2 Коринф 3:1—18

  • Ырлакан ҫырусем (1—3)

  • «Ҫӗнӗ килӗшӗвӗн ӗҫлекенӗсем» (4—6)

  • Ҫӗнӗ килӗшӗвӗн мухтавӗ (7—18)

3  Сире хамӑр камсем пулни ҫинчен каллех каласа памалла-и? Хӑшӗ-пӗрисене хӑйсене ырлакан ҫырусем кирлӗ пулнӑ пек, сире те пирӗнтен е пире сирӗнтен ҫакӑн пек ҫырусем кирлӗ-и?  Эсир хӑвӑр пирӗн ҫыру, ӑна пирӗн чӗресем ҫине ҫырса хунӑ, ӑна пур ҫын та пӗлет тата вулать.  Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ пулнине пурте кураҫҫӗ, ӑна эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем — ҫырнӑ. Ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн сывлӑшӗпе, чул ҫине мар, чӗресем ҫине ҫырнӑ.  Христоса пула ҫакна эпир Турӑ умӗнче пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр.  Эпир ҫак ӗҫе хамӑр тума пултаратпӑр тесе каламастпӑр, пире Турӑ пулӑшать.  Шӑп ӑна пула эпир ҫӗнӗ килӗшӗвӗн ӗҫлекенӗсем пулма пултаратпӑр, ҫырса хунӑ законӑн мар, сывлӑшӑн ӗҫлекенӗсем пулма пултаратпӑр. Ҫырнӑ закон вилӗм кӳрет, сывлӑш вара пурнӑҫ парать.  Чул ҫине касса ҫырнӑ, вилӗм кӳрекен закона Израиль ҫыннисене ҫав тери пысӑк мухтавпа панӑ, ҫавӑнпа вӗсем Моисейӑн сӑн-пичӗ ҫине, мухтавпа ҫутатса тӑракан сӑн-пичӗ ҫине, пӑхма та пултарайман. Ҫапах та ҫав мухтавӑн пӗтмелле пулнӑ.  Закона ҫавӑн пек мухтавпа панӑ пулсан, мӗншӗн-ха апла сывлӑша тата пысӑкрах мухтавпа памалла мар?  Вилӗм кӳрекен закон мухтавлӑ пулнӑ пулсан, ҫынсене тӳрӗ пулса тӑма пулӑшакан ӗҫ тата та мухтавлӑрах пулӗ. 10  Ҫапла, тахҫан мухтавлӑ пулнӑскер хӑйне ирттерекен мухтава пула хӑйӗн мухтавне ҫухатнӑ. 11  Пӗтмеллине мухтавпа панӑ пулсассӑн, эппин, юлаканнин мухтавӗ чылай пысӑкрах пулӗ. 12  Пирӗн ҫакӑн пек шанчӑк пулнӑран эпир хӑюллӑн калатпӑр 13  тата Моисей тунӑ пек тумастпӑр. Израиль ҫыннисем пӗтмелли законӑн мухтавне* ан курччӑр тесе вӑл хӑйӗн сӑн-питне пӗркенчӗкпе хупланӑ. 14  Анчах вӗсем ӑнланми пулнӑ. Вӗсем кивӗ килӗшӗве вуланӑ чухне ҫав пӗркенчӗк паянхи кунчченех вӗсен ӑсне хупласа тӑрать, мӗншӗн тесен ӑна Христос пулӑшнипе кӑна илсе пӑрахма пулать. 15  Вӗсем Моисей ҫырнине вуланӑ чухне пӗркенчӗк халичченех вӗсен чӗрине витсе тӑрать. 16  Анчах ҫын Иегова* енне ҫаврӑнсан, ҫав пӗркенчӗк илсе пӑрахӑнать. 17  Иегова* вӑл — сывлӑш, ӑҫта Иеговӑн* сывлӑшӗ, ҫавӑнта ирӗклӗх. 18  Эпир пурте хамӑр сӑн-пит ҫинчен пӗркенчӗке илсе пӑрахрӑмӑр та, куҫкӗски* пекех, Иеговӑн* мухтавне кӑтартса тӑратпӑр. Эпир Турӑ евӗрлӗ пулас тесе, унӑн мухтавне ытларах та ытларах кӑтартас тесе* улшӑнса пыратпӑр. Ҫакна эпир Иеговӑна* — сывлӑша* — мӗнле кирлӗ, шӑп ҫавӑн пек тӑватпӑр.

Сноскӑсем

Е «тӗллевне; вӗҫне».
Е «тӗкӗр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «мухтавлӑран та мухтавлӑ пулас тесе».
Е, тен, «Иеговӑн сывлӑшне».