Вулакансен ыйтӑвӗсем
Мӗншӗн Матфейпа Лука хӑйсен Евангелийӗсенче Иисус ҫуралнипе тата унӑн ачалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен тӗрлӗрен ҫырса кӑтартнӑ?
Матфей ытларах Иосифпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен — Мария йывӑр ҫын пулнине пӗлсен Иосиф мӗн туни ҫинчен, ангел ӑна тӗлӗкре веҫех ӑнлантарса пани ҫинчен тата вӑл ангел каланӑ пек туни ҫинчен — ҫырнӑ (Матф. 1:19—25). Ҫавӑн хыҫҫӑн Матфей тӗлӗкре ангел Иосифа Египета тарма хушни ҫинчен, вӑл хӑйӗн ҫемйипе унта куҫса кайни ҫинчен, тепӗр тӗлӗкре ангел Иосифа Израиле таврӑнма хушни ҫинчен, вӑл ангел хушнӑ пек туни ҫинчен тата Назаретра пурӑнма шут тытни ҫинчен каласа панӑ (Матф. 2:13, 14, 19—23).
Лука вара ытларах Марийӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен — ун патне Гавриил ангел килни ҫинчен, вӑл Елисавета тӑванне курма кайни ҫинчен тата вӑл Иеговӑна мӗнле сӑмахсемпе мухтани ҫинчен — каласа панӑ (Лука 1:26—56). Унсӑр пуҫне, Лука Иисусӑн асапланмалла пуласси пирки Симеон Марийӑна пӗлтерни ҫинчен ҫырса панӑ. 12 ҫулхи Иисус ҫемйипе пӗрле храма килни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ чухне те Лука Иосифӑн мар, Марийӑн сӑмахӗсене илсе панӑ. Унсӑр пуҫне, Лука ҫав вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртни Марийӑн чӗрине пырса тивни ҫинчен ҫырнӑ (Лука 2:19, 34, 35, 48, 51). Эппин, Матфей ытларах Иосифӑн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ҫине тимлеттернӗ, Лука вара — Марийӑнни ҫине.
Матфейпа Лука Иисусӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен те тӗрлӗрен ҫырнӑ. Матфей Иосиф камран-камран ҫурални ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫакӑнпа вӑл Иисусӑн, Иосифӑн усрав ывӑлӗн, Давид патшан пуканӗ ҫине ларма саккунлӑ право пуррине кӑтартса панӑ. Мӗншӗн ҫапла? Мӗншӗн тесен Иосиф Давид ывӑлӗн Соломонӑн йӑхӗнчи ҫын пулнӑ (Матф. 1:6, 16). Лука вара Мария камран-камран ҫурални ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫакӑ Иисус «ӳчӗпе» Давид патша йӑхӗнчи ҫын пулнине кӑтартать, ҫапла вара унӑн Давид патша пуканӗ ҫине ларма право пуррине ҫирӗплетсе панӑ (Рим 1:3, 4). Мӗншӗн ҫапла? Мӗншӗн тесен Мария Давид ывӑлӗн Нафанӑн йӑхӗнчи ҫын пулнӑ (Лука 3:31). Анчах та мӗншӗн Лука Марийӑн йӑх-кӑкӗнче ун пирки Илий хӗрӗ тесе ҫырман? Мӗншӗн тесен ҫын йӑх-кӑкне ҫырса пынӑ чухне ялан тенӗ пекех арҫынсене кӑна ҫырнӑ. Ҫавӑнпа Лука Иосиф пирки Илий ывӑлӗ тесе ҫырнӑ пулин те, ҫынсем Иосиф Илийӑн кӗрӳшӗ пулнине ӑнланнӑ (Лука 3:23).
Иегова ҫӗр ҫине Мессийӑна яма сӑмах панӑ. Иисусӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен Матфей ҫырни те, Лука ҫырни те вӑл Мессия пулнине уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ. Иисус кам йӑхӗнчи ҫын пулнине пурте лайӑх пӗлнӗ, фарисейсемпе саддукейсем те вӑл Давид патшан тӑхӑмӗ пулнине хирӗҫ нихӑҫан та нимӗн те каламан. Матфейпа Лука Иисусӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен ҫырса панисем пирӗн ӗненӗвӗн никӗсӗн пайӗ пулса тӑраҫҫӗ тата ҫакӑ Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса шантарать.