Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлатех!
«Эпӗ каларӑм — каланине пурӑнӑҫа килтеретӗп; палӑртса хутӑм — тумасӑр хӑвармастӑп» (ИС. 46:11).
ЮРӐСЕМ: 25, 18
1, 2. а) Иегова пире мӗн уҫса панӑ? ӑ) Исаия 46:10, 11 тата 55:11-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантарса калаҫҫӗ?
БИБЛИРИ пӗрремӗш сӑмахсене ӑнланма ҫӑмӑл, анчах та вӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пулт. 1:1). Иегова тунӑ япаласенчен нумайӑшӗ ҫинчен, тӗслӗхрен, тӗнче уҫлӑхӗ, ҫутӑ тата гравитаци ҫинчен, эпир питӗ сахал пӗлетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир Ҫут тӗнчен пӗчӗк пайне ҫеҫ курма пултаратпӑр (Еккл. 3:11). Анчах та ҫӗрпе ҫынсем валли малтанах мӗн шухӑшласа хунине Иегова пире уҫса панӑ. Ҫӗр чӑмӑрӗ Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн чаплӑ кил пулса тӑмалла пулнӑ (Пулт. 1:26). Ҫынсем Иеговӑн ачисем пулнӑ пулӗччӗҫ, вӑл вара вӗсен Ашшӗ пулатчӗ.
2 Пултарни кӗнекинчи 3-мӗш сыпӑкран эпир Иегова мӗн тума шухӑшласа хуни ан пурнӑҫлантӑр тесе ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленни ҫинчен пӗлтӗмӗр (Пулт. 3:1—7). Анчах та ҫакӑ Иеговӑшӑн ҫӗнтерейми чӑрмав пулман, мӗншӗн тесен ӑна хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме никам та чарса тӑма пултараймасть (Ис. 46:10, 11; 55:11). Ҫавӑнпа эпир Иегова чи малтанах мӗн шухӑшласа хуни палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫланасси пирки иккӗленместпӗр.
3. а) Библири хыпара ӑнланас тесен мӗнле чӑнлӑхсене пӗлмелле? ӑ) Мӗншӗн пирӗн ҫак чӑнлӑхсене сӳтсе явмалла? б) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?
Лука 22:19, 20). Ҫак уява килекен ҫынсем Турӑ мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен нумайрах пӗлме пултарӗҫ. Каҫхи апат уявӗччен темиҫе кун кӑна юлнӑ, ҫавӑнпа хамӑрпа пӗрле Библи вӗренекенсене тата ытти тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене ҫак уява килме хавхалантарас тесен мӗнле ыйтусемпе усӑ курмалли ҫинчен шухӑшламалла. Айтӑр виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: Турӑ ҫӗрпе ҫынсем валли чи малтанах мӗн шухӑшласа хунӑ? Мӗншӗн хальлӗхе вӑл ҫавна пурнӑҫламан? Тата мӗншӗн Иегова мӗн шухӑшласа хуни Иисусӑн тӳлесе илмелли парнисӗр пурнӑҫланайман пулӗччӗ?
3 Паллах ӗнтӗ, Библирен эпир Турӑ ҫӗрпе ҫынсем валли мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен тата Иегова ҫавна Иисус урлӑ пурнӑҫласси ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ҫак чӑнлӑхсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Тен, Библи вӗренме пуҫласан эпир чи малтан вӗсем ҫинчен пӗлтӗмӗр. Халӗ вара ҫак питӗ кирлӗ пӗлӳсене ыттисене уҫса парасшӑн. Ку статьяна эпир шӑпах Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне май килнӗ таран нумайрах ҫынна чӗнме тӑрӑшнӑ вӑхӑтра вӗренетпӗр (ЧИ МАЛТАНАХ ТУРӐ МӖН ШУХӐШЛАСА ХУНӐ?
4. Иегова тунӑ япаласем мӗнле майпа унӑн «мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе» тӑраҫҫӗ?
