1 Тимофей 3:1—16
3 Ҫак сӑмахсем чӑн: кам старейшина* пуласшӑн, ҫавӑ лайӑх ӗҫ тӑвасшӑн.
2 Старейшинӑн* айӑпсӑр ҫын* пулмалла, унӑн пӗр арӑм пулмалла, пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлмелле, чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла*. Унӑн йӗркене юратакан, хӑналама юратакан*, вӗрентме пултаракан ҫын пулмалла.
3 Унӑн ӗҫке юратакан, ыттисене хӗнекен, хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑракан*, харкашса ҫӳрекен, укҫа юратакан ҫын пулмалла мар.
4 Унӑн хӑйӗн кил-йышне лайӑх пӑхса тӑмалла, унӑн пӑхӑнса тӑракан тата хӑйсене йӗркеллӗ тытакан ачасем пулмалла.
5 (Мӗншӗн тесен ҫын хӑйӗн кил-йышне пӑхса тӑма пӗлмест пулсан, мӗнле-ха вӑл Турӑ пухӑвӗшӗн тӑрӑшма пултартӑр?)
6 Мӑнкӑмӑлланса каясран тата ӑна Шуйттана* суд туса айӑпланӑ пек айӑпласран унӑн анчахрах шыва кӗнӗ ҫын пулмалла мар.
7 Унсӑр пуҫне, ыттисем ӑна ан ӳпкелеччӗр* тесен тата вӑл Шуйттан* капкӑнне ан лектӗр тесен унӑн пухура маррисем* умӗнче те ырӑ ятлӑ пулмалла.
8 Пухура пулӑшакансен хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла, вӗсен икӗпитлӗ*, эрехпе* иртӗхекен, тупӑш илессишӗн ҫунакан ҫынсем* пулмалла мар,
9 вӗсен таса совеҫпе ӗненӗвӗн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне тытса тӑмалла.
10 Вӗсем ҫак ӗҫе юрӑхлӑ пулнипе пулманнине малтан тӗрӗслесе пӑхмалла, айӑпсӑр пулсан вара — ӗҫлесе тӑччӑр.
11 Хӗрарӑмсен те хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла, элекҫӗ пулмалла мар, пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлмелле тата шанчӑклӑ пулмалла.
12 Пухура пулӑшаканӑн пӗр арӑм пулмалла тата унӑн хӑйӗн ачи-пӑчине те, пӗтӗм кил-йышне те лайӑх пӑхса тӑмалла.
13 Мӗншӗн тесен лайӑх ӗҫлесе тӑракансем ырӑ ят илеҫҫӗ тата хӑйсем Христос Иисуса ӗненни ҫинчен хӑюллӑн* калама пултараҫҫӗ.
14 Эпӗ сан пата кӗҫех пыма шанса тӑратӑп пулин те, ҫаксем ҫинчен ҫырса ярас терӗм,
15 мӗншӗн тесен эпӗ час пыраймасан, санӑн Туррӑн ҫуртӗнче хӑвна мӗнле тытмаллине пӗлмелле пултӑр терӗм. Туррӑн ҫурчӗ вӑл — чӗрӗ Туррӑн пухӑвӗ, чӑнлӑхӑн тӗрекӗ тата никӗсӗ.
16 Паллах ӗнтӗ, Турра парӑнса пурӑннипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ: «Вӑл* ҫын пулса тӑнӑ; каллех сывлӑш* пулса тӑрсан, Турӑ ун пирки тӳрӗ тенӗ; вӑл ангелсене курӑннӑ; ун пирки халӑхсем хушшинче хыпар пӗлтернӗ; тӗнчери ҫынсем ӑна ӗненнӗ; ӑна тӳпене илсе мухтава кӑларнӑ».
Сноскӑсем
^ Грекла эпископе́. Словарьте «Старейшина» статьяна пӑхӑр.
^ Грекла эпи́скопос. Словарьте «Старейшина» статьяна пӑхӑр.
^ Урӑхла каласан, вӑл хӑйне лайӑх тытнӑран ыттисен ӑна айӑплама е тиркеме сӑлтав ҫук.
^ Е «тӗплӗн шухӑшлама пӗлмелле».
^ Е «тараватлӑ». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «палламан ҫынсене юратакан».
^ Е «кутӑн».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».
^ Е «унӑн намӑс курмалла ан пултӑр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тулашрисем».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
^ Е «суйса калаҫмалла мар».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрлӗ эрехпе».
^ Е «улталаса тупӑш тӑвакан ҫӑткӑн ҫынсем».
^ Е «ирӗклӗн».
^ Урӑхла каласан, Иисус.