Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫсан Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене хавшама ан парӑр

Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫсан Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене хавшама ан парӑр

«Санӑн сӑмахна чӗрем тӗпӗнчех тытатӑп» (ПС. 118:11).

ЮРӐСЕМ: 142, 47

1—3. а) Чи малтанах пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла? ӑ) Урӑх чӗлхе вӗренекенсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ тата ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ЫРӐ ХЫПАРА «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те» пӗлтерӗҫ тесе пророкла каланӑ сӑмахсене пин-пин Иегова Свидетелӗ пурнӑҫа кӗртет (Ӳлӗм. 14:6). Тен, эсир ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме шут тытрӑр. Е миссионер пулса ӗҫлетӗр, е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗршыва куҫса кайрӑр. Е эсир хӑвӑр ҫӗршыврах ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗпе ӗҫлесе тӑратӑр.

2 Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те чи малтанах Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшмалла тата ҫак тӗлӗшрен хӑйсен ҫемйинчисене те пулӑшмалла (Матф. 5:3). Анчах та ытти ӗҫсем пит нумай пулнӑран хӑш-пӗр чухне Библие хамӑр тӗллӗн тарӑнрах тӗпчеме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне е ушкӑнне куҫакансен вара урӑхларах йывӑрлӑхсем те пур.

3 Ҫакӑн пек тӑвансен урӑх чӗлхе кӑна мар, «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене те» куллен кун вӗренмелле (1 Кор. 2:10). Анчах та хальлӗхе вӗсем урӑх чӗлхепе калаҫма-вулама лайӑхах пӗлмеҫҫӗ пулсан мӗн тумалла-ши? Тата Туррӑн сӑмахӗсем ачисен чӗрине кӗрсе юлччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсен мӗншӗн вӑй хумалла?

ТУРӐПА ХАМӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕМ МӖНШӖН ХАВШАМА ПУЛТАРАҪҪӖ

4. Мӗне пула Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑх хавшама пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Туррӑн Сӑмахне ют чӗлхепе япӑх ӑнланатпӑр пулсан Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑх хавшама пултарать. Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑннӑ иудейсен ачисем тӑван чӗлхепе калаҫма пӗлменнине курсан Неемия питӗ куляннӑ. (Неемия 13:23, 24 вуласа пар.) Ҫак ачасем, тӗрӗссипе каласан, Туррӑн Сӑмахӗнче мӗн каланине ӑнланайманран хӑйсем пирки Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тесе шутлама пӑрахнӑ (Неем. 8:2, 8).

5, 6. Ачасемпе пӗрле ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫнӑ ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ тата мӗншӗн?

5 Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫнӑ хӑш-пӗр ачаллӑ тӑвансем хӑйсен ачисем чӑнлӑхпа интересленме пӑраха пуҫланине асӑрханӑ. Пуху тӗлпулӑвӗсенче мӗн каланине ачасем ӑнлансах кайманнине пула Библири чӑнлӑх сӑмахӗсем вӗсен чӗри патнех ҫитмеҫҫӗ. Хӑйӗн ҫемйипе пӗрле Кӑнтӑр Америкӑран Австралие куҫса кайнӑ Педро ятлӑ 1 арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Турӑ ҫинчен калаҫнӑ чухне ҫакӑ чӗрене, кӑмӑл-туйӑма пырса тивтӗр тесе тӑрӑшмалла» (Лука 24:32).

6 Тӑван чӗлхепе вуланипе танлаштарсан, ют чӗлхепе вуланӑ чухне мӗн вулани пирӗн чӗрене пырса тивмесен те пултарать. Унсӑр пуҫне, пире урӑх чӗлхепе калаҫма йывӑр пулсан, пирӗн кӑмӑл пусӑрӑнма пултарать тата Туррӑн ӗҫне тума вӑй та юлмӗ. Акӑ мӗншӗн пирӗн ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗнче хастарлӑн ӗҫлесе тӑмалла кӑна мар, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене те ҫирӗплетмелле (Матф. 4:4).

