗ Филиппӑ 2:3-мӗшӗнчи канаша тытса тӑма тӑрӑшатӑп. Ыттисене асла хурса хисеплемеллине хама яланах аса илтерсе тӑратӑп. Ҫакӑ мана хама диктатор пек тытасран сыхлать».
12. Мӗншӗн старейшинӑсен хӑйсене кӗҫӗне хумалла?
Пс. 17:36; 112:6, 7). Хӑйсене мӑнна хуракан, мӑнкӑмӑллӑ ҫынсене Иегова кураймасть (Ытар. 16:5).
12 Старейшинӑсен хӑйсене кӗҫӗне хумалла тата ҫак тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илмелле. Вӑл — Ҫут тӗнчене тытса тӑракан Турӑ, ҫав-ҫавах вӑл «кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса» тӑратас тесе «пӗшкӗнет» (13. Мӗншӗн старейшинӑсен хӑйсен чӗлхине чарма пӗлмелле?
13 Иеговӑна пӑхӑнакан старейшинӑн хӑйӗн чӗлхине чарма пӗлмелле. Ҫакна тумасан пӗр-пӗр тӑван ӑна хисеплеменнине кӑтартнӑ чухне вӑл мӗн те пулин япӑххине каласа хума пултарать (Иак. 1:26; Гал. 5:14, 15). Унччен асӑннӑ Эндрю ҫапла калать: «Мана тӑван хисеплемен пек туйӑнсан хӑш-пӗр чухне мӗн те пулин хыттӑн каласа хурас килет. Анчах эпӗ Библире асӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫакӑ мана мӗншӗн хама кӗҫӗне хумаллине тата йӑваш пулмаллине асра тытма пулӑшать». Старейшинӑсем пухури тӑвансемпе, ҫав шутрах ытти старейшинӑсемпе те, ӑшшӑн тата ыррӑн калаҫаҫҫӗ пулсан, Иеговӑна пӑхӑннине кӑтартаҫҫӗ (Кол. 4:6).
АШШӖСЕМ ДАВИД ПАТШАРАН МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАҪҪӖ?
14. Иегова ашшӗсене кам пулма лартнӑ тата вӑл вӗсенчен мӗн кӗтет?
14 Иегова ашшӗсене ҫемье пуҫӗ пулма лартнӑ, ҫавӑн пекех вӑл вӗсенчен хӑйсен ачисене вӗрентессе тата тӳрлетессе кӗтет (1 Кор. 11:3; Эф. 6:4). Анчах ҫакӑ ашшӗсем влаҫпа хӑйсем шутланӑ пек усӑ курма пултарнине пӗлтермест. Ҫемьене йӗркелесе яраканӗ — Иегова, ҫавӑнпа ҫемьере влаҫпа мӗнле усӑ курнишӗн вӗсем Иегова умӗнче явап тытаҫҫӗ (Эф. 3:14, 15). Ашшӗсем Иеговӑна пӑхӑннине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? Вӗсем влаҫпа Турра юрӑхлӑ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Давид патшан пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшласа ашшӗсем нумай мӗне вӗренме пултараҫҫӗ.
15. Мӗншӗн Давид патша ашшӗсемшӗн лайӑх тӗслӗх?
15 Иегова Давида ҫемье пуҫӗ кӑна мар, пӗтӗм Израиль халӑхӗн пуҫлӑхӗ те пулма лартнӑ. Давид патшан пысӑк власть пулнӑ. Хӑш-пӗр чухне вӑл влаҫпа тӗрӗс мар усӑ курнӑ тата пысӑк йӑнӑшсем тунӑ (2 Патш. 11:14, 15). Анчах Иегова ӑна тӳрлетсен, вӑл ҫавна йышӑннӑ. Ҫакӑнпа Давид ӑна пӑхӑннине кӑтартнӑ. Хӑй мӗн туйни ҫинчен вӑл Иеговӑна уҫҫӑн каласа панӑ тата ӑна итлесе пурӑнас тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ (Пс. 50:3—6). Унсӑр пуҫне, хӑйне кӗҫӗне хурса вӑл арҫынсем панӑ канашсене кӑна мар, хӗрарӑмсем панӑ канашсене те йышӑннӑ (1 Патш. 19:11, 12; 25:32, 33). Давид хӑй тунӑ йӑнӑшсенчен ӑса вӗреннӗ тата Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хунӑ.
16. Ашшӗсем Давидран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
16 Ашшӗсем, эсир Давид патшаран мӗне вӗренме пултаратӑр? Сӑмахран, Иегова панӑ влаҫпа тӗрӗс мар усӑ курасран сыхланӑр. Хӑвӑр йӑнӑш тунине йышӑнӑр тата ыттисем хӑвӑра Библи тӑрӑх канаш парсан итлӗр. Хӑвӑра кӗҫӗне хунине курса килтисем сире хисеплӗҫ. Килтисемпе пӗрле кӗлтунӑ чухне чӗрере мӗн пуррине Иеговӑна каласа парӑр, вара вӗсем сире Иеговӑн пулӑшӑвӗ мӗн тери кирлӗ пулнине илтӗҫ. Чи кирли вӑл — вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесси сирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулнине курса тӑрӗҫ (Сак. аст. 6:6—9). Хӑвӑр ҫемьене пама пултаракан парнесенчен чи хакли вӑл — эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартни.
АМӐШӖСЕМ МАРИЙӐРАН МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАҪҪӖ?
17. Иегова амӑшӗсене мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ?
17 Иегова амӑшӗсене ҫемьере пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ, вӑл вӗсене ачисене вӗрентме власть панӑ (Ытар. 6:20). Амӑшӗ мӗн тунипе мӗн калани ачисем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать (Ытар. 22:6). Хӗрарӑм тӑвансем Иисусӑн амӑшӗнчен, Марийӑран, мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
18, 19. Амӑшӗсем Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
18 Мария Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл Иеговӑна питӗ хисепленӗ тата унпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ. Иегова мӗн тума ыйтнине тусан хӑйӗн пурнӑҫӗ тӗппипех улшӑнасса пӗлнӗ пулсан та, Мария ӑна пӑхӑнма хатӗр пулнӑ (Лука 1:35—38, 46—55).
19 Амӑшӗсем, эсир Марийӑран мӗне вӗренме пултаратӑр? Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсе тӑрӑр. Ҫакна тума сире хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренни тата пӗрмаях кӗлтуни пулӑшӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑна савӑнтарас тесе хӑвӑрӑн пурнӑҫра улшӑнусем тума хатӗр пулӑр. Тен, эсир ӳснӗ ҫемьере аҫупа аннӳн час-часах тарӑхасси пулнӑ тата вӗсем сирӗнпе тӳрккессӗн калаҫнӑ. Ҫавӑнпа ачасем ҫине кӑшкӑрни вӑл йӗркеллӗ япала тесе шутлатӑр. Ачасене пӑхса ӳстересси ҫине Иегова мӗнле пӑхнине пӗлнӗ хыҫҫӑн та сире лӑпкӑ тата тӳсӗмлӗ пулма — уйрӑмах эсир ывӑннӑ чухне ачасем итлемеҫҫӗ пулсан — йывӑр пулма пултарать (Эф. 4:31). Ҫакӑн пек чухне Иеговӑран пулӑшу ыйтни питӗ кирлӗ. Лидия ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Ывӑл хама итлемен чухне тарӑхса каяс мар тесе манӑн хӑш-пӗр чухне Иеговӑна ҫине-ҫинех кӗлтума тивет. Калас тенӗ сӑмаха каласа пӗтермесӗрех эпӗ хам ӑшра Иеговӑна кӗлтума тытӑнатӑп. Кӗлтуни мана лӑпланма пулӑшать» (Пс. 36:5).
20. Амӑшӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ тата ҫак йывӑрлӑха мӗнле ҫӗнтерме пулать?
20 Амӑшӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене хӑйсен ачисене юратнине кӑтартма йывӑр (Тит 2:3, 4). Тен, ҫакӑн пек хӗрарӑмсем ӳснӗ ҫемьесенче ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисем хушшинче ӑшӑ хутшӑнусем пулман. Эсир те ҫавӑн пек ҫемьере ӳснӗ пулсан, аҫу-аннӳ тунӑ йӑнӑшсене ан тӑвӑр. Иеговӑна пӑхӑнакан амӑшӗн хӑйӗн ачисене юратнине кӑтартма вӗренмелле. Ӑна хӑйӗн шухӑшӗсене, туйӑмӗсене улӑштарма тата хӑйне урӑхла тытма йывӑр пулма пултарать. Анчах ҫавна тума пулать! Ҫакӑн пек улшӑнусем вара ӑна та, унӑн ҫемйине те нумай савӑнӑҫ парӗҫ.
ИЕГОВӐНА МАЛАЛЛА ТА ПӐХӐНСА ТӐРӐР
21, 22. Исаия 65:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑна пӑхӑнни пире мӗнле усӑ парать?
21 Иеговӑна пӑхӑнни нумай усӑ панине Давид патша пӗлнӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесем тӳрӗ — чуна савӑнтараҫҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗ ҫутӑ — куҫӑмӑра уҫать. Санӑн чуруна ҫавсем сыхласа усраҫҫӗ, вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап» (Пс. 18:9, 12). Иеговӑна пӑхӑнакансемпе ӑна итлемен ҫынсем хушшинчи уйрӑмлӑха эпир лайӑх куратпӑр. Кам Иеговӑна пӑхӑнать, ҫавсем «чӗререн хавасланса юрл[аҫҫӗ]». (Исаия 65:13, 14 вуласа парӑр.)
22 Старейшинӑсем, ашшӗсем тата амӑшӗсем Иеговӑна хаваспах пӑхӑнаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсен пурнӑҫӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрет, ҫемьене телейлӗрех тӑвать тата пӗтӗм пухӑва пӗрлештерет. Чи кирли вара — ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать (Ытар. 27:11). Ҫакӑнтан лайӑхраххи мӗн те пулин пур-и вара?
123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
^ 5 абз. Ҫак статьяра эпир Иеговӑна мӗншӗн пӑхӑнмаллине сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех старейшинӑсем, ашшӗсем тата амӑшӗсем — кама Иегова власть панӑ, ҫавсем — Неемия пуҫлӑхран, Давид патшаран тата Иисусӑн амӑшӗнчен, Марийӑран, мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
^ 1 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Кама вӑйпах итлеме хӗтӗртеҫҫӗ, ҫавсене «пӑхӑнни» текен сӑмах килӗшсех каймасть. Анчах Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иеговӑна пӑхӑнни ҫине темскер япӑххи ҫине пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫавна вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе тӑваҫҫӗ.
^ 7 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК: старейшина ывӑлӗпе пӗрле Патшалӑх залӗнче ӗҫлет. Ҫак арҫын тӑван Иерусалим хӳмисене ҫӗнӗрен туса лартма пулӑшнӑ Неемийӑран тӗслӗх илет.
^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК: ашшӗ ҫемйипе пӗрле Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтӑвать.
^ 66 абз. ӲКЕРЧӖК: арҫын ача нумай вӑхӑт хушши видеовӑйӑсем вылянӑран килти ӗҫсене тата шкулта парса янӑ ӗҫсене туман. Унӑн амӑшӗ ӗҫрен ывӑнса килнӗ. Вӑл ывӑлне ҫавӑн пек тума юраманнине лӑпкӑн та кӑшкӑрмасӑр ӑнлантарса парать.