Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Хама лайӑх тӗслӗх кӑтартакансенчен вӗренетӗп

Хама лайӑх тӗслӗх кӑтартакансенчен вӗренетӗп

— Эпӗ миҫерине пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӑм.

— Паллах, пӗлетӗп,— терӗ Исак Марей ман пата Колорадона Паттерсонран (Нью-Йорк штачӗ, АПШ) шӑнкӑравласа.

Ҫав калаҫу умӗн ман пурнӑҫра мӗн пулса иртнине каласа парам сире.

ЭПӖ 1936 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Уичито хулинче (Канзас штачӗ, АПШ) ҫуралнӑ, тӑватӑ ачаран эпӗ чи асли пулнӑ. Аттепе анне, Уильямпа Джин, Иеговӑшӑн ӗҫленӗ. Атте пухура ертсе пырас ӗҫе туса тӑнӑ, халӗ ҫак ӗҫе тӑвакан арҫын тӑвансене старейшинӑсен совечӗн координаторӗ теҫҫӗ. Анне чӑнлӑх ҫинчен хӑйӗн амӑшӗнчен, Эмма Уагнертан, пӗлнӗ. Эмма нумай ҫынпа Библи вӗреннӗ, ҫав шутра Гертруд Стилпа та. Вӑл вара нумай ҫул хушши Пуэрто-Рикора миссионер пулса ӗҫленӗ *. Мӗн ачаранах манпа юнашар лайӑх тӗслӗх кӑтартакансем пулнӑ.

ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХ КӐТАРТАКАНСЕНЕ АСА ИЛЕТӖП

Атте урамра иртсе каякан ҫынсене журналсем сӗнет

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хӗрсе пынӑ вӑхӑтчӗ. Пӗр шӑматкун каҫхине — эпӗ ҫавӑн чухне пилӗк ҫултаччӗ — эпир аттепе пӗрле урамра «Хурал башни» тата «Лӑплантару» (халӗ «Вӑранӑр!») журналсене сӗнеттӗмӗр. Сасартӑк ӳсӗр арҫын (вӑл тухтӑр пулнӑ) килсе тухрӗ те аттене тем те пӗр каласа вӑрҫма пуҫларӗ. Нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тата вӑрҫа кайманшӑн аттене хӑравҫӑ тата сутӑнчӑк тесе хӑртрӗ. Атте умне пырса тӑчӗ те: «Ну, атя, ҫап мана, мӗскӗн хӑравҫӑ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Эпӗ хӑраса ӳкрӗм пулсан та, ӑшра аттепе мухтантӑм. Ним пулман пекех вӑл пирӗн тавра пуҫтарӑннӑ ҫынсене журналсем сӗнчӗ. Пирӗн пата салтак пырса тӑрсан, ҫав арҫын ҫухӑрса ячӗ: «Тытӑр ҫак хӑравҫӑна!» Салтак вара вӑл ӳсӗррине курса: «Киле кай та ҫывӑрса урӑл!» — терӗ. Вӗсем иккӗш те кайрӗҫ. Ҫавӑн чухне аттене хӑюлӑх панӑшӑн эпӗ Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Уичитора атте арҫынсем валли икӗ парикмахерски тытатчӗ, ҫав тухтӑр вара унта ҫӳҫ кастарма пыратчӗ.

Атте-аннепе пӗрле Уичито хулине конгреса каятпӑр (1940-мӗш ҫулсем)

Эпӗ сакӑр ҫула ҫитсен аттепе анне кил-ҫурта тата парикмахерскисене сутрӗҫ те пурӑнмалли фургон туянчӗҫ, унтан вара хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна, Колорадона, куҫса кайрӑмӑр. Эпир Гранд-Джанкшен хулипе юнашар вырнаҫрӑмӑр. Аттепе анне пионерсемччӗ. Вӗсем фермӑра тулли мар кун ӗҫлетчӗҫ. Ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн Иегова вӗсене пиллерӗ — ҫав вырӑнта пуху йӗркеленсе кайрӗ. 1948 ҫулхи июнӗн 20-мӗшӗнче атте ту ҫинчен юхса анакан шывра мана тата темиҫе ҫынна шыва кӗртрӗ, ҫав шутрах Билли Николзпа унӑн арӑмне те. Вӑхӑт иртсен вӗсем район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма пуҫларӗҫ. Вӗсен ывӑлӗпе кинне те каярахпа ҫав ӗҫех шанса пачӗҫ.

Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума пӗтӗм вӑя хуракан туссем пирӗн нумайччӗ. Эпир вӗсемпе час-часах хутшӑнаттӑмӑрччӗ, уйрӑмах Стил ҫемйипе — Донпа тата Эрлинпа, Дейвпа тата Джулияпа, Сайпа тата Мартӑпа. Вӗсем манӑн пурнӑҫ ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗҫ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана ҫакна кӑтартса пачӗ: Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗрремӗш вырӑна хурсан пурнӑҫ тӗллевлӗ те телейлӗ пулать.

КАЛЛЕХ ҪУЛА ТУХАТӐП

Эпӗ 19 ҫулта чухне Бад Хейсти, пирӗн ҫемье тусӗ, мана хӑйпе пӗрле пионер пулса ӗҫлеме Пӗрлешӳллӗ Штатсен кӑнтӑр енне кайма сӗнчӗ. Район надзирателӗ пире Растон хулине (Луизиана штачӗ) куҫса кайма ыйтрӗ, унта Свидетельсем нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ пулнӑ. Пирӗн кашни эрнере, кирек мӗн чухлӗ ҫын пырсан та, тӗлпулусем ирттермеллеччӗ. Эпир тӗлпулусем валли юрӑхлӑ вырӑн тупрӑмӑр та ӑна тасатса тирпейлерӗмӗр. Программӑн кашни пунктне черетпе тӑваттӑмӑр — пӗри сцена ҫине тухатчӗ, тепри ыйтусем ҫине хуравсем паратчӗ. Демонстраци тумалла чухне вара эпир иксӗмӗр те сцена ҫине тухса пушӑ зал умӗнчех калаҫаттӑмӑр. Вӑхӑт иртсен тӗлпулусене ватӑ хӗрарӑм тӑван ҫӳреме тытӑнчӗ. Кайран Библи вӗренекенсем тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ тӑвансем те килме пуҫларӗҫ. Пуху часах ӳссе тӗрекленсе кайрӗ.

Пӗррехинче эпир Бад тӑванпа Христос Чиркӗвӗн ӗҫлекенне тӗл пултӑмӑр. Вӑл эпӗ лайӑхах пӗлмен Библири сӑвӑ йӗркисем ҫинчен калаҫа пуҫларӗ. Ҫав калаҫу хам мӗне ӗненни ҫинчен тӗплӗн шухӑшлаттарчӗ мана. Эрнипех сӗм ҫӗрлеччен эпӗ ҫав ҫыннӑн ыйтӑвӗсем ҫине хуравсем шыраттӑмччӗ. Ҫакӑ мана чӑнлӑхра ҫирӗпленме пулӑшрӗ. Тата манӑн каллех урӑх тӗн ҫыннисемпе калаҫас килсе кайрӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен район надзирателӗ мана Эль-Дорадо хулинчи (Арканзас штачӗ) пухӑва пулӑшма куҫса кайма ыйтрӗ. Манӑн ҫар комиссине тухма час-часах Колорадо штатне кайса ҫӳремеллеччӗ. Пӗррехинче манпа пӗрле ытти пионерсем пычӗҫ. Техасра эпир аварине лекрӗмӗр, манӑн машинран тимӗр купи анчах тӑрса юлчӗ. Эпир пӗр тӑван патне шӑнкӑравларӑмӑр. Вӑл пире малтан хӑйӗн килне, кайран вара пухӑва илсе кайрӗ. Тӗлпулура ҫул ҫинче пирӗнпе мӗн пулса тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Тӑвансем пире ырӑ кӑмӑлпа укҫа парса пулӑшрӗҫ. Унсӑр пуҫне, ҫав тӑван манӑн машинӑна 25 долларпа сутса пачӗ.

Эпир Уичитона ҫитрӗмӗр, унта пирӗн ҫемьен тусӗ Эверидж Маккартни пионер пулса ӗҫленӗ. Унӑн йӗкӗреш ывӑлсем пурччӗ, Фрэнк тата Франсис. Вӗсем халӗ те манӑн чи лайӑх туссем. Вӗсем хӑйсен кивӗ машинине мана 25 долларпах сутрӗҫ — хамӑн ҫӗмӗрӗк машин хакӗпех. Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хурсан Иегова мана мӗн кирлине пӗтӗмпех панине ун чухне эпӗ пӗрремӗш хут уҫҫӑн куртӑм. Эпӗ Маккартни патӗнче хӑнара пулнӑ чухне вӗсем мана Бетел Крэйн ятлӑ хитре хӗрпе паллаштарчӗҫ. Унӑн амӑшӗ, Рут, Веллингтонра (Канзас штачӗ) хастарлӑн ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вӑл 90-ран иртсен те пионер пулса ӗҫлеме пӑрахман. Пӗр ҫул та иртмерӗ, эпир 1958 ҫулта Бетелпа пӗрлешрӗмӗр те Эль-Дорадора пионерсем пулса ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.

КАЛЛЕХ УЛШӐНУ

Мӗн ачаран пӗлнӗ тӑвансен лайӑх тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн эпир Иеговӑн организацийӗ кирек мӗнле ӗҫ хушсан та, ҫавна тума килӗшӗпӗр тесе шут тытрӑмӑр. Пире Уолнат-Ридж хулине (Арканзас штачӗ) ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме ячӗҫ. 1962 ҫулта пирӗн пурнӑҫра пысӑк улшӑну пулчӗ — пире Галаад шкулӗнче 37-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ. Пирӗнпе пӗрле Дон Стил вӗренессе пӗлсен эпир питӗ савӑнтӑмӑр! Ҫав Шкула пӗтерсен пире Найробие (Кени) ячӗҫ. Нью-Йоркран тухса кайнӑ чухне куҫҫуле аран-аран тытса чартӑмӑр, Нойробире вара пире арҫын тӑвансем аэропортра кӗтсе илсен савӑннипе каллех чутах макӑрса ямарӑмӑр.

Мэри тата Крис Канайа тӑвансемпе Найробире ырӑ хыпар саратпӑр

Эпир Кени ҫӗршывне тӳрех юратса пӑрахрӑмӑр, унта ырӑ хыпар сарса ҫӳренине нихӑҫан та манас ҫук! Криспа Мэри Канайа эпир пулӑшнипе Библи вӗренсе ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсенчен пӗрремӗшӗсем пулчӗҫ. Вӗсем халӗ те Кенире тулли вӑхӑтпа ырӑ хыпар сарса ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр ҫулхине эпир хамӑра Кампалӑна (Уганда тӗп хули) яма ыйтрӑмӑр, ҫав ҫӗршывра эпир пӗрремӗш миссионерсемччӗ. Ҫакӑ тӗлӗнмелле лайӑх вӑхӑтчӗ: ҫынсенчен нумайӑшӗ чун-чӗререн Библи вӗренме тӑрӑшатчӗҫ, вара вӗсем пирӗн тӑвансем пулса тӑчӗҫ. Анчах та виҫӗ ҫул ҫурӑран Пӗрлешӳллӗ Штатсене таврӑнас терӗмӗр, мӗншӗн тесен пирӗн ача ҫуралмаллаччӗ. Африкӑран кайнӑ чухне макӑрмасӑр чӑтаймарӑмӑр. Кунтан пӑрахса кайма тахҫан Нью-Йоркран тухса кайнинчен те йывӑртарах пулчӗ. Эпир Африка ҫыннисене чун-чӗререн юратса пӑрахрӑмӑр, ҫавӑнпа хамӑр ӑшра каялла таврӑнма шанчӑк пурччӗ.

