Эсир пӗлетӗр-и?
Иисус «пӗчӗк йытӑсем» тенипе кӳрентересшӗн пулнӑ-и?
Пӗррехинче Иисус Израиль тулашӗнче, Рим провинцийӗнчи Сирире, ырӑ хыпар сарнӑ. Унта вӑл грек хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Ҫав хӗрарӑм Иисусран йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Хуравланӑ чухне Иисус еврей мар ҫынсене «пӗчӗк йытӑсемпе» танлаштарнӑ. Моисей саккунӗ тӑрӑх, йытӑсем таса мар чӗрчунсем шутланнӑ (Левит 11:27). Ҫак сӑмахсене каласа Иисус грек хӗрарӑмне тата еврей мар ытти ҫынсене кӳрентересшӗн пулнӑ-и?
Паллах, ҫук. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра еврейсене пулӑшасси уншӑн малти вырӑнта пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл грек хӗрарӑмне ҫак сӑмахсене каланӑ та: «Ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсене пӑрахса пани аван мар» (Матфей 15:21—26; Марк 7:26). Римлянсемпе грексемшӗн килте йытӑ тытасси йӗркере пулнӑ, ачасем вара ҫак килти чӗрчунсемпе выляма юратнӑ. Ҫавӑнпа та «пӗчӗк йытӑсем» тени ӑшӑ туйӑмсем ҫуратнӑ пулас. Хӗрарӑм мӗнле сӑмахсемпе хуравланинчен вӑл Иисуса тӗрӗс ӑнланни курӑнать. Вӑл: «Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ»,— тенӗ. Иисус ӑна хытӑ ӗненнӗшӗн мухтаса илнӗ те унӑн хӗрне сыватнӑ (Матфей 15:27, 28).
Павел апостол тинӗсе тухма тӑхтамалла тени вырӑнлӑ пулнӑ-и?
Павел апостола Италие илсе каякан карап хирӗҫ вӗрекен питӗ вӑйлӑ ҫилсемпе тӗл пулнӑ. Пӗр чарӑнура Павел тинӗсе тухма тӑхтамалла тесе каланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 27:9—12). Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек канаш панӑ?
Авалхи вӑхӑтра моряксем Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе хӗлле ҫӳреме хӑрушӑ пулнине пӗлнӗ. Ноябрь варринчен пуҫласа март варриччен карапсем тинӗспе ҫӳремен. Анчах Павел ишнӗ карапӑн сентябрьте е октябрьте тинӗсе тухмалла пулнӑ. Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе карапсем ҫӳресси ҫинчен Рим историкӗ Вегеций хӑйӗн «Ҫар ӗҫӗ ҫинчен кӗскен каласа пани» трактатӗнче (пирӗн эрӑри IV ӗмӗр) ҫапла ҫырнӑ: «Хӑш-пӗр уйӑхсенче ишсе ҫӳреме питӗ канлӗ, хӑш-пӗрисенче хӑрушӑ, ытти уйӑхсенче вара карапсем тинӗсе пачах тухмаҫҫӗ» (Epitome of Military Science). Вегеций майӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗччен лӑпкӑн ишсе ҫӳреме пулать тесе палӑртнӑ, анчах икӗ тапхӑр пирки — сентябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 11-мӗшӗччен тата мартӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 26-мӗшӗччен — тинӗсе тухма хӑрушӑ тесе каланӑ. Павел опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑран ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ паллах. Карап хӳрине тытса пыраканпа карап пуҫлӑхӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ пулас. Анчах вӗсем Павел панӑ канаша итлемен, юлашкинчен вара карап путнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 27:13—44).