Матфей 13:1—58
-
ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХСЕМ (1—52)
-
Акаҫӑ (1—9)
-
Мӗншӗн Иисус тӗслӗхсемпе усӑ курать? (10—17)
-
Иисус акаҫӑ ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса парать (18—23)
-
Тулӑ тата ҫумкурӑк (24—30)
-
Сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри тата кӑвас чусти (31—33)
-
Тӗслӗхсемпе усӑ курнипе Иисус пророкла каланине пурнӑҫлать (34, 35)
-
Иисус тулӑпа ҫумкурӑк ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса парать (36—43)
-
Пытарса хунӑ мул тата паха ӗнчӗ (44—46)
-
Сӗреке-тетел (47—50)
-
Ҫӗнӗ тата кивӗ мул (51, 52)
-
-
Иисуса тӑван ҫӗрӗнче йышӑнмаҫҫӗ (53—58)
13 Ҫав кун Иисус пӳртрен тухнӑ та тинӗс хӗррине пырса ларнӑ.
2 Ун патне питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл кимӗ ҫине ларнӑ. Мӗнпур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ.
3 Вара вӑл тӗслӗхсем илсе парса вӗсене нумай япалана вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Акаҫӑ акма тухнӑ.
4 Акнӑ чухне хӑш-пӗр тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ. Кайӑксем вӗҫсе килнӗ те вӗсене ҫисе янӑ.
5 Теприсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ. Тӑпри тарӑн пулманран вӗсем часах шӑтса тухнӑ.
6 Анчах хӗвел тухсан калчасене ӗнтсе янӑ, тымар ҫуккине пула вӗсем типсе ларнӑ.
7 Тата теприсем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкнӗ. Йӗплӗ ӳсентӑрансем ӳссе кайнӑ та калчасене пусса илнӗ.
8 Хӑш-пӗрисем вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫимӗҫ пама пуҫланӑ: пӗрисем акнинчен 100 хут ытларах, теприсем 60 хут ытларах тата теприсем 30 хут ытларах панӑ.
9 Хӑлха пурри итлетӗр».
10 Вара ун патне вӗренекенӗсем пынӑ та ыйтнӑ: «Мӗншӗн эсӗ вӗсемпе тӗслӗхсем илсе парса калаҫатӑн?»
11 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Сире ҫӳлти Патшалӑхӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланма панӑ, вӗсене вара ӑнланма паман.
12 Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ.
13 Акӑ мӗншӗн эпӗ вӗсемпе тӗслӗхсем илсе парса калаҫатӑп. Вӗсем пӑхаҫҫӗ, анчах курмаҫҫӗ, итлеҫҫӗ, анчах илтмеҫҫӗ, пӗлтерӗшне те ӑнланмаҫҫӗ.
14 Вӗсем ҫинче Иса́ия пророкла калани пурнӑҫланать, вӑл каланӑ: „Эсир илтме илтӗр те, анчах пӗлтерӗшне ӑнланса илеймӗр. Пӑхма пӑхӑр та, анчах кураймӑр.
15 Ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ. Вӗсем хӑлхипе илтеҫҫӗ, анчах хӑйсем илтнине тумаҫҫӗ. Нимӗн те курас мар тата илтес мар тесе вӗсем куҫӗсене хупаҫҫӗ тата хӑлхисене хуплаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем чӗрипе ӑнланса илеймеҫҫӗ, манӑн вӗсене сыватмалла пултӑр тесе ман пата таврӑнмаҫҫӗ“.
16 Эсир вара телейлӗ, мӗншӗн тесен сирӗн куҫсем кураҫҫӗ, хӑлхасем те илтеҫҫӗ.
17 Чӑн калатӑп сире: пророксемпе тӳрӗ ҫынсем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑн пулнӑ, анчах курайман, эсир илтнине илтесшӗн пулнӑ, анчах илтеймен.