ВӖСЕМ ТУРӐПА ХӐЙСЕМ ХУШШИНЧИ ХУТШӐНУСЕНЕ ХАВШАМА ПАМАН

7. Даниила хӑйсен йӑли-йӗрки тӑрӑх пурӑнма хӑнӑхтарас шутпа вавилонянсем мӗн тунӑ?

7 Даниилпа унӑн юлташӗсем тыткӑна лексен, вавилонянсем вӗсене «халдей ҫырулӑхӗпе чӗлхине» вӗрентнӗ. Ҫапла вара вӗсене хӑйсен йӑли-йӗрки тӑрӑх пурӑнма хӑнӑхтарасшӑн пулнӑ. Унсӑр пуҫне, патша керменӗнче ӗҫлесе тӑракансен пуҫлӑхӗ вӗсене Вавилонри ятсене панӑ (Дан. 1:3—7). Даниила панӑ ят Вавилонри чи аслӑ турӑпа, Белӑпа, ҫыхӑннӑ пулнӑ. Навуходоносор патша Даниила ҫак турӑ унӑн Иегова Туррине ҫӗнтернӗ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ пулӗ (Дан. 4:5).

8. Ют ҫӗршывра пурӑннӑ чухне Даниила Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп упраса хӑварма мӗн пулӑшнӑ?

8 Патша сӗтелӗ ҫинчен ҫиме пултарнӑ пулин те, Даниил ҫав апат-ҫимӗҫпе «ирсӗрленес темен» (Дан. 1:8). Хӑйӗн тӑван чӗлхипе ҫырнӑ сӑваплӑ кӗнекесене тӗпченине пула вӑл, ют ҫӗршывра пурӑннӑ пулсан та, хӑйпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп упраса хӑварма пултарнӑ (Дан. 9:2). Ҫавӑнпа та Вавилона куҫса кайнӑранпа 70 ҫул иртсен те Даниила унчченхи пекех еврей ячӗпе чӗннӗ (Дан. 5:13).

9. Туррӑн Сӑмахӗ 118-мӗш псалома ҫыракана мӗнле усӑ панӑ?

9 118-мӗш псалома ҫыраканӑн патша керменӗнче ӗҫлесе тӑракансем хӑйӗнчен кулса мӑшкӑлланине тӳсме тивнӗ. Туррӑн Сӑмахне вулани ӑна ыттисем пек усалланса каясран пулӑшнӑ, вӑй та парса тӑнӑ (Пс. 118:23, 61). Вӑл Туррӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшланӑ, вара вӗсем унӑн чӗри ӑшнех кӗрсе юлнӑ. (Псалом 118:11, 46 вуласа пар.)

ТУРӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

10, 11. а) Библи тӗпченӗ чухне пирӗн мӗнле тӗллев пулмалла? ӑ) Ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫламалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

10 Пирӗн пухура та, ӗҫре те яваплӑхсем нумай пулма пултараҫҫӗ, ҫапах та пурин те харпӑр хӑй тӗллӗн Библи вӗренме тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма вӑхӑт уйӑрмалла (Эф. 5:15, 16). Анчах та эпир палӑртнӑ страницӑсене вуласа тухассишӗн е пухура комментари пама хурав хатӗрлессишӗн ҫеҫ тӑрӑшмастпӑр. Пирӗн тӗллев — Библири сӑмахсене хамӑрӑн чӗре ӑшнех кӗртсе хурасси тата ӗненӗве ҫирӗплетесси.

11 Библи тӗпченӗ чухне ыттисене мӗн кирли ҫинчен кӑна мар, хамӑра мӗн кирли ҫинчен те шухӑшламалла (Флп. 1:9, 10). Пирӗн ҫакна ӑнланмалла: пухӑва е ырӑ хыпар сарма хатӗрленнӗ чухне, е доклад хатӗрленӗ чухне эпир мӗн вулани хамӑра мӗнле усӑ парасси ҫинчен шухӑшласах каймастпӑр. Тӗслӗхрен: апат пӗҫернӗ чухне повар час-часах ӑна тутанса пӑхать, анчах та ҫавна ҫисе пӑхни ҫеҫ уншӑн ҫителӗклӗ теме ҫук. Таса-сывӑ пулас тет пулсан, унӑн апата лайӑх ҫимелле. Ҫавнашкалах пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем яланах ҫирӗп пулччӑр тесен тӑтӑшах Библи тӗпчемелле.

