Туррӑн веҫех пур пулсан, ӑна мӗн те пулин памалла-и?
«Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Санӑн аслӑ ятна мухтавлатпӑр» (1 ҪУЛС. 29:13).
1, 2. Иегова хӑй уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
ИЕГОВА — уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ. Пирӗн мӗн пурри пӗтӗмпех унран. Пӗтӗм тӗнчери ылтӑнпа кӗмӗл, ҫутҫанталӑкӑн ытти пуянлӑхӗсем те — Иеговӑн. Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑран ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пур (Пс. 103:13—15; Аггей 2:8). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшас тесе хӑйӗн харпӑрлӑхӗпе тӗлӗнмелле майпа усӑ курни ҫинчен Библире нумай ҫырса кӑтартнӑ.
2 Тӗслӗхрен, израильтянсем 40 ҫул хушши пушхирте пулнӑ чух Иегова вӗсене манна тата шыв парса тӑнӑ (Тух. 16:35). Библире «вӗсем ҫитменлӗх мӗнне пӗлмен» тенӗ (Неем. 9:20, 21). Ҫавӑн пекех Елисей пророк урлӑ Иегова хӑйне шанчӑклӑ тӑлӑх арӑма тӗлӗнмелле майпа пулӑшнӑ: хӗрарӑмӑн ҫу кӑшт ҫеҫ юлнӑ пулин те, вӑл ҫав ҫупа питӗ нумай савӑт тултарма пултарнӑ. Ҫапла майпа ҫав тӑлӑх арӑм хӑйӗн парӑмӗсене парса татнӑ, мӗн юлнипе вара вӑл ывӑлӗсемпе пӗрле тӑранса пурӑннӑ (4 Патш. 4:1—7). Иегова пулӑшнипе Иисус та тӗлӗнмелле майпа ҫынсене тӑрантарма тата укҫапа тивӗҫтерме пултарнӑ (Матф. 15:35—38; 17:27).
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Иеговӑн хӑйӗн пултарнийӗсене пулӑшмашкӑн тем те пур. Ҫапах та вӑл пире хамӑрӑн пурлӑхпа хӑйӗн организацине пулӑшма хавхалантарать (Тух. 36:3—7; Ытарӑшсем 3:9 вуласа пар). Мӗншӗн Иегова пире хӑй панӑ пурлӑхранах эпир ӑна парне парасса кӗтет? Авалхи вӑхӑтра Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем унӑн ӗҫне тума пулӑшас тесе хӑйсен пурлӑхӗпе мӗнле усӑ курнӑ? Иеговӑн организацийӗ эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курать? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.
МӖНШӖН ЭПИР ИЕГОВӐНА УНРАН ИЛНӖ ПУРЛӐХРАН ПАРНЕСЕМ ПАРАТПӐР?
4. Мӗншӗн эпир Иеговӑн организацине пулӑшса тӑратпӑр?
4 Эпир Иеговӑна юратнӑран тата пархатарлӑ пулнӑран ӑна парнесем паратпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова пирӗншӗн мӗн кӑна туман! Давид та, храм туса лартма мӗн кирлине нумай хатӗрленӗ пулсан та, ҫакна ӑнланнӑ: пире пӗтӗмпех Иегова панӑ, эпир ӑна унӑн аллинчен илнинех паратпӑр. (1 Ҫулсеренхи 29:11—14 вуласа пар.)
5. Эпир Иеговӑна парнесем пани ӑна пуҫҫапни шутне кӗнине Библи мӗнле кӑтартать?
5 Унсӑр пуҫне, Иеговӑна парнесем пани ӑна пуҫҫапни шутне кӗрет. Пӗррехинче Иоанн апостол курӑну курнӑ, унта Иеговӑн пӗлӗтри ӗҫлекенӗсем ӑна ҫак сӑмахсемпе мухтанӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать» (Ӳлӗм. 4:11). Иегова пӗтӗм чыс-мухтава тата эпир ӑна чи лайӑххине парассине тивӗҫлӗ мар-и вара? Моисей урлӑ Иегова Израиль халӑхне ҫулталӑкра виҫӗ хут пухӑнса уявсем уявлама хушнӑ. Турӑ вӗсене «пушӑ алӑпа пымалла мар» тенӗ (Сак. аст. 16:16). Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑна хамӑр ирӗкпе парнесем пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна тунипе эпир ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр тата унӑн организацине пулӑшатпӑр.
6. Парасси мӗншӗн пире хамӑра усӑ кӳрет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
6 Илсе тӑнисӗр пуҫне хамӑр та уҫӑ кӑмӑлтан паратпӑр пулсан, ҫакӑ пире хамӑра усӑ кӳрет. (Ытарӑшсем 29:21 вуласа пар.) Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ача хӑйне ашшӗ-амӑшӗ парса тӑракан укҫан пӗр пайӗпе вӗсене валлиех парне илет пулсан, ашшӗпе амӑшӗ мӗн тери савӑнӗҫ пуль! Е, сӑмахран, пионер пулса ӗҫлекен тата ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнакан хӗрӗ е ывӑлӗ хваттершӗн тӳлеме тата апат-ҫимӗҫ илме укҫи-тенкипе пулӑшасшӑн тейӗпӗр. Ашшӗ-амӑшӗ унран ҫакна, тен, кӗтмеҫҫӗ те, ҫапах та вӗсем унран укҫа илме килӗшме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ уншӑн мӗн тунӑшӑн пуриншӗн те пархатарлӑ пулнине кӑтартма май парать. Иегова та эпир хамӑр пурлӑхран парнесем пани пире хамӑра усӑ панине пӗлет.
ӖЛӖК-АВАЛ ТУРРА ПАРНЕСЕМ ПАНИ
7, 8. Авалхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен пурлӑхӗпе а) ятарлӑ ӗҫсене тума тата ӑ) сӑваплӑ ӗҫе ертсе пыракансене мӗнле пулӑшса тӑнӑ?
7 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ӑна парнесем пани ҫинчен Библире нумай ҫырса панӑ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем хӑйсен пурлӑхӗпе ятарлӑ ӗҫсене тума пулӑшнӑ. Сӑмахран, Моисей сӑваплӑ чатӑр тӑвас тесе халӑха парнесем илсе килме ыйтнӑ, каярахпа Давид та храм туса лартас тесе израильтянсене ҫавнах тума ыйтнӑ (Тух. 35:5; 1 Ҫулс. 29:5—9). Иоас патшара ларнӑ чухне священниксем халӑх панӑ укҫа-тенкӗпе Иеговӑн ҫуртне юсама усӑ курнӑ (4 Патш. 12:4, 5). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Иудӑри тӑвансем выҫлӑхпа тӗртленнине пӗлсен вӗсем валли «харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран... пулӑшу яма» шут тытнӑ (Ап. ӗҫ. 11:27—30).
8 Унсӑр пуҫне, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен укҫипе сӑваплӑ ӗҫе ертсе пыракансене пулӑшса тӑнӑ. Моисей саккунӗ тӑрӑх, левитсем, ытти йӑхсемпе танлаштарсан, еткер ҫӗр илмен. Ҫавӑнпа израильтянсен хӑйсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне левитсене парса тӑмалла пулнӑ, вара левитсем сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлеме пӗтӗм вӑя хума пултарнӑ (Йыша шутл. 18:21). Каярахпа хӑш-пӗр хӗрарӑмсем Иисуспа апостолсене «хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ» (Лука 8:1—3).
9. Ӗлӗк-авал ҫынсем мӗнле пурлӑхран парнесем панӑ?
9 Ӗлӗк-авал ҫынсем мӗнле пурлӑхран парнесем панӑ? Сӑмахран, сӑваплӑ чатӑр тумашкӑн израильтянсем Египетран илсе тухнӑ пурлӑхран парнесем панӑ (Тух. 3:21, 22; 35:22—24). Пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр христиансем хӑйсен ҫурчӗсене, уй-хирне тата ытти пурлӑхне сутнӑ, укҫине вара апостолсене панӑ. Апостолсем ҫав укҫана нуша куракан тӑвансем хушшинче валеҫнӗ (Ап. ӗҫ. 4:34, 35). Ытти христиансем кашни эрнерех укҫа ятарласа уйӑрса хунӑ (1 Кор. 16:2). Ҫапла майпа пуяннисем те, чухӑннисем те — пурте хӑйсен пурлӑхӗнчен парне пама пултарнӑ (Лука 21:1—4).
ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ЭПИР МӖНЛЕ ПАРНЕСЕМ ПАРАТПӐР
10, 11. а) Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн уҫӑ кӑмӑллӑ ӗҫлекенӗсенчен эпир мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр? ӑ) Иеговӑн организацине укҫа-тенкӗпе пулӑшмалли май ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
10 Хальхи вӑхӑтра та ятарлӑ ӗҫе тума — тӗслӗхрен, сирӗн пуху валли Турӑ Патшалӑхӗн залне тума е хӑвӑрӑн Зала юсама, сирӗн вырӑнти филиала тӗпрен юсама е конгресс ирттерме — укҫа-тенкӗпе пулӑшни кирлӗ пулма пултарать. Хӑш-пӗр чухне ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшмалли ҫинчен те пӗлтерӳ илтме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫапа тӗп управленире тата мӗнпур филиалсенче ӗҫлекен тӑвансене пулӑшатпӑр. Эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑран миссионерсем, ятарлӑ пионерсем тата район надзирателӗсем малалла та хӑйсен ӗҫне тума пултараҫҫӗ. Сирӗн пуху та, паллах, пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене тата Конгресс залӗсене тума пулӑшас тесе кашни уйӑхра укҫа-тенкӗ ярса парса тӑрать.
11 Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче Иеговӑн организацийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла та туса пыма пултартӑр тесе пирӗнтен кашнийӗ пулӑшма пултарать. Ялан тенӗ пекех укҫа-тенкӗ кам панине никам та пӗлмест. Укҫана эпир Турра пуҫҫапмалли вырӑнсенче лартнӑ ятарлӑ ещӗке яратпӑр. Эпир мӗн чухлӗ пани пирӗншӗн сахал пек туйӑнма пултарать. Анчах та хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗрен ытларахӑшӗ темиҫе ҫын нумай панипе мар, нумай ҫын пӗчӗкшерӗн панипе пуҫтарӑнать. Пирӗн тӑвансем пурте, чухӑннисем те, Македонире пурӑннӑ христиансенчен тӗслӗх илеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем ытла та чухӑн пулнӑ пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ тата «пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйт[нӑ]» (2 Кор. 8:1—4).
12. Ыттисем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе чи лайӑх майпа усӑ курас тесе Иеговӑн организацири тӑвансем мӗн тӑваҫҫӗ?
12 Ертсе пыракан советри тӑвансем шанчӑклӑ та ӑслӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ (Матф. 24:45). Вӗсем илсе тӑракан укҫапа тӗрӗс усӑ курас тесе кӗлтӑваҫҫӗ тата вӗсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ (Лука 14:28). Авалхи вӑхӑтра халӑх панӑ укҫа-тенкӗпе Иеговӑн ӗҫне тума ҫеҫ усӑ курнӑ, шанчӑклӑ арҫынсем ҫавна тӗрӗслесе тӑнӑ. Сӑмахран, Ездра Иерусалима таврӑннӑ чухне хӑйпе пӗрле Перси патши панӑ парне илсе килнӗ — ылтӑн, кӗмӗл тата ытти хаклӑ япаласем. Хальхи укҫапа танлаштарсан, ҫав парнен хакӗ пурӗ 100 миллион доллар ытла пулнӑ. Иерусалима каякан ҫул хӑрушӑ пулнӑ, ҫав хаклӑ япаласем тӑшмансен аллине лекме пултарнӑ. Ездрӑшӑн ҫав япаласем Иеговӑна халалланӑ парне пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫав парнене тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерес тесе ятарлӑ хушусем панӑ (Езд. 8:24—34). Павел апостол Иудейӑри тӑвансене пулӑшас тесе укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Вӑл ҫав укҫа-тенкӗпе тӑвансем «Турӑ умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те» тӗрӗс усӑ курччӑр тесе тӑрӑшнӑ. (2 Коринф 8:18—21 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра та пирӗн организацири тӑвансем Ездрӑпа Павелтан тӗслӗх илсе ыттисем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе перекетлӗ усӑ кураҫҫӗ.
13. Мӗншӗн юлашки ҫулсенче Иеговӑн организацийӗнче улшӑнусем тунӑ?
13 Тӑкаксем ӗҫлесе илнӗ укҫаран нумайрах пулсан е Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе пурнӑҫа ансатлатма шут тытсан ҫемьесем хӑйсен бюджетне улшӑнусем кӗртме пултараҫҫӗ. Пирӗн организаци ҫинчен те ҫапла калама пулать. Юлашки темиҫе ҫул хушши вӑл нумай пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, анчах та ҫавна пула хушӑран тӑкаксем илсе тӑракан укҫаран нумайрах пулнӑ. Ҫавӑнпа организаци эсир панӑ укҫа-тенкӗпе май килнӗ таран лайӑхрах усӑ курас тесе тӑкаксене чакарма майсем шырать тата хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне ансатлатма тӑрӑшать.
ЭСИР ХӐВӐР ИРӖКПЕ ПАНӐ УКҪА МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?
14—16. а) Эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ? ӑ) Ҫакӑ сире мӗнле усӑ парать?
14 Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракансем каланӑ тӑрӑх, малтанхипе танлаштарсан, хальхи вӑхӑтра эпир организацинчен чылай нумайрах парне илсе тӑратпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: юлашки темиҫе ҫул хушшинче Иегова Свидетелӗсем интернет-ресурссемпе анлӑн усӑ курма пуҫланӑ. «Сӑваплӑ Ҫырӑва — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» ытларах та ытларах чӗлхепе пичетлесе кӑлараҫҫӗ. 2014 тата 2015 ҫулсенче пӗтӗм тӗнчипе 14 хулара пысӑк стадионсенче «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр!» ятлӑ виҫӗ кунлӑ пӗтӗм тӗнчери
конгрессем иртнӗ. Унта килнисем пурте калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ илнӗ!15 Тӑвансем нумайӑшӗ Иеговӑн организацийӗ хӑйсемшӗн мӗн тунишӗн тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ. Азире Турӑшӑн ӗҫлекен пӗр мӑшӑр пирӗн телевидени ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпир пӗчӗк хулара ырӑ хыпар сарса ҫӳретпӗр, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне хамӑра пӗчченӗн туятпӑр тата Иеговӑн ӗҫӗ мӗн тери анлӑ сарӑлни ҫинчен те манса каятпӑр. Телевиденири видеороликсем вара эпир пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхра пулнине аса илтереҫҫӗ. Эпир пурӑнакан вырӑнти тӑвансене те пирӗн телевидени питӗ хавхалантарать. Эпир час-часах вӗсенчен ҫакнашкал сӑмахсем илтетпӗр: „Кашни уйӑхра тухса тӑракан программӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑра Ертсе пыракан советри тӑвансемпе ҫывӑхрах пулнине туятпӑр“. Халӗ вӗсем Туррӑн организацийӗнче пулнипе мухтанаҫҫӗ».
16 Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе 2 500-е яхӑн Патшалӑх залне туса лартаҫҫӗ е тӗпрен юсаҫҫӗ. Гондурасри пӗр пухури тӑвансем, ҫӗнӗ Залра пуҫтарӑнаканскерсем, ҫапла ҫырнӑ: «Иеговӑн ҫемйинче пулма ҫав тери кӑмӑллӑ! Пӗтӗм тӗнчипе пирӗн мӗн тери нумай тӑван! Вӗсем пулӑшнипе тинех пирӗн ӗмӗт пурнӑҫланчӗ: эпир Залра пуҫтарӑнма пуҫларӑмӑр». Тӑван чӗлхепе тухнӑ Библипе ытти публикацисемшӗн те, ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче хӑйсене пулӑшу панӑшӑн та тӑвансем питӗ пархатарлӑ. Ҫавӑн пекех халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни мӗнле усӑ панине курсан та нумайӑшӗ савӑнаҫҫӗ.
17. Иегова хӑйӗн организацине пулӑшса тӑни пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?
17 Ҫӳлерех асӑннӑ ӗҫсене хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе ҫеҫ туса тӑнине ытти ҫынсене ӗненме йывӑр. Пӗр пысӑк компани директорӗ пирӗн типографине курма килнӗ. Унта доброволецсем ҫеҫ ӗҫленине, пӗтӗм ӗҫ-хӗле ырӑ кӑмӑлтан панӑ укҫапа туса тӑнине тата укҫа-тенкӗне пуҫтарас тесе ятарлӑ мероприятисене ирттерменнине пӗлсен вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Вӑл эсир ҫын тума пултарайман ӗҫсене тӑватӑр тенӗ. Эпир ҫакӑнпа килӗшетпӗр! Ҫакна пурне те Иегова пулӑшнипе ҫеҫ тума пулать (Иов 42:2).
ИЕГОВӐНА ПАРНЕСЕМ ПАНИ ПИЛЛӖХСЕМ КӲРЕТ
18. а) Патшалӑхӑн ӗҫне тума пулӑшни мӗнле пиллӗхсем кӳрет? ӑ) Хамӑрӑн ачасене тата Библи вӗренекенсене уҫӑ кӑмӑллӑ пулма эпир мӗнле вӗрентме пултаратпӑр?
18 Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшма май панипе Иегова пире пысӑк чыс тунӑ. Эпир ҫакна тӑватпӑр пулсан вӑл пире пиллеме сӑмах парать (Мал. 3:10). Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынна нумай ырӑлӑх кӗтет тенӗ. (Ытарӑшсем 11:24, 25 вуласа пар.) Уҫӑ кӑмӑллӑ пулни пире телей кӳрет, мӗншӗн тесен «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Ап. ӗҫ. 20:35). Эпир хамӑр ачасемпе Библи вӗренекенсене вӗсем Патшалӑх ӗҫне мӗнле хутшӑнма пултарнине, ҫапла вара мӗнле майпа нумай пиллӗх илме пултарнине сӑмахпа тата ӗҫпе вӗрентме пултаратпӑр.
19. Ҫак статья сире мӗн тума хавхалантарать?
19 Пирӗн мӗн пурри пӗтӗмпех Иеговӑран. Вӑл панӑ пурлӑхранах ӑна парнесем паратпӑр пулсан эпир ӑна юратнине тата пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (1 Ҫулс. 29:17). Израиль халӑхӗ храм туса лартма пулӑшас тесе парнесем панӑ чухне «ҫав тери савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн... Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ» (1 Ҫулс. 29:9). Иеговӑна вӑл панӑ пурлӑхранах парнесем пани пире малалла та савӑнӑҫ парса тӑтӑр.