Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эпӗ арӑмпа, Табитӑпа, ырӑ хыпар саратӑп

БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Эпӗ Турӑ ҫук тесе шутланӑ

Эпӗ Турӑ ҫук тесе шутланӑ
  • ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1974

  • ҪӖРШЫВ: ГДР

  • УНЧЧЕН: АТЕИСТ

УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ

Эпӗ Саксони ятлӑ пысӑках мар ялта ҫуралнӑ, ун чухне ҫак ял Демократиллӗ Германи Республикин (ГДР) территори шутне кӗнӗ. Килте пурте пӗр-пӗрне юратнӑ тата пӗр-пӗрин хушшинче ӑшӑ хутшӑнусем пулнӑ. Аттепе анне мана нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентнӗ. ГДРта влаҫа коммунистсем тытса тӑнӑран пирӗн вырӑнти ҫынсенчен нумайӑшӗ тӗнпе интересленмен. Хама илес пулсан, эпӗ Турӑ ҫук тесе шутланӑ. Малтанхи 18 ҫул хушшинче ман ҫине атеизм тата коммунизм идеологийӗ витӗм кӳнӗ.

Мӗншӗн коммунистсен шухӑшӗсем мана килӗшнӗ? Мӗншӗн тесен вӗсем каланӑ тӑрӑх, пур ҫын та пӗр тан пулмалла. Унсӑр пуҫне, пӗтӗм пурлӑха тӗрӗс пайласа тухсан пуянсемпе чухӑн ҫынсем хушшинче уйрӑмлӑх ҫухалать тесе шутланӑ эпӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑксен коммунизмла пӗрлешӗвне кӗтӗм. 14 ҫулта пулнӑ чухне эпӗ ҫутҫанталӑка сыхлас ӗҫре тата макулатурӑран тӗрлӗ продукци туса кӑларас ӗҫре хутшӑнтӑм. Пирӗн вырӑнти Ауэ хулан пуҫлӑхӗсем мана хулан хисеплӗ гражданинӗ тесе ят та пачӗҫ. Ҫамрӑк пулнӑ пулсан та эпӗ ГДРти хӑш-пӗр паллӑ политиксене пӗлнӗ. Манӑн тӗллевсем тӗрӗс пулни пирки тата пуласлӑх лайӑх пуласси пирки эпӗ пӗртте иккӗленмен.

Сасартӑк манӑн ӗмӗт татӑлчӗ. 1989 ҫулта Берлин стенине аркатрӗҫ, унпа пӗрле вара Хӗвелтухӑҫ Европӑри коммунистсем тытса тӑракан ҫӗршывсен пӗрлешӗвӗ саланса кайрӗ. Пӗр аптратса ӳкерекен ӗҫ хыҫҫӑн тепри пулса пычӗ. Кӗҫех эпӗ ГДРта тӗрӗсмарлӑх питӗ нумай пулнине пӗлтӗм. Сӑмахран, куммунистсем майлӑ пулман ҫынсем пирки иккӗмӗш сортри ҫынсем тесе шутланӑ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха? Эпир, коммунистсем, пур ҫын та тан тесе ӗненнӗ вӗт. Нивушлӗ коммунизм вӑл — пуш ӗмӗт ҫеҫ? Ҫавна пула канӑҫлӑха ҫухатрӑм.

Эпӗ хамӑн пурнӑҫа музыкӑна тата ӳнерҫӗ ӗҫне халаллама шут тытрӑм. Музыка училищине вӗренсе пӗтерсен манӑн университета кӗме май пулнӑ. Эпӗ музыкант тата ӳнерҫӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Аттепе анне вӗрентнӗ нравственность нормисене эпӗ манма пуҫларӑм. Пӗтӗм хамӑн пушӑ вӑхӑта ашкӑнса ирттертӗм. Сӑмахран, пӗр вӑхӑтрах эпӗ темиҫе хӗрпе ҫӳренӗ. Анчах музыка та, ӳнерҫӗ ӗҫӗ те, ирӗклӗ пурнӑҫ та канӑҫлӑх тупма пулӑшмарӗҫ. Хам ӳкернӗ картинӑсенче те шалти туйӑм — хӑрани — сисӗнетчӗ. Пуҫра ҫакӑн пек ыйтусем явӑнатчӗҫ: пуласлӑхра мӗн пулӗ? Пурнӑҫ тӗллевӗ мӗнре?

Кӗҫех хама пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем тупрӑм. Пӗррехинче каҫхине училищӗре занятисем пӗтсен эпир пӗрле вӗренекенсемпе пуласлӑх ҫинчен калаҫса лартӑмӑр. Вӗренекенсенчен пӗри, Манди *, Иегова Свидетелӗ пулнӑ. Ҫав каҫ вӑл мана лайӑх канаш пачӗ. «Андреас,— каларӗ вӑл,— хӑвӑн ыйтусен хуравӗсене Библире шыра».

Манӑн иккӗлле шухӑшчӗ: пӗр енчен эпӗ Библие шанмастӑмччӗ, тепӗр енчен унта мӗн ҫырнине пӗлес килетчӗ. Пӗлес кӑмӑл вара вӑйлӑрах пулчӗ. Манди мана Даниил кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкри пророкла каланисене кӑтартрӗ. Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Унта мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунчченех тӗнчене тытса тӑракан державӑсем улшӑнса тӑрасси ҫинчен каланӑ. Ҫавӑн пекех Манди мана этемлӗхе пуласлӑхра мӗн кӗтни ҫинчен Библири пророкла каланисене кӑтартрӗ. Акӑ, эпӗ хамӑн ыйтусен хуравӗсене тупрӑм! Анчах пуласлӑхра мӗн пулассине ҫакӑн пек тӗп-тӗрӗс калама кам пултарнӑ? Нивушлӗ Турӑ пур?

БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ

Манди мана пӗр мӑшӑрпа, Хорстпа тата Ангеликӑпа паллаштарчӗ, вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулнӑ. Вӗсем манпа Библи вӗренме пуҫларӗҫ. Ытти тӗнсемпе танлаштарсан Иегова Свидетелӗсем анчах Турӑ ячӗпе, Иегова ятпа, усӑ курнине тата ҫак ята ыттисене пӗлтернине эпӗ тӳрех асӑрхарӑм (Псалом 83:18, ҪТ; Матфей 6:9). Иегова Турӑ ҫынсене ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнине пӗлтӗм. Псалом 36:9-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫана шанакансем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ». Ҫак шанчӑка Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнакан пур ҫынна та пани мана питӗ килӗшрӗ.

Анчах та хамӑн пурнӑҫа йӗркелештерме ҫӑмӑлах пулмарӗ. Музыкӑра тата ӳнерҫӗ ӗҫӗнче ӑнӑҫлӑ пулнӑран эпӗ мӑнкӑмӑлланса кайнӑ, ҫавӑнпа та малтан хама кӗҫӗне хума вӗренмелле пулчӗ. Унчченхи аскӑн пурнӑҫа хӑварма та йывӑрччӗ. Библири принципсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшакансемпе Иегова тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн, вӗсене хӗрхеннӗшӗн тата ӑнланнӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ!

Малтанхи 18 ҫул хушшинче ман ҫине коммунизм тата атеизм идеологийӗ витӗм кӳнӗ. Унтан манӑн пурнӑҫ ҫине Библи анчах витӗм кӳтӗр тесе шут тытрӑм. Эпӗ канӑҫлӑхпа пурнӑҫ тӗллевне тупрӑм. 1993 ҫулта шыва кӗтӗм те Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм, 2000 ҫулта вара Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫлесе тӑракан христианкӑна, Табитӑна, качча илтӗм. Ыттисене Библипе паллаштарас тесе эпир питӗ нумай вӑхӑт уйӑратпӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир час-часах хам пекех коммунизмпа атеизм идеологийӗпе ҫитӗннӗ ҫынсене тӗл пулатпӑр. Ҫавӑн пек ҫынсене Иеговӑпа паллаштарма мана питӗ килӗшет.

МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ

Эпӗ Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме тытӑнсан аттепе анне хӑраса ӳкрӗҫ. Анчах каярахпа вӗсем эпӗ Свидетельсемпе хутшӑннӑран манӑн пурнӑҫ мӗнле лайӑхланнине курчӗҫ. Халӗ вӗсем Библи вулаҫҫӗ тата Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑншӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп.

Эпир Табитӑпа мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ, мӗншӗн тесен эпир Библири канашсене тытса тӑма тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр текен канаша тытса тӑни пирӗн ҫемьене ҫирӗплетет (Еврейсем 13:4).

Халӗ эпӗ пуласлӑх пирки пӑшӑрханмастӑп. Манӑн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пур, пирӗн хушӑра чӑн-чӑн мир тата пӗрлӗх. Ҫак ҫемьере вара пурте пӗр тан. Вӗт эпӗ мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫакӑн ҫинчен ӗмӗтленнӗ.

^ 12 абз. Ятне улӑштарнӑ.