Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Юлашки кунсем вӗҫленсен ҫынсем ҫӗр ҫинче райра пурӑнӗҫ

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  •  Ҫапла.

  •  Ҫук.

  •  Калама пултараймастӑп.

Библи мӗн калать?

«Юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ» (2 Тимофей 3:1). Библири пророкла каланисем тата тӗнчере пулса иртекен событисем эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине кӑтартаҫҫӗ.

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Юлашки кунсенче выҫлӑх, ҫӗр чӗтренни, вӑрҫӑсем пулӗҫ тата хӑрушӑ чирсем анлӑ сарӑлӗҫ (Матфей 24:3, 7; Лука 21:11).

  •  Юлашки кунсенче ҫынсем нравственность тӗлӗшӗнчен пӑсӑлсах пырӗҫ тата Турра юратма пӑрахӗҫ (2 Тимофей 3:2—5).

Этемлӗхе пуласлӑхра мӗн кӗтет?

Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр тата ҫынсем пӗтеҫҫӗ. Теприсем вара, тӗнчери лару-тӑру лайӑхланасса шанаҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?

Библи мӗн калать?

«Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Юлашки кунсем пӗтӗм усаллӑха пӗтернипе вӗҫленӗҫ (1 Иоанн 2:17).

  •  Ҫӗр рай пулса тӑрӗ (Исаия 35:1, 6).