Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх илме пулӑшӑр

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх илме пулӑшӑр

«Эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн... ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ» (2 ТИМ. 3:15).

ЮРӐСЕМ: 141, 134

1, 2. Ачасем хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама тата шыва кӗме шут тытсан, ашшӗ-амӑшӗсене мӗн пӑшӑрхантарма пултарать?

БИБЛИ вӗренекенсем кашни ҫул пинӗ-пинӗпе хӑйсене Иеговӑна халаллаҫҫӗ те шыва кӗреҫҫӗ. Вӗсем хушшинче Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ, чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗ ҫамрӑксем нумай (Пс. 1:1—3). Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир вӗсем шыва кӗрессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗр пулӗ. (3 Иоанн 4 танлаштарӑр.)

2 Тен, сире ҫакӑн пек шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ: хӑш-пӗр христиансем ҫамрӑк чухнех шыва кӗнӗ, анчах та каярахпа Турӑ хушнӑ пек пурӑнмаллах-и е ҫук-и тесе иккӗленме пуҫланӑ. Теприсем вара Иегова Свидетелӗ пулма пӑрахнӑ. Эсир ман ачапа та ҫапла пулса тухмӗ-ши, вӑл христианин пулса тӑнӑ хыҫҫӑн каярахпа чӑнлӑхран пӑрӑнса каймӗ-ши тесе пӑшӑрханма пултаратӑр. Вӑл та Эфесри христиансен ҫулӗпе каяс темӗ-и? Иисус вӗсем пирки: «Эсӗ малтанхи пек юратмастӑн»,— тенӗ (Ӳлӗм. 2:4). Хӑвӑр ачапа ҫапла пулса ан тухтӑр тесе тата ӑна ҫӑлӑнӑҫ илме пулӑшас тесе мӗн тумалла? (1 Петр 2:2.) Тимофей тӗслӗхне пӑхса тухнӑ май ҫак ыйтусене сӳтсе явӑпӑр.

«ЭСӖ МӖН АЧАРАНАХ ТУРӐ ҪЫРӐВНЕ ПӖЛСЕ ТӐРАТӐН»

3. а) Тимофей мӗнле майпа христианин пулса тӑнӑ тата вӑл мӗн пӗлсе пыни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Вӗренес тӗлӗшрен Павел Тимофее мӗнле виҫӗ япала ҫине тимлеттернӗ?

3 Тимофей Иисус Христос ҫинчен Павел апостол пирӗн эрӑчченхи 47 ҫулта пӗрремӗш хут Листрӑна килсен пӗлме пуҫланӑ пулмалла. Ҫав вӑхӑтра Тимофей яш ача ҫеҫ пулнӑ пулин те, хӑй мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Павелпа пӗрле миссионер ӗҫне тума ҫулҫӳреве кайнӑ. Ҫавӑнтанпа 16 ҫула яхӑн иртсен Павел Тимофей патне ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен [«хӑв мӗне ҫирӗп ӗненнинчен», ҪТ] ан тух; тата эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне [Еврей Ҫырӑвӗсене] пӗлсе тӑратӑн; Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ» (2 Тим. 3:14, 15). Асӑрхӑр-ха, Павел 1) Турӑ Ҫырӑвне пӗлни ҫинчен, 2) ҫирӗп ӗненни ҫинчен тата 3) Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх илмелли ҫинчен каланӑ.

4. Ачасене Библи вӗрентме сире мӗнле пособисемпе усӑ курма килӗшет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Ашшӗ-амӑшӗсем, паллах, сирӗн хӑвӑрӑн ачасене Турӑ Ҫырӑвӗнче — Еврей Ҫырӑвӗсенче те, Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче те — мӗн ҫырнине вӗрентес килет. Пӗчӗк ачасем те Библи калавӗсене астуса юлма тата унта асӑннӑ ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлме пултараҫҫӗ. Иеговӑн организацийӗ тӑрӑшнипе паян ашшӗ-амӑшӗсен ачисемпе Библи вӗренмелли пособисем нумай. Вӗсенчен хӑшӗсем сирӗн тӑван чӗлхепе тухнӑ? Ҫакна асра тытӑр: Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗлмесен Иеговӑпа пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗп пулаймӗ.

«ХӐВ МӖНЕ ҪИРӖП ӖНЕННИНЧЕН АН ТУХ»

5. а) Ҫирӗп ӗненни мӗне пӗлтерет? ӑ) Мӗншӗн эпир Иисус ҫинчен калакан ырӑ хыпар чӑн пулнине Тимофей ҫирӗп ӗненнӗ тесе калама пултаратпӑр?

5 Ачасене Библире асӑннӑ ҫынсем ҫинчен тата вӗсемпе пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен вӗрентни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Аса илӗр-ха, Тимофей хӑй «мӗне ҫирӗп ӗненнинчен» тухман. Авалхи грек чӗлхинчен «ҫирӗп ӗненни» тесе куҫарнӑ сӑмах мӗн те пулин тӗрӗсси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫуккине пӗлтерет. Тимофей Еврей Ҫырӑвӗсенче мӗн ҫырнине мӗн ачаранах пӗлнӗ. Каярахпа вӑл Иисус Мессия пулнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсене тупнӑ. Тимофей ырӑ хыпар чӑн пулнине ҫирӗп ӗненнӗ, ҫавӑнпа шыва кӗме шут тытнӑ, кайран вара Павелпа миссионерла ҫулҫӳревсене ҫӳренӗ.

6. Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлнине ҫирӗп ӗненме ачана пулӑшас тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

6 Хӑвӑрӑн ачасене Тимофей пекех ҫирӗп ӗненӳ аталантарма мӗнле пулӑшмалла? Чи малтанах, чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫирӗп ӗненӗве аталантарма вӑхӑт кирлӗ. Эсир хӑвӑр мӗне ӗненетӗр, ача та тӳрех ҫавна ӗненме пуҫласса кӗтмелле мар. Ача Библири чӑнлӑха ҫирӗп ӗненме пуҫлатӑр тесен унӑн хӑйӗн ӑстӑнне ӗҫлеттермелле. (Рим 12:1 вуласа пар.) Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачасене ӗненӗве ҫирӗплетме никамран та лайӑхрах пулӑшма пултаратӑр, уйрӑмах вӗсем ыйтусем параҫҫӗ пулсан. Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.

7, 8. а) Хӑйӗн хӗрачине вӗрентнӗ май пӗр христианин тӳсӗмлӗхе мӗнле кӑтартать? ӑ) Сирӗн шутпа, тӳсӗмлӗ пулни хӑҫан уйрӑмах кирлӗ?

7 Томас ятлӑ арҫын тӑванӑн 11 ҫулхи хӗрача ӳсет. Вӑл каласа парать: «Хӗрача хӑш-пӗр чух ҫапла ыйтма пултарать: „Иегова пурнӑҫ пуҫласа янӑ чухне эволюципе усӑ курма пултарайман-и вара?“ е „Ҫынсемпе пӗрле суйлава кайсан япӑх-и вара? Ҫапла майпа эпир тӗнчене лайӑхлатма пултаратпӑр вӗт!“ Вӑл мӗн каланине тӳрех пӳлсе лартас мар тесе хӑш-пӗр чухне ман чӗлхене ҫыртма тивет. Ҫирӗп ӗненес тесен пӗр факта пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Ӗненӳ нумай пӗчӗк ҫирӗплетӳсем ҫинче никӗсленсе тӑрать».

8 Томас ачасене вӗрентме нумай тӳсӗмлӗх кирлине пӗлет. Тӗрӗссипе, христиансен пурин те тӳсӗмлӗ пулмалла (Кол. 3:12). Томас хӑш-пӗр темӑсене хӗрӗпе пӗрре ҫеҫ мар сӳтсе явмаллине тата ӑна ҫирӗп ӗненӳ аталантарма вӑхӑт кирлине ӑнланать. Унсӑр пуҫне, вӑл хӗрӗпе Библири чӑнлӑхсем ҫинчен пӗрле шухӑшламаллине пӗлет. Томас каласа парать: «Вӑл мӗн пӗлсе пынине чӑнах та ӗненнипе ӗненменнине пӗлес тесе эпир арӑмпа иксӗмӗр хӑш-пӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ темӑсене хамӑр хӗрачапа уйрӑмах тимлӗн сӳтсе яватпӑр. Вӑл ыйтусем пани питӗ лайӑх. Тӗрӗссипе каласан вара, вӑл пуринпе те ним чӗнмесӗр килӗшнӗ пулсан, ҫакӑ мана кулянтарнӑ пулӗччӗ».

9. Турӑ Сӑмахне ачасен чӗрине хывас тесен мӗн тумалла?

9 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӑтӑмлӑн вӗрентсе тӑнӑ май, лешӗсем майӗпен ӗненӗвӗн «сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ» мӗн иккенне пӗлсе пыраҫҫӗ (Эф. 3:18, 19). Сӳтсе явмалли темӑсене ачасем миҫе ҫула ҫитнине кура, вӗсен пултарулӑхӗсене кура суйласа илмелле. Каярахпа вӗсем хӑйсем мӗне ӗненни тӗрӗссине ытларах та ытларах курма пуҫлӗҫ, вара ыттисем умӗнче, ҫав шутрах пӗрле вӗренекенсем умӗнче те, хӑйсен ӗненӗвне хӳтӗлеме пултарӗҫ (1 Петр 3:15). Тӗслӗхрен, сирӗн ачасем ҫын вилсен унпа мӗн пулнине Библи тӑрӑх ӑнлантарса пама пултараҫҫӗ-и? Библи ҫапла ӑнлантарса панипе хӑйсем килӗшеҫҫӗ-и? Турӑ Сӑмахне ачан чӗри ӑшне кӗртсе хумашкӑн чӑтӑмлӑх кирлӗ пулин те, ҫапла вӑй хуни харама каймӗ! (Сак. аст. 6:6, 7.)

10. Ачасене вӗрентнӗ чухне тата мӗн питӗ кирлӗ?

10 Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн тӗслӗх ачасене хӑйсем мӗн пӗлнине ҫирӗп ӗненме пулӑшма пултарать. Стефани ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн виҫӗ хӗр. Вӑл каласа парать: «Ман хӗрсем пӗчӗк чухнех эпӗ хама ҫакӑн пек ыйтусем параттӑмччӗ: „Иегова пуррине, вӑл пире юратнине тата унӑн ҫулӗсем тӗрӗссине эпӗ хам мӗншӗн ӗненни пирки калатӑп-и вӗсене? Эпӗ Иеговӑна чӑннипех юратнине хӗрсем кураҫҫӗ-и?“ Манӑн хамӑн ӗненӳ ҫук пулсан, вӗсен ҫирӗп ӗненӳ пуласса кӗтме пултараймастӑп».

ҪӐЛӐНМАШКӐН ӐСЛӐЛӐХ ИЛМЕЛЛЕ

11, 12. Мӗн вӑл ӑслӑлӑх тата мӗншӗн вӑл ҫулсем иртнӗҫемӗн хӑйне хӑех пухӑнмасть?

11 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Тимофей 1) Турӑ Ҫырӑвне пӗлнӗ тата 2) ҫав пӗлӳсем тӗрӗссине ҫирӗп ӗненнӗ. Анчах та Павел Турӑ Ҫырӑвӗ Тимофее «ҫӑлӑнмашкӑн... ӑслӑлантарса ҫитерӗ» тесе каланине мӗнле ӑнланмалла?

12 «Понимание Писания» энциклопедире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «ӑслӑлӑх пӗлӳпе тата ӑнланупа усӑ курса йывӑрлӑхсене татса пама, хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнма е вӗсене маларах асӑрхама, тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме тата ҫав тӗлӗшрен ыттисене канаш пама пулӑшать. Ӑслӑлӑхпа ухмахлӑх — хире-хирӗҫле енсем». «Яш ачан чӗрине ухмахлӑх ҫулӑхнӑ»,— тенӗ Библире (Ытар. 22:15). Апла пулсан, ухмахлӑха хирӗҫле тӑракан ӑслӑлӑх вӑл — христианин чӑнлӑхра ҫирӗп тӑнине кӑтартакан паллӑ. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑни, тӗпрен илсен, вӑл миҫе ҫула ҫитнинчен мар, Иеговӑна кӳрентерме хӑранинчен тата хаваспах унӑн саккунӗсене тытса тӑнинчен курӑнать. (Псалом 110:10 вуласа пар.)

13. Ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх пуррине ҫамрӑксем мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

13 Чӑнлӑхра ҫителӗклӗ таран ҫитӗнӳсем тунӑ ҫамрӑксем «ҫилпе хумханнӑ пек» унталла-кунталла сулӑнмаҫҫӗ: вӗсем хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн та, тантӑшӗсем хӗтӗртсен вӗсем хыҫҫӑн та каймаҫҫӗ (Эф. 4:14). Унашкал яшсемпе хӗрсем «ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса» пыраҫҫӗ (Евр. 5:14). Ашшӗ-амӑшсем тата ытти аслӑрах ҫынсем курман чухне те ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем туса вӗсем чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунине кӑтартаҫҫӗ (Флп. 2:12). Ҫӑлӑнмашкӑн ҫакнашкал ӑслӑлӑх кирлӗ те ӗнтӗ. (Ытарӑшсем 24:14 вуласа пар.) Ашшӗ-амӑшсем, эсир хӑвӑрӑн ачасене ҫакӑн пек ӑслӑлӑха илме мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Чи малтанах ачасене хӑвӑр мӗнле принципсемпе пурӑннине уҫӑмлӑн ӑнлантарса парӑр. Библири нормӑсем хӑвӑршӑн питӗ хаклӑ пулнине сӑмахсемпе те, ӗҫсемпе те кӑтартӑр (Рим 2:21—23).

Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен вӑй хума пӑрахмалла мар? (14—18 абзацсене пӑхӑр.)

14, 15. а) Шыва кӗме шут тытнӑ ҫамрӑксен мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла? ӑ) Эсир хӑвӑр ачана Турӑ законӗсем тӑрӑх пурӑнни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхма мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

14 Ачасене кун пек туни тӗрӗс, ун пек туни тӗрӗс мар тесе калани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Вӗсене, тӗслӗхрен, ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлама пулӑшмалла: «Мӗншӗн Библи илӗртӳллӗн курӑнакан хӑш-пӗр ӗҫсене тума чарать? Мӗншӗн эпӗ Турӑ панӑ нормӑсем тӑрӑх пурӑнни яланах мана усӑ парасса ҫирӗп шанатӑп?» (Ис. 48:17, 18.)

15 Сирӗн ача шыва кӗме шут тытрӗ пулсан, христианин пуласси мӗнле яваплӑхпа ҫыхӑнни ҫинчен пӗрле шухӑшласа пӑхӑр. Шыва кӗни мӗнле усӑ парать тата мӗнле йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарать? Мӗншӗн усси йывӑрлӑхсенчен чылай нумайрах? (Марк 10:29, 30.) Ҫак ыйтусен хуравӗсене шыва кӗричченех тупмалла. Хӑвӑрӑн ачана Турра итлени мӗнле усӑ пани пирки тата Ӑна итлеменни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни пирки тӗплӗн шухӑшласа пӑхма пулӑшатӑр пулсан, вара вӑл Туррӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса пурӑнни хӑйне яланах усӑ парса тӑрассине ӑнланса илӗ (Сак. аст. 30:19, 20).

ШЫВА КӖНӖ ХЫҪҪӐН ЙЫВӐРЛӐХСЕМ СИКСЕ ТУХСАН

16. Шыва кӗнӗ ача иккӗленме пуҫларӗ пулсан, ашшӗ-амӑшсен мӗн асра тытмалла?

16 Сирӗн ача шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӗтмен ҫӗртен иккӗленме пуҫларӗ пулсан, мӗн тумалла? Тӗслӗхрен, эсир хӑвӑрӑн яш ачана Сатанан тӗнчинче темскер илӗртнине е вӑл Библири принципсем тӑрӑх пурӑнни чи лайӑх ҫул пулни пирки иккӗленме пуҫланине асӑрхарӑр (Пс. 72:1—3, 12, 13). Ашшӗ-амӑшӗсем, асра тытӑр: ҫак лару-тӑрура эсир хӑвӑра мӗнле тытни ачана е чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑма пулӑшӗ, е ҫав ҫултан пачах пӑрса ярӗ. Ача кирек миҫе ҫулта пулсан та, ун ҫине тӑшман ҫине пӑхнӑ пек ан пӑхӑр. Ачасем эсир вӗсене юратнине тата сирӗн вӗсене пулӑшас килнине курса тӑччӑр.

17, 18. Ашшӗ-амӑшсем хӑйсен ачине ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

17 Ача шыва кӗнӗ пулсан, апла вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ. Вӑл Турра юратма тата уншӑн ӗҫлессине хӑйӗн пурнӑҫӗнче чи мала хума сӑмах панӑ. (Марк 12:30 вуласа пар.) Ҫавнашкал сӑмах пани ҫине Иегова ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмасть, ҫавӑнпа никамӑн та хӑйӗн пурнӑҫне Ӑна халалласси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар (Еккл. 5:3, 4). Ҫавӑн ҫинчен хӑвӑрӑн ывӑла е хӗре ырӑ кӑмӑлпа аса илтерме майлӑ вӑхӑт тупӑр. Анчах та ҫавна тӑвас умӗн Иеговӑн организацийӗ ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшас тесе панӑ материалсене тӗпчӗр. Ҫапла вара эсир хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ христиансем мӗнле яваплӑхсем тата мӗнле пиллӗхсем илни ҫинчен калаҫма хатӗр пулатӑр.

18 Лайӑх канашсене «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 1-мӗш томӗнче тупма пулать. Унта «Вопросы родителей» ятлӑ приложенире каланӑ: «Ача чӑнлӑхпа пурӑнасшӑн мар тесе тӳрех шутласа ан хурӑр. Тен, сӑлтавӗ пачах урӑхла». Тен, ӑна тантӑшӗсем хӗсеҫҫӗ е вӑл хӑйне пӗчченӗн туять. Тен, ача хӑйне ытти ҫамрӑк христиансемпе танлаштарса вӗсемпе тан нихӑҫан та пулаймӑп тесе шутлать. Приложенире малалла каланӑ: «Килӗшетӗр пулӗ, ҫак сӑлтавсем Библири чӑнлӑхсемпе пӗртте ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ, ытларах вӗсем пирки чӑнлӑхпа пурӑнма чӑрмантаракан лару-тӑрусем теме пулать — сахалтан та хальлӗхе». Унтан кӗнекере ашшӗ-амӑшӗсене ачан ӗненӗвне ҫирӗплетме мӗнле пулӑшмалли пирки канашсем панӑ.

19. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх илме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

19 Ачасене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстересси вӑл — чыс та, яваплӑх та (Эф. 6:4). Куртӑмӑр ӗнтӗ, ачасен Библие пӗлмелле ҫеҫ мар, хӑйсем мӗн пӗлсе пыни тӗрӗссине те ҫирӗп ӗненмелле. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма хавхалантарса тӑмалла. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑрӑн ачасене вӗрентсе ӳстернӗ чух алла ан усӑр! Иеговӑпа унӑн сывлӑшӗ сирӗн ачана ҫӑлӑнмашкӑн ӑслӑлӑх илме пулӑшчӑр!