Турӑ юратнӑран наказани парать
«Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать» (ЕВР. 12:6).
1. Библире наказани пирки мӗн каланӑ?
«НАКАЗАНИ» сӑмаха илтсен сирӗн пуҫра мӗнле шухӑш ҫуралать? Нумайӑшӗшӗн ҫак сӑмах явап тыттарассипе ҫыхӑннӑ, анчах та Библире «хаса пани», е «наказани пани», тесе куҫарнӑ еврей сӑмахне «вӗрентсе калани, тӳрлетни тата асӑрхаттарса калани» тесе те куҫарма пулать. Библире наказани пани усӑ кӳрет тенӗ тата хӑш-пӗр чухне ӑна пӗлӳпе, ӑслӑлӑхпа, юратупа тата пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ (Ытар. 1:2—7; 4:11—13). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ наказани панинчен вӑл пире юратни тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулни курӑнать (Евр. 12:6). Пире тӳрлетес тесе явап тыттарнӑ чухне те Турӑ хӑйне хаяррӑн тытмасть. Тӗрӗссипе вара, Библире «хаса пани» тесе куҫарнӑ сӑмах ытларах чухне кама та пулин вӗрентсе каланипе, тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗ ачине ӑс панипе, ҫыхӑннӑ.
2, 3. Тӳрлетни шутне мӗн кӗме пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
2 Тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, Джонни ятлӑ арҫын ача пӳлӗмре мечӗкпе вылять. Амӑшӗ ӑна калать: «Джонни, килте мечӗкпе выляма юраманнине пӗлетӗн вӗт! Мӗн те пулин ҫӗмӗрме пултаратӑн». Вӑл вара хӑнк та тумасть, выляма чарӑнмасӑр сӗтел ҫинчи
вазӑна ҫӗмӗрсе пӑрахать. Амӑшӗ Джонние мӗнле тӳрлетӗ? Тен, вӑл ывӑлӗ мӗн туни мӗншӗн япӑх пулнине ӑнлантарса парӗ. Тата, тен, амӑшӗ Джонние аҫу-аннӳне итлени ӑслӑ-тӑнлӑ тесе, эпир палӑртса хунӑ правилӑсем саншӑнах усӑллӑ тесе калӗ. Ҫавӑн пекех ывӑлӗ урӑх апла ан тутӑр тесе амӑшӗ, тен, ӑна наказани парас тейӗ, тӗслӗхрен, вӑхӑтлӑха мечӗкне туртса илӗ. Ҫакӑ ӑна ашшӗ-амӑшне итлеменни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине курма пулӑшӗ.3 Христиансен пухӑвӗнче пулнӑ май эпир «Турӑ килӗнчи» ҫынсем шутланатпӑр (1 Тим. 3:15). Ҫавӑнпа тӳрӗлӗх нормисене палӑртса хума тата вӗсене пӑснӑшӑн пире тӳрлетме Туррӑн право пуррине эпир йышӑнатпӑр. Ҫылӑхсемшӗн йывӑрлӑхсем тӳсни вара пире хамӑрӑн Ҫӳлти Аттене итлемелли ҫинчен аса илтерсе тӑрать. Ҫапла майпа та Иегова пире тӳрлетет (Гал. 6:7). Турӑ пире питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа пирӗн хӗн курмалла ан пултӑр тет (1 Петр 5:6, 7).
4. а) Мӗнле вӗрентсе тӑнине Иегова пиллет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
4 Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсемпе тӳрлетни ачана е Библи вӗренекене Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшать. Библипе усӑ курса эпир ачана е Библи вӗренекене «тӳрӗ пурӑнма» вӗрентетпӗр тата Христос «мӗн хушнине пурне те» ӑнланма тата пурнӑҫра тытса тӑма пулӑшатпӑр (2 Тим. 3:16; Матф. 28:19, 20). Ҫапла майпа вӗрентнине Иегова пиллет, мӗншӗн тесен ҫавна пула Библи вӗренекенсем те ыттисене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшма пултараҫҫӗ. (Тит 2:11—14 вуласа пар.) Айтӑр виҫӗ питӗ кирлӗ ыйтӑва пӑхса тухар: 1) Турӑ наказани панипе пире юратнине кӑтартать тесе мӗншӗн калама пулать? 2) Иегова тӳрлетнӗ ҫынсен тӗслӗхӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? 3) Ыттисене тӳрлетнӗ чухне эпир Иеговӑпа Иисусран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?
