Аслӑ Чӳлмекҫӗне хӑвӑра тӳрлетме ирӗк паратӑр-и?
«Эсир те Ман аллӑмра — ҫак чӳлмекҫӗ аллинчи тӑм пекех» (ИЕР. 18:6).
1, 2. Мӗншӗн Иегова Даниил пирки «хаклӑ ҫыннӑм» тенӗ тата Турра пӑхӑнса пурӑнас тӗлӗшрен эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
ВАВИЛОНА тыткӑна лексен иудейсем ҫав хула йӗрӗхсемпе тулса ларнине тата унта пурӑнакансем ҫине усал сывлӑшсем витӗм кӳрсе тӑнине курнӑ. Анчах та шанчӑклӑ еврейсем, Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ, ҫав ҫынсене хӑйсем ҫине витӗм кӳме паман (Дан. 1:6, 8, 12; 3:16—18). Вӗсем Иеговӑна хӑйсен Аслӑ Чӳлмекҫи вырӑнне хурса ӑна ҫеҫ пуҫҫапма шут тытнӑ. Вӗсем ҫапла тунӑ та! Туррӑн ангелӗ Даниила, пӗтӗм пурнӑҫне тенӗ пекех Вавилонта пурӑнса ирттернӗскере, «хаклӑ ҫыннӑм» тенӗ (Дан. 10:11, 19, ҪТ).
2 Авалхи вӑхӑтра чӳлмекҫӗ тӑмран хӑйне кирлӗ пек савӑт тӑвас тесе тӑма хӑш-пӗр чухне ятарлӑ форма ӑшне пусса кӗртнӗ. Чӑн христиансемшӗн Иегова — Аслӑ влаҫа тытса тӑракан, ҫавӑнпа халӑхсене хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тӳрлетме унӑн право пуррине вӗсем йышӑнаҫҫӗ. (Иеремия 18:6 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Туррӑн пире кашнине уйрӑммӑн тӳрлетме те власть пур. Анчах та вӑл пирӗн суйласа илмелли ирӗк пуррине хисеплет тата пирӗнтен чун-чӗререн хӑйне итлессе кӗтет. Айтӑр Туррӑн аллинче ҫемҫе тӑм пулма пӑрахас мар тесе мӗн тумаллине сӳтсе явар. Эпир виҫӗ ыйту пӑхса тухӑпӑр: 1) Иеговӑн канашне йышӑнма мӗн чӑрмантарма пултарать тата ҫавнашкал пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла? 2) Аслӑ Чӳлмекҫӗ аллинче ҫемҫе тӑм пулма мӗнле паха енсем пулӑшаҫҫӗ? 3) Ачасене вӗрентсе тӳрлетнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑна пӑхӑннине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
ЧӖРЕНЕ ХЫТАРМА ПУЛТАРАКАН ЯПӐХ ЕНСЕНЕ ПӖТЕРМЕ ТӐРӐШӐР
3. Эпир мӗне пула хытӑ чӗреллӗ пулса кайма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.
3 Ытарӑшсем 4:23-мӗшӗнче каланӑ: «Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ». Хамӑр чӗрене пирӗн мӗнрен хӳтӗлемелле? Тӗслӗхрен, чӗрене мӑнкӑмӑллӑх, ҫылӑх тӑвасси йӑлана кӗни, ӗненӳ ҫитменни хытарса яма пултарать. Вара пирӗн пӑхӑнас килми пулса кайма пултарать (Дан. 5:1, 20; Евр. 3:13, 18, 19). Мӑнкӑмӑллӑ Озия патшан тӗслӗхне пӑхса тухар. (2 Ҫулсеренхи 26:3—5, 16—21 вуласа пар.) Малтанах вӑл «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ» тата «Турра уяса тӑнӑ». «Вӑйланса ҫитсессӗн вара унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ». Хӑватне Иегова панине вара маннӑ. Пӗррехинче вӑл храмра фимиам ҫунтарма хӑтланнӑ, ҫакна тума вара Аарон йӑхӗнчи священниксен кӑна право пулнӑ. Священниксем Озияна чарма тӑрсан патша урсах кайнӑ! Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Иегова Озияна мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асаплантарса мӗскӗне хӑварнӑ (Ытар. 16:18).
4, 5. Мӑнкӑмӑллӑха хамӑрта аталанма паратпӑр пулсан мӗн пулса тухма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
4 Асӑрхануллӑ пулмасан пире те мӑнкӑмӑллӑх ярса илме пултарать. Вара эпир хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пуҫлатпӑр тата Библири канашсене йышӑнмасан та пултаратпӑр (Рим 12:3; Ытар. 29:1). Пӗр пухури Джим ятлӑ старейшинӑн тӗслӗхне пӑхар. Пӗррехинче, пухупа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне, вӑл ытти старейшинӑсен шухӑшӗсемпе килӗшмен. Джим аса илет: «Эпӗ арҫын тӑвансене эсир мӗн тунинчен юрату пач та курӑнмасть терӗм те тухса утрӑм». Ултӑ уйӑхран вӑл тепӗр пухӑва куҫнӑ, анчах та унта ӑна старейшина тивӗҫне паман. Джим хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнса ҫапла калать: «Эпӗ халран кайрӑм. Хам мӗн калани тӗрӗсрех тесе шутлани мана суккӑрлатрӗ. Ҫавна пула эпӗ чӑнлӑха хӑвартӑм». Джим вунӑ ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлемен. Вӑл калать: «Мӑнкӑмӑллӑха пулах эпӗ ҫилленсе лартрӑм. Манпа мӗн пулса тухнишӗн эпӗ Иеговӑна айӑплаттӑмччӗ. Ҫак ҫулсенче арҫын тӑвансем ман пата киле килетчӗҫ те калаҫма май шыратчӗҫ, анчах та эпӗ вӗсен пулӑшӑвне йышӑнмастӑмччӗ».
5 Джимӑн тӗслӗхӗ эпир мӑнкӑмӑлланса кайсан хамӑрӑн тӗрӗс мар ӗҫсене тӳрре кӑларма, ҫапла вара хытӑ тӑм пекех пулса тӑма пултарассине кӑтартать (Иер. 17:9). «Эпӗ пӗрмаях ыттисем мӗн тери йӑнӑшаҫҫӗ тесе шутласа ҫӳреттӗм»,— ӑнлантарса парать Джим. Сире пухура кам та пулин кӳрентерни е эсир пӗр-пӗр чыслӑ тивӗҫе ҫухатни пулнӑ-и? Ҫавӑн чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ? Мӑнкӑмӑллӑха хӑвӑр ҫине витӗм кӳме панӑ-и? Е эсир хӑвӑра кӳрентерекенпе мӗнле мирлешесси ҫинчен тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юласси ҫинчен шухӑшланӑ? (Псалом 118:165; Эфес 4:32 вуласа пар.)
6. Ҫылӑх тӑвасси йӑлана кӗрсен пирӗнпе мӗн пулса тухма пултарать?
6 Ҫавӑн пекех ҫылӑх тӑвасси йӑлана кӗрсен е эпир иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнсан пирӗн чӗре Иеговӑн канашӗсене йышӑнми пулса тӑма пултарать. Вара эпир ҫылӑх ӑшне путса лармах пултаратпӑр. Пӗр арҫын тӑван эпӗ хама йӗркесӗр тытни мана пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ тенӗ (Еккл. 8:11). Порнографи пӑхма явӑҫнӑ тепӗр арҫын тӑван ҫапла каланӑ: «Эпӗ старейшинӑсене пӗрмаях критиклеме пуҫланине асӑрхарӑм». Ҫак япӑх йӑлана пула унӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнӑвӗсем пӑсӑлса кайнӑ. Унӑн ҫылӑхӗ ҫинчен пӗлсен старейшинӑсем ӑна пулӑшу панӑ. Паллах, эпир пурте ҫитменлӗхлӗ. Апла пулин те, эпир ыттисене критиклесе ҫӳреме тытӑннине е Иеговӑран каҫару тата пулӑшу ыйтас вырӑнне хамӑрӑн тӗрӗс мар ӗҫсене тӳрре кӑларма тӑрӑшнине асӑрхарӑмӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн чӗре хытма пуҫланине кӑтартма пултарать.
7, 8. а) Ӗненӳ хавшанине пула израильтянсем хытӑ чӗреллӗ пулса тӑни мӗнле курӑннӑ? ӑ) Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?
7 Унсӑр пуҫне, пирӗн чӗре ӗненӳ хавшанине пула та хытма пултарать. Ҫакна Иегова Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ израильтянсен тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Вӗсем Туррӑн ҫӳҫентерсе-тӗлӗнтерсе яракан ӗҫӗсене хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Анчах та Пама пулнӑ ҫӗре кӗҫ-вӗҫ кӗмелле чухне израильтянсен ӗненӗвӗ хавшак пулни палӑрнӑ. Иегова ҫине шанас вырӑнне вӗсем, хӑраса ӳкнӗскерсем, Моисее ӳпкелеме пуҫланӑ. Унччен Египетра чуралӑхра пурӑннӑ пулсан та вӗсем унтах таврӑнма шут тытнӑ! Ҫакӑ Иеговӑн чӗрине мӗн тери ыраттарнӑ пулӗ! Вӑл каланӑ: «Ҫак халӑх Мана хӑҫанччен тарӑхтарса пурӑнӗ?» (Йыша шутл. 14:1—4, 11; Пс. 77:40, 41.) Ӗненменнине тата хытӑ чӗреллӗ пулнине пула ҫав израильтянсем пушхирте вилнӗ.
8 Паян, ҫӗнӗ тӗнчене кӗме хатӗрленнӗ вӑхӑтра, пирӗн ӗненӳ тӗрӗсленет. Ҫавӑнпа хамӑрӑн ӗненӗвӗн ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӑхмалла. Тӗслӗхрен, эпир Матфей 6:33-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ мӗнле йышӑнусем тунинчен тата мӗнле тӗллевсем лартнинчен Иисусӑн сӑмахӗсене чӑннипех ӗненни курӑнать-и? Нумайрах укҫа ӗҫлесе илме май килсен эпӗ пухусене сиктерме е ырӑ хыпар сарма вӑхӑт сахалрах уйӑрма пуҫлӑп-и? Ӗҫ ҫине нумайрах та нумайрах вӑхӑтпа вӑй каяс пулсан эпӗ мӗн тӑвӑп? Эпӗ ҫак тӗнчене хам ҫине витӗм кӳме тата чӑнлӑхран пӑрса яма парӑп-и?»
9. Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн ӗненӗве тӗрӗслесе тӑмалла тата ҫакна мӗнле тума пулать?
9 Калӑпӑр, Иеговӑн пӗр-пӗр ӗҫлекенӗ кампа хутшӑнмалли пирки, мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илмелли пирки е пухуран кӑларса янӑ тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытмалли пирки Библири канашсене кӑмӑлсӑррӑн йышӑнать. Ҫакнашкалли пирӗнпе те пулса иртет пулсан, мӗн тумалла? Пӗр тӑхтамасӑр хамӑрӑн ӗненӗве тӗрӗслесе пӑхмалла! «Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр»,— тенӗ Библире (2 Кор. 13:5). Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса пирӗн тӑтӑшах хамӑра ним улталамасӑр тӗрӗслесе тӑмалла.
МАЛАЛЛА ТА ҪЕМҪЕ ТӐМ ПЕК ПУЛМА ТӐРӐШӐР
10. Иеговӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулма мӗн пулӑшать?
10 Пире малалла та ҫемҫе тӑм пек пулма пулӑшас тесе Турӑ мӗн кирлине пурне те панӑ — хӑйӗн Сӑмахне, христиансен пухӑвне тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе. Тӑма шыв ҫемҫетнӗ пекех, Библие кашни кун вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани пире улшӑнма хатӗр пулма пулӑшать. Ӗлӗк-авал Иегова Израиль патшисене хӑйсене валли Туррӑн Саккунне ҫырса илме тата ӑна кашни кун вулама хушнӑ (Сак. аст. 17:18, 19). Апостолсем те Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма Сӑваплӑ Ҫырӑва вулани тата ун ҫинчен шухӑшлани кирлине ӑнланнӑ. Хӑйсен ҫырӑвӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр хут Еврей Ҫырӑвӗсенчи сӑмахсене илсе панӑ е унта мӗн каланине аса илтерсе ҫырнӑ, ҫавӑн пекех ырӑ хыпара итлекенсене те Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курма хавхалантарнӑ (Ап. ӗҫ. 17:11). Туррӑн Сӑмахне кашни кун вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани пирӗн вӑхӑтра та питӗ кирлине эпир ӑнланатпӑр (1 Тим. 4:15). Ҫакӑ пире хамӑра кӗҫӗне хума тата Иеговӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулма пулӑшать.
11, 12. Кашнине мӗн кирлине шута илсе Иегова пире пуху урлӑ лайӑхланса пыма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.
11 Иегова пире кашнине мӗн кирлине шута илсе пуху урлӑ лайӑхланса пыма пулӑшать. Старейшинӑсенчен пӗри унччен асӑннӑ Джимпа туслӑн калаҫма-хутшӑнма пуҫласан Джимӑн чӗри ҫемҫелнӗ. «Ҫав тӑван мана ӳпкелесе е айӑпласа пӗр сӑмах та каламан,— тет Джим.—
Вӑл манпа ырӑ кӑмӑллӑччӗ тата унӑн мана чӗререн пулӑшас килетчӗ». Виҫӗ уйӑха яхӑн иртсен ҫав старейшина Джима пухӑва пыма чӗннӗ. «Пухура мана хапӑл туса йышӑнчӗҫ,— каласа парать Джим.— Тӑвансен юратӑвӗ мана таврӑнма хавхалантарчӗ. Манӑн хамӑн туйӑмсем ҫинчен ҫеҫ мар, унтан та кирлӗреххи ҫинчен шутламаллине ӑнланса илтӗм. Пухури тӑвансем тата ӗненӳре ҫирӗп тӑма пӑрахман юратнӑ арӑм пулӑшнипе эпӗ каллех Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫавӑн пекех мана 1992 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ „Хурал башнинчи“ „Иегова айӑплӑ мар“ тата „Иеговӑна чунтан парӑнса ӗҫле“ ятлӑ статьясем питӗ хавхалантарчӗҫ».12 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Джим каллех старейшина пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл ытти тӑвансене те ҫавнашкал япӑх енсене пӗтерме тата ӗненӳре ҫирӗп пулма пӗрре анчах мар пулӑшнӑ. Вӑл калать: «Манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп тесе шутланӑччӗ, анчах та эпӗ питӗ йӑнӑшнӑ. Мӑнкӑмӑллӑха хама суккӑрлатма панишӗн эпӗ ӳкӗнетӗп. Мӑнкӑмӑлланса кайса эпӗ чи кирлине куҫран вӗҫертрӗм тата ҫынсен йӑнӑшӗсене кӑна курма пуҫларӑм» (1 Кор. 10:12).
13. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни мӗнле паха енсене аталантарма пулӑшать тата ҫакӑ мӗнле усӑ кӳрет?
13 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пире лайӑхланса пыма мӗнле пулӑшать? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир хамӑра кӗҫӗне хума тата Турӑ сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен паха енсене кӑтартма вӗренетпӗр (Гал. 5:22, 23). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни сире хӑш енчен лайӑхланма пулӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Унсӑр пуҫне, Турра юрӑхлӑ енсене кӑтартатпӑр пулсан, эпир калакан хыпар тата илемлӗрех пулса тӑрать, ҫавна хӑш-пӗрисем уҫҫӑн курса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Австралире икӗ тӑван килрен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр хӗрарӑм хӑйне вӗсемпе питӗ тӳрккессӗн тытнӑ. Анчах та тӑвансем ӑна хисеплӗн итлесе пӗтернӗ. Каярахпа ҫав хӗрарӑма намӑс пулса кайнӑ, вара вӑл филиала ҫыру ҫырса янӑ. Унта вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Манӑн ҫав йӑваш та тӳсӗмлӗ ҫынсенчен хама тӳрккес те мӑнкӑмӑллӑ тытнӑшӑн каҫару ыйтас килет. Эпӗ хама ӑссӑрла тытрӑм, мӗншӗн тесен вӗсем манпа Библи ҫинчен калаҫма килчӗҫ, эпӗ вара вӗсене хыттӑн вӑрҫса кӑларса ятӑм!» Пирӗн тӑвансем кӑмӑлсӑррӑн мӗн те пулин каланӑ пулсан, ҫав хӗрарӑм ҫак сӑмахсене ҫырнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук пулӗ. Чӑнах та, ырӑ хыпар сарас ӗҫ пире те, ытти ҫынсене те питӗ нумай усӑ кӳрет!
АЧАСЕНЕ ВӖРЕНТСЕ ӲСТЕРНӖ ЧУХНЕ ТУРРА ИТЛЕМЕЛЛЕ
14. Ачасене вӗрентни ӑнӑҫуллӑ пултӑр тесен ашшӗ-амӑшӗсен мӗн тумалла?
14 Ытларах чухне ачасем нумай пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ тата вӗсен хӑйсене мӑнна хурас шухӑш ҫук (Матф. 18:1—4). Ҫавӑнпа та ӑслӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗн пӗчӗкренех чӑнлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн тата ӑна юратма вӗрентесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (2 Тим. 3:14, 15). Паллах ӗнтӗ, ҫак ӗҫ ӑнӑҫуллӑ пултӑр тесен, чӑнлӑхӑн малтанах ашшӗ-амӑшӗсен чӗринче пулмалла тата вӗсен хӑйсен унпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Ашшӗ-амӑшӗсем ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан ачисем чӑнлӑх ҫинчен илтеҫҫӗ кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнасси мӗне пӗлтернине те кураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ачасем хӑйсене вӗрентсе тӑнинче ашшӗ-амӑшӗ юратнине те, Иегова юратнине те курма вӗренеҫҫӗ.
15, 16. Ачине пухуран кӑларса янӑ пулсан, ашшӗ-амӑшӗ Турӑ ҫине шаннине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
15 Ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑнлӑха вӗрентсен те, хӑш-пӗрисем чӑнлӑх ҫулне хӑвараҫҫӗ, теприсене вара пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Ҫакӑ ҫемьерисене питӗ кулянтарать. «Пиччене пухуран кӑларса ярсан, ҫакӑ маншӑн вӑл вилнӗпе пӗрех пулчӗ,— каласа парать Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан хӗрарӑм тӑван.— Манӑн чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ!» Ҫав тӑван тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫав лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытнӑ? Вӗсем Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ пек тунӑ. (1 Коринф 5:11, 13 вуласа пар.) «Эпир Библире хушнӑ пек тума ҫирӗп шут тытрӑмӑр,— тенӗ ҫав ҫамрӑк ачан ашшӗ-амӑшӗ.— Турра итлени кирек камшӑн та пиллӗх пулӗ тесе шутларӑмӑр. Пухуран кӑларса янипе Иегова тӳрлетме тӑрӑшнине эпир пӗлнӗ, вӑл вара ҫакна юратнӑран тӑвать тата хаса панӑ чухне виҫине пӗлет. Ҫавӑнпа эпир хамӑр ывӑлпа питӗ кирлӗ чухне ҫеҫ, ҫемьери пысӑк ыйтусене татса памалла чухне ҫеҫ, калаҫаттӑмӑр».
16 Ывӑлӗ вара хӑйне мӗнле туйнӑ? «Килтисем мана кураймаҫҫӗ тесе шутламан эпӗ,— тет ҫав ҫамрӑк тӑван,— вӗсем Иеговӑна тата унӑн организацине итленӗрен манпа калаҫманнине эпӗ пӗлнӗ». Тата вӑл ҫапла калать: «Кӗлӗре каҫару тата пулӑшу ыйтма тивнӗ чухне Иеговӑсӑр пурнӑҫ ҫуккине ӑнланатӑн». Каярахпа ҫав ҫамрӑк тӑвана пухӑва каллех йышӑннӑ, ҫакӑ унӑн ҫемйине калама ҫук савӑнтарнӑ! Ҫапла, хамӑрӑн пур ҫул ҫинче те Иеговӑна итлени пиллӗхсем патне илсе пырать (Ытар. 3:5, 6; 28:26).
17. Мӗншӗн пирӗн пур лару-тӑрура та Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнмалла тата ҫакӑ пире мӗнле пиллӗхсем парӗ?
17 Исаия пророкла каланӑ тӑрӑх, Вавилон тыткӑнӗнче пурӑнакан иудейсем хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнӗҫ те ҫапла калӗҫ: «Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке! Эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ, эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ». Кайран вара вӗсем ҫапла йӑлӑнса ыйтӗҫ: «Виҫесӗрех ан ҫиллен, Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн йӗркесӗрлӗхе ӗмӗрех ан асӑн. Пӑхсамччӗ: эпир пурте — Санӑн халӑху» (Ис. 64:8, 9). Пур лару-тӑрура та Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнатпӑр пулсан эпир, ӗлӗк-авал пурӑннӑ пророк Даниил пекех, Туррӑн кӑмӑлне каякан ҫынсем пулатпӑр. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗпе, святой сывлӑшӗпе тата организацийӗпе усӑ курса пире малалла та лайӑхланса пыма пулӑшӗ, вара пуласлӑхра пирӗн пирки Туррӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр ачисем тесе калама пултарӗҫ (Рим 8:21).