18 Халӗ ӗнтӗ акаҫӑ ҫинчен каланӑ тӗслӗх мӗне пӗлтернине итлӗр.
19 Патшалӑх ҫинчен калакан сӑмаха илтнӗ, анчах ӑна ӑнланман ҫын патне Шуйттан* килет те ун чӗрине акнине вӑрласа каять. Ҫакӑ тырӑ пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнине пӗлтерет.
20 Пӗрчӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкни ҫын сӑмаха илтсе ӑна хаваспах йышӑннине пӗлтерет.
21 Анчах сӑмах унра тымар яманнине пула вӑл пӗр вӑхӑт хушши кӑна ӗненет. Ҫав сӑмахшӑн хӗн курма тивсен е хӗсӗрлеме пуҫласан, вӑл тӳрех ӗненме пӑрахать.
22 Пӗрчӗсем йӗплӗ ӳсентӑрансем хушшине ӳкни ҫакна пӗлтерет: ҫын сӑмаха илтет, анчах кулленхи пурнӑҫри* пӑшӑрханусем тата ултавлӑ пуянлӑх сӑмаха пусса илеҫҫӗ, вара вӑл ҫимӗҫ памасть.
23 Пӗрчӗсем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара ҫакна пӗлтерет: ҫын сӑмаха илтсе ӑна ӑнланать те ҫимӗҫ парать, пӗри акнинчен 100 хут ытларах, тепри 60 хут ытларах тата тепри 30 хут ытларах парать».
24 Вӑл вӗсене тата тепӗр тӗслӗх каласа панӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн хирне лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать.
25 Пурте ҫывӑрнӑ чухне унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫумкурӑк акса хӑварнӑ.
26 Калча ӳссе пучах кӑларсассӑн, ҫумкурӑкӗ те палӑрнӑ.
27 Чурисем хир хуҫине пырса каланӑ: „Хуҫа, эсӗ хӑвӑн хирне лайӑх вӑрлӑх акманччӗ-и-ха? Унта ҫумкурӑк ӑҫтан шӑтса тухнӑ вара?“
28 Вӑл вӗсене: „Ҫакна манӑн тӑшман тунӑ“, — тенӗ. „Пирӗн кайса ҫумлас мар-и?“ — тесе ыйтнӑ чурисем.
29 „Ҫук, — тенӗ вӑл вӗсене. — Ҫумкурӑкпа пӗрле туллине те тӑпӑлтарса кӑларма пултаратӑр.
30 Выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр. Вырнӑ чухне вара эпӗ выракансене малтан ҫумкурӑкне пуҫтарма, ӑна ҫунтарса ямашкӑн ҫыхса хума калӑп, туллине вара хамӑн кӗлете пухса хума калӑп“».
31 Иисус вӗсене тата тепӗр тӗслӗх каласа панӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑррипе танлаштарма пулать. Ӑна пӗр ҫын хӑйӗн хирне акнӑ.
32 Вӑл ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах пулса каять те йывӑҫ пулса тӑрать. Кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ».
33 Вӑл вӗсене тепӗр тӗслӗх каласа панӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас чустипе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм ӑна виҫӗ пысӑк виҫе* ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти хӑпарнӑ».
34 Ҫаксене пурне те Иисус халӑха тӗслӗхсем илсе парса каланӑ. Вӑл вӗсемпе тӗслӗхсемсӗр калаҫман.
35 Ҫапла пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ: «Тӗслӗхсем илсе парса калаҫӑп. Мӗн авалтанпах* пытарӑнса тӑнине каласа пӗлтерӗп».
36 Унтан Иисус халӑха янӑ та пӳрте кӗнӗ. Ун патне вӗренекенӗсем пырса ыйтнӑ: «Хирти ҫумкурӑк ҫинчен каланӑ тӗслӗхе ӑнлантарса пар-ха пире».
