1 Тимофей 4:1—16
4 Туррӑн сывлӑшӗ* уҫҫӑн калать: малашне хӑшӗ-пӗрисем ӗненӳрен пӑрӑнӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ултавлӑ сӑмахсене*, демонсен вӗрентӗвӗсене
2 тата икӗпитлӗ ҫынсен суйине итлӗҫ. Ҫав ҫынсен совеҫӗ ҫине хӗртнӗ тимӗрпе паллӑ* лартнӑпа пӗрех.
3 Вӗсем мӑшӑрланма чараҫҫӗ тата хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме хушмаҫҫӗ. Анчах та Турӑ ҫав апат-ҫимӗҫе чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлекен, ӗненекен ҫынсем тав туса ҫиччӗр тесе тунӑ.
4 Турӑ мӗн туни пурте аван, нимӗнле апат-ҫимӗҫе те, ӑна ҫинӗ чухне уншӑн кӗлӗре тав тусассӑн, сирсе ямалла мар,
5 мӗншӗн тесен ӑна Турӑ сӑмахӗпе тата кӗлтунипе сӑваплӑ тунӑ.
6 Тӑвансене ҫак канашсене парса эсӗ Христос Иисусӑн лайӑх ӗҫлекенӗ пулнине тата эсӗ хӑвна ӗненӗвӗн сӑмахӗсемпе, хӑв ҫирӗп тытса тӑракан чаплӑ вӗрентӗвӗн сӑмахӗсемпе, тӑрантарнине кӑтартӑн.
7 Карчӑк-кӗрчӗкӗн Турра хурлакан юптарӑвӗсене ан итле. Ун вырӑнне, Турра парӑнса пурӑнма тӗллев ларт, ҫав тӗлӗшрен хӑвна хӑнӑхтарса пыр.
8 Ӳт-пӗве тӗреклетме хӑнӑхтарусем* туни кӑштах ҫеҫ усӑ парать, Турра парӑнса пурӑнни вара пур тӗлӗшрен те усӑ парать, мӗншӗн тесен унран хальхи пурнӑҫ та, пулас пурнӑҫ та килет.
9 Ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн.
10 Ҫавӑнпа та эпир тӑрӑшса ӗҫлетпӗр тата пӗтӗм вӑя хуратпӑр. Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра — пур тӗрлӗ ҫынна та, уйрӑмах хӑйне шанчӑклисене, Ҫӑлакана — шанатпӑр.
11 Ҫак хушусене парса, вӗрентсе тӑр.
12 Ҫамрӑк тесе сан ҫине никамӑн та мӑнкӑмӑллӑн пӑхмалла ан пултӑр. Ун вырӑнне, мӗнле калаҫас, харпӑр хӑйне мӗнле тытас, юратас, ӗненес, таса пурӑнас тӗлӗшрен Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӗслӗх пул.
13 Эпӗ пыриччен малалла та ыттисем умӗнче сасӑпа вула, вӗсене ӳкӗтле*, вӗрент.
14 Турӑ хӑвна панӑ парнене — сан ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗн старейшинӑсен совечӗ сан ҫине алӑ хунӑ чухне панӑ парнене — сая ан яр.
15 Ҫавӑн ҫинчен шухӑшла, ҫавӑн ӑшне пуҫупах пут, санӑн ҫитӗнӗвӳсем пуриншӗн те паллӑ пулччӑр.
16 Хӑвна та, хӑв мӗне* вӗрентнине те яланах асӑрхаса тӑр. Ҫаксене туса тӑр, мӗншӗн тесен ҫапла эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн.
Сноскӑсем
^ Е «сывлӑш хавхалантарнипе каланӑ сӑмах».
^ Е «аташтаракан сывлӑшсене».
^ Е «клеймо».
^ Е «хусканусем».
^ Е «хавхалантар».
^ Е «мӗнле».