Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Турра шанчӑклӑ тӑвансемпе пӗрле ӗҫлеме питӗ хавас пултӑм

Турра шанчӑклӑ тӑвансемпе пӗрле ӗҫлеме питӗ хавас пултӑм

1930 ҫулсенче манӑн аттепе анне, Джеймз тата Джесси Синклерсем, Нью-Йоркри Бронкс районне куҫса кайнӑ. Унта вӗсем Уилли Снеддонпа паллашнӑ, вӑл та Шотландирен куҫса килнӗ пулнӑ. Вӗсем тӳрех пӗр-пӗринчен ҫемйисем ҫинчен ыйтса пӗле пуҫланӑ. Ҫакӑ эпӗ ҫураличчен пӗр-икӗ ҫул маларах пулса иртнӗ.

Анне Уиллие хӑйӗн ашшӗпе пиччӗшӗ ҫинчен каласа панӑ: вӗсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланиччен икӗ ҫул маларах Ҫурҫӗр тинӗсре караппа пулӑ тытнӑ чухне мина ҫине лексе сирпӗнсе кайнӑ. Уилли вара аннене каланӑ: «Сирӗн аҫу тамӑкра!» Уилли Иегова Свидетелӗ пулнӑ, унӑн аптратса ӳкерекен сӑмахӗсем хыҫҫӑн анне чӑнлӑха пӗлсе пыма пуҫланӑ.

Уилли тата Лиз Снеддонсем

Уилли мӗн калани аннене кулянтарса янӑ, мӗншӗн тесен вӑл ашшӗ лайӑх ҫын пулнине пӗлнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Уилли ҫапла хушса каланӑ: «Иисус та тамӑкра пулнӑ, тен, ҫакӑ сирӗн чуна лӑплантарӗ». Анне вара хӑйне чиркӳре вӗрентнӗ кӗлӗре Иисус пирки тамӑка аннӑ тесе, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ тесе каланине аса илнӗ. Вӑл шухӑшланӑ: «Тамӑк вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене вутра асаплантармалли вырӑн пулсан, Иисус унта мӗн тунӑ вара?» Ҫапла майпа аннене Библири чӑнлӑх интереслентерсе янӑ. Вӑл «Бронкс» ятлӑ пухӑва ҫӳреме тытӑннӑ, 1940 ҫулта вара шыва кӗнӗ.

Аннепе тата аттепе пӗрле

Ҫав вӑхӑтра христиансене хӑйсен ачисемпе Библи вӗренме хавхалантарсах кайман. Эпӗ пӗчӗк чухне анне пухӑва е ырӑ хыпар сарма кайсан килте манпа атте ларнӑ. Темиҫе ҫултан эпир те аттепе тӗлпулусене ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Анне питӗ хастар хыпарҫӑччӗ тата темиҫе ҫынпа Библи вӗренетчӗ. Пӗр вӑхӑтра вӑл Библи вӗренекенсене хӑшӗ-пӗрисене пӗр пӗчӗк ушкӑна пухнӑччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗринпе юнашарах пурӑннӑ. Каникулсем вӑхӑтӗнче эпӗ аннепе пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳреттӗм. Ҫавна пула Библири чӑнлӑха лайӑхрах пӗле пуҫларӑм тата ӑна ыттисене ӑнлантарса пама вӗрентӗм.

Калама намӑс та, чӑнлӑха мӗн ачаранах пӗлнӗрен эпӗ ӑна малтан хакласах кайман. Ҫапах та 12-ре чухне Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫи пулса тӑтӑм та ырӑ хыпара пӗр тӑтӑш сарса ҫӳреме пуҫларӑм. 16 ҫулта эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм, вара 1954 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче Торонтори (Канада) конгресра шыва кӗтӗм.

