Вулакансен ыйтӑвӗсем
Библире айӑпа ҫирӗплетсе памашкӑн сахалтан та икӗ свидетель кирлӗ тенӗ (Йыша шутл. 35:30; Сак. аст. 17:6; 19:15; Матф. 18:16; 1 Тим. 5:19). Анчах та, Моисей саккунӗ тӑрӑх, арҫын ҫураҫнӑ хӗре «хирте» ярса тытса ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртсен, хӗр кӑшкӑрнӑ пулсан, арҫын аскӑн ӗҫ тунӑшӑн айӑплӑ пулнӑ, хӗрӗ вара айӑплӑ пулман. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине куракан свидетельсем пулман, ҫавӑнпа та мӗншӗн арҫын пирки айӑплӑ тенӗ, хӗр пирки айӑплӑ темен?
Саккуна астутарни 22:25—27 сӑвӑ йӗркисенче илсе панӑ саккунра, тӗпрен илсен, арҫын айӑплӑ пулнипе пулманнине пӗлесси ҫинчен мар, хӗр айӑплӑ пулнипе пулманнине ҫирӗплетсе парасси ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен арҫын айӑплӑ пулни паллӑ пулнӑ ӗнтӗ. Айтӑр контекста пӑхса тухар.
Кӑшт маларах илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенче арҫын ҫураҫнӑ хӗрпе «хулара» ар ҫыхӑнӑвне кӗни ҫинчен каланӑ. Ҫапла тунипе арҫын аскӑн ӗҫ тунӑшӑн айӑплӑ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен ҫураҫнӑ хӗре качча тухнӑ хӗрарӑм вырӑнне хунӑ. Хӗрӗ пирки мӗн калама пулать? Вӑл «хула хушшинче» кӑшкӑрман тенӗ. Хӗр кӑшкӑрнӑ пулсан, ӑна ыттисем илтнӗ пулӗччӗҫ те хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ. Анчах та вӑл кӑшкӑрман, апла пулсан, вӑл ют арҫынпа аскӑн ӗҫ тунӑ, ҫавӑнпа вӗсем иккӗшӗ те айӑплӑ пулнӑ (Сак. аст. 22:23, 24).
Саккунра малалла тепӗр лару-тӑру ҫинчен каланӑ: «Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла, хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех, мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман» (Сак. аст. 22:25—27).
Кун пек чухне судьясем ҫакӑн пек пулма пултарнӑ тесе шутлама пултарнӑ: хӗр «кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман». Ҫавӑнпа вӑл ют арҫынпа аскӑн ӗҫ туман. Анчах та арҫын хӗре ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗшӗн тата ют арӑмпа аскӑн ӗҫ тунӑшӑн айӑплӑ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫураҫнӑ хӗре ярса тытнӑ та унпа пӗрле выртнӑ.
Эппин, ҫак саккунӑн тӗллевӗ хӗр айӑплӑ пулнипе пулманнине палӑртса хурасси пулнӑ, ҫавӑнпа та унта арҫын хӗре ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни тата вӑл ют хӗрарӑмпа аскӑн ӗҫ туни ҫинчен асӑннӑ ҫеҫ. Судьясем пурне те «лайӑх тӗпчесе» пӗлнӗ хыҫҫӑн Турӑ пӗрре анчах мар уҫӑмлӑ кӑтартса панӑ принципсем тӑрӑх йышӑну туни пирки пирӗн иккӗленӳ ҫук (Сак. аст. 13:14; 17:4; Тух. 20:14).