ҪӖНӖ ЯВАПЛӐХ

Эпир Колорадора хӗвеланӑҫ енче, манӑн атте-аннерен инҫех мар, вырнаҫрӑмӑр. Кӗҫех пирӗн пӗрремӗш хӗрача Кимберли ҫуралчӗ, тепӗр ҫулталӑк ҫурӑран вара — Стефани. Эпир хамӑр хӗрачасене чӑнлӑха чӗререн юратма вӗрентес тесе вӑя шеллемерӗмӗр. Пирӗн хамӑрӑн туссемпе ҫывӑх ҫынсенчен вӗренес килетчӗ. Лайӑх тӗслӗх ачасем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарассине эпир пӗлеттӗмӗр, анчах ҫавна пула ҫеҫ вӗсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑрӗҫ тесе шутламалла маррине те ӑнланаттӑмӑр. Манӑн шӑллӑмпа йӑмӑкӑм чӑнлӑха хӑварчӗҫ. Эпӗ вӗсем Туррӑн организацине таврӑнасса тата шанчӑклӑ тӑвансенчен тӗслӗх илессе шанатӑп.

Ачасене вӗрентни пире нумай савӑнӑҫ кӳретчӗ тата эпир пӗтӗм ӗҫе пӗрле тума тӑрӑшаттӑмӑр. Эпир Аспенран, йӗлтӗрпе ярӑнакансен курортӗнчен, аякрах мар пурӑнаттӑмӑр, ҫавӑнпа та ҫемьепе пӗрле ярӑнма каймашкӑн йӗлтӗрпе ҫӳреме вӗренес терӗмӗр. Ту ҫине подъемникпа хӑпарнӑ чухне яланах мӗн ҫинчен те пулин калаҫаттӑмӑр. Тата эпир хӗрачасемпе походсене ҫӳреттӗмӗр. Кӑвайт умӗнче пӗрле пуҫтарӑнса чуна уҫса калаҫма пире питӗ килӗшетчӗ! Хӗрсем ача чухнех ӳссен кам пуласси пирки, кама качча тухасси пирки шутлатчӗҫ. Вӗрентнӗ чухне эпир чӑнлӑх вӗсен ӑстӑнӗпе чӗрине кӗрсе юлтӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Эпир вӗсене Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме тӗллев лартма тата упӑшка суйланӑ чухне ҫавнашкалтарах тӗллев лартнӑ тӑвана суйласа илме хавхалантараттӑмӑр. Ирех качча кайманни ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине ӑнлантарас тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Эпир девиз та шутласа кӑлартӑмӑр: «23-ре кӑна пултаран качча тухма».

Хамӑр атте-аннерен тӗслӗх илсе эпир пурте пӗрле пухусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тата тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма вӑй хураттӑмӑр. Пирӗн патра тулли вӑхӑтпа ырӑ хыпар саракан тӑвансем чарӑнса тӑратчӗҫ. Тата эпир хамӑр миссионерсем пулса ӗҫлени ҫинчен хӗрачасене нумай каласа параттӑмӑр. Эпир вӗсене пурте пӗрле Африкӑна кайса килсен мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ теттӗмӗр. Ҫак шухӑш вӗсене питӗ килӗшетчӗ!

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне эпир яланах шкулта мӗн пулса иртме пултарассине шута илсе хӗрсемпе сценкӑсем лартаттӑмӑр. Хӗрачасен Свидетельсен рольне вылямаллаччӗ тата ыйтусем ҫине хуравламаллаччӗ. Ҫапла майпа вӗренме пирӗн хӗрачасене питӗ килӗшетчӗ тата ҫакӑ вӗсене хӑюллӑрах пулма пулӑшатчӗ. Ҫитӗнерехпе хӗрачасем, пурте ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма пуҫтарӑнсан, хӑш-пӗр чухне нӑйкӑшма пуҫлатчӗҫ. Пӗррехинче ним тума аптранипе эпӗ вӗсене апла паян вӗренместпӗр, хӑвӑр пӳлӗмсене кайӑр терӗм. Ҫакна илтсен хӗрачасем тӗлӗннипе хытса тӑчӗҫ те макӑрсах ячӗҫ. Вӗсем пирӗн вӗренес килет терӗҫ. Ҫав самантра эпир хӗрачасен ҫамрӑк чӗринче чӑнлӑхшӑн пархатарлӑх ӳстерме пултарнине куртӑмӑр. Вӗсем Библи вӗренессине юрата пуҫларӗҫ, унсӑр пуҫне, эпир вӗсене хӑйсен шухӑшӗ-туйӑмӗсем ҫинчен яланах уҫҫӑн калама хавхалантараттӑмӑр. Хӑш-пӗр чухне вӗсем пӗр-пӗр Библи вӗрентӗвӗпе килӗшменни те пулкалатчӗ, ҫакна илтме пире йывӑрччӗ паллах. Анчах та ҫапла майпа эпир вӗсен чӗринче мӗн пуррине пӗлме пултараттӑмӑр. Эпир вӗсене чӑтӑмлӑн шухӑшлаттараттӑмӑр, юлашкинчен вара вӗсем Иегова мӗн каланипе килӗшетчӗҫ.

КАЛЛЕХ ПЫСӐК УЛШӐНУСЕМ

Ачасене пӑхса ӳстермелли проект питӗ хӑвӑрт вӗҫленчӗ. Туррӑн организацийӗ панӑ канашсене йышӑнса эпир хӗрачасене Иеговӑна юратма пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаттӑмӑр. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн пирӗн хӗрачасем иккӗшӗ те пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗҫ тата хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтермелӗх професси илчӗҫ. Ҫавӑншӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Тепӗр икӗ хӗрарӑм тӑванпа вӗсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна, Кливленда (Теннесси штачӗ), куҫса кайрӗҫ. Эпир вӗсемсӗр тунсӑхлаттӑмӑр, анчах та вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма шут тытни питӗ савӑнтаратчӗ. Эпир Бетелпа пӗрле каллех пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр, вара пирӗн умра ҫӗнӗ майсем уҫӑлчӗҫ. Мана район надзирателӗн пулӑшаканӗ пулма ыйтрӗҫ, унсӑр пуҫне эпӗ конгрессене ирттерме хатӗрленнӗ чухне хутшӑнаттӑм.

Теннесси хулине куҫса каяс умӗн пирӗн хӗрсем Лондона кайса килме шутланӑ, унта вӗсем Британи филиалӗнче экскурсире пулнӑ. Унта Стефани, ун чухне вӑл 19 ҫултаччӗ, Пол Нортон ятлӑ вефилецпа паллашнӑ. Каярахпа, Лондона тепре кайсан, Кимберли Полпа пӗрле ӗҫлекенсенчен пӗринпе, Брайан Ллуэллинпа, паллашнӑ. Полпа Стефани мӑшӑрланчӗҫ, ҫавӑн чухне Стефани 23 ҫултаччӗ. Тепӗр ҫулхине Брайанпа Кимберли те мӑшӑрланчӗҫ, вӑл вара 25-реччӗ. Хӗрачасем пирӗн девиза пӑсмарӗҫ: «23-ре кӑна пултаран качча тухма». Вӗсем кама суйласа илни пирӗн кӑмӑла кайрӗ.

2002 ҫулта Полпа, Стефанипе, Кимберлипе тата Брайанпа Малавири филиалта

Хӗрсем каланӑ тӑрӑх, эпир тата пирӗн аттепе анне кӑтартнӑ тӗслӗх вӗсене укҫа-тенкӗ ҫитмен чухне те «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшма пулӑшнӑ (Матф. 6:33). 1998 ҫулта апрель уйӑхӗнче Полпа Стефание Галаад шкулӗнче 105-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ, кайран вӗсене Африкӑна Малавире ырӑ хыпар сарма ячӗҫ. Ҫавӑн чухнех Брайанпа Кимберлие Лондонри Вефильте ӗҫлеме чӗнчӗҫ, каярахпа вӗсене Малавири филиала куҫарчӗҫ. Эпир питӗ савӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе туса тӑрассинчен лайӑхраххи ҫамрӑксемшӗн урӑх ҫук та!