37 Вӑл вӗсене каланӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫын вӑл — Этем Ывӑлӗ,
38 хир — тӗнче, лайӑх вӑрлӑх — Патшалӑх ывӑлӗсем, ҫумкурӑк — Шуйттан* ывӑлӗсем,
39 ҫумкурӑк акнӑ тӑшман — Шуйттан*, вырма вӑхӑчӗ — ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем*, выракансем вара — ангелсем.
40 Ҫумкурӑка пуҫтарса ӑна вутпа ҫунтарнӑ пекех, ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче те ҫаплах пулӗ.
41 Этем Ывӑлӗ хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем унӑн Патшалӑхӗнчен ыттисене ҫылӑх тума хӗтӗртекенсене тата усал ӗҫ тӑвакансене пурне те пуҫтарӗҫ те
42 ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ. Унта вӗсем уласа макӑрӗҫ тата шӑлне шатӑртаттарӗҫ.
43 Тӳрӗ ҫынсем вара ҫав вӑхӑтра хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ялкӑшса тӑрӗҫ. Хӑлха пурри итлетӗр.
44 Ҫӳлти Патшалӑх хирте пытарса хунӑ мул евӗрлӗ, ӑна пӗр ҫын тупнӑ та каллех пытарса хунӑ. Савӑннипе вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пурне те кайса сутнӑ та ҫав хире туяннӑ.
45 Ҫавӑн пекех ҫӳлти Патшалӑх паха ӗнчӗ шыракан купса* евӗрлӗ.
46 Пӗр питӗ хаклӑ ӗнчӗ тупсан, вӑл хӑйӗн мӗн пуррине тӳрех кайса сутса янӑ та ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
47 Ҫавӑн пекех ҫӳлти Патшалӑха сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать, ӑна тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ лекнӗ.
48 Тетел тулсан, ҫынсем ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Унтан ларнӑ та лайӑх пуллисене суйласа илсе вӗсене карҫинккасене пуҫтарнӑ, ҫиме юрӑхсӑррисене вара кӑларса пӑрахнӑ.
49 Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усал ҫынсене тӳрӗ ҫынсенчен уйӑрса
50 ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ. Унта вӗсем уласа макӑрӗҫ тата шӑлне шатӑртаттарӗҫ».
51 Унтан Иисус ыйтнӑ: «Эсир ҫаксене пурне те ӑнлантӑр-и?» Вӗренекенӗсем ӑна: «Ӑнлантӑмӑр», — тенӗ.
52 «Апла калам сире, — тенӗ вӑл, — ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен пӗлнӗ кашни вӗрентекене кил хуҫипе танлаштарма пулать. Вӑл хӑйӗн мулне упракан вырӑнтан ҫӗннине те, киввине те илсе тухать».
53 Ҫак тӗслӗхсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ.
54 Вӑл тӑван ҫӗрне килнӗ те синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Ҫынсем хытӑ тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Кам ӑна ҫакӑн пек ӑслӑлӑх, ҫакӑн пек хӑватлӑ ӗҫсене тума пултарулӑх панӑ?
55 Вӑл платник ывӑлӗ-ҫке, унӑн амӑшӗ Мария ятлӑ. Иаковпа Иосиф тата Симонпа Иуда унӑн шӑллӗсем,
56 йӑмӑкӗсем те пирӗн хушшӑмӑртах пурӑнаҫҫӗ. Апла ҫакӑн пек ӑслӑлӑхпа пултарулӑх унӑн ӑҫтан-ши?»
57 Ҫапла вӗсем ӑна ӗненесшӗн пулман. Иисус вара вӗсене каланӑ: «Пророка пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗрӗнче тата хӑйӗн килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ».
58 Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватлӑ ӗҫсем нумаях туман.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».
^ Е «ҫак тӗнчери». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
^ 10 кг яхӑн.
^ Е, тен, «тӗнче никӗсне хывнӑранпах».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «усал».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявол».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫулҫӳрекен купса».