Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа эсир тӗрӗс усӑ куратӑр-и?

Ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа эсир тӗрӗс усӑ куратӑр-и?

УНӐН йывӑрӑшӗ пӗр килограмм ҫурӑ яхӑн кӑна, анчах та ун пирки «Ҫут тӗнчери тӗпчесе тупнӑ япаласенчен чи кӑткӑс япала» теҫҫӗ. Мӗн ку? Ҫыннӑн пуҫ мими. Вӑл чӑнах та тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Эпир ун ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлетпӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иеговӑна унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсемшӗн пархатарлӑ пулатпӑр (Пс. 138:14). Айтӑр пуҫ мимин пӗр пултарулӑхне — ӑсра сӑнарлас пултарулӑха — пӑхса тухар.

Ӑсра сӑнарлани мӗне пӗлтерет? Пӗр словарьте каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ «шухӑшласа мӗне те пулин куҫ умне тӑратма пултарнине, ӑс-хакӑл хайлавне, ӗмӗтленнине» пӗлтерет. Эпир ҫак пултарулӑхпа час-часах усӑ курнипе эсир килӗшетӗр пулӗ. Сӑмахран, эсир хӑвӑр нихӑҫан та пулман вырӑн пирки вуланӑ е илтнӗ пулӗ. Анчах та эсир унта пулман пулсан та, ҫакӑ сире ҫав вырӑна куҫ умне кӑларса тӑратма чӑрмантарнӑ-и? Чӑнах та, эпир нихӑҫан та курман, илтмен, алра тытман, тутанса е шӑршласа пӑхман япала ҫинчен шухӑшланӑ чухне ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа усӑ куратпӑр.

Библире пире Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ тенӗ (Пулт. 1:26, 27). Ҫакӑ Иеговӑн та ӑсра сӑнарлас пултарулӑх пуррине пӗлтермест-и вара? Турӑ пире ҫак пултарулӑха панӑ пирки вӑл пирӗнтен ҫак пултарулӑхпа унӑн ирӗкне лайӑхрах пӗлмешкӗн усӑ курасса кӗтет (Еккл. 3:11). Ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа тӗрӗс усӑ курас тесен пирӗн мӗн тумалла тата мӗнрен пӑрӑнмалла?

ӐСРА СӐНАРЛАС ПУЛТАРУЛӐХПА ТӖРӖС МАР УСӐ КУРНИ:

1. Кирлӗ мар вӑхӑтра е кирлӗ марри ҫинчен ӗмӗтленни.

Ӗмӗтленнинче ним япӑххи те ҫук. Вӑл усӑ кӳме пултарассине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем те пур. Анчах та Екклесиаст 3:1-мӗшӗнче «пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ» тесе каланӑ. Ҫакӑ пӗр-пӗр ӗҫ валли майлӑ мар вӑхӑт пулма пултарнине пӗлтерет. Тӗслӗхрен, пухура е хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне шухӑшсемпе таҫта та ҫитетпӗр пулсан, ӑсра сӑнарлас пултарулӑх пире пулӑшать тесе калаймӑн. Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пуҫра таса мар шухӑшсене явӑнма пани питӗ хӑрушӑ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 5:28). Пирӗн пуҫра сиксе тухакан сӑнарсенчен хӑш-пӗрисем Иеговӑна йӗрӗнтерме те пултараҫҫӗ. Аскӑн ӗҫсем ҫинчен шухӑшлани-ӗмӗтленнине пула ҫын аскӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма пултарать. Ҫавӑнпа ӑсра сӑнарлас пултарулӑха нихӑҫан та хӑвӑра Иеговӑран пӑрса яма ан парӑр!

2. Пуянлӑх хӳтӗлет тесе шутлани.

Укҫа-тенкӗпе япаласем кирлӗ паллах. Анчах та телей тата хӑрушсӑрлӑх вӗсенчен килет тесе шутлама пуҫласан пирӗн ӗмӗт татӑлатех. Ӑслӑ Соломон ҫапла ҫырнӑ: «Пуяншӑн мул вӑл — тӗреклӗ хула пек, вӑл [«хӑйӗн ӑсӗнче», ҪТ] ӑна ҫӗнтерейми хӳме вырӑнне хурать» (Ытар. 18:11). Тӗслӗхрен, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: 2009 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче шалкӑм ҫумӑра пула Манила хулине (Филиппин) 80 процент ытла шыв илнӗ пулнӑ. Пуян ҫынсем чухӑннисенчен лайӑхрах лару-тӑрура пулнӑ-и? Пӗр пуян арҫын, нумай пурлӑх ҫухатнӑскер, каланӑ: «Шыв илни чухӑннисене те, пуяннисене те йывӑрлӑхсемпе хӗн-асап кӳрсе пӗр тан туса хучӗ». Пуянлӑх чӑн-чӑн хӳтлӗх парассине ӗненме пуҫлама ҫӑмӑл. Анчах ку пушӑ ӗмӗт ҫеҫ.

3. Шухӑшласа кӑларнӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен пӑшӑрханни.

Иисус ытлашши ан пӑшӑрханӑр тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 6:34). Пӗрмай пур япалашӑн та пӑшӑрханакан ҫын хӑйӗн ӑсӗнче хӑрушӑ сӑнарсем ӳкерме пултарать. Шухӑшласа кӑларнӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен пӑшӑрханнипе халран кайма та пулать, вӗсем вара, тен, нихӑҫан та пулмӗҫ. Сӑваплӑ Ҫырура ытлашши пӑшӑрхансан хуйха ӳкме тата депрессипе чирлесе кайма та пулать тенӗ (Ытар. 12:25). Ҫавӑнпа пирӗн Иисус панӑ канаша тытса тӑмалла: ытлашши пӑшӑрханса ҫӳремелле мар, йывӑрлӑхсене вара вӗсем сиксе тухнӑ май татса памалла.

ӐСРА СӐНАРЛАС ПУЛТАРУЛӐХПА ТӖРӖС УСӐ КУРНИ:

1. Хӑрушӑ лару-тӑрусене маларах курни тата вӗсенчен пӑрӑнни.

Сӑваплӑ Ҫыру пире ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тата хӑрушлӑха маларах курма хавхалантарать (Ытар. 22:3). Ӑсра сӑнарлас пултарулӑх эпир тӑвакан йышӑнусем мӗн патне илсе пыма пултарассине маларах курма пулӑшать. Калӑпӑр, сире туслӑ тӗлпулӑва чӗннӗ. Ӑсра сӑнарлас пултарулӑх сире тӗрӗс йышӑну тума мӗнле пулӑшма пултарать? Малтан унта кама-кама тата мӗн чухлӗ ҫынна чӗнни ҫинчен, тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пуласси ҫинчен шухӑшлӑр. Унтан ҫав тӗлпулура мӗн-мӗн пулма пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унта пуҫтарӑннисенчен пурте хӑйсене Библири принципсемпе килӗшӳллӗ тытӗҫ-и? Ҫакӑн пек ыйтусем пани сире ҫав тӗлпулӑва куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшӗ. Ҫапла вара ӑсра сӑнарлас пултарулӑха пула эсир ӑслӑ йышӑнусем тума тата Иегова сивлекен ӗҫсенчен пӑрӑнма пултаратӑр.

2. Ҫӑмӑл мар лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен шутласа пӑхни.

Ӑсра сӑнарлас пултарулӑх пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать. Калӑпӑр, эсир пухури тӑванпа хирӗҫсе илнӗ. Ҫав тӑванпа мирлешес тесен мӗн тумалла? Кунта нумай япалана шута илмелле. Ҫав тӑван ҫынсемпе мӗнле калаҫать? Хӑш вӑхӑтра ун патне пырсан аванрах? Мӗн тата мӗнле каламалла? Ҫакна ӑсра сӑнарласан эпир сиксе тухнӑ йывӑрлӑха татса памалли темиҫе мая курма, унтан чи лайӑххине суйласа илме пултаратпӑр (Ытар. 15:28). Йывӑрлӑха мӗнле татса памалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшлани пире пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа ҫапла майпа усӑ курни чӑнах та лайӑх.

3. Библи вуланине тата тӗпченине интереслӗрех туни.

Кашни кун Библи вулани питӗ кирлӗ. Анчах та ҫакӑ кунне нумайшар страница вуласа тухмаллине пӗлтермест. Вуланӑ чухне пирӗн хамӑршӑн усӑллӑ шухӑшсене тупмалла тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла. Библи вулани пире Иеговӑн ӗҫӗсемшӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшмалла. Ҫак тӗлӗшрен ӑсра сӑнарлас пултарулӑх питӗ усӑллӑ. Мӗншӗн? «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» кӗнеке пирки шухӑшласа пӑхар. Ҫак кӗнекене вулани пире Библире каласа панӑ ҫынсене тата вӗсемпе мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшӗ. Эпир хамӑр ӑсра сӑнарланине пула ӗҫсем ӑҫта пулса иртнине курма, сасӑсене илтме, шӑршӑсене туйма тата каласа панӑ ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма пултаратпӑр. Вара эпир Библири хамӑр лайӑх пӗлнӗ пек туйӑнакан сӑвӑ йӗркисене вуласа нумай усӑ илетпӗр тата хавхалантаракан шухӑшсене тупатпӑр. Ҫапла майпа Библи вулани тата тӗпчени интереслӗрех пулӗ.

4. Ыттисене хӗрхенме вӗренни тата хӗрхеннине ӗҫсемпе кӑтартни.

Хӗрхенни — питӗ лайӑх ен. Ҫак паха ене пула эпир ҫын хуйхине ӑнланма пултаратпӑр. Иеговӑпа Иисус ҫынсене хӗрхеннине кӑтартаҫҫӗ, пирӗн вӗсенчен тӗслӗх илмелле (Тух. 3:7; Пс. 71:13). Ыттисене хӗрхенме вӗренес тесе мӗн тума пулать? Ӑсра сӑнарлас пултарулӑх ҫак тӗлӗшрен те питӗ пулӑшма пултарать. Пухури пӗр-пӗр тӑван тӳсекен йывӑрлӑха эпир, тен, нихӑҫан та курман. Апла пулин те, эсир хӑвӑртан ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эпӗ мӗн туйнӑ пулӑттӑм? Ҫак самантра мана пуринчен ытла мӗн кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ?» Ҫак ыйтусене хуравланӑ чухне эпир ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа усӑ курсан ыттисене ытларах хӗрхенме пултарӑпӑр. Христианин пур лару-тӑрура та, ҫав шутрах ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне, хӗрхеннине кӑтартсан ҫакӑ уншӑн та, ыттисемшӗн те усӑллӑ пулӗ.

5. Ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫа куҫ умне кӑларса тӑратни.

Ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ мӗнле пуласси ҫинчен Библире нумай ҫырса кӑтартнӑ (Ис. 35:5—7; 65:21—25; Ӳлӗм. 21:3, 4). Пирӗн публикацисенче ҫакӑн ҫинчен каласа панӑ чухне час-часах хитре ӳкерчӗксем вырнаҫтараҫҫӗ. Мӗншӗн? Ӳкерчӗксем пире ҫав пулас пиллӗхсене куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшаҫҫӗ. Иегова, ӑсра сӑнарлас пултарулӑха Паракан, ҫак пултарулӑх мӗн тери витӗмлӗ пулнине пуринчен лайӑхрах пӗлет. Турӑ сӑмах панисем ҫинчен шухӑшланӑ чухне ҫак пултарулӑхпа усӑ курни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет, ҫавӑн пекех пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать.

Ӑсра сӑнарлас пултарулӑха панӑшӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫак тӗлӗнмелле парне пире Турӑшӑн кунран кун шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма пулӑшать. Айтӑр, ӑсра сӑнарлас пултарулӑхпа тӗрӗс усӑ курар. Ҫапла тунипе эпир ҫак хаклӑ парнене Паракана пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр.