Ӳлӗмхи 11:1—19

  • Икӗ свидетель (1—13)

    • Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса 1 260 кун хушши пророкла калаҫса ҫӳреҫҫӗ (3)

    • Икӗ свидетеле вӗлернӗ, вӗсене пытарман (7—10)

    • Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен чӗрӗлеҫҫӗ (11, 12)

  • Иккӗмӗш хуйхӑ иртсе кайрӗ, виҫҫӗмӗшӗ ҫитет (14)

  • Ҫиччӗмӗш трубана кӑшкӑртса яни (15—19)

    • Пирӗн Ҫӳлхуҫан тата унӑн Христосӗн Патшалӑхӗ (15)

    • Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерӗҫ (18)

11  Мана виҫмелли вӑрӑм патак* пачӗҫ те ҫапла каларӗҫ: «Кай та Туррӑн храмӗпе парне вырӑнне виҫсе тух, храмра пуҫҫапакансем мӗн чухлӗ пулнине те шутласа тух.  Храм тулашӗнчи картишне вара ан виҫ, мӗншӗн тесен ӑна халӑхсене панӑ, вӗсем сӑваплӑ хулана 42 уйӑх хушши хӗсӗрлӗҫ.  Эпӗ хамӑн икӗ свидетеле ярӑп, вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса 1 260 кун хушши пророкла калаҫса ҫӳрӗҫ».  Ҫав свидетельсем — икӗ олива йывӑҫӗпе икӗ ҫутаткӑҫ. Вӗсем ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑраҫҫӗ.  Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ. Вӗсене сиен тӑвас текенсене пурне те ҫапла вӗлерсе пӗтерӗҫ.  Хӑйсем пророкла калаҫса ҫӳрес кунсенче ҫумӑр ан ҫутӑр тесе вӗсен тӳпене хупса хума власть пур. Вӗсен шывсене юн тума тата хӑйсем тӑвас тенӗ чухне кирек хӑҫан та ҫӗр ҫине тӗрлӗ асап яма власть пур.  Икӗ свидетель пророкла калаҫса пӗтерсен, тӗпсӗр вырӑнтан тухнӑ тискер чӗрчун вӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫӗ, вара вӗсене ҫӗнтерӗ те вӗлерӗ.  Вӗсен виллисем аслӑ хулан тӗп урамӗнче выртӗҫ, ҫав хулана сӑнарлӑн Содо́м тата Египет теҫҫӗ. Вӗсен Ҫӳлхуҫине те ҫавӑнта юпа ҫине пӑталанӑ пулнӑ.  Халӑхсем, йӑхсем, нацисем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем вӗсен виллисем ҫине виҫӗ кун ҫурӑ хушши пӑхса тӑрӗҫ, вӗсене пытарма ирӗк памӗҫ. 10  Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫав икӗ пророк вилнӗшӗн савӑнӗҫ, хавасланӗҫ, пӗр-пӗрин патне парнесем ярӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав пророксем ҫӗр ҫинче пурӑнакансене асаплантарнӑ пулнӑ. 11  Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен, вӗсен ӑшне Турӑран пурнӑҫ сывлӑшӗ* кӗчӗ. Вара вӗсем ура ҫине тӑчӗҫ, ҫавна куракансем хӑрамаллипех хӑраса ӳкрӗҫ. 12  Унтан тӳперен хытӑ сасӑ илтӗнчӗ. Вӑл икӗ пророка: «Кунта хӑпарӑр», — терӗ. Вара вӗсем пӗлӗт ӑшӗнче тӳпене ҫӗкленчӗҫ, тӑшманӗсем вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ. 13  Ҫав сехетрех ҫӗр хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ, ҫӗр чӗтреннипе 7 000 ҫын вилчӗ. Ыттисем вара хӑраса ӳкрӗҫ те тӳпе Туррине мухтарӗҫ. 14  Иккӗмӗш хуйхӑ иртсе кайрӗ. Акӑ часах виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет. 15  Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара тӳперен хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Вӗсем: «Халӗ тӗнчене пирӗн Ҫӳлхуҫан тата унӑн Христосӗн Патшалӑхӗ ертсе пырать. Вӑл* ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ», — терӗҫ. 16  Вара Турӑ умӗнче хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан 24 старейшина чӗркуҫленсе ларчӗҫ те Турра пуҫҫапрӗҫ. 17  Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Пурне те Тума Пултаракан Иегова* Турӑ, эсӗ пур, пулнӑ та. Эпир сана тав тӑватпӑр, мӗншӗн тесен эсӗ влаҫа хӑвӑн аллуна илтӗн тата патшана лартӑн. 18  Анчах халӑхсем урса кайрӗҫ, вара санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ, вилнисене суд тума, саншӑн ӗҫлесе тӑракан пророкусене, сӑваплисене тата сан ятунтан хӑракансене* — кӗҫӗннисене те, аслисене те — награда пама вӑхӑт ҫитрӗ тата ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ». 19  Тӳпере Туррӑн храмӗ* уҫӑлчӗ те, храмра килӗшӳ ковчегӗ курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ хытӑ ҫурӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑмӑш».
Кунта Турӑ пирки сӑмах пырать пулмалла.
Е «сӑваплӑ вырӑн». Урӑхла каласан, храмри Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм.