2 Коринф 13:1—14
13 Эпӗ сирӗн пата пыратӑп тесе виҫҫӗмӗш хут калатӑп ӗнтӗ. «Кирек мӗнле ӗҫ те икӗ е виҫӗ ҫын каласа кӑтартнипе ҫирӗпленмелле».
2 Халӗ эпӗ сирӗнпе мар пулин те, эпӗ сирӗн пата иккӗмӗш хут пынӑ пек пулчӗ. Унччен ҫылӑх туса пурӑннисене тата ыттисене пурне те маларах асӑрхаттаратӑп: эпӗ хӑҫан та пулин тепре пырас пулсан никама та хӗрхенсе тӑмӑп.
3 Сире ман урлӑ Христос калаҫнине ҫирӗплетсе пани кирлӗ вӗт. Вӑл сирӗн хушшӑрта халсӑр мар, хӑватлӑ.
4 Ӑна юпа ҫине вӑл халсӑр ҫын пулнӑ чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ вӑл Туррӑн вӑйне пула чӗрӗ. Вӑл халсӑр пулнӑ пекех эпир те халсӑр, анчах сирӗн ҫине витӗм кӳрекен Туррӑн вӑйне пула эпир унпа пӗрле пурӑнӑпӑр.
5 Хӑвӑр чӑн ӗненӳпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине тӗрӗслесех тӑрӑр, хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса тӑрӑр. Е эсир Иисус Христос хӑвӑрпа пӗрлӗхре пулнине ӑнланмастӑр? Турӑ сире ырламан пулнӑ пулсан, Христос сирӗнпе пӗрлӗхре пулман пулӗччӗ.
6 Пире вара Турӑ ырлать. Эсир ҫакна ӑнланса илессе эпӗ питӗ шанатӑп.
7 Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе эпир Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир Турӑ хамӑра ырланине кӑтартассишӗн тумастпӑр, ыттисем Турӑ пире ырламасть тесе шутлаҫҫӗ пулсан та, сирӗн ырӑ ӗҫсем тумалла пултӑрччӗ тетпӗр.
8 Эпир чӑнлӑха хирӗҫ нимӗн те тума пултараймастпӑр, чӑнлӑхшӑн ӗҫлеме ҫеҫ пултаратпӑр.
9 Эсир вӑйлӑ пулнишӗн, ҫав вӑхӑтрах хамӑр халсӑр пулсан та, эпир яланах савӑнатпӑр. Эпир сирӗн кирлӗ улшӑнусем тумалла* пултӑр тесе те кӗлтӑватпӑр.
10 Акӑ мӗншӗн эпӗ ҫакӑн ҫинчен сирӗн пата пыриччен ҫыртӑм. Пырсассӑн манӑн сирӗнпе ытла хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ терӗм, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа мана аркатма мар, ҫирӗплетме власть панӑ.
11 Юлашкинчен, тӑвансем, ҫакна калам: малалла та савӑнӑр, кирлӗ улшӑнусем тӑвӑр*, ыттисем хӑвӑра йӑпатнине йышӑнӑр, пӗр шухӑшлӑ пулӑр тата килӗштерсе пурӑнӑр, вара юратупа мир* Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ.
12 Пӗр-пӗрне чуптуса* саламлӑр.
13 Сӑваплӑ ҫынсем пурте сире салам яраҫҫӗ.
14 Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ, Туррӑн юратӑвӗ тата пире пурне те панӑ святой сывлӑш сирӗнпе пуринпе те пӗрле пултӑр.
Сноскӑсем
^ Е «тӳрленмелле».
^ Е «тӳрленӗр».
^ Е «канӑҫлӑх».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.