Тивӗҫлисене чыс-хисеп тӑвӑр
«Аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр» (ӲЛӖМ. 5:13).
ЮРӐСЕМ: 10, 16
1. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ тата эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?
ЫТТИСЕНЕ хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Вӗсене сума сунипе тата вӗсемпе уйрӑмах тимлӗ пулнипе. Ытларах чухне ҫынна унӑн ӗҫӗсене кура е вӑл пӗр-пӗр вырӑн йышӑннине кура хисеп тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: кама пирӗн чыс-хисеп тумалла тата мӗншӗн?
2, 3. а) Мӗншӗн пуринчен ытла Иегова чыс-хисепе тивӗҫлӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ӳлӗмхине 5:13-мӗшӗнче каланӑ Путек кам вӑл тата мӗншӗн вӑл хисепе тивӗҫлӗ?
2 Ӳлӗмхине 5:13 пӑхсан «аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путек» чыс-хисепе тивӗҫлӗ паллах. Ӳлӗмхине 4-мӗш сыпӑкра мӗншӗн Иегова хисепе тивӗҫлине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗрне илсе панӑ. Пысӑк вырӑн йышӑнакан ангелсем пӗр харӑссӑн Иеговӑна, «ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана», мухтавласа калаҫҫӗ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать» (Ӳлӗм. 4:9—11).
Иоанн 1:29). Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗр ҫинчи пур патшаран та аслӑрах. Унта ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Патшасенӗн пӗртен-пӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, пӗртен-пӗр Вилӗмсӗрри... вӑл патне те пымалла мар ҫутӑра пурӑнать; Ӑна ҫынсем никам та курман, курма та пултараймаҫҫӗ» (1 Тим. 6:14—16). Патшасенчен хӑшӗ хӑй ирӗкӗпе пире ҫылӑхран тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ? Чӑнах та, пӗлӗтри мириад-мириад ангелпа пӗрле ҫак мухтав сӑмахӗсене калас килет: «Путек хӑват та, пуянлӑх та, ӑслӑлӑх та, тӗрек те, хисеп те, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ!» (Ӳлӗм. 5:12.)
3 Путек вӑл — Иисус Христос. Вӑл «тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки» (4. Мӗншӗн пирӗн пурин те Иеговӑна тата Христоса чысламалла?
4 Пирӗн пурин те Иеговӑпа Христоса чыс-хисеп тумалла. Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси ҫакӑнтан килет. Ҫакӑ Иоанн 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсенчен уҫҫӑн курӑнать: «Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ Ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест». (Псалом 2:11, 12 вуласа пар.)
5. Мӗншӗн кашни ҫын хисепе тивӗҫлӗ?
5 Этеме «Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ» (Пулт. 1:27). Ҫавӑнпа нумайӑшӗ Туррӑн лайӑх енӗсене кӑтартать. Ҫынсем пӗр-пӗрне юратма, ырӑ тума тата хӗрхенме пултараҫҫӗ. Пур ҫыннӑн та совесть пур — ырӑпа усала, тӗрӗслӗхпе суяна, юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине уйӑрса илме пулӑшакан шалти туйӑм (Рим 2:14, 15). Ҫавӑн пекех кашни ҫынна тенӗ пекех тасалӑхпа хитрелӗх килӗшет. Унсӑр пуҫне, ҫынсем, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнасшӑн. Пурте, пӗрисем ытларах, теприсем сахалтарах, Иеговӑн лайӑх енӗсене кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа кашни ҫын хисепе тивӗҫлӗ (Пс. 8:6).
КАМА ТАТА МӖНЛЕ МАЙПА ЧЫС-ХИСЕП ТУМАЛЛА?
6, 7. Иегова Свидетелӗсем ытти ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
6 Ыттисене мӗн таран тата мӗнле майпа хисеп тумаллине пӗлни питӗ кирлӗ. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫине Сатанан тӗнчи пысӑк витӗм кӳрсе тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫынсем хӑш-пӗр арҫынсемпе хӗрарӑмсене ытлашшипех чыс-мухтав кӳни пире тӗлӗнтермест. Вӗсем тӗн тата политика пуҫлӑхӗсене, спорт, кино тата шоу-бизнес ҫӑлтӑрӗсене тата ытти паллӑ ҫынсене турӑ вырӑннех хураҫҫӗ. Ҫамрӑккисем те, ваттисем те ҫав паллӑ ҫынсенчен тӗслӗх илсе хӑйсене вӗсем пек тытма тата вӗсем пек тӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
7 Чӑн христиансем ҫынсене ҫапла майпа чыслани тӗрӗс мар пулнине пӗлеҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен пӗр ҫын ҫеҫ пур енчен те чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ — Иисус Христос (1 Петр 2:21). Эпир ыттисене ытлашшипех чыслатпӑр пулсан Иеговӑна кӳрентеретпӗр. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫакна асра тытмалла: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ» (Рим 3:23). Чӑнах та, ҫынсенчен нихӑшӗ те Турра хисепленӗ пек хисепленине тивӗҫлӗ мар.
