Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хамӑра ертсе пыракан Иисус Христоса итлесе тӑратпӑр

Хамӑра ертсе пыракан Иисус Христоса итлесе тӑратпӑр

«Ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ» (МАТФ. 28:18).

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ирӗкӗ мӗнре?

 ИЕГОВА хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар пӗтӗм тӗнчипех сарӑлтӑр тет (Марк 13:10; 1 Тим. 2:3, 4). Ку вӑл Туррӑн ӗҫӗ. Ҫак ӗҫ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑран, ӑна ертсе пыма вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне шанса панӑ. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарас ӗҫ тӗнче пӗтиччен вӗҫленесси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (Матф. 24:14).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир Иисус «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ сӑнарлӑ апата мӗнле парса тӑнине сӳтсе явӑпӑр (Матф. 24:45). Унсӑр пуҫне, вӑл ҫак чура урлӑ этемлӗх историйӗнчи ырӑ хыпар сармалли чи пысӑк кампание мӗнле йӗркелесе тӑнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех пирӗнтен кашни Иисуса тата шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана мӗнле пулӑшса тӑма пултарнине пӗлӗпӗр.

ИИСУС ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

3. Иисуса мӗнле власть панӑ?

3 Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Пӗлӗте хӑпариччен вӑл Галилейӑра хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсемпе тӗл пулса: «Ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ»,— тесе каланӑ. Асӑрхӑр-ха, ҫавӑн хыҫҫӑнах вӑл: «Ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе... тӗне кӗртӗр»,— тенӗ (Матф. 28:18, 19). Эппин, Иисуса ирӗк, е власть, панине пула вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫе те ертсе пырать.

4. Мӗншӗн Иисус хальхи вӑхӑтра та ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырать тесе ҫирӗппӗн калама пулать?

4 Иисус пур халӑхра та ырӑ хыпар сармалла тата вӗренекенсене хатӗрлемелле тесе каланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп»,— тесе шантарнӑ (Матф. 28:20). Ҫак сӑмахсем Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе хальхи вӑхӑтра та ертсе пынине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

5. Эпир Псалом 109:3-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле пурнӑҫлатпӑр?

5 Иисус юлашки кунсенчи вырма вӑхӑтӗнче ӗҫлекенсем ҫитмессинчен хӑраман. Вӑл псалом юрлаканӑн «Санӑн халӑху... хатӗр тӑрӗ» текен пророкла сӑмахсем пурнӑҫланасса пӗлнӗ (Пс. 109:3). Эсир те ырӑ хыпар саратӑр пулсан, эппин, Иисуспа шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана пулӑшса тӑратӑр тата ҫак пророкла сӑмахсене пурнӑҫлатӑр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе никам та чараймасть. Ҫав-ҫавах йывӑрлӑхсем те пур.

6. Патшалӑх хыпарҫисем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ?

6 Патшалӑх хыпарҫисем тӗл пулакан йывӑрлӑхсенчен пӗри вӑл — хирӗҫ тӑни. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем, тӗн пуҫлӑхӗсем тата политиксем пирӗн ҫинчен нумай суя сараҫҫӗ. Пирӗн хурӑнташсем, паллакансем, пӗрле ӗҫлекенсем ҫав суяна итлесе пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме тата ырӑ хыпар сарма пӑрахма хистеме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара Свидетельсене хӑратаҫҫӗ, арестлеҫҫӗ, тӗрмене те хупаҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсене ҫапла тытни пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Иисус: «Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ»,— тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 24:9). Пире хирӗҫ тӑни эпир Иисус хыҫҫӑн пынине тата Иегова пире ырланине ҫирӗплетсе парать (Матф. 5:11, 12). Ҫынсем пире Шуйттан хӗтӗртнипе хӗсӗрленине эпир пӗлетпӗр. Анчах та Иисус Шуйттанран чылай хӑватлӑрах! Вӑл пулӑшнине пула ырӑ хыпара пур халӑх ҫынни те илтет.

7. Ӳлӗмхи 14:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пурнӑҫланса пынине мӗн ҫирӗплетсе парать?

7 Тепӗр йывӑрлӑх вӑл — ҫынсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни. Иисус Христос Иоанн апостола кӑтартнӑ курӑнуран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫынсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни ырӑ хыпар сарма чӑрмантармӗ. (Ӳлӗмхи 14:6, 7 вуласа парӑр.) Ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланать? Эпир пур ҫынна та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме тӑрӑшатпӑр. Хальхи вӑхӑтра пирӗн сайтри Библие ӑнлантарса паракан материал 1 000 ытла чӗлхепе тухса тӑрать, ҫавӑнпа ӑна пӗтӗм тӗнчипех вулаҫҫӗ. Ертсе пыракан совет «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене, Библи вӗренмелли тӗп пособие, 700 ытла чӗлхе ҫине куҫарма ирӗк панӑ. Унсӑр пуҫне, Иеговӑн организацийӗ суккӑр ҫынсем валли Брайль шрифчӗпе публикацисем тата хӑлхасӑр ҫынсем валли видеороликсем кӑларать. Библири пророкла каланисем пурнӑҫланнине эпир уҫҫӑн куратпӑр. «Тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен» тухнӑ ҫынсем Библири чӑнлӑхӑн таса чӗлхипе калаҫма вӗренеҫҫӗ (Зах. 8:23; Соф. 3:9). Ҫакӑ веҫех Иисус Христос ертсе пынипе пулать.

8. Ырӑ хыпар сарни мӗнле усӑ парать?

8 Хальхи вӑхӑтра 240-е яхӑн ҫӗршывпа территорире 8 000 000 ытла ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрать. Тата кашни ҫул вун-вун пин ҫын шыва кӗрсе Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрать. Анчах та Свидетельсен шучӗ ӳссе пынинчен ҫынсем лайӑх енсене аталантарса «ҫӗнӗ этем» пулса тӑни тата пӗлтерӗшлӗрех (Кол. 3:8—10). Вӗсем ҫинче Исаия 2:4-мӗшӗнчи «халӑхсем... текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» текен сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Нумайӑшӗ аскӑнланса пурӑнма, ыттисене пусмӑрлама тата ҫынна камне кура уйӑрма пӑрахнӑ. Пирӗн лайӑх енсене курса ҫынсем Иеговӑн организацине пыраҫҫӗ. Тата хамӑра лайӑх тытнипе эпир пире Христос Иисус ертсе пынине кӑтартатпӑр (Иоанн 13:35; 1 Петр 2:12). Ҫакӑ веҫех Иисус пулӑшнипе пулса пырать.

ИИСУС ШАНЧӐКЛӐ ТА ӐСЛӐ ЧУРАНА СУЙЛАСА ЛАРТНӐ

9. Юлашки кунсенче мӗн пуласси пирки Матфей 24:45—47 сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланӑ?

9 Матфей 24:45—47 вуласа парӑр. Иисус юлашки кунсенче хӑй хыҫҫӑн пыракансене сӑнарлӑ апат парса тӑмашкӑн «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» лартӑп тесе каланӑ. Ҫак чура тӑрӑшса ӗҫленине эпир курса тӑратпӑр. Пирӗн Ертӳҫӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсене тата чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ арҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗ урлӑ «вӑхӑтра апат парса» тӑрать. Ҫав шанчӑклӑ арҫын тӑвансем ыттисене «ирӗксӗр ӗнентересшӗн мар» (2 Кор. 1:24). Вӗсем Иисус Христос Туррӑн халӑхӗн «ҫулпуҫӗ» пулнине ӗненеҫҫӗ (Ис. 55:4).

10. Мӗнле кӗнеке сире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул ҫине тӑма пулӑшнӑ? (Ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

10 Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Библири чӑнлӑха ӑнлантарса памашкӑн шанчӑклӑ та ӑслӑ чура 1919 ҫултанпа нумай сӑнарлӑ апат кӑларса тӑрать. 1921 ҫулта ҫынсене Библин тӗп вӗрентӗвӗсене пӗлме пулӑшас тесе «Туррӑн арфи» кӗнекене кӑларнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗнӗ публикацисем тухнӑ. Хамӑр ҫӳлти Аттепе паллашма тата ӑна юратма пуҫлама сире мӗнле кӗнеке пулӑшнӑ? «Турӑ шанчӑклӑ» (выр.), «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» (выр.) е «Эсӗ ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑн» (выр.)? «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ», «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?», «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекесем-и е, тен, пирӗн юлашки пособи — «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!»? Ҫак кӗнекесене ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе кӑларнӑ. Тата вӗсенчен кашнийӗ шӑп кирлӗ вӑхӑтра тухнӑ.

11. Мӗншӗн пире сӑнарлӑ апат ҫав тери кирлӗ?

11 Хытӑ ҫимӗҫ чӑнлӑхпа интересленме пуҫланӑ ҫынсене кӑна мар, пур христианина та кирлӗ. Павел апостол: «Хытӑ ҫимӗҫ вӑл ҫитӗннисене тивӗҫлӗ»,— тесе ҫырнӑ. Ҫав ҫимӗҫ пире «ырӑпа усала уйӑрма» пулӑшать (Евр. 5:14). Куратпӑр ӗнтӗ, ҫак тӗнчери ҫынсем нравственность нормисене пачах та тытса тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма ҫӑмӑл мар. Телее, Иисус пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетекен питӗ тутлӑ сӑнарлӑ апат пултӑр тесе тӑрӑшать. Вӑл ертсе пынипе шанчӑклӑ та ӑслӑ чура ҫав апата хатӗрлесе парать.

12. Эпир те, Иисус пекех, Туррӑн ятне питӗ хисеплени ӑҫтан курӑнать?

12 Эпир те, Иисус пекех, Туррӑн ятне питӗ хисеплетпӗр (Иоанн 17:6, 26). Сӑмахран, 1931 ҫултан эпир Библипе килӗшӳллӗн хамӑра Иегова Свидетелӗсем теме пуҫларӑмӑр. Ҫапла тунипе эпир Иеговӑн ятне хисепленине тата унӑн ячӗпе ҫӳресшӗн пулнине кӑтартрӑмӑр (Ис. 43:10—12). Ҫав ҫултах октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа «Хурал башнин» кашни кӑларӑмӗн хуплашки ҫине Туррӑн ятне ҫырма пуҫларӑмӑр. Унсӑр пуҫне, Библин «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Туррӑн ятне, вӑл авалхи алҫырӑвӗсенче ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта, кӗртсе лартнӑ. Христиансен чиркӗвӗсем вара пачах урӑхла тӑваҫҫӗ — хӑйсен Библи куҫарӑвӗсенчен нумайӑшӗнчен Иеговӑн ятне кӑларса пӑрахаҫҫӗ.

ИИСУС ХӐЙ ХЫҪҪӐН ПЫРАКАНСЕНЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

13. Мӗншӗн эсир Иисус шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана ертсе пыни пирки иккӗленместӗр? (Иоанн 6:68).

13 Ҫынсене Турӑ майлӑ тӑма пулӑшас тесе Иисус хӑйӗн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсемпе усӑ курать. Вӗсене вӑл шанчӑклӑ та ӑслӑ чура урлӑ ертсе пырать. Эсир Иеговӑн организацийӗ ҫине мӗнле пӑхатӑр? Тен, эсир Петр Иисуса каланӑ пекех калатӑр: «Кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем» (Иоанн 6:68). Эпир хӑй вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсемпе тӗл пулман пулсан халӗ ӑҫта пулнӑ пулӑттӑмӑр-ши? Туррӑн организацийӗ урлӑ Иисус пире сӑнарлӑ апата ытлӑ-ҫитлӗ парса тӑрать. Тата вӑл пире лайӑх хыпарҫӑсем пулма вӗрентет. Унсӑр пуҫне, вӑл пулӑшнипе эпир «ҫӗнӗ этем» пулса Иеговӑна савӑнтаратпӑр (Эф. 4:24).