ТУРӐ ЮРАТНӐРАН ТӲРЛЕТЕТ
5. Турӑ наказани панипе пире юратнине кӑтартать тесе мӗншӗн калама пулать?
5 Турӑ пире юратнӑран тӳрлетет, вӗрентет тата ӑс парать. Ҫапла майпа вӑл хӑйӗнпе ҫывӑх хутшӑнусене упрама тата пурнӑҫ ҫулӗпе пӑрӑнмасӑр пыма пулӑшать (1 Иоанн 4:16). Вӑл пире ниме тӑман ҫын пек туйтарасшӑн мар, ҫавӑнпа никама та нихӑҫан та хӑртса каламасть (Ытар. 12:18). Пачах урӑхла, вӑл пирӗнте лайӑххине курма тӑрӑшать тата пирӗн суйласа илме право пуррине хисеплет. Иегова сире Библи урлӑ, ӑна ӑнлантарса паракан публикацисем урлӑ, ашшӗ-амӑшӗ е старейшинӑсем урлӑ тӳрлетнӗ чухне вӑл хӑвӑра юратнине куратӑр-и? Эпир тӗрӗс мар утӑм тусан, тен, ҫавна хамӑр ӑнланмасӑрах турӑмӑр пулсан та, старейшинӑсем пире ырӑ кӑмӑлпа тӳрлетме тӑрӑшӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пире Иегова юратнӑ пек юратнине кӑтартӗҫ (Гал. 6:1).
6. Ҫылӑх тунӑ тӑвана тӳрлетес тесе наказани панӑ чухне Иеговӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнать?
6 Хӑш-пӗр чухне тӳрлетес тесе канаш пани е асӑрхаттарса калани ҫителӗксӗр. Ҫын йывӑр ҫылӑх тусан пухури тивӗҫлӗхсемсӗр тӑрса юлма пултарать. Анчах та ун пек чухне те Иеговӑн юратӑвӗ курӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫынна Библи вӗренме, мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама тата кӗлтума ытларах вӑхӑт уйӑрмаллине ӑнланма пулӑшать. Ҫапла тусан вӑл хӑйпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пултарӗ (Пс. 18:8). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑна каллех пухури тивӗҫлӗхсене шанса пама пултараҫҫӗ. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынна пухуран кӑларса янӑ чухне те Туррӑн юратӑвӗ курӑнать, мӗншӗн тесен ҫакӑ пухӑва япӑх витӗмрен хӳтӗлет (1 Кор. 5:6, 7, 11). Турӑ яланах тивӗҫлипе наказани парать, ҫакӑ пухуран кӑларса янӑ ҫынна хӑйӗн ҫылӑхӗ мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланма пулӑшать тата ҫавӑншӑн ӳкӗнме хавхалантарать (Ап. ӗҫ. 3:19).
ИЕГОВА ТӲРЛЕТНИ УСӐ ПАРАТЬ
7. Кам вӑл Севна тата унӑн мӗнле япӑх ен курӑна пуҫланӑ?
7 Тӳрлетни питӗ кирлине курас тесе айтӑр Иегова икӗ ҫынна мӗнле тӳрлетнине пӑхса тухар. Вӗсенчен пӗри Езекия патша вӑхӑтӗнче пурӑннӑ Севна, тепри вара — Грэм ятлӑ христианин. «Кермен пуҫлӑхӗ» пулса ӗҫленӗрен Севнӑн пысӑк власть пулнӑ (Ис. 22:15). Шел пулин те, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл мӑнкӑмӑлланса кайса чапшӑн ҫунма пуҫланӑ. Севна хӑйне валли «чаплӑ тупӑклӑх» та касса ӑсталанӑ (Ис. 22:16—18).
8. Иегова Севнӑна мӗнле тӳрлетнӗ, Севна вара мӗн тунӑ?
8 Ятлӑ-сумлӑ пулассишӗн ҫуннӑ пирки Севна хӑйӗн чыслӑ вырӑнӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ун вырӑнне кермен пуҫлӑхӗ пулма Турӑ Елиакима лартнӑ (Ис. 22:19—21). Ҫакӑ Ассири патши Сеннахирим Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ чухне пулса иртнӗ. Иудейсене хӑратса ӳкерес тата Езекияна парӑнтарас тесе Сеннахирим Иерусалима пысӑк ҫарӗпе пӗрле хӑйӗн представителӗсене янӑ (4 Патш. 18:17—25). Вӗсемпе калаҫма Елиакима кайма хушнӑ, унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен пӗри Севна пулнӑ, ун чухне вӑл ҫыруҫӑ пулса ӗҫленӗ. Ҫакӑ Севна хӑйӗн чӗрине хытарманнине тата ӑшӗнче кӳренсе ҫӳременнине кӑтартать. Пачах урӑхла, вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса чыслах мар ӗҫе туса тӑма килӗшнӗ. Унӑн тӗслӗхӗ пире питӗ кирлӗ виҫӗ япалана вӗрентет.
9—11. а) Севнӑпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Иегова Севнӑна мӗнле майпа тӳрлетни мӗншӗн пире хавхалантарать?
9 Пӗрремӗшӗнчен, Севна хӑйӗн чыслӑ вырӑнне ҫухатни Библири ҫак сӑмахсем чӑн пулнине ҫирӗплетсе парать: «Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх, ӳкесси умӗн мӑнаҫлӑх пырать» (Ытар. 16:18). Сире пухури тивӗҫлӗхсем шанса панӑ пулсан тата ыттисем, тен, сирӗн ҫине темле пысӑк ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ пулсан, эсир хӑвӑра кӗҫӗне хума пӑрахас мар тесе тӑрӑшатӑр-и? Хӑвӑрӑн пултарулӑхсемпе ҫитӗнӳсемшӗн Иеговӑна чыс-мухтав кӳретӗр-и? (1 Кор. 4:7.) Павел апостол ҫырнӑ: «Эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр: Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫав таран йӑвашланса шухӑшлӑр» (Рим 12:3).
10 Иккӗмӗшӗнчен, Севнӑна хыттӑн тӳрлетнипе Иегова ӑна улшӑнма пултарайман ҫын вырӑнне хуманнине кӑтартнӑ (Ытар. 3:11, 12). Севна тӗслӗхӗ пухури тивӗҫлӗхсемсӗр тӑрса юлнӑ тӑвансемшӗн мӗн тери лайӑх тӗслӗх! Хӑвӑрпа та ҫакӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, ӑшра тарӑхса-кӳренсе ан ҫӳрӗр. Ун вырӑнне Иеговӑн ӗҫӗнче мӗн тума пултарнине тума тӑрӑшӑр тата Иегова сире юратнӑран наказани панине асра тытӑр. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, пирӗн Аттемӗр нихӑҫан та пирӗн пирки ку ҫынна тӳрлетме май ҫук тесе шутламӗ. (1 Петр 5:6, 7 вуласа пар.) Турӑ пире юратса тӳрлетнипе эпир лайӑхланма пултаратпӑр, ҫавӑнпа пирӗн унӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулмалла.
11 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова Севнӑна мӗнле тӳрлетнипе ыттисене тӳрлетме власть панӑ ҫынсене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, ҫакӑн пек влаҫа ашшӗ-амӑшӗсене тата пухури старейшинӑсене панӑ. Вӗсем Севнӑпа мӗн пулса тухнинчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Иегова ҫылӑха кураймасть, анчах та ҫылӑха кӗнӗ ҫынна вӑл юратма пӑрахмасть. Вӑл унра ыррине курать. Сирӗн хӑвӑрӑн ачана е старейшина пулнӑ май пухури тӑвана тӳрлетмелле пулсан, эсир Иеговӑран тӗслӗх илме тӑрӑшатӑр-и? (Иуда 22, 23.)
12—14. а) Иегова наказани парсан хӑш-пӗрисем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? ӑ) Турӑ Сӑмахӗ пӗр тӑвана хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑ мӗнле усӑ панӑ?
12 Шел пулин те, наказани панине йышӑнма питӗ йывӑр пулнипе хӑш-пӗрисем Турӑран тата унӑн халӑхӗнчен уйрӑлса кайнӑ (Евр. 3:12, 13). Ҫакӑ вӗсене пулӑшма май ҫуккине пӗлтерет-и? Айтӑр Грэм тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑна пухуран кӑларса янӑ, вӑхӑт иртсен вара пухӑва каялла йышӑннӑ, анчах та каярахпа вӑл ырӑ хыпар сарма тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пӑрахнӑ. Пӗр старейшина Грэмпа туслашма тӑрӑшнӑ, кайран вара Грэм ӑна хӑйпе Библи вӗренме ыйтнӑ.
13 Ҫав старейшина аса илет: «Грэма мӑнкӑмӑллӑх чӑрмантаратчӗ. Хӑйне пухуран кӑларса яма йышӑну тунӑ старейшинӑсем пирки вӑл тиркесе калаҫатчӗ. Ҫавӑнпа эпир Библи вӗренме тӗл пулсан темиҫе хут та мӑнкӑмӑллӑх тата вӑл мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисене сӳтсе яврӑмӑр. Ҫав сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшланӑ май вӑл хӑй мӗнлине куҫкӗски ҫинчи пек лайӑх курма пуҫларӗ. Ҫакӑ ун ҫине ҫав тери пысӑк витӗм кӳчӗ! Хӑйне куҫӗнчи „пӗрене“ — мӑнкӑмӑллӑх — чӑрмантарнине курсан тата ыттисене тиркесе калаҫасси унӑн хӑйӗн ҫитменлӗхӗ пулнине ӑнланса илсен, Грэм тӳрех улшӑнас тесе вӑй хума пуҫларӗ. Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тытӑнчӗ, Турӑ Сӑмахне тӗплӗн тӗпчеме тата кашни кун кӗлтума пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне, ҫемье пуҫӗ пулнӑ май вӑл ҫемйине Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе хӑйӗн яваплӑхӗсене пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫавӑншӑн арӑмӗ те, ачисем те питӗ савӑнатчӗҫ» (Лука 6:41, 42; Иак. 1:23—25).
14 Ҫав старейшина тата ҫапла калать: «Пӗррехинче Грэм ман чӗрене пырса тивекен сӑмахсене каларӗ: „Эпӗ чӑнлӑха нумай ҫул хушши пӗлетӗп, пионер пулса та ӗҫлерӗм, анчах та Иеговӑна юрататӑп тесе эпӗ халь тин калама пултаратӑп“. Кӑшт вӑхӑт иртсен Грэма Патшалӑх залӗнче микрофон йӑтса ҫӳреме ыйтрӗҫ, вӑл ҫак тивӗҫлӗхе питӗ хаклать. Унӑн тӗслӗхӗ мана ҫакна вӗрентет: ҫын хӑйне кӗҫӗне хурса наказани панине йышӑнать пулсан, Турӑ ӑна нумай пиллӗх парать».
ЫТТИСЕНЕ ТӲРЛЕТНӖ ЧУХНЕ ТУРӐПА ХРИСТОСРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР
15. Кама та пулин тӳрлетнӗ чухне пирӗн сӑмахсем витӗмлӗ пулччӑр тесен мӗн тумалла?
15 Лайӑх вӗрентекен пулас тесен чи малтан лайӑх вӗренекен пулмалла (1 Тим. 4:15, 16). Турӑ сире ыттисене тӳрлетме власть панӑ пулсан, сирӗн хӑвӑрӑн Иегова вӗрентнӗ пек пурӑнмалла. Эсир хӑвӑра кӗҫӗне хуратӑр пулсан, ыттисем ҫавна курса сире хисеплӗҫ тата вӗсене сирӗн канаша йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Айтӑр Иисус тӗслӗхне пӑхса тухар.
16. Иисусӑн тӗслӗхӗ ыттисене тӳрлетме тата вӗрентме мӗнле пулӑшать?
Матф. 26:39). Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗ те, хӑй мӗне вӗрентни те — веҫех Турӑрӑн пулнине палӑртса каланӑ (Иоанн 5:19, 30). Хӑйне кӗҫӗне хуни тата яланах Ашшӗ мӗн каланине туни ӑна ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ вӗрентекен пулма пулӑшнӑ. Таса чӗреллӗ ҫынсене унпа юнашар пулма питӗ килӗшнӗ. (Матфей 11:29 вуласа пар.) Аманнӑ хӑмӑш е йӑсӑрланакан хӑйӑ евӗрлӗ ҫынсене вӑл ырӑ сӑмахпа йӑпатнӑ (Матф. 12:20). Тарӑхма сӑлтав пулнӑ пулсан та, Иисус яланах ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ тата вӗсене юратнине кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, пӗр-пӗринпе хӑшӗ аслӑрах тесе тавлашакан апостолсене тӳрлетнӗ чухне унӑн ҫав лайӑх енӗсем курӑнса тӑнӑ (Марк 9:33—37; Лука 22:24—27).
16 Иисус яланах, йывӑр пулнӑ чухне те, хӑйӗн Ашшӗне итленӗ (17. Туррӑн кӗтӗвӗшӗн тӑрӑшма старейшинӑсене мӗнле лайӑх енсем пулӑшаҫҫӗ?
17 Библипе усӑ курса ыттисене тӳрлетнӗ чухне старейшинӑсен Иисусран тӗслӗх илмелле. Ҫапла майпа вӗсем Турӑран та, унӑн Ывӑлӗнчен те вӗренме хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ. Петр апостол ҫырнӑ: «Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр» (1 Петр 5:2—4). Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсем Турра тата Христоса, пухӑвӑн Пуҫне, хаваспах пӑхӑнса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене хӑйсене те, пухури ытти тӑвансене те усӑ парса тӑрӗ (Ис. 32:1, 2, 17, 18).
18. а) Иегова ашшӗ-амӑшӗсене мӗн тума хушать? ӑ) Турӑ ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен яваплӑхӗсене пурнӑҫлама мӗнле пулӑшать?
18 Ҫав принциппах ҫемьере те усӑ курма пулать. Библи ҫемье пуҫӗсене ҫапла чӗнсе калать: «Ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Эф. 6:4). Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ? Турӑ Сӑмахӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ачине тӳрлетмест пулсан вӗсен Иегова умӗнче явап тытма тивӗ (1 Патш. 3:12—14). Ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑран пулӑшу ыйтсассӑн, унӑн Сӑмахӗнче канаш шырасассӑн тата святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнма тӑрӑшсассӑн Турӑ вӗсене ӑслӑлӑх та, вӑй та парӗ. (Иаков 1:5 вуласа пар.)
ПӖР-ПӖРИНПЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНМА ВӖРЕНЕТПӖР
19, 20. а) Иегова пире тӳрлетнине йышӑнсан эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
19 Иеговӑна хамӑра тӳрлетме паратпӑр пулсан тата ыттисене тӳрлетнӗ чухне унран тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илетпӗр пулсан, пирӗн нумай-нумай пиллӗх пулӗ. Ҫемьесем те, пухусем те лӑпкӑ та канӑҫлӑ вырӑн пулса тӑрӗҫ. Унта кашнийӗ хӑйне ыттисем юратнине тата хакланине туйса тӑрӗ (Пс. 71:7). Кӗҫех эпир пурте пӗр ҫемьери пек ӗмӗр-ӗмӗрех пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑпӑр, Иегова вара пирӗн Аттемӗр пулӗ. Иегова пире тӳрлетсе тӑнипе ҫав пурнӑҫпа пурӑнма хатӗрленме пулӑшать. (Исаия 11:9 вуласа пар.) Ҫавна асра тытатпӑр пулсан Иегова пире тӳрлетсе тӑнипе хӑйӗн юратӑвне кӑтартнине курса тӑрӑпӑр.
20 Тепӗр статьяра эпир ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене мӗнле тӳрлетмелли ҫинчен тата пуху пире лайӑхланма мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен ытларах пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир чаруллӑ пулса хамӑра хамӑр мӗнле тӳрлетме пултарнине тата пирӗн чуна кирек мӗнле наказанирен те ытларах мӗн ыраттарма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.