Ӳлӗмхи 1:1—20
1 Иисус Христос ӳлӗмхине* уҫса пани. Иисуса ҫакна Турӑ, хӑйӗн чурисене кӗҫех мӗн пулса иртессине кӑтартас тесе, пӗлтернӗ. Иисус хӑйӗн ангелне янӑ та ун урлӑ хӑйӗн чурине Иоана ҫакна символсемпе* кӑтартнӑ.
2 Иоанн вара Туррӑн сӑмахне тата Иисус Христос пӗлтернӗ хыпара — хӑй мӗн курнине пӗтӗмпех — каласа панӑ.
3 Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсене сасӑпа вулакан телейлӗ, ҫак сӑмахсене итлесе пурнӑҫра тытса тӑракансем те телейлӗ, мӗншӗн тесен палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫывӑх.
4 Эпӗ, Иоанн, Азири* ҫичӗ пухӑва ҫырса яратӑп:
Кам пур, кам пулнӑ тата кам килет, унран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр. Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран та,
5 Иисус Христосран та — Шанчӑклӑ Свидетельтен, вилӗмрен чи малтан чӗрӗлсе тӑнинчен тата ҫӗр ҫинчи патшасен пуҫлӑхӗнчен — виҫесӗр ырӑлӑхпа мир пултӑр.
Кам пире юратать, кам пире хӑйӗн юнӗпе ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,
6 кам пире хӑйӗн Туррин тата Ашшӗн патшисемпе священникӗсем тунӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та хӑватлӑ пултӑр. Аминь.
7 Вӑл пӗлӗтсемпе килет, ӑна пурте, ӑна сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ӑна пула ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте хуйхӑрнипе хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапӗҫ. Ҫапла пулӗ те, аминь.
8 «Эпӗ А́льфа тата Оме́га, — тет Иегова* Турӑ, — эпӗ пур, пулнӑ, килетӗп, эпӗ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ».
9 Эпӗ, Иоанн, сирӗн тӑванӑр, Иисус хыҫҫӑн пыракан, чӑтӑмлӑ пулса сирӗнпе пӗрле асапсем тӳсетӗп тата сирӗнпе пӗрле патшалӑхра пулатӑп. Эпӗ Турӑ ҫинчен каласа тӑнӑшӑн тата Иисус ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернӗшӗн Па́тмос утравӗ ҫинче пултӑм.
10 Святой сывлӑш витӗм кӳнипе эпӗ Ҫӳлхуҫан кунне лекрӗм, вара хам хыҫра труба сасси пек хытӑ сасӑ илтрӗм.
11 Вӑл ҫапла каларӗ: «Хӑв мӗн курнине чӗркеме ҫырса хур та ҫичӗ пухӑва — Эфесри, Смирнӑри, Пергамри, Фиатирӑри, Сардӑри, Филадельфири тата Лаодикири пухусене — яр».
12 Эпӗ хампа кам калаҫать-ши тесе каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм,
13 ҫутаткӑҫсем хушшинче этем ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Вӑл вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ тавра сарлака ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.
14 Унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫӗ шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ, куҫӗсем вут-ҫулӑм евӗрлӗччӗ.
15 Урисем унӑн кӑмакара хӗртнӗ таса пӑхӑр евӗрлӗччӗ, сасси вара кӗрлесе юхакан шывсем евӗрлӗччӗ.
16 Сылтӑм аллинче вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ. Ҫӑварӗнчен вӑрӑм, икӗ енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.
17 Ӑна курсан эпӗ унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм.
Вара вӑл ман ҫине хӑйӗн сылтӑм аллине хучӗ те каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ Малтанхи те, Кайранхи те,
18 эпӗ чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, халӗ вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп. Манӑн вилӗмӗн тата виле шӑтӑкӗн* уҫҫисем пур.
19 Ӗнтӗ хӑв мӗн курнине, халӗ мӗн пулса иртнине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.
20 Эсӗ манӑн сылтӑм алӑра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрӑн тата ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса паратӑп сана: ҫичӗ ҫӑлтӑр ҫичӗ пухӑвӑн ангелӗсене пӗлтерет, ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара ҫичӗ пухӑва пӗлтерет.