1 Коринф 11:1—34
11 Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.
2 Эсир мана яланах асра тытнӑшӑн тата эпӗ хӑвӑра мӗне вӗрентнине* ҫирӗп тытса тӑнӑшӑн эпӗ сире мухтатӑп.
3 Анчах сирӗн ҫакна пӗлмелле пултӑр тетӗп: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫӗ — Христос, хӗрарӑмӑн пуҫӗ — арҫын, Христосӑн пуҫӗ вара — Турӑ.
4 Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е пророкла каланӑ чухне пуҫне витнӗ пулсан, вӑл хӑйӗн пуҫне намӑса кӑларать.
5 Кирек хӑш хӗрарӑм та кӗлтунӑ чухне е пророкла каланӑ чухне пуҫне витмесен, вӑл хӑйӗн пуҫне намӑса кӑларать, мӗншӗн тесен вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янипе пӗрех.
6 Хӗрарӑм пуҫне витмест пулсан, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр. Анчах ҫӳҫне кастарса яни е хыртарса яни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне виттӗр.
7 Арҫыннӑн хӑйӗн пуҫне витмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл — Туррӑн сӑнарӗ, Туррӑн мухтавӗ. Хӗрарӑм вара — арҫыннӑн мухтавӗ.
8 Арҫын хӗрарӑмран пулман, хӗрарӑм арҫынран пулнӑ.
9 Унтан та ытла, арҫынна хӗрарӑм валли туман, хӗрарӑма арҫын валли тунӑ.
10 Ҫак сӑлтава пула тата ангелсем курччӑр тесе хӗрарӑмӑн пуҫӗ ҫинче влаҫа пӑхӑннине кӑтартакан паллӑ пулмалла.
11 Тепӗр тесен, Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсем хушшинче хӗрарӑм арҫынсӑр пулаймасть, арҫын та хӗрарӑмсӑр пулаймасть.
12 Хӗрарӑм арҫынран пулнӑ пекех, арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать. Анчах пурне те Турӑ тунӑ.
13 Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӗрарӑмшӑн пуҫне витмесӗр кӗлтуни килӗшӳллӗ-и?
14 Ҫынна мӗнле туни ҫакна кӑтартса памасть-и: арҫыннӑн вӑрӑм ҫӳҫ пулсан, намӑс ӑна,
15 хӗрарӑмшӑн вара вӑрӑм ҫӳҫ — мухтав, мӗншӗн тесен ҫӳҫне ӑна пуҫ витти вырӑнне панӑ.
16 Кам та пулин ҫакӑн пирки тавлашас тесен, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн пухӑвӗсенче те урӑх йӑла ҫук.
17 Ҫакӑн пек вӗрентсе каласа эпӗ сире мухтамастӑп, мӗншӗн тесен эсир пӗрле пуҫтарӑнни усӑ панинчен ытларах сиен кӳрет.
18 Чӑн малтан, хам мӗн илтни ҫинчен калас килет: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан сирӗн хушшӑрта пайланса каясси пур. Эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те.
19 Сирӗн хушшӑрта сектӑсем те пулӗҫ*, ҫакӑ вара Турӑ сирӗнтен кама ырланине уҫҫӑн кӑтартӗ.
20 Эсир пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне ҫиме* пуҫтарӑнатӑр теме ҫук.
21 Ӑна ҫиме вӑхӑт ҫитичченех эсир хӑвӑрӑн каҫхи апата ҫисе яратӑр. Ҫапла вара пӗри выҫӑ, тепри ӳсӗр.
22 Сирӗн ӗҫсе ҫиме кил ҫук-и-мӗн? Е эсир Туррӑн пухӑвне ним вырӑнне хумасӑр чухӑн ҫынсене намӑслантарас тетӗр-и? Мӗн калас сире? Мухтаса илес-и? Ҫакӑншӑн сире мухтамӑп.
23 Эпӗ сире Ҫӳлхуҫаран хам мӗн пӗлнине вӗрентрӗм: хӑйне сутас каҫ Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӑкӑр илсе
24 Турра тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене парса каланӑ: «Ҫак ҫӑкӑр манӑн кӗлеткене пӗлтерет, ӑна сирӗншӗн параҫҫӗ. Ҫакна мана аса илсе тӑвӑр».
25 Каҫхи апат хыҫҫӑн вӑл ҫавӑн пекех курка илнӗ те каланӑ: «Ҫак курка сирӗншӗн тӑкӑнас юнӑмпа ҫирӗпленекен ҫӗнӗ килӗшӗве пӗлтерет. Унран ӗҫнӗ чухне кашнинчех ҫакна мана аса илсе тӑвӑр».
26 Мӗншӗн тесен ҫак ҫӑкӑра ҫинӗ чухне тата ҫак куркаран ӗҫнӗ чухне кашнинчех эсир Ҫӳлхуҫа киличчен вӑл вилни ҫинчен пӗлтерсе тӑратӑр.
27 Ҫавӑнпа та ҫӑкӑра ҫиекен тата Ҫӳлхуҫан куркинчен ӗҫекен хӑйне тивӗҫсӗр тытать пулсан, вӑл Ҫӳлхуҫан кӗлеткипе юнне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.
28 Малтан ҫын хӑйне тӗрӗслесе пӑхтӑр, хӑй ӗҫме-ҫиме тивӗҫлӗ пулнине курсан тин ҫӑкӑр ҫитӗр тата куркаран ӗҫтӗр.
29 Кам Ҫӳлхуҫан кӗлетки мӗне пӗлтернине ӑнланмасӑр ӗҫсе ҫиет, ҫавӑ хӑйне айӑпа кӗртет.
30 Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем тата чирлисем нумай, вилнисем* те сахал мар.
31 Эпир хамӑра тӗрӗслесе тӑнӑ пулсан айӑпа кӗмен пулӑттӑмӑр.
32 Анчах Иегова* хамӑра суд тунӑ чухне, тӗнчепе пӗрле пирӗн те наказани илмелле ан пултӑр тесе, пире ӑса вӗрентет.
33 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ҫак каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр.
34 Кам та пулин выҫӑ пулсан, хӑйӗн килӗнче ҫитӗр, ҫапла вара пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне эсир айӑпа кӗмӗр. Ытти ыйтусене вара хам пырсан татса парӑп.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «панӑ йӑла-йӗркесене».
^ Е «пайланса каясси те пулӗ».
^ Е «уявлама».
^ Кунта ахаль вилӗм ҫинчен мар, ҫынпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пӗтни ҫинчен сӑмах пырать пулмалла.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.