ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2017 февраль

Ҫак брошюрӑра 2017 ҫулхи апрелӗн 3—30-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлатех!

Турӑ чи малтанах ҫӗрпе этемлӗх валли мӗн шухӑшласа хунӑ пулнӑ? Мӗншӗн хальлӗхе ҫакӑ пурнӑҫланман? Иегова мӗн шухӑшласа хуни Иисусӑн тӳлесе илмелли парнисӗр мӗншӗн пурнӑҫланаймасть?

Тӳлесе илме панӑ парне — Ҫӳлти Аттемӗрӗн чи чаплӑ парни

Туррӑн ҫак парни ҫынсене чаплӑ пурнӑҫ пуласса ҫеҫ шантармасть. Вӑл тата пысӑкрах ыйтусене пырса тивет.

БИОГРАФИ

Турӑ пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне пӗрре кӑна мар кӑтартрӗ

Дуглас тата Мэри Гест Канадӑра пионер пулса ӗҫленӗ чухне, кайран вара Бразилире тата Португалире миссионер пулса ӗҫленӗ чухне Туррӑн пысӑк ырӑлӑхне хӑйсем ҫинче туйнӑ.

Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пырать

Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма ҫынсемпе усӑ курнӑ. Иегова вӗсене мӗнле майпа пулӑшса тӑнӑ?

Туррӑн халӑхне паян кам ертсе пырать?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак тӗнче пӗтичченех пӗрле пулма сӑмах панӑ. Халӗ вӑл Туррӑн ҫӗр ҫинчи халӑхне мӗнле ертсе пырать?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Павел ҫырнӑ: «Турӑ... эсир тӳссе ирттерме пултарайман илӗртӗве пулма памӗ». Ҫак сӑмахсене пӑхсан, Иегова эпир мӗн чӑтса ирттерме пултарасса малтанах пӗлет теме тата ҫавна кура мӗнле тӗрӗслевсене пулма памаллине шухӑшласа хурать теме пулать-и?

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Ытлашши йывӑр е ытлашши вӑрӑм ҫул ҫук»

1920 ҫулсен вӗҫӗнче тата 1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче хастар пионерсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара Австралири анлӑ сарӑлса выртакан аутбэкра сарса ҫӳренӗ.