8, 9. а) Иегова Свидетелӗсем влаҫра ларакансем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? ӑ) Влаҫра ларакансене эпир хӑҫан пӑхӑнмастпӑр?
8 Ҫак тӗнчере хӑш-пӗр ҫынсене власть панӑ. Вӗсен ҫынсем хушшинчи йӗркелӗхшӗн Рим 13:1, 7).
тата вӗсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла. Ҫакӑ пурне те усӑ парать. Акӑ мӗншӗн Павел апостол христиансене влаҫра ларакансем ҫине «аслӑ пуҫлӑхсем» ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тата вӗсене пӑхӑнма ӳкӗтленӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Пурне те тивӗҫлине парса тӑрӑр: куланай памаллине — куланай парӑр... хисеплемеллине — хисеплӗр» (9 Ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн, Иегова Свидетелӗсем влаҫра ларакансене хисеплеҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, кашни ҫӗршывра хӑйсен йӑли-йӗрки. Пуҫлӑхсене чыс-хисеп тунӑ чухне эпир ҫавна шута илетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир вӗсем мӗн хушнине пурнӑҫлама хатӗр. Анчах та вӗсем пире Турӑ ирӗкне хирӗҫлекен ӗҫе тума ыйтаҫҫӗ пулсан, эпир ҫавна тума килӗшместпӗр. Ҫакӑн пек лару-тӑрура эпир ҫынсене мар, Иеговӑна чыс-мухтав кӳретпӗр. (1 Петр 2:13—17 вуласа пар.)
10. Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
10 Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пуҫлӑхсем ҫине мӗнле пӑхмалли пирки лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Рим императорӗ халӑха ҫырса тухма хушу кӑларсан, вӑл мӗн хушнине пурнӑҫлас тесе Иосиф Марияпа, арӑмӗн кӗҫ-вӗҫ пӗрремӗш ачине ҫуратмалла пулнӑ пулин те, Вифлееме кайнӑ (Лука 2:1—5). Каярахпа Павел хӑйне судра хӳтӗленӗ чухне Ирод Агриппа патшапа Иудея провинцийӗн пуҫлӑхӗ Фест умӗнче хӑйне питӗ хисеплӗн тытнӑ (Ап. ӗҫ. 25:1—12; 26:1—3).
11, 12. а) Мӗншӗн эпир тӗн пуҫлӑхӗсене влаҫра ларакансене хисеп тунӑ пекех хисеп тумастпӑр? ӑ) Австрири пӗр Свидетель политикпа хисеплӗн калаҫни мӗнле пиллӗх кӳнӗ?
11 Анчах та Иегова Свидетелӗсем тӗн пуҫлӑхӗсене вӗсем кӗтнӗ пек чыс-хисеп тумаҫҫӗ. Тӗн пуҫлӑхӗсем Турӑ ҫинчен тӗрӗссине вӗрентмеҫҫӗ тата Библири чӑнлӑха пӑсаҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпир вӗсене ытти ҫынсене хисепленинчен ытла хисеплеместпӗр. Ҫакнашкал ҫынсене Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнине, вӗсене икӗ питлӗскерсем тата суккӑр ҫулпуҫсем тенине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ (Матф. 23:23, 24). Влаҫра ларакансене вара тивӗҫлипе чыс-хисеп тӑватпӑр пулсан, хӑш-пӗр чухне вӗсем пире пулӑшма та пултараҫҫӗ.
12 Леопольд Энглайтнер ятлӑ Австрири хастар Свидетельпе акӑ мӗн пулса иртнӗ. Нацистсем ӑна поездпа Бухенвальд лагерьне ӑсатнӑ. Вагонра унпа пӗрле нацистсем арестленӗ Австри политикӗ Генрих Глайсснер пулнӑ. Энглайтнер тӑван хӑй мӗне ӗненни ҫинчен хисеплӗн Глайсснера каласа панӑ, лешӗ вара ӑна тимлӗ итленӗ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ҫав политик хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса Австрири Свидетельсене пӗрре кӑна мар пулӑшнӑ. Эсир христиансем пуҫлӑхсене чыс туни пиллӗхсем панине кӑтартакан урӑх тӗслӗхсене те пӗлетӗр пулӗ.
ТАТА КАМА ЧЫС-ХИСЕП ТУМАЛЛА
13. Уйрӑмах кам хисепе тивӗҫлӗ тата мӗншӗн?
13 Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем, паллах, хисепе тивӗҫлӗ. Уйрӑмах старейшинӑсем пирки ҫакӑн пек калама пулать, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем ҫине ертсе пырас ӗҫе илеҫҫӗ. (1 Тимофей 5:17 вуласа пар.) Ҫак арҫын тӑвансене эпир вӗсем мӗнле халӑх ҫынни пулнине, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине, пуян е чухӑн пулнине пӑхмасӑрах хисеп тӑватпӑр. Вӗсем урлӑ Турӑ хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа Библире вӗсем пирки ҫынсене панӑ парнесем тесе каланӑ. Пухури старейшинӑсем, район надзирателӗсем, филиалсен комитечӗсенче ӗҫлекен тӑвансем тата Ертсе пыракан советри тӑвансем пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр ҫеҫ. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем яваплӑ арҫын тӑвансене чун-чӗререн хисепленӗ, хальхи вӑхӑтра та эпир ҫаплах тӑватпӑр. Хамӑр организацинчи хисеплӗ арҫын тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне эпир вӗсем ҫине ангелсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр. Ҫапах та эпир ҫав тӑвансене хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн, хӑйсене кӗҫӗне хунӑшӑн хисеплетпӗр тата чыс тӑватпӑр. (2 Коринф 1:24; Ӳлӗмхине 19:10 вуласа пар.)
14, 15. Христиансен пухӑвӗнчи кӗтӳҫсем тӗн пуҫлӑхӗсенчен нумайӑшӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
14 Ҫак тӑвансене йӑваш кӗтӳҫӗсемпе танлаштарма пулать. Вӗсем хӑйсем ҫине ҫак тӗнчери ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхтарасшӑн мар. Хӑйсене ҫапла тунипе вӗсем Иисус вӑхӑтӗнчи тӗн пуҫлӑхӗсенчен те, хальхи вӑхӑтрисенчен те уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Иисус вӗсем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ» (Матф. 23:6, 7).
15 Христиансен пухӑвӗнчи кӗтӳҫсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытаҫҫӗ: «Сире вара „вӗрентекен“ тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр; ҫӗр ҫинче никама та „атте“ тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере; сире „вӗрентӳҫӗ“ тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос. Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Матф. 23:8—12). Акӑ мӗншӗн пӗтӗм тӗнчери тӑвансем хӑйсен пухӑвӗнчи старейшинӑсене ҫав тери юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ.
16. Мӗншӗн пирӗн ыттисене Иегова кӗтнӗ пек чыс-хисеп тума вӗренес тесе малалла та пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла?
16 Чӑнах та, ыттисене мӗнле майпа чыс-хисеп тумаллине вӗренме вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать. Ҫак тӗлӗшрен пӗрремӗш христиансен те вӗренмелле пулнӑ (Ап. ӗҫ. 10:22—26; 3 Иоанн 9, 10). Ҫавӑнпа пирӗн ыттисене Иегова кӗтнӗ пек чыс-хисеп тума пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Ҫакӑ нумай пиллӗх кӳрет.
ЫТТИСЕНЕ ЧЫС-ХИСЕП ТУНИ ПИЛЛӖХ КӲРЕТ
17. Обществӑра хисеплӗ вырӑн йышӑнакансене чыс туни мӗнле пиллӗхсем кӳрет?
17 Обществӑра хисеплӗ вырӑн йышӑнакансене эпир чыс тӑватпӑр пулсан, вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӳтӗлессе шанма пултаратпӑр. Эпир хамӑра хисеплӗн тытнине курса вӗсем час-часах пирӗн ҫинчен ырласа калаҫаҫҫӗ. Германири пионер пулса ӗҫлекен Биргит ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн хӗрӗ диплом илнӗ кун унпа пӗрле шкула кайнӑ пулнӑ. Учительсем ӑна ҫак ҫулсенче Свидетельсен ачисене вӗрентме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ тенӗ. Тата вӗсем шкулта ҫакнашкал ачасем пулмасассӑн питӗ шел пулнӑ пулӗччӗ тесе те каланӑ. Биргит ӑнлантарса ҫапла хуравланӑ: «Эпир хамӑрӑн ачасене хӑйсене Турӑ хушнӑ пек тытма вӗрентетпӗр, ҫакӑ вара учительсене хисеплемеллине те пӗлтерет». Пӗр учителӗ вара каланӑ: «Ачасем пурте сирӗн ачасем пек пулнӑ пулсан, кунта шкул мар, рай пулнӑ пулӗччӗ». Темиҫе эрнерен тепӗр учителӗ Лейпцигри конгреса кайса курнӑ.
18, 19. Старейшинӑсене чыс-хисеп тӑвас тӗлӗшрен пирӗн мӗн асра тытмалла?
18 Библири принципсем пире пухури старейшинӑсене хисепленине кӑтартас тесен мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. (Еврейсем 13:7, 17 вуласа пар). Эпир ҫак арҫын тӑвансене хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн мухтама пултаратпӑр тата пирӗн ҫавна тумалла та. Унсӑр пуҫне, пирӗн вӗсене итлемелле. Ҫапла майпа эпир старейшинӑсене хӑйсен тивӗҫлӗхӗсене малалла та хаваспах туса тӑма пулӑшӑпӑр. Эпир вӗсене чун-чӗререн хисеплетпӗр пулсан та, пӗр-пӗр хисеплӗ старейшина тӑхӑннӑ пек тӑхӑнма, вӑл калаҫнӑ пек калаҫма, хамӑра ун пек тытма тата доклад тунӑ чухне ун манерлӗ калаҫма тӑрӑшмастпӑр паллах. Ҫапла хӑтланма пуҫлатпӑр пулсан, ҫакӑ хамӑр пек ҫитменлӗхлӗ ҫын хыҫҫӑн кайниех пулать. Пирӗншӗн чи лайӑх тӗслӗх — Иисус Христос, пирӗн ун хыҫҫӑн ҫеҫ пымалла.
19 Эпир старейшинӑсене тивӗҫлипе чыс-хисеп тӑватпӑр, анчах вӗсем ҫине ҫак тӗнчери паллӑ ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр. Ҫапла майпа эпир вӗсене пулӑшатпӑр, мӗншӗн тесен мӑнна хурас туртӑмпа тата эпӗ ыттисенчен лайӑхрах, яланах тӗрӗссине тӑватӑп текен шухӑшсемпе кӗрешме вӗсене чылай ҫӑмӑлтарах пулать.
20. Ыттисене чыс-хисеп туни пире мӗнле пулӑшать?
20 Унсӑр пуҫне, эпир ыттисене хисеп туни пире хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшласран хӳтӗлӗ тата, хамӑра кам та пулин питӗ хисепленине туйсан та, мӑнкӑмӑлланса кайма памӗ. Ҫакӑ пире Иеговӑн организацийӗ вӗрентнӗ пек тума та пулӑшать — эпир никама та ытлашши пысӑка хурса чысламастпӑр. Ҫапла туни пирӗн енчен ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен эпир чыс-хисеп тӑвакан ҫын пирӗн шанӑҫа тӳрре кӑлармарӗ пулсан та, пирӗн ӗненӳ хавшамӗ.
21. Мӗнле тӗп сӑлтавпа пирӗн ыттисене чыс-хисеп тумалла?
21 Чи кирли вара — тивӗҫлисене чыс-хисеп тунипе эпир Турра савӑнтаратпӑр. Эпир вӑл кӗтнӗ пек тӑватпӑр тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр, вара вӑл хӑйне айӑпласа калакансене кирек кама та хурав пама пултарать (Ытар. 27:11). Ҫак тӗнчери ҫынсенчен нумайӑшӗ ыттисене Турӑ кӗтнӗ пек хисеп тума пӗлмеҫҫӗ. Эпир ҫавна мӗнле тумаллине пӗлнӗшӗн питӗ савӑнатпӑр.