ВЕФИЛЬТЕ ӖҪЛЕТӖП

Пирӗн пухура Вефильте ӗҫлекен тата унта унччен ӗҫлесе курнӑ тӑвансем пурччӗ. Вӗсем ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗҫ. Ҫав тӑвансем докладсене мӗнле туса пани тата Библие мӗнле ӑнлантарни мана питӗ килӗшетчӗ. Шкулти вӗрентекенсем мана университета кайма сӗнетчӗҫ пулин те эпӗ Вефильте ӗҫлеме шут тытрӑм. Ҫавӑнпа Торонтори конгресра, хам шыва кӗнӗ конгресра, эпӗ Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырса патӑм. Заявление тепӗр хут 1955 ҫулта Нью-Йоркри «Янки» стадионӗнче ирттернӗ конгресра ҫыртӑм. Вара 17 ҫула ҫитсен мана Бруклинри Вефильте ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Эпӗ унта 1955 ҫулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнтӑм. Иккӗмӗш кунне мана хуплашкаллӑ кӗнекесем тумалли цеха ячӗҫ, вӑл Адамс-стрит урамӗнче 117-мӗш ҫуртраччӗ. Кӗҫех эпӗ 32 страницӑллӑ тетрадьсене комплектлакан машинӑпа ӗҫлеме пуҫларӑм, кайран ҫав тетрадьсене пӗрле ҫӗлесе ҫыпӑҫтарса кӗнекесем тунӑ.

17 ҫулта, Бруклинри Вефильте ӗҫлеме пуҫланӑ чухне

Ҫав цехра эпӗ пӗр уйӑха яхӑн ӗҫлерӗм, унтан мана журналсем ҫырӑнса илмелли уйрӑма куҫарчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ машинкӑпа пичетлеме пӗлеттӗм. Ҫав вӑхӑтра тӑвансем «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсене ҫырӑнакансен адресӗсене пичетлесе металл трафаретсем тӑватчӗҫ. Темиҫе уйӑхранах эпӗ вулакансем патне кӗнеке-журнал ярса тӑракан уйрӑмра ӗҫлеме тытӑнтӑм. Уйрӑмӑн надзирателӗ, Клаус Дженсен, мана грузовик водительне пулӑшма ыйтрӗ, вӑл литература коробкисене тӗрлӗ ҫӗршывсене ӑсатма порта илсе каятчӗ. Унсӑр пуҫне, эпир Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пухусене ямалли журналсене почтӑна леҫсе параттӑмӑрччӗ. Дженсен тӑван вӑй-хал ӗҫӗ саншӑн усӑллӑ пулӗ терӗ. Эпӗ 57 килограмм ҫеҫ туртаттӑмччӗ, шӑрпӑк пек хытканччӗ. Порта тата почтӑна кайса ҫӳренипе эпӗ тӗреклентӗм. Дженсен тӑван маншӑн мӗн лайӑхрах пуласса чӑнах та пӗлнӗ иккен.

Журналсем ҫырӑнса илмелли уйрӑм пухури тӑвансен заказӗсемпе те ӗҫлетчӗ. Ҫавӑнта ӗҫленине пула эпӗ Бруклинран тӗрлӗ ҫӗршывсене ярса тӑмалли журналсене мӗнле чӗлхесемпе пичетленине пӗлтӗм. Чылайӑшӗ ҫинчен эпӗ илтмен те, анчах та вун-вун пин журнала ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи инҫетри кӗтессене те ярса пани мана яланах савӑнтаратчӗ. Пуласлӑхра ҫав ҫӗршывсенчен нумайӑшне каймалла пуласси пирки эпӗ шухӑшлама та пултарайман.

Роберт Уолленпа, Чарлз Молохенпа тата Дон Адамспа пӗрле

1961 ҫулта мана бухгалтерие куҫарчӗҫ, Грант Сьютер тӑван унта надзиратель пулса ӗҫлетчӗ. Ҫав уйрӑмра эпӗ икӗ ҫула яхӑн ӗҫлерӗм. Пӗррехинче мана Нейтан Норр хӑй кабинетне чӗнчӗ, ун чухне вӑл Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери ӗҫӗ-хӗлне ертсе пыратчӗ. Вӑл мана унпа пӗрле ӗҫлекен пӗр тӑван уйӑхлӑха Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне вӗренме каять, кайран вара сӑваплӑ ӗҫӗн уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫлать тесе каларӗ. Мана ҫав тӑван вырӑнне куҫарчӗҫ, эпӗ Дон Адамс тӑванпа пӗрле ӗҫлеме тытӑнтӑм. 1955 ҫулхи конгресра эпӗ шӑпах ӑна Вефильте ӗҫлеме заявлени панӑччӗ. Ҫав уйрӑмра Роберт Уоллен тата Чарлз Молохен тӑвансем те ӗҫлетчӗҫ. Эпир тӑватсӑмӑр 50 ҫул ытла пӗрле ӗҫлерӗмӗр. Турра шанчӑклӑ ҫак тӑвансемпе ӗҫлесе тӑма май пулнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп! (Пс. 132:1.)

Зональнӑй надзиратель ӗҫне тума пуҫлатӑп. Венесуэла, 1970 ҫул

1970 ҫултанпа эпӗ кашни ҫулах е икӗ ҫулта пӗрре Хурал Башни Обществин филиалӗсене ҫӳреме пуҫларӑм. Ун чухне ҫак ӗҫе тӑвакан арҫын тӑвансене зональнӑй надзирательсем тетчӗҫ. Манӑн пӗтӗм тӗнчери Вефильсенче ӗҫлекенсене тата миссионерсене хавхалантармаллаччӗ тата филиал докуменчӗсене тӗрӗслемеллеччӗ. Галаад Шкулӗн малтанхи класӗсенче вӗреннӗ тӑвансемпе тӗл пулма питӗ савӑнӑҫлӑччӗ, вӗсем ют ҫӗршывсенче малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратчӗҫ. Зональнӑй надзиратель пулса ӗҫленӗ ҫулсенче эпӗ 90 ытла ҫӗршывра пултӑм. Ку маншӑн пысӑк чыс!

90 ытла ҫӗршыври тӑвансем патне кайса килни маншӑн пысӑк савӑнӑҫ!

ШАНЧӐКЛӐ ПУЛӐШАКАНА ТУПАТӐП

Бруклинри вефилецсем Нью-Йоркри тӗрлӗ пухусене ҫӳретчӗҫ, манӑн пуху Бронксраччӗ. Малтан ҫак районта пӗр пухуччӗ, анчах каярахпа, вӑл ӳссе кайнӑран, ӑна икке пайларӗҫ. Эпӗ ҫӳрекен пуху халӗ «Тури Бронкс» ятлӑ.

60-мӗш ҫулсен варринче пирӗн пухӑвӑн территорине латыш ҫемйи куҫса килчӗ, вӗсем чӑнлӑха Кӑнтӑр Бронксра пӗлнӗ. Вӗсен аслӑ хӗрӗ Ливия ятлӑччӗ. Шкултан вӗренсе тухсанах вӑл пионер пулса ӗҫлеме тытӑнчӗ. Темиҫе уйӑхран вара хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта пулӑшас тесе Массачусетс штатне куҫса кайрӗ. Эпӗ ун патне пухура мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырса яраттӑм, вӑл вара — Бостонра ырӑ хыпар сарни ҫинчен.

Ливияпа пӗрле

Темиҫе ҫултан Ливия ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме тытӑнчӗ. Вӑл Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗн ҫунатчӗ, ҫавӑнпа Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырчӗ. 1971 ҫулта ӑна Вефиле чӗнчӗҫ. Эпӗ Иегова мана паллӑ пачӗ тесе шутларӑм. 1973 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Туйра Норр тӑван доклад туса пачӗ. Ытарӑшсем 18:22-мӗшӗнче каланӑ: «Кам ырӑ арӑм тупнӑ, ҫавӑ ырӑлӑх тупнӑ, Турӑран тивлет илнӗ». Эпир Ливияпа 40 ҫул ытла ӗнтӗ Вефильте ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир Бронксри пухӑва ҫӳресе унти тӑвансене пулӑшса тӑратпӑр.

ХРИСТОСӐН ТӐВАНӖСЕМПЕ ҪУМА-ҪУМӐН ӖҪЛЕТӖП

Норр тӑванпа пӗрле ӗҫлеме кӑмӑла каятчӗ. Вӑл чӑнлӑхшӑн ырми-канми ӗҫлесе тӑратчӗ тата миссионерсен ӗҫне хаклатчӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсене янӑ ҫӗршывсенче пӗрремӗш Свидетельсем пулнӑ. 1976 ҫулта Норр тӑванӑн рак чирне тупнӑ. Чире пула вӑл мӗнле асапланнине курма питӗ йывӑрччӗ. Пӗррехинче вырӑнпах выртма пуҫланӑ Норр тӑван мана пичетлемелли материалсене вуласа пама ыйтрӗ. Вуланине итлеме вӑл Фредерик Френц тӑвана та чӗнсе килме ыйтрӗ. Каярахпа эпӗ Френц тӑванӑн куҫӗ япӑх курнӑ пирки Норр тӑван ӑна вуласа парас тесе нумай вӑхӑт уйӑрни ҫинчен пӗлтӗм.

Зональнӑй надзиратель ӗҫне тунӑ чухне Дэниель тата Марина Сидликсемпе пӗрле. 1977 ҫул

1977 ҫулта Норр тӑван вилчӗ, анчах та ӑна пӗлнӗ тата юратнӑ тӑвансене вӑл мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни йӑпататчӗ (Ӳлӗм. 2:10). Норр хыҫҫӑн Иегова Свидетелӗсен ӗҫне-хӗлне Френц тӑван йӗркелесе ертсе пыма пуҫларӗ.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ Милтон Хеншелӗн секретарӗ пулса ӗҫлеттӗм, вӑл вара Норр тӑванпа пӗрле вун-вун ҫул хушши ӗҫленӗ. Хеншель тӑван манӑн тӗп яваплӑх Френц тӑвана пулӑшасси пулать тесе каларӗ. Эпӗ ӑна пичете ямалли материалсене вуласа параттӑм. Френц тӑван питӗ лайӑх астуса юлма тата хӑйне вуласа панӑ чухне питӗ тимлӗ итлеме пултарни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретчӗ. 1992 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Френц тӑван вилчӗ. Ӑна пулӑшса тӑма май пулнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп.

Колумбия-Хайтс, 124-мӗш ҫурт. Кунта эпӗ вун-вун ҫул хушши ӗҫлерӗм

Эпӗ Вефильте ӗҫленӗ вӑхӑт, 61 ҫул, ҫав тери хӑвӑрт иртсе кайрӗ! Манӑн аттепе анне мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ пулчӗҫ. Вӗсемпе хальхинчен чылай лайӑхрах тӗнчере тӗл пуласса эпӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп (Иоанн 5:28, 29). Пӗтӗм тӗнчипех Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракан тӑвансемпе пӗрле ӗҫлени мана ҫав тери нумай савӑнӑҫ парать, Сатана мӗн сӗннинчен нимӗн те ҫав савӑнӑҫпа танлашаймасть. Нумай ҫул хушши Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫленӗ май Иегова паракан савӑнӑҫ пирӗншӗн тӗрек пулчӗ тесе эпир Ливияпа ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр (Неем. 8:10).

Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пӗр чарӑнмасӑр пырать, вӑл Иеговӑн организацийӗнчи пӗр ҫынран та килмест. Турра шанчӑклӑ нумай тӑванпа пӗрле ӗҫлеме май килнишӗн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп! Ҫакӑ маншӑн пысӑк чыс. Манпа пӗрле ӗҫленӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансенчен нумайӑшӗ халӗ ҫӗр ҫинче мар ӗнтӗ. Турра парӑнса пурӑннӑ тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме май пулнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ.