2 Коринф 5:1—21
5 Эпир пӗлетпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи ҫурт, ҫак чатӑр, аркансан, пирӗн тӳпере алӑпа туман, Турӑ панӑ ӗмӗрлӗх ҫурт пулӗ.
2 Ҫӗр ҫинчи ҫак ҫуртра эпир йынӑшатпӑр, мӗншӗн тесен тӳпере пирӗн валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавна тӑхӑнасшӑн ҫунатпӑр,
3 ӑна тӑхӑнсан эпир ҫарамас пулмӑпӑр.
4 Эпир ҫак чатӑрта ӑна хывса пӑрахасшӑн пулнӑран мар, хамӑр ҫине урӑххине тӑхӑнасшӑн пулнӑран йынӑшса тертленетпӗр. Эпир урӑххине тӑхӑнсан, вилӗмли вырӑнне пурнӑҫ пулӗ.
5 Ҫав пурнӑҫ валли пире Турӑ хатӗрленӗ, вӑл пире пулас пиллӗхсене пама шантарса* пире хӑйӗн сывлӑшне панӑ.
6 Ҫавӑнпа эпир иккӗленсе тӑмастпӑр* тата ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: эпир ҫак кӗлеткере пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫаран аякра,
7 мӗншӗн тесен эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр.
8 Эпир иккӗленсе тӑмастпӑр*, пирӗн ҫак кӗлеткере мар, Ҫӳлхуҫапа пӗрле пурӑнас килет.
9 Ҫавӑнпа эпир унпа пӗрле пурӑнатпӑр-и е унран аякра-и — эпир ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшатпӑр.
10 Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне* тӑмалла, вара кашнине вӑл кӗлеткере пулнӑ чухне мӗн тунине кура — ырӑ тунӑ-и вӑл е усал-и — тавӑрса парӗҫ.
11 Ҫавӑнпа, Ҫӳлхуҫаран хӑрани мӗн иккенне пӗлнӗрен, эпир ҫынсене хамӑра ӗненме ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире лайӑх пӗлет, эсир* те пире лайӑх пӗлетӗр пулӗ тесе шанатӑп.
12 Эпир сирӗн умӑрта каллех хамӑра хамӑр мухтасшӑн мар, эпир сире пирӗнпе мухтанма май паратпӑр. Ҫапла вара, чӗринче мӗн пуррипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене эсир хуравлама пултаратӑр.
13 Эпир хамӑра ӑсран кайнисем пек тытрӑмӑр пулсассӑн, ҫавна Турӑшӑн турӑмӑр. Эпир чипер ӑс-тӑнпа пулсассӑн вара, ҫакӑ вӑл — сирӗншӗн.
14 Пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать*, мӗншӗн тесен эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: пурте вилнӗ пулнӑран пӗр ҫын пуриншӗн те вилнӗ.
15 Пурӑнакансем тек хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлсе тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе вӑл пуриншӗн те вилнӗ.
16 Ҫавӑнпа эпир текех никам ҫине те ҫын пӑхнӑ пек пӑхмастпӑр. Малтан эпир Христос ҫине ҫын пӑхнӑ пек пӑхнӑ пулсан та, халӗ эпир ҫапла тумастпӑр.
17 Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхре, ҫавӑ — Туррӑн ҫӗнӗ пултарнийӗ. Кивви иртсе кайрӗ, ҫӗнни ҫитрӗ.
18 Анчах ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран, вӑл пире Христос урлӑ хӑйӗнпе мирлештерчӗ тата пире ыттисене хӑйӗнпе мирлешме пулӑшакан ӗҫе тума хушрӗ.
19 Урӑхла каласан, Турӑ ҫынсен ҫылӑхӗсене шута илмесӗр Христос урлӑ тӗнчене хӑйӗнпе мирлештерет, пире вара вӑл мирлештерекен хыпара пӗлтерес ӗҫе шанса пачӗ.
20 Ҫавӑнпа эпир — Христос вырӑнне янӑ посолсем, пирӗн урлӑ Турӑ чӗнсе калать теме пулать. Эпир сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: «Турӑпа мирлешӗр».
21 Нихӑҫан та ҫылӑх туманскере Турӑ пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне пек панӑ, ҫапла вара Христос урлӑ эпир Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр.
Сноскӑсем
^ Е «гаранти парса».
^ Е «яланах ҫирӗп кӑмӑллӑ; яланах хӑюллӑ».
^ Е «ҫирӗп кӑмӑллӑ; хӑюллӑ».
^ Е «Христосӑн суд тумалли вырӑнӗ умне».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирӗн совесть».
^ Е «хистесе тӑрать».