Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Канӑҫлӑх. Ӑна мӗнле тупмалла?

Канӑҫлӑх. Ӑна мӗнле тупмалла?

ЭПИР канӑҫсӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа чӑн-чӑн мир тупас тесен нумай вӑй хума тивет. Канӑҫлӑха тупсан вара ӑна упраса хӑварма ҫав тери йывӑр пулма пултарать. Турӑ Сӑмахӗнчи хӑш канашсем пире чӑн-чӑн канӑҫлӑх тупма тата ӑна упраса хӑварма пулӑшма пултараҫҫӗ? Ҫак тӗлӗшрен эпир ыттисене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

ЧӐН-ЧӐН КАНӐҪЛӐХ МӖНРЕН КИЛЕТ?

Чӑн-чӑн канӑҫлӑха тупнӑ ҫын хӑйне лӑпкӑ та хӳтлӗхри пек туять. Унсӑр пуҫне, чӗрери канӑҫлӑх ҫывӑх туссем пулнипе пулманнинчен те килет. Анчах та чӑн-чӑн мире тупса упраса хӑварас тесен пирӗн чи малтан Турӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене аталантармалла. Ҫакна мӗнле тума пулать?

Йывӑрлӑхсене пула нумайӑшӗ канӑҫлӑха ҫухатать

Иеговӑн тӳрӗлӗх принципӗсемпе саккунӗсене тытса тӑрсан эпир ӑна шаннине тата унпа ҫывӑхланасшӑн пулнине кӑтартатпӑр (Иер. 17:7, 8; Иак. 2:22, 23). Вӑл та пирӗнпе ҫывӑхланса пырӗ тата чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшӗ. Исаия 32:17-мӗшӗнче каланӑ: «Тӳрӗлӗхӗн ӗҫӗ тӑнӑҫлӑх пулӗ, тӳрӗ сутӑн ӗҫӗ ӗмӗрлӗх лӑпкӑ та тӑнӑҫ самана пулӗ». Иеговӑна итлесе пурӑнсан пирӗн чӗрере мир пулать (Ис. 48:18, 19).

Канӑҫлӑх тупма пире тата мӗн пулӑшма пултарать? Ҫӳлти Аттемӗр паракан парне — святой сывлӑш (Ап. ӗҫ. 9:31).

ТУРРӐН СЫВЛӐШӖ КАНӐҪЛӐХ ТУПМА ПУЛӐШАТЬ

Павел апостол святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл асӑннӑ енсенчен виҫҫӗмӗшӗ — канӑҫлӑх (Гал. 5:22, 23). Чӑн-чӑн мире святой сывлӑш пулӑшнипе тупма пулать, ҫавӑнпа пирӗн ӑна хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла. Айтӑр святой сывлӑш мӗнле икӗ майпа пире канӑҫлӑх тупма пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

Пӗрремӗшӗнчен, чӗрери канӑҫлӑха тупас тесен Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах вуламалла (Пс. 1:2, 3). Библири сӑмахсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне святой сывлӑш пире Турӑ тӗрлӗ ыйту пирки мӗн шутланине ӑнланма пулӑшать. Тӗслӗхрен, мӗншӗн Иегова хӑйне лӑпкӑ тытнине тата мир уншӑн мӗншӗн питӗ кирлине курма пулать. Библире мӗн вуланипе пурнӑҫра усӑ курсан вара пирӗн чӗрере тата ытларах мирпе лӑпкӑлӑх пулӗ (Ытар. 3:1, 2).

Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн Турӑран святой сывлӑш ыйтмалла (Лука 11:13). Библире каланӑ тӑрӑх, Иеговӑран пулӑшу ыйтсан вӑл пире пулӑшатех. Унта: «Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ»,— тесе шантарса каланӑ (Флп. 4:6, 7). Турӑран святой сывлӑш ыйтсан вӑл пире чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшӗ, анчах та ҫав канӑҫлӑха вӑл хӑйӗн ҫывӑх тусӗсене кӑна парать (Рим 15:13).

Айтӑр хӑш-пӗр ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Вӗсем Библири канашсемпе усӑ курса кирлӗ улшӑнусем тунӑ, вара чӑн-чӑн канӑҫлӑх тупнӑ. Халӗ вӗсен Иеговӑпа хӑйсем хушшинче те, ыттисемпе те мирлӗ хутшӑнусем, чунра та канӑҫлӑх.

ВӖСЕНЕ КАНӐҪЛӐХ ТУПМА МӖН ПУЛӐШНӐ?

Хӑш-пӗрисем чӑнлӑха пӗличчен ҫилле чарма пӗлмен ҫынсем пулнӑ. Анчах та вӗсем улшӑнма пултарнӑ, вара тимлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнакан ҫынсем пулса тӑнӑ (Ытар. 29:22) *. Айтӑр шӑп ҫакӑн пек улшӑнусем тунӑ икӗ тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем ҫилле тытса чарма тата ыттисемпе мирлӗ пурӑнма вӗреннӗ.

Библири принципсемпе усӑ курсан тата Турӑран святой сывлӑш ыйтсан эпир чӑн-чӑн канӑҫлӑх тупатпӑр

Ыттисем пирки начар шухӑшлани Дейвидӑн калаҫӑвӗсем ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалличчен вӑл час-часах ыттисене критикленӗ тата килтисемпе тӳрккессӗн калаҫнӑ. Вӑхӑт иртсен Дейвид хӑйӗн улшӑнмаллине тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма вӗренмеллине ӑнланса илнӗ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл калать: «Эпӗ Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма пуҫларӑм, ҫакӑ мана ҫемьерисемпе хисеплӗн калаҫма пулӑшрӗ».

Рейчел ҫине вара вӑл мӗнле ҫынсем хушшинче ӳссе ҫитӗнни вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вӑл калать: «Ҫилле тытса чарас тесе манӑн халӗ те нумай вӑй хума тивет. Пирӗн ҫемьере пурте хӑвӑрт тарӑхса каятчӗҫ». Рейчела улшӑнма мӗн пулӑшнӑ? «Эпӗ пӗрмай Иеговӑран пулӑшу йӑлӑнса ыйтаттӑм»,— тет вӑл.

Дейвидӑн тата Рейчелӑн тӗслӗхӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, Библири принципсемпе усӑ курсан тата Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшасса шанса тӑрсан чӑн-чӑн канӑҫлӑха тупма пулать. Эпир усал тӗнчере пурӑнатпӑр пулин те, хамӑр чӗрери мире упраса хӑварма пултаратпӑр, ҫакӑ вара ҫемьерисемпе тата пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Анчах та Иегова пире «пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» тесе хушать (Рим 12:18). Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма чӑнах та пулать-и? Тата ҫакӑ мӗнле усӑ кӳме пултарать?

ЫТТИСЕМПЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНМА ТӐРӐШӐР

Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресе эпир ҫынсене канӑҫлӑх тупма пулӑшатпӑр (Ис. 9:6, 7; Матф. 24:14). Ырӑ хыпара нумай ҫын йышӑнни пире питӗ савӑнтарать. Таврари йывӑрлӑхсене кура вӗсем халӗ хуйха ӳкмеҫҫӗ, тарӑхса та ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсем пуласлӑха ҫирӗп шанчӑкпа пӑхаҫҫӗ тата ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ: «Тӑнӑҫлӑха шыра, ҫавна йӗрле» (Пс. 33:15).

Анчах та ырӑ хыпара пурте йышӑнмаҫҫӗ, уйрӑмах пӗрремӗш хут илтнӗ-илтменех (Иоанн 3:19). Ҫав-ҫавах святой сывлӑш пулӑшнипе эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑра хисеплӗн тытма пултаратпӑр. Ҫапла тунипе эпир Иисус Христос хушнине тытса тӑратпӑр. Матфей 10:11—13 сӑвӑ йӗркисенче вӑл пире ҫакӑн пек канаш панӑ: «Пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: „канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле“ тейӗр; килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ». Ҫак канаша тытса тӑрсан эпир чун канӑҫлӑхне ҫухатмӑпӑр тата хамӑра хисеплӗн тытсан ҫын, тен, тепрехинче ырӑ хыпара итлеме хатӗр пулӗ.

Влаҫра ларакан ҫынсемпе, ҫав шутрах пире хирӗҫ тӑракансемпе те, хамӑра хисеплӗн тытатпӑр пулсан, ҫакӑ та эпир пуринпе те килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнине кӑтартать. Африкӑри пӗр ҫӗршыв правительстви пирӗн организаци ҫинчен пӗр сӑлтавсӑрах япӑх шутланӑ, ҫавӑнпа Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене туса лартма ирӗк паман. Ҫав йывӑрлӑха татса парас тесе пӗр арҫын тӑвана, унччен Африкӑри ҫав ҫӗршывра миссионер пулса ӗҫленӗскере, Лондонри посольствӑна кайма ыйтнӑ. Ҫав тӑванӑн посола Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен тата вӗсем пуринпе те килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшни ҫинчен каласа памалла пулнӑ. Тӗлпулу мӗнле иртнӗ-ха?

Ҫав тӑван аса илет: «Приемнӑйне кӗрсен эпӗ секретарь тумне кура вӑл хӑш халӑх ҫынни пулнине ӑнкарса илтӗм. Эпӗ шӑп ҫав халӑхӑн чӗлхине вӗреннӗччӗ. Секретаре унӑн тӑван чӗлхипе саламласан, вӑл тӗлӗнсе кайрӗ те: „Эсир мӗнле тӗллевпе килтӗр?“ — тесе ыйтрӗ. Эпӗ хисеплӗн: „Посолпа калаҫасшӑнччӗ“,— терӗм. Вара вӑл ӑна шӑнкӑравларӗ. Посол тухрӗ те мана хӑйӗн тӑван чӗлхипе саламларӗ. Эпӗ ӑна Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа патӑм, вӑл вара мана тимлӗ итлерӗ».

Ҫав тӑван хисеплӗн калаҫнине пула посолӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ, вӑл Иегова Свидетелӗсем пирки хӑй тӗрӗс мар шутланине ӑнланса илнӗ. Вӑхӑт иртсен Африкӑри ҫав ҫӗршывра Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене туса лартма ирӗк панӑ. Тӑвансем ҫавӑншӑн питӗ савӑннӑ! Чӑнах та, хамӑра ыттисемпе хисеплӗн тытни нумай усӑ кӳрет тата пуринпе те килӗштерсе пурӑнма пулӑшать.

ПӖТМИ КАНӐҪЛӐХ

Иеговӑн халӑхӗ хушшинче чӑн-чӑн мир тата пӗрлӗх. Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен ҫак лайӑх ене кӑтартма тӑрӑшсан пирӗнпе тӑвансем хушшинчи туслӑх тата ҫирӗпрех пулӗ. Чи кирли вара — ҫапла тунипе эпир Иеговӑна савӑнтарӑпӑр тата пулас райра ӗмӗр-ӗмӗр канӑҫлӑхпа киленсе пурӑнӑпӑр (2 Петр 3:13, 14).

^ 13 абз. Ырӑ кӑмӑллӑ пулмалли пирки святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем ҫинчен калакан статьясенчен пӗринче пӑхса тухӑпӑр.