Матфей 1:1—25

  • Иисус Христосӑн йӑх-кӑкӗ (1—17)

  • Иисус ҫуралать (18—25)

1  Авраа́м ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн* пурнӑҫӗ* ҫинчен каласа паракан кӗнеке.   Авраамран Исаа́к ҫуралнӑ,Исаакран — Иаков,Иаковран Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ,   Иудӑн Фамарьтен Фареспа За́ра ҫуралнӑ,Фаресран Есро́м ҫуралнӑ,Есромран — Ара́м,   Арамран — Аминада́в,Аминадавран — Наассо́н,Наассонран Салмо́н ҫуралнӑ.   Салмонӑн Раавран Воо́з ҫуралнӑ,Воозӑн Руфьрен — Ови́д,Овидран — Иессе́й,   Иессейран Давид патша ҫуралнӑ. Давидӑн У́рия арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ,   Соломонран Ровоа́м ҫуралнӑ,Ровоамран — А́вия,Авийӑран — А́са,   Асӑран — Иосафа́т,Иосафатран — Иора́м,Иорамран — О́зия,   Озийӑран — Иоафа́м,Иоафамран — Аха́з,Ахазран — Езеки́я, 10  Езекийӑран — Мана́ссия,Манассийӑран — Амо́н,Амонран — Ио́сия, 11  Иосийӑран Иехонийӑпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра израильтянсене Вавилон ҫӗрне куҫарса кайнӑ. 12  Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонийӑран Салафии́л ҫуралнӑ,Салафиилран — Зорова́вель, 13  Зоровавельран — Авиу́д,Авиудран — Елиаки́м,Елиакимран — Азо́р, 14  Азортан — Садо́к,Садокран — Ахи́м,Ахимран — Елиу́д, 15  Елиудран — Елеаза́р,Елеазартан — Матфа́н,Матфанран — Иаков, 16  Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ. Марийӑран вара Христос теекен Иисус ҫуралнӑ. 17  Ҫапла вара Авраамран Давида ҫитиччен мӗнпурӗ 14 сыпӑк, Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те 14 сыпӑк, Вавилона куҫарса кайнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те 14 сыпӑк. 18  Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулнӑ: унӑн амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫнӑ пулнӑ, анчах вӗсем мӑшӑрланиччен Мария святой сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. 19  Унӑн пулас упӑшки* Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ. Вӑл Марийӑн ятне ярас мар тесе унпа вӑрттӑн уйрӑлас тенӗ. 20  Анчах вӑл ҫапла шухӑшласанах, ӑна тӗлӗкре Иеговӑн* ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: «Давид ывӑлӗ Иосиф, эсӗ арӑмна, Марийӑна, хӑв патна илме ан хӑра. Вӑл святой сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. 21  Вӑл ывӑл ача ҫуратӗ, эсӗ ӑна Иисус* тесе ят парӑн, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ». 22  Ҫакӑ пӗтӗмпех Иегова* хӑйӗн пророкӗ урлӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 23  «Акӑ хӗр йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратӗ, ӑна Еммануи́л ят парӗҫ». Ҫак ят «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет. 24  Иосиф вӑраннӑ та Иеговӑн* ангелӗ хушнӑ пек тунӑ: вӑл Марийӑна хӑй патне илнӗ. 25  Анчах Мария ача ҫуратиччен Иосиф унпа ар хутшӑнӑвне кӗмен. Ывӑл ача ҫуралсан, вӑл ӑна Иисус тесе ят панӑ.

Сноскӑсем

Е «Мессийӑн; Турӑ суйласа илнийӗн».
Е «йӑх-кӑкӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «унӑн упӑшки».
Христианла Грек Ҫырӑвӗсен ҫак куҫарӑвӗн тӗп текстӗнче Турӑ ячӗ, Иегова, 237 хут тӗл пулать. Пӗрремӗш хут вӑл ҫак сӑвӑ йӗркинче тӗл пулать. А5-мӗш приложение пӑхӑр.
Еврейла «Иешу́а». Ҫак ят «Иегова — ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет.