1 Коринф 12:1—31
12 Тӑвансем, манӑн сире святой сывлӑш паракан пултарулӑхсем* пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест.
2 Хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, ӗненекенсем пулса тӑриччен эсир калаҫма пултарайман йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ, вӗсене хӑвӑра ертсе пыма ирӗк панӑ.
3 Халӗ вара эпӗ сирӗн ҫакна ӑнланмалла пултӑр тетӗп: Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнипе калаҫакансенчен никам та Иисуса ылханмасть тата никам та хӑйӗн ҫине святой сывлӑш витӗм кӳмесӗр Иисуса Ҫӳлхуҫа теме пултараймасть.
4 Тӗрлӗ пултарулӑх* пур, анчах вӗсене пурне те пӗр сывлӑшах парать.
5 Сӑваплӑ ӗҫе тӗрлӗ майпа туса тӑма пулать, ҫапах та эпир пӗр Ҫӳлхуҫашӑнах ӗҫлесе тӑратпӑр.
6 Тӗрлӗ ӗҫсем тума пулӑшмашкӑн Турӑ кашни ҫине тӗрлӗрен витӗм кӳрет, ҫапах та хӑй вӑл пӗрре анчах.
7 Святой сывлӑш кашни ҫине витӗм кӳни уҫҫӑн курӑнать, Турӑ ӑна пурне те усӑ пултӑр тесе парать.
8 Ҫапла вара сывлӑш хӑшне ӑслӑлӑхпа калаҫма* пулӑшать, хӑшне ҫав сывлӑшах ыттисем пӗлме пултарайманнине* калама пулӑшать,
9 хӑшне ҫав сывлӑш ӗненме пулӑшать, хӑшне ҫав сывлӑшах сыватас пултарулӑх парать,
10 хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне пӗр-пӗр хыпар Турӑран пулнипе пулманнине ӑнланма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне урӑх чӗлхесемпе каланине куҫарма пулӑшать.
11 Ҫаксене пурне те пӗр сывлӑшах тӑвать, вӑл хӑйне кирлӗ пек кашни ҫынна пултарулӑх парать.
12 Ҫын кӗлетки нумай пайран тӑрать. Пайӗсем нумай пулсан та, вӗсем пӗр кӗлетке пулаҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах.
13 Пӗр кӗлетке тӑвас тесе пире пурне те — еврейсемпе грексене те, чурасемпе ирӗклисене те — пӗр сывлӑшпах шыва кӗртнӗ*, пире пурне те пӗр сывлӑшах панӑ*.
14 Кӗлетке пӗр пайран мар, нумай пайран тӑрать.
15 Ура: «Эпӗ алӑ мар, эппин, кӗлеткен пайӗ те мар», — тенипе кӗлеткен пайӗ пулма пӑрахмасть.
16 Хӑлха та: «Эпӗ куҫ мар, эппин, кӗлеткен пайӗ те мар», — тенипе кӗлеткен пайӗ пулма пӑрахмасть.
17 Пӗтӗм кӗлетке куҫ пулнӑ пулсан, ҫын мӗнпе илтнӗ пулӗччӗ? Пӗтӗм кӗлетке хӑлха пулнӑ пулсан, ҫын шӑршсене мӗнпе туйнӑ пулӗччӗ?
18 Анчах Турӑ кӗлеткен кашни пайне хӑй ӑҫта вырнаҫтарас тенӗ, ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ.
19 Кӗлеткен пур пайӗ те пӗр пек пулнӑ пулсан, вӑл кӗлетке пулӗччӗ-и?
20 Капла пайӗсем нумай, кӗлетке вара пӗрре.
21 Куҫ алла: «Эсӗ мана кирлӗ мар», — тесе калаймасть. Пуҫ та урасене: «Эсир мана кирлӗ мар», — тесе калаймасть.
22 Пачах урӑхла, кӗлеткен хавшакрах пек туйӑнакан пайӗсем питӗ кирлӗ.
23 Кӗлеткен хӑш-пӗр пайӗсем пирки чаплах мар тесе шутлатпӑр пулин те, эпир вӗсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр. Ҫапла вара хамӑрӑн илемлех мар пайсем илемлӗрех курӑнаҫҫӗ.
24 Илемлисемшӗн вара капла тӑрӑшмалла мар. Турӑ кӗлеткене майлаштарасса та чаплах мар пайсемшӗн ытларах тӑрӑшмалла туса майлаштарнӑ.
25 Ҫакна вӑл кӗлеткере пайланса каясси ан пултӑр тесе тата кӗлеткен пайӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшчӑр тесе тунӑ.
26 Кӗлеткен пӗр пайӗ асапланать пулсан, ытти пайӗсем те унпа пӗрле асапланаҫҫӗ. Кӗлеткен пӗр пайӗ мухтава тухать пулсан, ытти пайӗсем те унпа пӗрле савӑнаҫҫӗ.
27 Эсир вара — Христосӑн кӗлетки, уйрӑмшарӑн — ҫак кӗлеткен пайӗсем.
28 Турӑ пухура кашнине вырӑн уйӑрса панӑ: пӗрремӗшӗнчен, апостолсене, иккӗмӗшӗнчен, пророксене, виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗрентекенсене, унтан тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакансене, кайран сыватас пултарулӑх пуррисене, ыттисене пулӑшакансене, ертсе пыма пултаракансене тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакансене.
29 Пурте апостолсем-и? Пурте пророксем-и? Пурте вӗрентекенсем-и? Пурте тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ-и?
30 Пурин те сыватас пултарулӑх пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-и? Пурте куҫараҫҫӗ-и?
31 Ҫак пултарулӑхсенчен кирлӗреххисене илме тӑрӑшӑр*. Эпӗ вара сире чи лайӑх ҫула кӑтартӑп.
Сноскӑсем
^ Е «парнесем».
^ Е «парне».
^ Е «хыпар калама».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗлӳ сӑмахне». Ҫакӑнта тӗлӗнмелле майпа илнӗ пӗлӳ пирки сӑмах пырать пулмалла.
^ Ҫакӑнта шыва кӗртни ҫынна святой сывлӑш панине пӗлтерет, ҫавна пула вӑл Христоспа пӗрлӗхре пулать.
^ Е «ӗҫтернӗ».
^ Е «пӗтӗм вӑйран шырӑр».