2 Пётр 2:1—22
2 Ҫапах та, Израиль ҫыннисем хушшинче суя пророксем пулнӑ пекех, сирӗн хушшӑрта та суя вӗрентекенсем пулӗҫ. Ҫав ҫынсем ӗненӗве аркатакан сектӑсене ыттисем сисмелле мар пуҫарса ярӗҫ, хӑйсене туяннӑ хуҫаран та тунӗҫ, ҫавӑншӑн вӗсене часах пӗтерӗҫ.
2 Нумайӑшӗ вӗсем пек намӑссӑрла хӑтланӗ*, вӗсене пула ҫынсем чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен хурласа калаҫӗҫ.
3 Ҫӑткӑн пулнӑран вӗсем хӑйсемшӗн усӑ илессишӗн сире улталӗҫ. Анчах та вӗсем пирки тахҫанах йышӑннӑ приговора вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртӗҫ, вӗсем пӗтеҫҫех.
4 Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене хӗрхенмен, вӗсем пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫа кӗртиччен сӗм-тӗттӗмре тытмашкӑн вӗсене сӑнчӑрласа* тартара* пӑрахнӑ.
5 Турӑ авалхи тӗнчене те хӗрхенмен, анчах та хӑйне хисеплемен ҫынсемпе тулнӑ тӗнчене шыв илтернӗ чухне Ноя, тӳрӗлӗх ҫинчен пӗлтерекене, тата унпа пӗрле пулнӑ ҫиччӗшне хӑтарнӑ.
6 Вӑл Содомпа Гомо́рра хулисене суд туса вӗсенчен кӗл анчах хӑварнӑ, ҫапла вара Турра хисеплемен ҫынсемпе пуласлӑхра мӗн пулассине кӑтартнӑ.
7 Анчах та тӳрӗ Лота, усал ҫынсем хӑйсене намӑссӑрла тытнине* пула халтан кайнӑскере, вӑл ҫӑлнӑ,
8 мӗншӗн тесен ҫак тӳрӗ ҫын вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне вӗсен усал ӗҫӗсене курса тата вӗсен ӗҫӗсем ҫинчен илтсе кунсерен асапланнӑ.
9 Эппин, Иегова* хӑйне парӑнса пурӑнакансене йывӑрлӑхсенчен мӗнле хӑтармаллине те, тӳрӗ маррисене пӗтермешкӗн суд кунӗ валли мӗнле упрамаллине те пӗлет.
10 Уйрӑмах вӑл ыттисен кӗлеткине ирсӗрлетме тӑрӑшакансене тата влаҫа ним вырӑнне те хуманнисене суд кунӗ валли упрать.
Ҫак суя вӗрентекенсем, чӑрсӑр та кутӑнскерсем*, Турӑ кама мухтава кӑларнӑ, ҫавсене хурлама хӑрамаҫҫӗ.
11 Ангелсем вара, ҫынсенчен чылай вӑйлӑрах тата хӑватлӑрах пулин те, Иеговӑна* хисепленӗрен суя вӗрентекенсене айӑпламаҫҫӗ те, хурламаҫҫӗ те.
12 Ҫавӑн пек ҫынсем — инстинкт тӑрӑх пурӑнакан, тытса вӗлерме ҫуралнӑ ӑссӑр чӗрчунсем пек. Вӗсем хӑйсем ӑнланман япаласем ҫинчен хурласа калаҫаҫҫӗ. Пӗтме илсе каякан ҫул ҫине тӑнӑран вӗсем хӑйсене пӗтмелле тунӑ.
13 Вӗсене хӑйсен усал ӗҫӗсемшӗн наказани парӗҫ.
Вӗсем кун ҫутинчех иртӗхсе пурӑнма юратаҫҫӗ. Вӗсем вараланчӑк пек, кӑлтӑк пек. Вӗсем сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне хӑйсен суя вӗрентӗвӗсем ҫинчен каҫса кайсах каласа параҫҫӗ.
14 Вӗсем ясар куҫлӑ, ҫылӑха хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ тата ӗненӳре ҫирӗп тӑманнисене илӗртсе улталаҫҫӗ. Вӗсен чӗри ҫӑткӑнланма хӑнӑхнӑ. Вӗсем — ылхан ачисем.
15 Вӗсем тӳрӗ ҫула хӑварса айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем Валаамӑн, Вео́р ывӑлӗн, ҫулӗпе кайнӑ. Вӑл усал ӗҫ тунишӗн тӳлев илесшӗн ҫуннӑ,
16 анчах та ӑна хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн питленӗ. Калаҫма пултарайман ашак ами ҫын пек калаҫса пророка ӑссӑрла хӑтланасран чарнӑ.
17 Вӗсем шывсӑр ҫӑлкуҫсем пек тата ҫил-тӑвӑл хӑваласа ҫӳрекен пӗлӗтсем пек. Вӗсене сӗм-тӗттӗмлӗх кӗтет.
18 Вӗсем чӗрене витермелле калаҫаҫҫӗ, анчах вӗсен сӑмахӗсенчен усси ҫук. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма хӗтӗртсе тата намӑссӑрла хӑтланса* вӗсем тӗрӗс мар ӗҫсем туса пурӑннӑ ҫынсем хушшинчен анчахрах уйрӑлса тухнисене илӗртсе улталаҫҫӗ.
19 Ҫав суя вӗрентекенсем вӗсене ирӗклӗ пулатӑр тесе шантарса калаҫҫӗ, хӑйсем вара — ҫылӑх чурисем. Мӗншӗн тесен ҫын хӑйне кам* пӑхӑнтарнӑ, ҫавӑн чури пулать.
20 Енчен те ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа тата Ҫӑлакан ҫинчен, Иисус Христос ҫинчен, тӗп-тӗрӗс пӗлӳ илсе ҫак тӗнчен ирсӗр ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ хыҫҫӑн каллех ҫав ӗҫсем патне таврӑнчӗҫ пулсан тата вӗсене пӑхӑнчӗҫ пулсан, ҫакӑ вӗсемшӗн малтанхинчен те япӑхрах.
21 Тӳрӗлӗх ҫулне тӗп-тӗрӗс пӗлсе ҫитнӗ хыҫҫӑн хӑйсене панӑ сӑваплӑ заповедьрен пӑрӑнса кайнинчен вӗсемшӗн тӳрӗлӗх ҫулне пӗлменни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
22 Вӗсемпе ваттисен сӑмахӗнче каланӑ пекех пулса тухрӗ: «Йытӑ хӑйӗн хӑсӑкӗ патне таврӑнать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять».
Сноскӑсем
^ Е «чӑрсӑррӑн хӑтланӗ». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
^ Е, тен, «шӑтӑка пӑрахса».
^ Е «чӑрсӑррӑн хӑтланнине». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «хӑйсем ҫине ытлашши шанакансем».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «чӑрсӑррӑн хӑтланса». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
^ Е «мӗн».