4 Иегова тунӑ япаласем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсем пурте пӗр кӑлтӑксӑр (Пулт. 1:31; Иер. 10:12). Вӗсен илемӗ тата вӗсем хушшинче тӗлӗнмелле йӗрке пурри пире мӗне вӗрентет? Турӑ тунӑ япаласене — чи пӗчӗккисене те, чи пысӑккисене те — сӑнаса пӑхсан, вӗсене кашнине пӗр-пӗр тӗллевпе туни курӑнать. Этем кӗлеткин клеткисем питӗ кӑткӑс пулни ҫинчен шухӑшласан, тин кӑна ҫуралнӑ ача ҫине пӑхсан е хӗвел аннӑ чухнехи хӗп-хӗрлӗ пӗлӗте сӑнасан эсир мӗн туятӑр? Ҫакӑ пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен Турӑ пире илеме курса киленмелле тунӑ. (Псалом 18:2; 103:24 вуласа пар.)
5. Мӗне пула Ҫут тӗнчере тӗлӗнмелле йӗрке пур?
5 Ҫавӑн пекех Иегова хӑй тунӑ япаласене валли хӑйне евӗрлӗ чикӗсем палӑртса хуни курӑнать. Вӑл пӗтӗм Ҫут тӗнчере йӗрке пултӑр тесе ҫутҫанталӑк саккунӗсемпе нравственность саккунӗсене панӑ (Пс. 18:8—10). Ҫавӑнпа тӗнчере кашни япалан хӑйӗн вырӑнӗ пур, вӗсене пурне те пӗр-пӗр тӗллевпе тунӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова хунӑ саккунсем япаласем пӗр-пӗрин ҫине мӗнле витӗм кӳмеллине те йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫӗр атмосфери гравитаци саккунне пула тытӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех тинӗссенче шыв хӑпарасси-чакасси те гравитаципе ҫыхӑннӑ. Гравитацисӗр тата ытти саккунсемсӗр ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пулман пулӗччӗ. Ҫут тӗнчере тӗлӗнмелле йӗрке пурри Турӑ ҫӗре тата ҫынсене ахальтен туманнине кӑтартать. Ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне эпир ҫынсене ҫак йӗркене тӑвакан ҫинчен каласа пама пултаратпӑр (Ӳлӗм. 4:11).
6, 7. Иегова Адампа Евӑна мӗн-мӗн парнеленӗ?
6 Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла пулнӑ (Пулт. 1:28; Пс. 36:29). Турӑ нумай чаплӑ парне панине пула Адампа Ева телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарнӑ. (Иаков 1:17 вуласа пар.) Вӑл вӗсене суйласа илмелли ирӗклӗх тата шухӑшлама, юратма, туслашма пултарулӑх панӑ. Турӑ Адампа калаҫнӑ тата Хӑйне итлесе пурӑнма вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Адама хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме, чӗрчунсемшӗн тӑрӑшма тата ҫӗр ӗҫне тума вӗрентнӗ (Пулт. 2:15—17, 19, 20). Унсӑр пуҫне, Иегова Адампа Евӑна куҫпа курмалла, шӑршӑ тата тутӑ пӗлмелле, сӗртӗннине туймалла, сасӑ илтмелле тунӑ. Ҫавна пула вӗсем илемлӗ райра савӑнса-киленсе пурӑнма пултарнӑ. Адампа Евӑн тӗрлӗ интереслӗ ӗҫ пулнӑ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пӗлӳсем илме пултарнӑ.
7 Турӑ шухӑшласа хуни шутне тата мӗн кӗнӗ? Иегова Адампа Евӑна пӗр ҫитменлӗхсӗр ачасем ҫуратмалла тунӑ. Вӗсен ачисен те ачасем ҫуратмалла пулнӑ. Вара пӗр ҫитменлӗхсӗр этемлӗх ҫемйи пӗтӗм ҫӗре тултарнӑ пулӗччӗ. Иегова хӑйӗн пӗрремӗш ачисене, Адампа Евӑна, хытӑ юратнӑ, ашшӗ-амӑшӗсенчен те хӑйсен ачисене хӑй пекех юратасса кӗтнӗ. Вӑл ҫынсене ҫӗре тата унта мӗн пуррине пурне те парнеленӗ. Ҫӗр яланлӑхах вӗсемшӗн чаплӑ кил пулса тӑмалла пулнӑ (Пс. 113:24).
ТУРӐ МӖН ШУХӐШЛАСА ХУНИ МӖНШӖН ПУРНӐҪЛАНМАН?
8. Пултарни 2:16, 17 сӑвӑ йӗркисенчи хушӑва мӗншӗн панӑ пулнӑ?
8 Анчах та Турӑ мӗн шухӑшласа хуни тӳрех пурнӑҫланман. Мӗншӗн? Иегова Адампа Евӑна ҫӑмӑл саккун панӑ, ӑна тытса тӑнипе вӗсем хӑйсене панӑ ирӗклӗхӗн чикӗсем пуррине ӑнланнине кӑтартма пултарнӑ. Иегова каланӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пулт. 2:16, 17). Турӑ мӗн хушнине ӑнланма та, пурнӑҫлама та Адампа Евӑна йывӑр пулман, мӗншӗн тесен апат-ҫимӗҫ вӗсен туллиех пулнӑ.
9, 10. а) Шуйттан Иеговӑна мӗн тесе айӑпланӑ? ӑ) Адампа Ева мӗн тума шут тытнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
9 Сатана Шуйттан ҫӗленпе усӑ курса Евӑпа калаҫнӑ. Вӑл ӑна улталаса Иеговӑна, хӑйӗн Ашшӗне, хирӗҫ кайма ӳкӗте кӗртнӗ. (Пултарни 3:1—5 вуласа пар; Ӳлӗм. 12:9.) Сатана Евӑран ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» Урӑхла каласан, вӑл: «Сирӗн хӑвӑр мӗн тӑвас килнине тума юрамасть-им вара?» — тесе ыйтнӑ. Унтан вӑл чӑрсӑррӑн суйса каланӑ: «Ҫук, вилместӗр». Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Евӑна Турра итлемесен те юрать тесе ӳкӗтленӗ: «Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ». Ҫапла майпа Сатана Иегова сирӗнтен лайӑххине пытарать, ҫавӑнпа ҫак ҫимӗҫе ҫиме ирӗк памасть тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Кайран вӑл тепӗр хут суйнӑ. «Эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр»,— тенӗ.
10 Адампа Евӑн суйласа илмелле пулнӑ: Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла-и е ҫӗлене итлемелле-и? Вӗсем Турӑ хушнине итлеместпӗр тесе йышӑну тунӑ, вара пӑлхавҫӑ Сатана майлӑ тӑнӑ. Адампа Ева Иеговӑна хӑйӗн Ашшӗ вырӑнне хума пӑрахнӑ та вӑл паракан хӳтлӗхсӗрех тӑрса юлнӑ (Пулт. 3:6—13).
11. Мӗншӗн Иегова хӑйне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени ҫине куҫ хупман?
11 Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен Адампа Ева пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑн тӑшманӗсем пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Библире Турӑ пирки «усал ӗҫсем Сан таса куҫу валли мар» тенӗ. Вӑл тӗрӗсмарлӑха кураймасть (Аввак. 1:13). Иегова вӗсен ҫылӑхӗ ҫине куҫ хупнӑ пулсан, пӗлӗтрисен те, ҫӗр ҫинчисен те пӗрлӗхре канӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнма шанчӑк пулман пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ мӗн каланине шанма май пулмастчӗ. Анчах та Иегова хӑйӗн саккунӗсемпе принципӗсене нихӑҫан та пӑсмасть (Пс. 118:142). Адампа Евӑн суйласа илмелли ирӗклӗх пурри вӗсен унӑн саккунӗсене пӑсма юранине пӗлтермен. Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн вӗсем, ҫӗртен пулнӑскерсем, вилнӗ те каллех тӑпра пулнӑ (Пулт. 3:19).
12. Адамӑн ачисемпе мӗн пулса тухнӑ?
12 Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ҫинӗ хыҫҫӑн Адампа Ева Туррӑн ачисем пулма пултарайман. Иегова вӗсене ӗмӗрлӗхех Эдем пахчинчен хӑваласа кӑларса янӑ (Пулт. 3:23, 24). Вӑл вӗсене пӑлхава пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсенчен те хӳтӗлемен. (Саккуна астутарни 32:4, 5 вуласа пар.) Ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑран ҫынсем Туррӑн паха енӗсене вӑл кӗтнӗ пек кӑтартма пултарайман. Адам чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑка ҫухатман ҫеҫ мар, унран унӑн ачисем ҫине ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ (Рим 5:12). Вӑл хӑйӗн ачисене ӗмӗрлӗх пурнӑҫсӑр тӑратса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне, малашне Адампа Ева та, вӗсен ачисем те пӗр ҫитменлӗхсӗр ачасем ҫуратма пултарайман. Сатана Шуйттан пӗрремӗш ҫынсене Турра хирӗҫ тӑратма пултарнӑ, халӗ те вӑл ҫынсене улталаса пурӑнать (Иоанн 8:44).
ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШАКАН ПАРНЕ
13. Иегова ҫынсене мӗн сунать?
13 Анчах та Турӑ ҫынсене юратма пӑрахман. Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ пулсассӑн та, вӑл ҫынсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма чӗнет. Вӑл никам та ан пӗттӗр тет (2 Петр 3:9). Ҫавӑнпа пӑлхав хыҫҫӑнах Иегова хӑйпе мирлешме ҫынсен май пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫакна тума вӑл хӑйӗн тӳрӗ нормисене те пӑсман. Иегова ҫакна мӗнле тунӑ-ши?
14. а) Иоанн 3:16 тӑрӑх, ҫынсене ҫӑлма Турӑ мӗн тунӑ? ӑ) Чӑнлӑха шыракан ҫынсемпе мӗнле ыйтӑва пӑхса тухма пулать?
14 Иоанн 3:16 вуласа пар. Каҫхи апат уявне эпир чӗнекен ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак сӑвӑ йӗркине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Анчах та мӗнле майпа Христос тӳлесе илме панӑ парне ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫса парать? Каҫхи апат уявӗ умӗнхи кампани вӑхӑтӗнче те, Каҫхи апат уявӗнче те, унта килнисемпе тепӗр хут тӗл пулнӑ чухне те чӑнлӑха шыракан ҫынсене ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшма пулать. Вӗсем тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлӗҫ, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Иегова пире мӗн тери хытӑ юратнине тата вӑл мӗн тери ӑслӑ пулнине ӑнланма пултарӗҫ. Эпир вӗсене мӗн ҫине тимлеттерме пултаратпӑр?
15. Иисус Адамран мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
15 Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынна тӳлесе илмелли парне пек панӑ. Ҫак ҫыннӑн Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла тата хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне этемлӗхшӗн памалла пулнӑ (Рим 5:17—19). Иегова Иисуса, хӑйӗн малтанхи ывӑлне, пӗлӗтрен ҫӗр ҫине янӑ (Иоанн 1:14). Чи малтанах Адам пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ пекех, Иисус та пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ. Анчах та, Адампа танлаштарсан, Иисус яланах Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене валли палӑртса хунӑ нормӑсем тӑрӑх пурӑннӑ. Иисус нихӑҫан та, тем тери йывӑр асап тӳснӗ вӑхӑтра та, ҫылӑх туман тата Туррӑн пӗр саккунне те пӑсман.
16. Тӳлесе илме панӑ парне мӗншӗн питӗ хаклӑ парне?
16 Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑран Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панипе ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарнӑ. Адамӑн мӗнле пулмалла пулнӑ, Иисус шӑп ҫавнашкал ҫын пулнӑ та — пӗр ҫитменлӗхсӗр тата Турра чунтан парӑнса итлесе пурӑнакан ҫын (1 Тим. 2:6). Христос тӳлесе илме панӑ парне «нумайӑшне» — арҫынсене, хӗрарӑмсене тата ачасене — ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма май уҫса панӑ (Матф. 20:28). Тӳлесе илме панӑ парнене пула Турӑ чи малтанах хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлӗ (2 Кор. 1:19, 20). Ҫак парне Турра чунтан парӑннӑ ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме шанчӑк панӑ.
ИЕГОВА ХӐЙ ПАТНЕ ТАВРӐНМА ҪУЛ УҪСА ПАНӐ
17. Тӳлесе илме панӑ парне мӗнле май уҫса парать?
17 Ҫынсене тӳлесе илме Иегова хаклӑран та хаклӑ парне панӑ (1 Петр 1:19). Пире ҫав тери юратнӑран вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне пирӗншӗн вилме янӑ (1 Иоанн 4:9, 10). Адам вырӑнне пирӗн атте Иисус пулса тӑнӑ теме пулать (1 Кор. 15:45). Ҫавна пула Иисус пире вилӗмрен хӑтарнӑ. Унсӑр пуҫне, пирӗн каллех Туррӑн ачисем пулса тӑма май пур. Иисусӑн тӳлесе илмелли парни Иеговӑна хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене пӑсмасӑр пире хӑйӗн ҫемйине йышӑнма май парать. Турра шанчӑклӑ ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрасси ҫинчен шухӑшлани пирӗн чӗрене ӑшӑтмасть-и вара? Ун чухне Туррӑн ҫемйинче пӗлӗтри пайӗпе ҫӗр ҫинчи пайӗ хушшинче арканми пӗрлӗх пулӗ. Эпир чӑннипех Туррӑн ачисем пулса тӑратпӑр (Рим 8:21).
18. Хӑҫан Иегова пуриншӗн те пӗртен-пӗр Пуҫлӑх пулӗ?
18 Пирӗн мӑнасатте Сатана хыҫҫӑн кайнӑ пулсан та, Иегова ҫынсене юратма пӑрахман. Унсӑр пуҫне, ҫынсем ҫылӑхлӑ пулин те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова хӑйӗн ачисене пурне те пур енчен те тӳрӗ пулса тӑма пулӑшӗ. «Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та» ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пуҫласан пурнӑҫ мӗнлерех пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Иоанн 6:40). Пире хытӑ юратакан тата вӗҫӗмсӗр ӑслӑ Аттемӗр хӑй чи малтан мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртӗ тата ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ачисене пурне те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗ. Ун чухне Иегова пуриншӗн те пӗртен-пӗр Пуҫлӑх пулӗ (1 Кор. 15:28).
19. а) Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни мӗн тума хавхалантарать? («Тивӗҫлӗ ҫынсене шырама пӑрахар мар» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
19 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни пире ҫак хаклӑ парнерен килекен пиллӗхсем ҫинчен ҫынсене каласа пама пӗтӗм вӑя хума хавхалантарать. Ҫак парнене пула Иегова пӗтӗм этемлӗхе ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк парать. Ҫынсен ҫакӑн ҫинчен пӗлмелле. Анчах та тӳлесе илме панӑ парне тата ытларах усӑ кӳрет. Тепӗр статьяра эпир Христос хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пани Эдем пахчинче Сатана кӑларса тӑратнӑ ыйтусемпе мӗнле ҫыхӑннине пӑхса тухатпӑр.