12, 13. Мӗншӗн ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫса каякансем нумайӑшӗ тӑван чӗлхепе ҫырнӑ Библие тӑтӑшах тӗпчеҫҫӗ?

12 Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫса кайнӑ тӑвансем нумайӑшӗ Библие хӑйсен тӑван чӗлхипе тӗпчеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 2:8). Миссионерсем те ӗненӗве ҫирӗп упраса хӑварас тесен пухура мӗн каланине ҫиелтен ҫеҫ ӑнланни ҫителӗксӗр пулнине пӗлеҫҫӗ.

13 Сакӑр ҫула яхӑн перс чӗлхине вӗренекен Алан ятлӑ тӑван каласа парать: «Перс чӗлхипе иртекен пухусене хатӗрленнӗ чухне эпӗ ытларах ҫак чӗлхене вӗренесси ҫинчен шухӑшлатӑп. Пуҫа нумай ӗҫлеттерме тивнӗрен Библири чӑнлӑхсем манӑн чӗрене пырса тивмесен те пултараҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн эпӗ тӑван чӗлхепе ҫырнӑ Библие тата пирӗн публикацисене тӗпчеме яланах вӑхӑт уйӑратӑп».

ТУРРӐН СӐМАХНЕ АЧАСЕН ЧӖРИ ПАТНЕ ҪИТЕРМЕ ТӐРӐШӐР

14. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗн тӗрӗслесех тӑмалла тата мӗншӗн?

14 Христиансем пулнӑ май ашшӗ-амӑшӗсен Туррӑн Сӑмахӗ хӑйсен ачисен ӑстӑнӗпе чӗри ҫине витӗм кӳнипе кӳменнине асӑрхасах тӑмалла. Урӑх чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗнче виҫӗ ҫул ытла пулнӑ хыҫҫӑн Сержпа унӑн арӑмӗ Мюрьель хӑйсен 17 ҫулхи ывӑлне ырӑ хыпар сарасси те, пухӑва каясси те савӑнӑҫ кӳме пӑрахнине асӑрханӑ. Мюрьель калать: «Унччен ӑна ырӑ хыпара тӑван чӗлхепе, француз чӗлхипе, пӗлтерсе ҫӳреме килӗшетчӗ, ют чӗлхепе ырӑ хыпар сарасси вара ӑна савӑнтарми пулчӗ». Серж ҫапла калать: «Ывӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пӑрахнине асӑрхасанах эпир хамӑрӑн унчченхи пухӑвах таврӑнма шутларӑмӑр».

Туррӑн Сӑмахӗ сирӗн ачан чӗри ҫине витӗм кӳнине тӗрӗслесех тӑрӑр (14, 15 абзацсене пӑхӑр.)

15. а) Мӗне пула ашшӗ-амӑшӗсем ачисен тӑван чӗлхипе иртекен пухӑва таврӑнма пултараҫҫӗ? ӑ) Саккуна астутарни 6:5—7-мӗшӗсенче мӗнле канашсем тупма пулать?

15 Ашшӗ-амӑшӗсем ачисем лайӑхрах ӑнланакан чӗлхепе иртекен пухӑва мӗншӗн таврӑнма шут тытма пултараҫҫӗ? Пӗрремӗшӗнчен, вӗсен хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма тата урӑх чӗлхе вӗрентме вӑхӑт та, вӑй та ҫителӗклӗ мар пулма пултарать. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсем ачисен ырӑ хыпар сарма тата пухӑва кайма кӑмӑл ҫуккине е урӑх чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне ҫӳрес килменнине асӑрхама пултараҫҫӗ. Апла пулсан, ачисем чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑма пуҫличчен ашшӗ-амӑшӗсем вӗсен тӑван чӗлхипе иртекен пухӑва таврӑнма йышӑну тума пултараҫҫӗ. (Саккуна астутарни 6:5—7 вуласа пар.)

16, 17. Урӑх чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне ҫӳресен те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӑнлӑха вӗрентме мӗнле майсем тупаҫҫӗ?

16 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачисене тӑван чӗлхепе вӗрентме те, ҫав вӑхӑтрах урӑх чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне е ушкӑнне ҫӳреме те май тупнӑ. Чарльзӑн виҫӗ хӗрача, кӗҫӗнни — тӑххӑрта, асли — вун виҫҫӗре. Вӑл хӑйӗн ҫемйипе лингала чӗлхипе иртекен пухӑва ҫӳрет. Чарльз акӑ мӗн калать: «Эпир ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттернӗ чухне тӑван чӗлхепе калаҫма-вулама шут тытрӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах эпир вӗсене лингала чӗлхипе те калаҫма вӗрентетпӗр тата вӗренме интереслӗ те савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе тӗрлӗ вӑйӑсем вылятпӑр».

Ҫӗнӗ чӗлхе вӗренес тесе тата пухура комментарисем парас тесе вӑй хурӑр (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

17 Кевинӑн икӗ хӗрача: пӗри — пилӗк ҫулта, тепри — саккӑрта. Пухура мӗн каланине хӗрачисем ӑнлансах ҫитерейменнине асӑрхасан вӑл ҫапла тума шутланӑ: «Эпир арӑмпа иксӗмӗр хамӑр хӗрачасене Библие вӗсен тӑван чӗлхипе, француз чӗлхипе, вӗрентетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир уйӑхра пӗрре француз чӗлхипе иртекен пухӑва кайма, отпуск вӑхӑтӗнче вара ҫак чӗлхепе иртекен конгресра пулма йышӑну турӑмӑр».

18. а) Сирӗн ачасемшӗн мӗн лайӑхрах пулассине пӗлме Рим 15:1, 2-мӗшӗсенчи принцип мӗнле пулӑшать? ӑ) Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле канаш параҫҫӗ? (Хушса панине пӑхӑр.)

18 Паллах ӗнтӗ, сирӗн ачасене лайӑх пултӑр тесе тата вӗсен Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе мӗн тумаллине эсир лайӑхрах пӗлетӗр (Гал. 6:5) 2. Ҫӳлерех асӑннӑ Мюрьель каланӑ тӑрӑх, вӗсене упӑшкипе иккӗшне ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗпе пӗрле ырӑ хыпар сарма килӗшнӗ пулин те, хӑйсен ывӑлне Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе вӗсем унтан кайнӑ. (Рим 15:1, 2 вуласа пар.) Каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май, Серж хӑйсем тӗрӗс йышӑну тунине ӑнланнӑ. Вӑл калать: «Француз чӗлхипе иртекен пухӑва куҫсан, ывӑлпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем каллех ҫирӗпленчӗҫ, вара вӑл шыва кӗчӗ. Халӗ вӑл пионер пулса ӗҫлет тата урӑх чӗлхепе калаҫакансен ушкӑнне каллех куҫмалла мар-ши тесе те шутлать!»

ТУРРӐН СӐМАХӖ СИРӖН ЧӖРЕНЕ КӖРСЕ ЮЛТӐР

19, 20. Туррӑн Сӑмахне юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

19 Ҫынсене юратнӑран Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн». Вӑл тӑрӑшнипе ҫынсен унӑн Сӑмахне ҫӗршер чӗлхепе вулама май пур (1 Тим. 2:4). Иегова ҫакна пӗлет: Библие тӑван чӗлхепе вуласа ун ҫинчен ытларах пӗлсен ҫеҫ унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулать.

20 Кирек мӗнле лару-тӑрура та пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе вӑй хумалла. Библие тӑван чӗлхепе тӑтӑшах вӗренсен эпир хамӑр та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑватпӑр, ҫав тӗлӗшрен хамӑр ҫемьене те пулӑшма пултаратпӑр. Ҫапла майпа эпир Туррӑн сӑмахӗсене хамӑр чӗрере упранине кӑтартатпӑр (Пс. 118:11).

^ 1 5-мӗш абзац. Ятсене улӑштарнӑ.

^ 2 18-мӗш абзац. Ҫемьене Библири мӗнле принципсем пулӑшма пултарни ҫинчен 2002 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Воспитание детей в чужой стране. Усилия вознаграждаются» статьяра вулӑр.