Турӑ сире хаклать-и?
ТУРӐ ПУЛТАРНӐ ЯПАЛАСЕМ ПИРЕ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ?
Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш сехет амӑшӗшӗн те, ачишӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав тапхӑрта вӗсем хушшинче хӑйне евӗрлӗ ҫыхӑну аталанать, ҫакӑ вара ача ҫитӗнсе пыни ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет *.
Амӑшне анчах ҫуралнӑ ачишӗн юратса тӑрӑшма мӗн хавхалантарать? Жаннет Креншоу профессор пӗр журналта ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, окситоцин гормон нумай пулнӑран «амӑшӗ ачине алла илнӗ чухне, ун ҫине пӑхнӑ чухне тата кӑкӑр ҫитернӗ чухне амӑшӗн ачи патне юрату туйӑмӗ аталанать» (The Journal of Perinatal Education). Ҫав вӑхӑтра амӑшӗн организмӗнче тата тепӗр гормон аталанать, ҫавна пула амӑшӗ ачишӗн тӑрӑшма тата ӑна хытӑрах юратма пуҫлать. Ҫакна пӗлни мӗн парать?
Амӑшӗпе ачи хушшинче хӑйне евӗрлӗ ҫыхӑну пур, мӗншӗн тесен ҫапла ҫынсене юратакан Турӑ, Иегова *, тунӑ. Давид патша хӑйне ҫуралма панӑшӑн тата амӑшӗн аллинче хӑйне хӳтлӗхри пек туйнӑшӑн Турра тав тунӑ. Вӑл: «Мана ҫуралнӑранпах Сана шанса панӑ; эпӗ аннем варӗнче пулнӑ чухнех Эсӗ — манӑн Туррӑм»,— тесе кӗлтунӑ (Псалом 21:10, 11).
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: амӑшӗн анчах ҫуралнӑ ачи патне юрату туйӑмӗ аталантӑр тесе тата уншӑн тӑрӑшас кӑмӑл пултӑр тесе Турӑ ҫынсене ҫапла тунӑ пулсан, уншӑн кашни ҫын питӗ хаклӑ, ҫапла мар-и?
ТУРӐ ҪЫНСЕНЕ ХАКЛАНИ ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?
Иисус Христос пире пултарнӑ Турра пуринчен те лайӑхрах пӗлет. Вӑл вара ҫапла каланӑ: «Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест; сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ; ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах» (Матфей 10:29—31).
Кашни пӗчӗк кайӑк ҫине сахалӑшӗ пӑхӗ, вӗсенчен пӗри ҫӗре ӳкнине вара тата сахалрах ҫын асӑрхӗ. Анчах пирӗн ҫӳлти Атте вӗсенчен кашнине курса тӑрать! Пӗр ҫын вара Турӑшӑн темӗн чухлӗ кайӑкран та хаклӑрах. Апла, эсир Турра кирлӗ мар тесе ан шутлӑр. Вӑл сирӗнпе питӗ интересленет!
Турӑ пирӗнпе интересленет, вӑл пире питӗ пулӑшасшӑн
Библире ҫапла каланӑ
-
«Йӑлтах Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче: вӑл усаллисене те, ыррисене те курать» (ЫТАРӐШСЕМ 15:3).
-
«Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем йӑлӑннӑ енче» (ПСАЛОМ 33:16).
-
«Эсӗ ырӑлӑх тунӑшӑн савӑнам, хӗпӗртем: Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн» (ПСАЛОМ 30:8).
«ИЕГОВА МАНА ЮРАТМАСТЬ ТЕСЕ ШУТЛАТТӐМЧЧӖ»
Турӑ пирӗнпе интересленнине тата пире хакланине пӗлни пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултарать-и? Паллах пултарать. Ҫакӑн пирки Англире пурӑнакан Ханна * акӑ мӗн каласа парать:
«Эпӗ час-часах Иегова мана юратмасть тата манӑн кӗлӗсем ҫине хуравламасть тесе шутлаттӑмччӗ. Ҫакӑ ӗненӳ ҫитсех кайманнипе ҫыхӑннӑ теттӗмччӗ. Турӑ мана наказани парать пек тата эпӗ ӑна кирлӗ мар, эпӗ уншӑн хаклӑ мар пек туйӑнатчӗ мана».
Анчах халӗ Ханна Иегова ӑна юратни пирки тата хаклани пирки пӗртте иккӗленмест. Мӗншӗн унӑн шухӑшӗсем улшӑннӑ? «Шухӑшсене улӑштарма нумай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ,— ӑнлантарса парать вӑл.— Нумай ҫул каялла эпӗ Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен Библи тӑрӑх тунӑ пӗр доклада итленӗччӗ. Ҫак доклад мана Иегова ҫине урӑхла пӑхма тата вӑл мана юратнине курма пулӑшрӗ. Унтан эпӗ Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравланине асӑрхама пуҫларӑм. Вӑл мана юратнине ӑнланса илнӗрен манӑн куҫҫуль те тухатчӗ. Унсӑр пуҫне, Библи вӗреннине пула тата христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳренине пула эпӗ Иегова ҫинчен, унӑн паха енӗсем ҫинчен тата вӑл ҫынсем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен ытларах пӗлтӗм. Халӗ эпӗ куратӑп: Иегова пире пулӑшать, юратать тата пирӗншӗн кашнишӗн тӑрӑшать».
Ханнӑн сӑмахӗсем хавхалантараҫҫӗ. Анчах Турӑ пирӗн туйӑмсене ӑнланнине тата вӗсем ҫинчен манманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Ун пирки тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.
^ 3 абз. Хӑш-пӗр амӑшӗсем ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн депрессипе чирлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫав ҫыхӑнӑва туйсах каймаҫҫӗ. Анчах та ҫавӑншӑн вӗсен хӑйсене айӑпламалла мар. АПШри психикӑна тӗпчекен Наци институчӗн пӗр тӗпчев ӗҫӗнче акӑ мӗн каланӑ: «Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑнхи депресси психикӑпа тата эмоцисемпе ҫыхӑннӑ факторсене пула пулма пултарать. ...анчах ҫакӑ амӑшӗ мӗн тунипе е мӗн туманнипе ҫыхӑнман». Ҫакӑн ҫинчен 2003 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Диагноз: послеродовая депрессия» ятлӑ статьяран ытларах пӗлме пулать.
^ 5 абз. Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ).
^ 15 абз. Ҫак статьясенче хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.