ТЕПӖР КӖТМЕН УЛШӐНУ

Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ калаҫу 2001 ҫулта январьте пулса иртрӗ. Марей тӑван, куҫаруҫӑсен ушкӑнӗсене пулӑшакан отделӑн надзирателӗ, пӗтӗм тӗнчери куҫаракансене акӑлчан чӗлхине лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе курссем ирттересси пирки каларӗ. Вӑл мана преподавательсенчен пӗри пулмашкӑн вӗренме кайма сӗнчӗ. Эпӗ ун чухне 64 ҫултаччӗ. Бетелпа пӗрле кӗлтурӑмӑр та хамӑр ватӑ аннесенчен канаш ыйтас терӗмӗр. Эпир вӗсене пулӑшма пултарайманнине пӗлсе тӑрсах иккӗшӗ те пире вӗренме кайӑр терӗҫ. Эпӗ Паттерсона шӑнкӑравларӑм та эпир ҫак ӗҫе тума хаваспах килӗшетпӗр терӗм.

Кӗтмен ҫӗртен манӑн анне ракпа чирлет тесе каларӗҫ. «Сана пӑхма Линдӑна пулӑшмалла, эпир юлатпӑр»,— терӗм аннене. «Ан та шутла! — терӗ вӑл.— Каймастӑр пулсан мана тата япӑхрах пулӗ». Линда йӑмӑк та ҫаплах каларӗ. Вӗсем пире Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме май парас тесе хӑйсене шеллеменшӗн тата пухури тӑвансем вӗсене пулӑшу панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! Эпир Паттерсонти Хурал Башнин Вӗренӳ центрне кайсанах тепӗр кунне Линда анне вилни ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ. Эпир анне тутарас тенӗ пекех пӗтӗм вӑя хурса ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр.

Чи малтанах Малавири Вефиле каймалли ҫинчен пӗлсен эпир питӗ савӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫав ҫӗршывра пирӗн хӗрачасем упӑшкисемпе пӗрле ӗҫлетчӗҫ. Акӑ ӗнтӗ эпир каллех пӗрле! Малави хыҫҫӑн эпир Зимбабве ҫӗршывне, унтан Замбие кайрӑмӑр. Виҫӗ ҫул ҫурӑ эпир куҫаруҫӑсене вӗрентсе ҫӳрерӗмӗр, кайран вара эпир Малавие таврӑнтӑмӑр. Пире унта нейтралитет тытса тӑнӑшӑн хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ Иегова Свидетелӗсен биографийӗсене ҫырма ыйтрӗҫ *.

Мӑнуксемпе ырӑ хыпар саратпӑр

2005 ҫулта эпир Басолт хулине (Колорадо штачӗ) таврӑнтӑмӑр та пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Африкӑран кайма тивнӗшӗн чун ырататчӗ. 2006 ҫулта Брайанпа Кимберли пирӗнпе кӳршӗлле пурӑнма куҫса килчӗҫ. Вӗсен икӗ хӗрача ҫуралчӗ, Маккензи тата Элизабет. Полпа Стефани халӗ те Малавире пурӑнаҫҫӗ, унта Пол филиал Комитетӗнче ӗҫлесе тӑрать. Эпӗ кӗҫех 80 тултаратӑп. Нумай ҫул хушши хамран ҫамрӑкрах арҫын тӑвансемпе ӗҫлерӗм, тахҫан мана шанса панӑ ӗҫсене вӗсене шанса панине курса эпӗ савӑнатӑп. Лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ ҫывӑх ҫынсенчен тата туссенчен вӗреннӗрен пирӗн пурнӑҫ вӑрӑм та телейлӗ пулчӗ, ҫавӑн пекех Иегова пире лайӑх ачасемпе тата мӑнуксемпе пиллерӗ.

^ 7 абз. 1956 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 269—272 страницӑсем (акӑлч.) тата 1971 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнчине, 186—190 страницӑсем (акӑлч.). Унта Стил ҫемйинчисем миссионер пулса ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ.

^ 32 абз. Тӗслӗхрен, «Старейшинӑсем, эсир ыттисене вӗрентме тарӑшатӑр-и?» брошюрӑри (bw 557) Трофим Нсомба тӑванӑн биографине пӑхӑр, 14—18 страницӑсем.