14. Иеговӑн организацийӗнче пулни сире COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче мӗнле усӑ пачӗ?

14 Иисус пире йывӑр вӑхӑтсенче кирлӗ хушусем парса тӑрать. Ҫакӑ уйрӑмах COVID-19 пандеми пуҫлансан уҫҫӑн курӑнчӗ. Пӗтӗм тӗнчипе нумай ҫын ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ вӑхӑтра Иисус пире хамӑра хӳтӗлес тесе мӗн тумаллине каларӗ. Пире маскӑсем тӑхӑнса ҫӳремелле тата пӗр-пӗринчен аяккарах тӑмалла терӗҫ. Старейшинӑсене пухури тӑвансемпе тачӑ ҫыхӑну тытмалли ҫинчен, тӑвансен сывлӑхӗпе интересленмелли ҫинчен тата вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалли ҫинчен аса илтерчӗҫ (Ис. 32:1, 2). Унсӑр пуҫне, Ертсе пыракан совет видеосем хатӗрлесе те кирлӗ хушусем парса тата хавхалантарса тӑчӗ.

15. Пандеми вӑхӑтӗнче тӗлпулусене ирттерес тата ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен мӗнле хушусем пулчӗҫ тата ҫакӑ мӗнле усӑ пачӗ?

15 Пандеми вӑхӑтӗнче пире тӗлпулусене мӗнле ирттермелли пирки тата ырӑ хыпара мӗнле сармалли пирки хушусем пачӗҫ. Тӳрех тенӗ пекех, эпир тӗлпулусене тата конгрессене видеопа ҫыхӑнса ирттерме пуҫларӑмӑр. Ырӑ хыпар сарасса вара, телефонпа е ҫыру ҫырса ырӑ хыпар сартӑмӑр. Иегова эпир вӑй хунине пиллерӗ. Нумай ҫӗршывра хыпарҫӑсен шучӗ чылай ӳсрӗ. Тата нумайӑшӗ хӑйсемпе пулса иртнӗ хавхалантаракан тӗслӗхсем каласа пама пултараҫҫӗ. (« Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе пиллет» рамкӑна пӑхӑр.)

16. Эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?

16 Пандеми вӑхӑтӗнче хӑш-пӗрисем организаци ытла та асӑрхануллӑ тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та эпир хамӑра панӑ хушусем усӑ панине курсах тӑраттӑмӑр (Матф. 11:19). Иисус пире юратса ертсе пынине эпир туйса тӑратпӑр. Ҫавӑнпа та пуласлӑхра кирек мӗн пулсан та, Иеговӑпа унӑн юратнӑ Ывӑлӗ яланах пирӗнпе пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. (Еврейсем 13:5, 6 вуласа парӑр.)

17. Хӑвӑра Иисус ертсе пынине курса эсир мӗн туятӑр?

17 Пире Иисус ертсе пынӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Эпир Иеговӑн организацийӗнче тӗрлӗ халӑхран тухнӑ, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсемпе пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑратпӑр. Пирӗн сӑнарлӑ апат туп-туллиех тата пире лайӑх хыпарҫӑсем пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, эпир пурте христиансен пулмалли лайӑх енсене аталантарма тӑрӑшатпӑр тата пӗр-пӗрне хытӑ юратма вӗренетпӗр. Хамӑр Ертӳҫӗпе, Иисуспа, мухтанма пирӗн пур сӑлтав та пур!

16-МӖШ ЮРӐ Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр

^ Хальхи вӑхӑтра миллион-миллион ҫын — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ачасем те — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара хастаррӑн сараҫҫӗ. Эсир те ырӑ хыпар саратӑр пулсан, апла сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ертсе пырать. Ҫак статьяра эпир Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене курӑпӑр. Ҫакӑ пире Христоса итлесе малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ.