2 Тимофей 1:1—18

  • Салам сӑмахӗсем (1, 2)

  • Тимофей чун-чӗререн ӗненнӗшӗн Павел Турра тав тӑвать (3—5)

  • «Турӑран илнӗ парнепе... хастаррӑн усӑ кур» (6—11)

  • Тӗрӗс сӑмахсене тытса тӑр (12—14)

  • Павелӑн тӑшманӗсем тата тусӗсем (15—18)

1  Павел, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракансене пама шантарнӑ пурнӑҫ ҫинчен пӗлтермешкӗн Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулса тӑнӑскер, —  юратнӑ Тимофей ывӑлӑма. Пирӗн Атте Туррӑн тата пирӗн Христос Иисус Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ, хӗрхенӗвӗ тата канӑҫлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр.  Эпӗ, мӑн асаттесем пекех, Турӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлесе тӑратӑп. Эпӗ ӑна тав тӑватӑп тата хамӑн хӗрӳллӗ кӗлӗсенче яланах — ир те, каҫ та — сана асӑнатӑп.  Санӑн куҫҫулӳсене аса илетӗп те — манӑн сана ҫав тери курас килсе каять. Сана курсан эпӗ тем пекех савӑннӑ пулӑттӑм.  Эсӗ чун-чӗререн* ӗненнине астӑватӑп, малтанах санӑн кукаму Лои́да тата санӑн аннӳ Эвни́ка ҫапла ӗненетчӗҫ. Эсӗ те ҫавнашкал ӗненни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.  Ҫавӑнпа сана ҫакна аса илтеретӗп: Турӑран илнӗ парнепе, эпӗ сан ҫине алӑ хунӑ чухне илнипе, хастаррӑн усӑ кур*.  Турӑ панӑ сывлӑш пире хӑравҫӑ тумасть, вӑл пире вӑйлӑ, юратакан тата чипер ӑс-тӑнлӑ тӑвать.  Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн Ҫӳлхуҫа ҫинчен пӗлтерсе тӑма ан вӑтан. Манран та, эпӗ уншӑн тӗрмере ларнӑшӑн, ан вӑтан. Турӑ вӑй парасса шанса ырӑ хыпаршӑн асап курма хатӗр пул.  Турӑ пире ҫӑлнӑ, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнӗ. Ҫакна вӑл пирӗн ӗҫсене кура туман. Вӑл пире хӑйӗн тӗллевӗпе* тата хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе чӗнсе илнӗ. Ҫав виҫесӗр ырӑлӑха вӑл пире Христос Иисус урлӑ кӑтартма ӗлӗкех шутласа хунӑ пулнӑ. 10  Халӗ вара унӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ хамӑра Ҫӑлакан Христос Иисус килнине пула уҫҫӑн курӑнчӗ: Христос вилӗме пӗтерчӗ, ырӑ хыпар урлӑ пире пурнӑҫ тата ҫӗрми кӗлетке мӗнле илмеллине уҫса пачӗ. 11  Ҫав ырӑ хыпара пӗлтермешкӗн мана хыпарҫӑ, апостол тата вӗрентекен пулма суйласа лартнӑ. 12  Ҫавӑнпа эпӗ асап тӳсетӗп те. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен хам кама ӗненнине пӗлетӗп тата хам ӑна мӗн шанса панине вӑл суд кунӗ ҫитичченех упраса хӑварма пултарасса ҫирӗп шанатӑп. 13  Тӗрӗс* сӑмахсене, манран илтнисене, тӗслӗх* вырӑнне хурса тытса тӑр тата, Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑракан пек, малалла та ӗненсе, юратса пурӑн. 14  Хӑвна мӗн шанса пани питӗ хаклӑ, ӑна пирӗнте пурӑнакан святой сывлӑш пулӑшнипе упра. 15  Азире* пурте, ҫав шутрах Фиге́л тата Гермоге́н, манран пӑрӑннине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. 16  Онисифо́р килӗнчисене Ҫӳлхуҫа хӗрхентӗр, мӗншӗн тесен вӑл мана нумай хутчен хавхалантарчӗ тата мана сӑнчӑрласа лартнинчен вӑтанмарӗ. 17  Пачах урӑхла, хӑй Римра пулнӑ чухне вӑл мана тӑрӑшсах шырарӗ, вара тупрӗ. 18  Суд кунӗнче Иегова* Ҫӳлхуҫа ӑна хӗрхентӗр. Эфесра вӑл маншӑн нумай тӑрӑшнине эсӗ хӑв та лайӑх пӗлетӗн.

Сноскӑсем

Е «икӗпитлӗ пулмасӑр».
Е «вут-ҫулӑм ҫуннӑ пек ҫунмалла ту».
Е «хӑй мӗн тума шутласа хунипе килӗшӳллӗн».
Е «усӑ паракан».
Е «эскиз; ӗлке».
Словаре пӑхӑр.