Матфей 21:1—46
21 Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иерусалим патнелле ҫывхарса пынӑ. Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагие ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ:
2 «Хӑвӑр умӑрти яла кайӑр. Унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ашак амипе унӑн тихине куратӑр. Вӗсене вӗҫертсе ман пата ҫавӑтса килӗр.
3 Сире мӗн те пулин каласан, эсир: „Вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ“, — тейӗр. Вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ».
4 Ҫакӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ:
5 «Сио́н хӗрне калӑр: санӑн патшу сан патна килет. Вӑл йӑваш кӑмӑллӑ, вӑл ашак ҫине — ӗҫ ашакӗн тихи ҫине утланса килет».
6 Вӗренекенӗсем кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ.
7 Вӗсем ашак амипе тихине ҫавӑтса килсе вӗсем ҫине хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хунӑ, вара Иисус ашак тихи ҫине ларнӑ.
8 Ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене ҫул ҫине сара-сара хунӑ, теприсем йывӑҫ турачӗсене касса илсе вӗсене ҫул ҫине хурса пынӑ.
9 Ун умӗнче тата хыҫӗнче пыракан халӑх ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Давид Ывӑлне ҫӑлсамччӗ! Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр! Тӳпере пурӑнаканскер, ҫӑлсамччӗ ӑна!»
10 Вӑл Иерусалима пырса кӗрсен, хулипех шӑв-шав ҫӗкленнӗ, ҫынсем: «Кам-ши ку?» — тенӗ.
11 Унпа пыраканнисем ҫапла каланӑ: «Ку Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ пророк!»
12 Иисус храма кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ
13 тата вӗсене каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырнӑ. Анчах эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хутӑр!»
14 Ҫавӑн пекех храмра Иисус патне суккӑр тата уксах ҫынсем пынӑ, вӑл вӗсене сыватнӑ.
15 Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем, Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене тата «Давид Ывӑлне ҫӑлсамччӗ!» тесе кӑшкӑракан ачасене курсан, тарӑхса кайнӑ та
16 ӑна каланӑ: «Вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и?» — «Илтетӗп, — тесе хуравланӑ Иисус. — „Пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисене хӑвна мухтама хавхалантартӑн“ тесе ҫырнине эсир нихӑҫан та вуламан-им?»
17 Унтан вӑл хуларан кайнӑ та Вифание ҫитнӗ, унта ҫӗр каҫнӑ.
18 Тепӗр кунне ирхине ирех хулана таврӑннӑ чухне Иисусӑн ҫиес килсе кайнӑ.
19 Вӑл ҫул хӗрринче инжир йывӑҫне асӑрханӑ та ун патне пынӑ, анчах та ун ҫинче ҫулҫӑсемсӗр пуҫне нимӗн те тупайман. Вӑл каланӑ: «Сан ҫинче урӑх нихӑҫан та ҫимӗҫ ан пултӑр». Вара инжир йывӑҫӗ ҫав самантрах хӑрса ларнӑ.
20 Ҫакна курсан вӗренекенӗсем тӗлӗнсе: «Мӗнле-ха ҫак инжир йывӑҫӗ пӗр самантрах хӑрса ларма пултарчӗ?» — тенӗ.
21 Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсен тата иккӗленмесен, эпӗ инжир йывӑҫӗпе мӗн тунине кӑна мар тума пултарӑр. Эсир ҫак тӑва: „Ҫӗклен те тинӗсе ӳк“, — тесен, ҫапла пулӗ те.
22 Эсир кӗлтунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ҫавна илетӗр».
23 Вӑл храма пырса халӑха вӗрентнӗ чухне ун патне аслӑ священниксемпе старейшинӑсем пынӑ та ыйтнӑ: «Санӑн ҫакна тума ирӗк пур-и? Ҫакна тума сана кам ирӗк панӑ?»
24 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ те сире пӗр ыйту парам. Эсир хуравласан, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине калӑп.
25 Иоанн шыва кӗртни камран пулнӑ: Турӑран-и* е ҫынсенчен?» Вара вӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла канашлама пуҫланӑ: «Эпир ӑна „Турӑран“ тесен, вӑл пире: „Апла мӗншӗн эсир Иоана ӗненмерӗр?“ — тейӗ.
26 Анчах „ҫынсенчен“ теме — халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоанн пирки пророк тесе шутлаҫҫӗ».
27 Ҫавӑнпа вӗсем Иисуса: «Эпир пӗлместпӗр», — тесе хуравланӑ. Вара Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине каламастӑп.
28 Эсир ҫакӑн ҫинчен мӗн шутлатӑр? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Вӑл пӗрин патне пынӑ та: „Ывӑлӑм, паян виноград пахчине кайса ӗҫле-ха“, — тенӗ.
29 Лешӗ ӑна: „Каймастӑп“, — тенӗ. Анчах кайран ӳкӗннӗ те кайнӑ.
30 Теприн патне пырса ӑна та ҫавнах каланӑ. Ку ӗнтӗ: „Юрать, атте, каятӑп“, — тенӗ. Хӑй вара кайман та.
31 Ҫак икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне тунӑ?» Аслӑ священниксемпе старейшинӑсем: «Пӗрремӗшӗ», — тенӗ. Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: налог пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем* Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
32 Мӗншӗн тесен Иоанн килсе сире тӳрӗлӗх ҫулне кӑтартрӗ, анчах эсир ӑна ӗненмерӗр, налог пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӗненчӗҫ. Эсир ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та ӳкӗнмерӗр, ӑна ӗненес темерӗр.
33 Тата тепӗр тӗслӗх итлӗр-ха. Пӗр ҫыннӑн ҫӗр лаптӑкӗ пулнӑ. Вӑл унта виноград пахчи лартнӑ, ун тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, виноград ҫырлин сӗткенне пусса кӑлармалли вырӑн касса тунӑ тата башня туса лартнӑ. Унтан вӑл пахчине пахчаҫӑсене тара панӑ та, хӑй вара урӑх ҫӗршыва тухса кайнӑ.
34 Виноград пуҫтарма вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗн пайне илме пахчаҫӑсем патне чурисене янӑ.
35 Анчах пахчаҫӑсем унӑн чурисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе пӗтернӗ, хӑшне вӗлернӗ, хӑшне чулпа персе вӗлернӗ.
36 Вара хуҫа урӑх чурисене янӑ, вӗсем малтанхисенчен те нумайрах пулнӑ. Анчах пахчаҫӑсем вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ.
37 Юлашкинчен вӑл вӗсем патне хӑйӗн ывӑлне янӑ. „Манӑн ывӑла вӗсем хисеплӗҫ ӗнтӗ“, — тесе шутланӑ вӑл.
38 Ывӑлне курсан пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне каланӑ: „Пахча ӑна юлмалла. Айтӑр ӑна вӗлерер те пахчине хамӑра илер“.
39 Вӗсем ӑна ярса тытнӑ та пахчаран сӗтӗрсе тухса вӗлернӗ.
40 Эппин, пахча хуҫи килсен, вӑл ҫав пахчаҫӑсемпе мӗн тӑвӗ?»
41 Аслӑ священниксемпе старейшинӑсем ӑна каланӑ: «Вӑл ҫав усал ҫынсене вӗлерӗ те пахчине урӑххисене — ҫимӗҫе хӑйне вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене тара парӗ».
42 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Ҫырура нихӑҫан та вуламан-им ҫакна: „Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ. Ҫакӑ — Иеговӑран*, пирӗн куҫ умӗнче вӑл тӗлӗнмелле япала“.
43 Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те Патшалӑха тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ.
44 Ҫав чул ҫине ӳкекен арканса кайӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса лартӗ».
45 Аслӑ священниксемпе фарисейсем унӑн тӗслӗхӗсене илтсен, вӑл хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.
46 Вӗсем ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ун пирки пророк тесе шутланӑ.
Сноскӑсем
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳперен-и».
^ Е «проституткӑсем».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.